Н. Осипов & Виталий Родионов: С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ

Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


Н. Осипов & Виталий Родионов


С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ. Нумай енлĕ пултарулăхĕ

• С. Михайлов-Янтуш пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ.
• С. Михайлов-Янтуш этнограф-публицист, прозаик.
• Унăн очерк, калав çырас ăсталахĕ.
• Çыравçă чĕваш литературине кĕртнĕ поэтикăри тата жанр тытĕмĕнчи çĕнĕлĕхсем.

XIX ĕмĕрĕн варринче чаваш çыруллă культурине çĕнĕ çыравçăсем килсе кĕреççĕ. 1848 çулта чавашсем çинчен харăсах икĕ çын çырма пуçлать: В. А. Сбоев тата В.И. Лебедев. Вĕсен пархатарлă ĕçне тăван чăваш чĕлхипе малалла тăсаканĕ Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш пулнă (С. Михайловччен чăвашран тухнă е чăвашсем çинчен çырнă çыравçăсем пурте тенĕ пекех вырăсла е тата урăх чĕлхесемпе çырнă пулнă). С. Михайлов-Янтуша тĕпчевçĕсем чăваш ячĕпе малтанласа калаçаканĕ те теççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çак таранччен сарăлса пынă çыруллă культура талккăшне чăваш ячĕпе чи малтан никам та мар, С. Михайлов-Янтуш уçнă тесе хăюллăнах калама пултаратпăр.

Малаллине вулас