Хуçса хăварасшăн амантрĕç…

Нина Артемьева


Хуçса хăварасшăн амантрĕç. Сăлтавсăр.
Амантрĕç этемлĕх ятне те манса.
Кĕрешрĕç, сулмаклă сăмах тупаймасăр,
Çемçе чĕрери хĕлĕхсем авăнса.Малаллине вулас

Пÿлер кĕперĕ

Нинă Артемьева


Садри саркайăк чунĕллĕ пуласчĕ,
Куллен-кунах хĕвеллĕ ирхине
Пырса ларса ытарайми юрласчĕ
Пӳлер кĕперĕн карлăкĕ çине.
Кĕпер ик енĕпе – сап-сарă улăх,
Кĕпер ик енĕпе – кĕрен çырла.
Турттарнă кĕпер урлă утă-улăм,
Ялти яш-кĕрĕмсем юрла-юрла.
«Кивелнĕ вăл, сÿтес», – янранă сасă.
Юман юпаллă çирĕп кĕпере,
Сар карлăкне ватса хуçма тăрсассăн,
Сар кайăк вĕçнĕ тет йĕре-йĕре.
Унра-и, тен, пĕр каччă чунĕ пулнă –
Уксах Тимур сăнни пĕтернĕ чун.
Унра-и, тен, сар хĕрĕн сăнĕ юлнă,
Хура тăшман вутпа çунтарнă кун.
Яш каччă-и е сарă хĕрĕн сăнĕ,
Текех ÿкеймĕ çутă шыв çине.
Саркайăк писнĕ. Тăрăнман-ши сăнă
Пÿлер кĕперĕн карлăкĕ çине?

Çуралнă тăрăхăм, Пÿлер, Пÿлерĕм

Нина Артемьева


Пÿлер, Пÿлерĕм, вăйăм та хăватăм,
Хĕрÿлĕхе çулупала чĕртсе,
Пуçа тайса сан умăнта тăратăп
«Сывах-и, хĕрĕм?» – теессе кĕтсе.
Пĕлетĕп-ха, никам та сывлăх сунмĕ,
Никам та ăшшăн сасă парас çук.
Кĕрен чечеклĕ, курăклă вал умĕ
Хускалнăнах туятăп тепĕр чух.
Кунта ман йăх юн тăкнине-и манăп.
Тăшман сăнни кашнин ÿтне кĕрсе,
Çич ĕмĕр витĕр тăрăннă мана та,
Ик енлĕ кĕрешÿ çитсен хĕрсе!
Асаттесем ахлатнине туятăп,
Тин пултараймăп пулăшу пама.
Пĕртен-пĕр тивĕçĕм – тупа тăватăп
Чыспа, чунпа, ĕçпе таса пулма.
Ман йăх нумай тутаннă йÿçĕ эрĕм,
Мĕскĕнлĕхе те нишлĕхе тÿссе.
Çуралнă тăрăхăм, Пÿлер, Пÿлерĕм,
Ыйтатăп каçару пуçа пĕксе.

* * *

Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,
Кама-тăр уççăн юратман.
Усал шутлисене хÿтернĕ,
Ыр тунине часах манман,
Именчĕклĕ, ытла сăпайлă,
Çын куласран хăра-хăра,
Çапла эп çитĕннĕ хам майлă,
Вăрманлă, лăпкă тăрăхра.
Ачалăхăм – çырла утравĕ,
Шап-шурă Çĕмĕртлĕ тĕнчи.
Ыйтсассăн вырăс-и, тутар-и,
Калаттăм эп: «Пÿлер енчи».
Мăнаçчĕ çав самант ман сăнăм,
Кĕрен витсен те питĕме,
Умра уксах Тимур хăй тăнăн,
Сапатчĕ куçăм хĕлхеме.
Пĕртен-пĕр хурçă сăнă евĕр,
Шăтарасла пăхса илсе,
Эп хатĕрччĕ çич ĕмĕр витĕр,
Ямашкăн çулăмсăр ĕнтсе.
Çапла ман кăмăл тĕрекленнĕ,
Аваллăхăн ятне яман.
…Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,
Кама-тăр уççăн юратман.