Свящ. Н. Кузьминъ
Пуш 25-мĕшĕ
Турă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.
Малаллине вуласТурă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.
Малаллине вуласЙуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.
Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малаллине вулас
Таса Хĕр Марія виçĕ çула çитсессĕн, унăн таса пурăнăçлă ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпе Анна, хăйсен хурăнташĕсемпе пĕрле Ăна Іерусалимри ђиркĕве илсе пынă, Священниксен пуçлăхĕ Захарія Таса Хĕре хирĕç тухса илсе ђиркÿри ђи тасаран таса пÿлĕме илсе кĕнĕ. Çав пÿлеме архіерейе хăйне те çулталăка пĕр хут анђах кĕме йуранă. Вăл таса Хĕре унта Святой Сывлăш пĕлтернипе илсе кĕнĕ. Çавăнтан вара ашшĕсем Маріяна ђиркÿре йаланах пурăнма хăварнă. Унта Таса Хĕр Турă çинђен шухăшласа, Турра кĕл-туса, йе Турă кĕнекисене вуласа, йе алă ĕçсем туса 11 çул пурăнса ирттернĕ.Малаллине вулас
Турă Амăшĕ хăй вилес умĕн çынсене каласа хăварнă: „Епĕ сире нихăçан та пăрахмăп“, тенĕ. Ђăнах та Турă Амăшĕ Христоса ĕненекен çынсене нихăçан та пăрахмаст̌, Вăл пĕр май вĕсене пулăшса тăрат̌. Турă Амăшĕ халĕ те Христоса ĕненекен çынсене пĕр май пулăшса тăрат̌; Турă Амăшĕ темĕн ђухлĕ çынсене ырă кăтартнă, мĕн ђухлĕ ырă кăтартнине шутласа та кăларас çук.
Пĕрре Константинопольри çынсене пит пысăк хуйхă килнĕ: вĕсене йут тăшмансем пĕтере пуçланă, хăйсем те пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнайман, вăрçса тавлашса анђах пурăннă; тата выçлăх пулнă, вырăнĕ вырăнĕпе мур та пулнă. Çынсем пур те хăраса ÿкнĕ: пайан мурпа вилĕпĕр-и, ыран йут тăшмансем килсе пĕтерсе кайĕç-и? тесе анђах шухăшласа, хăраса пурăннă. Пĕрре çынсем (пайанхи кун) ђиркÿре кĕлĕре тăнă. Çынсем хушшинђе Святой Андрейпе унăн вĕренекенĕ Епифаній пулнă. Сасартăк ђиркÿре çÿлте Турă Амăшĕ курăннă, ун тавăра ангелсем тăнă; Турă Амăшĕ халăха тутăр пеккипе витсе тăнă. Андрей çавна курсан хай куçĕсене шанмасăр Епифаніяна каланă: „авă тĕнђе хутне Кĕрекен тăрат̌, куратăн-и есĕ?” тенĕ. Лешĕ каланă: „куратăп та, ђун темшĕн хăрат̌”, тенĕ. Çавăнтан кайранах вара Турă Амăшĕ пулăшнипе Константинопольри çынсем хăйсен тăшманĕсене хуса йанă, мур та ђарăннă, вара самана тÿрленсе кайнă. Çавна асăнса халĕ çуллен октябрĕн 1 кунĕнђе праçник тăваççĕ.
Малаллине вуласПайăн епир, тăвансем, Христосăн хĕресне тупнине асăнса праçник тăватпăр. Çавăнпа епĕ сире хĕрес çинђен, хамăр çине хĕрес палли хурасси çинђен пĕр-ик сăмах калас тетĕп.
Ĕлĕк хĕрес çине усал çынсене, вăрă-хурахсене пăталанă. Çавăнпа ăна хисеплекен те пулман. Ăна курсанах вăл усал çынсене пăталакан йапала пулни аса килнĕ. Усал çынсене пăталамалли хатĕрĕ те çыннăн ђĕрине, кăмăлне килес çук.Малаллине вулас
Тăвансем! Пайан епир Турă Амăшĕ вилнине асăнса праçник тăватпăр.
Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђух, Вăл Хăй Амăшне Іоанн апостол çине кăтартса каланă: ку санăн Ывăлу, тенĕ. Унтан Іоанн апостола хăй Амăшĕ çине кăтартса каланă: ку санăн Аннÿ, тенĕ. Іоанн апостол вара (Іисус Христос хушнă тăрăх) Турă Амăшне хăй патне илсе кайнă. Вăл ăна хăй амăшне пăхнă пек пит ђипер, лайăх пăхса тăнă.
Малаллине вуласПĕр вăхăтра Іисус Христос Петра, Іоанна, Іакова илсе, ту çине кĕл-тума кайнă. Кĕл-тунă ђухне Унăн сăнĕ улăшăннă, тумтирĕ шап-шурă, йăлтăртатса тăракан пулнă. Çавăнтах унпа пĕрле икĕ çын калаçса тăнă. Вĕсем Моисейпе Илія пулнă. Вĕсем унта Іисуса Іерусалимре мĕн пуласси çинђен калаçнă. Петр та, унпа пĕрле пулнисем те, ыйхăран вăраннă; вăрансан,вĕсем Іисус мухтавлă тăнине, тата Унпа пĕрле тăракан икĕ çынна курнă. Кусем Іисус патĕнђен кайнă ђух, Петр, хăй мĕн каланине пĕлмесĕр, Іисуса каланă: Вĕрентекен! пире кунта тăма аван, епир кунта виçĕ ђатăр тăвар: пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Вăл çавна каласа тăнă ђух: вĕсене пĕлĕт хупласа илнĕ. Пĕлĕтрен: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр, тенĕ сасă илтĕннĕ. Христоспа Унăн вĕренекенĕсем ту çинђен аннă ђух, Іисус вĕсене каланă: Етем Ывăлĕ вилсе ђĕрĕлсе тăриђђен халĕ курнине никама та ан калăр, тенĕ.