Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Тăшмансем Христоса асаплантарса вĕлерсен Унăн хĕ­ресне те куç умĕнђен çухатасшăн пулнă. Вĕсем ăна çĕр айне алтса ђикнĕ. Унпа пĕрле вăрă-хурахсен хĕресĕсене те хунă. Çапла вара Христос хĕресĕ пайтаххăн çĕр айĕнђе выртнă. Ун çинђен никам та пĕлмен. Пĕр виçĕ çĕр çул ытла иртнĕ. Вара тин Христос ун çинђен аса илтернĕ.

Пĕрре грексен патши Константин Рим патши Максентійпе вăрçă хускатнă. Константинăн тăшманĕ вăйлă пулнă. Вăл тăшманне çĕнтерессĕн туйăнман. Çапах та Турă çине шанса Максентійе хирĕç тухнă. Хăй Турра кĕл­туса, Унтан пулăшу ыйтнă. Турра кĕл-тунă ђухне, тăн- кăнтăрлах, пĕлĕт çинђе Христос сăнне хĕрес çинђе çакăнса тăнине курнă. Çав хĕрес пĕтĕмпе йăлтăртатса тăнă. Хĕрес патĕнђе: „çакăнпа çĕнтер“ тесе çырса хуни пулнă. Çав хăвата Константин йатша çарĕнђи çынсем те нумайăшĕ курнă.

Çавна курсассăн Константин хăйне Христос пулăшас­сине пĕлнĕ. Вара пĕр хăрамасăр тăшманне хирĕç кайнă. Вăл ђасах Максентійе çĕнтернĕ. Максентій Константинран тарнă ђухне Тибр йатлă шыв урлă кĕперпе каçнă ђух, кĕперĕ йăтăнса аннă та хăй шыва кайнă.

Константин патша вăрçăран тавăрăнсанах Христосăн хĕресне шыраса тупма шухăш тытнă. Ăна шырама хăйĕн амăшне, Еленана, Іерусалиме йанă. Патша амăшĕ хĕресе пайтахђен шыранă, анђах тупайман: пĕлекенсем те, пĕлмĕш пулса каламан. Кайран пĕр ватă çын, Іуда йатлăскер, тупăннă. Вăл та Христос хĕресĕ ăçтине каласшăн пулман. Вара патша амăшĕ, Елена, Іудана тарăн шăтăка пăрахма хушнă; Христос хĕресĕ ăçтине каласан, тин кăларма пулнă. Іуда çавăнтан хăраса Христос хĕресĕ ăçтине кăтартнă. Çав вырăна Елена алтма хушнă. Макарій патріарх Христос хĕресне тупма пулăштăр тесе Турра кĕл-тунă. Пайтах алт­сан виçĕ хĕрес тупнă. Анђах Христос хĕресне никам та уйăрса илеймен. Христос хĕресĕ çине çырса çапнă хăми хăпăнса ÿкнĕ. Çав вăхăтра пĕр вилнĕ çынна илсе пынă. Макарій патріарх йăтса пыракансене ђарăнма хушнă. Вăл пĕр хĕресне илнĕ те вилнĕ çын çине хунă. Вилнĕ çын пĕр хускалмасăр выртнă. Вара тепĕр хĕресне хунă. Вилнĕ çын­на нимĕн те пулман. Йулашкинђен виççĕмĕш хĕресне хунă. Ăна хурсанах вилнĕ çын ђĕрĕлсе тăнă. Çав хăвата, курсан пур те тĕлĕнсе кайнă. Пур те Христос хĕресне пĕлнĕ. Пĕ­тĕм халăх савăннă. Кашни Христос хĕресне курса ăна ђуп-тăвасшăн пулнă. Вара Макарій патріарх хĕресе çÿлĕ вырăн çине илсе улăхтарнă та хĕресе çÿлелле çĕкле-çĕкле халăха кăтартнă. Унта пухăннă халăх пур те: ей Турă, çырлах, тесе хĕресе ÿке-ÿке пуççапнă. Çавăнпа çак праç­нике Христос хĕресне çĕклени, теççĕ.

Йуратнă тăванăмсем! Çак ĕлĕк пулнă ĕçре акă мĕн тĕлĕнтерет. Пирĕн куç умĕнђе икĕ тĕрлĕ хĕрес. Вĕсене иккĕшне те пĕр йывăçранах тунă. Анђах иккĕшĕ пĕр пек мар. Пĕри тĕлĕнмелле хăват тăват̌: вилнĕ çынна вилĕмĕн­ђен ђĕртет. Тепĕри тĕлĕнмелле ĕç тăваймаст̌. Мĕншĕн-ши вăл, тăванăмсем?

Акă мĕншĕн. Пĕри вăрă-хурах хĕресĕ, тепĕри Христос хĕресĕ. Пĕрне вăрă-хурах йунĕ вараланă, тепĕрине Христос йунĕ тасатнă. Пĕри çынна хăратакан хĕрес, тепĕри çынна савăнтаракан хĕрес. Çавăнпа пĕр пек хĕрессемех икĕ тĕрлĕ пулса тăраççĕ. Вăл хĕресе кам йађĕпе тунинђен килет.

Вĕсем çине кама пăталанинђен пулса тăрат̌. Çавăнпа епĕ калăттăм-ђђĕ: пĕри ђăн хĕрес, тепĕри суйа хĕрес, тийĕттĕм-ђђĕ.

Йуратнă тăванăмсем! Ĕлĕк патша амăшĕ Елена тупнă хĕрессем икĕ тĕрлĕ пулнă пек, халĕ те икĕ тĕрлĕ хĕрес çук-ши вара? Ĕлĕк тупнă хĕрессем пĕри суйа, тепĕри ђăн хĕрес пулнă пек, халĕ те, çавăн пек хĕрессем, пирĕн хуш­шăмăрта пулмаççĕ-и вара? Пулаççĕ пулĕ, тăванăмсем!

Акă епир, пурсăмăр та, хамăр çине хĕрес хыватпăр. Анђах пиртен хăшĕ пĕлменнипе, хăшĕ пĕлнĕ çинђенех, аллисемпе кăкăр тĕлĕнђе сулкалаççĕ те, вара вăл вĕсен сăх-сăхни пулат̌. Шухăшласа пăхар-ха, çапла сăх-сăхни ђăн хĕресе асăнни пулат̌-и? йе суйа хĕресе асăнни пулат̌-и? Епир хамăр çине, Христоса асăнса, хĕрес палли тăватпăр. Ун асапне асăнса хĕрес хыватпăр. Христос хĕрес çинђе йепле асапланнине асăнса сăх-сăхакан çын пĕтĕмпе хăраса ђĕтĕресе ÿкет. Христос йепле асапланнине астуса вăл шу­хăшне пĕтĕмпе Христос çине йарса, васкамасăр, хăраса, çылăхĕсенђен ÿкĕнсе сăх-сăхат̌. Кам сăх-сăхап тесе хăйĕн аллипе кăкăр çинђе сулкаласа анђах илет, вăл Христос асапне аса илмест. Христос хĕрес çинђе йепле асап, хĕн курни çинђен шухăшламаст̌. Çавăнпа унăн сăх-сăхни те ђăн хĕресе асăнса сăх-сăхни пулмаст̌, суйа хĕресе, вăрă хурах хăйĕн ирсĕр йÿнĕпе вараланă хĕресе асăнни пулат̌. Çавăнпа, тăванăмсем, хăвăр çине хĕрес палли хунă ђух ан васкăр. Хăраса, çылăхсенђен ÿкĕнсе, ăша ырă шухăш кÿртсе сăх-сăхăр.

Кам çынна улталама сăх-сăхат̌, вăл хăй çине вăрă хурах йÿнĕпе ирсĕрленнĕ хĕресе хурат̌. Кам çынна ма­кăртма, çынна пĕтерме ултав приђак çийет, вăл та вăрă­-хурах хĕресне асăнат̌. Вăл акă мĕнтен паллă.

Вилнĕ çын çине вăрă-хурах хĕресне хунă. Вилнĕ çын ђĕрĕлсе тăман. Çынна улталакан, ултав приђак çийекен

те хăй çине хĕрес хыват̌. Анђах çав хĕрес ун ăшне ырă шухăш кÿртсе, çылăхлă вилнĕ ђунне ђĕртсе тăратмаст̌. Ăна усал тăвасран ђармаст̌. Мĕншĕн-ши вăл? Ун пек çын Христос хĕресне асăнса сăх-сăхмаст̌, темиçе çынна вĕлерсе, хĕрес çине çакăнса вилнĕ вăрă-хурахăн хĕресне асăнат̌. Çавăнпа вăл сăх-сăха, сăх-сăхах çынна сутат̌, ăна ма­кăртат̌.

Тăванăмсем! Халĕ ĕнтĕ есир Христос хĕресĕпе вăрă­-хурах хĕресне йепле уйăрса илни çинђен илтрĕр. Унтан тата ђăн хĕреспе суйа хĕрес çинђен те пĕлтĕр. Çавăнпа калатăп сире: Христос çыннисем пулас тесен, Христос хĕресне асăнса сăх-сăхăр. Йепле хĕрес хывни ђăн хĕрес пулнине епĕ сире каласа кăтартрăм. Амин.

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Турă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Нарăсăн 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.

Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малаллине вулас

Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Пайăн епир, тăвансем, Христосăн хĕресне тупнине асăнса праçник тăватпăр. Çавăнпа епĕ сире хĕрес çинђен, хамăр çине хĕрес палли хурасси çинђен пĕр-ик сăмах калас тетĕп.

Ĕлĕк хĕрес çине усал çынсене, вăрă-хурахсене пăта­ланă. Çавăнпа ăна хисеплекен те пулман. Ăна курсанах вăл усал çынсене пăталакан йапала пулни аса килнĕ. Усал çынсене пăталамалли хатĕрĕ те çыннăн ђĕрине, кăмăлне килес çук.Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Священник Николай Кузьминъ


Çурла 6-мĕшĕ

Пĕр вăхăтра Іисус Христос Петра, Іоанна, Іакова илсе, ту çине кĕл-тума кайнă. Кĕл-тунă ђухне Унăн сăнĕ улăшăннă, тумтирĕ шап-шурă, йăлтăртатса тăракан пулнă. Çавăнтах унпа пĕрле икĕ çын калаçса тăнă. Вĕсем Моисейпе Илія пулнă. Вĕсем унта Іисуса Іерусалимре мĕн пуласси çинђен калаçнă. Петр та, унпа пĕрле пулнисем те, ыйхăран вăраннă; вăрансан,вĕсем Іисус мухтавлă тăнине, тата Унпа пĕрле тăракан икĕ çынна курнă. Кусем Іисус патĕнђен кайнă ђух, Петр, хăй мĕн каланине пĕлмесĕр, Іисуса каланă: Вĕрентекен! пире кунта тăма аван, епир кунта виçĕ ђатăр тăвар: пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Вăл çавна каласа тăнă ђух: вĕсене пĕлĕт хупласа илнĕ. Пĕлĕтрен: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр, тенĕ сасă илтĕннĕ. Христоспа Унăн вĕренекенĕсем ту çинђен аннă ђух, Іисус вĕсене каланă: Етем Ывăлĕ вилсе ђĕрĕлсе тăриђђен халĕ курнине никама та ан калăр, тенĕ.

Малаллине вулас

Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Іисус Христос халăха вĕрентме тухиђђен Ун çинђен, Вăл çĕр çине килни çинђен, шыва кÿртекен Іоанн халăха каласа вĕренте пуçланă. Вăл вĕсене: ÿкĕнĕр, çÿлти патшалăх çывăхарђĕ ĕнтĕ, тесе вĕрентнĕ. Шыва кÿртекен Іоанн Христос умĕн килсе халăха вĕрентесси çинђен Исаія пророк малтанах каласа хунă. Вăл каланă: пушă хирте: Турă валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ туса хурăр, тесе ђĕнекенĕн сасси илтĕнет, тенĕ. Исаія пророк калани çитнĕ: шыва кÿртекен Іоанн çĕр çине килнĕ. Малаллине вулас

Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.


Раштавăн 25-мĕшĕ

Çакăнта пухăннă йуратнă тăванăмсем! Çĕр ĕçлекен çын вăрлăхне акас умĕн анине малтан тислĕк тăкса çем­çетет, унтан сухалат̌, сÿрет, вара тин хăйĕн вăрлăхне илсе тухат̌, ани çине пĕрђĕн пĕрђĕн сапат̌. Нумайах та вăхăт иртмест, ана симĕсленсе ларат̌; тата пăртак тăрсан, ÿссе çитнĕ тырă тулли пуçахĕсемпе çĕрелле усăнса тăра­кан пулат̌. Хуçи ани çине савăнса кайат̌, ăна вырат̌, ва­ра çапса илсе тыррине пÿлмене кÿртсе хурат̌.Малаллине вулас