Эп — чăваш ачи…

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →



 

Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?

Митта Ваçлейĕ


Sijen1• Суя тĕн

• Нацио-нализм

Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?
Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?

Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят,
Е иксĕлми паттăр асамлă хăват?

Кала эс, çĕршывăм, кала эс пире:
Туятăн-и пирĕн хĕвеллĕ ире?

Туятăн-и эсĕ: çак пирĕн чĕре —
Пĕр саншăн тапать вăл, пĕр саншăн хĕрет.

d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Чи сиплĕхлĕ, хаклă таса çăлкуç пек,
Сан сывлăш-хăватшăн пулатпăр пуçпех.Малаллине вулас