Митта Ваçлейĕ: Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…

Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…

Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…

Тусăмсем, пĕр çĕрелле!

Татăла пĕлми татулăх

Тыттăр пирĕн эртеле.

Кăйкăр мар, шур кăвакарчăн

Малаллине вулас
Advertisements

Пиллĕкĕн Пĕртăван

(Бирма халăх юмахĕ)

Юмах тени чăнах мар,
Анчах суя сăмах мар.
Ват çын янă юптару —
Тĕрĕс çулпа уттару.
Мĕн калам-ши, хурăнташ?
Лартăм сĕтел хушшипе,
Алла илтĕм кăранташ,
Шурă хута хуратса,
Çыртăм чĕрем хушнине,—
Вĕрентсе мар, юратса.

Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Саламлă Автографсем

П. Хусанкая

4b9af-mittavasleje
Митта Ваçлейĕ поэт

Сана асăнсан, ялан пĕр сăмах:
«Чăваш тухйинче чи пысăк ахах».
Анчах эп каласшăн: «Петĕр Питравĕ
Ахах кăна мар — пуянлăх утравĕ».Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Авалхи садăмра, астăватăн пулсан…

Авалхи садăмра, астăватăн пулсан…

Авалхи садăмра, астăватăн пулсан,
Эсĕ лартнă пĕр йывăç пур ман.
Тăвăл çапрĕ ăна, хупăрларĕ тусан,
Анчах унăн тымарĕ хăрманМалаллине вулас