Любовь Мартьянова: Чĕлхесĕр Иван

Л. Мартьянова


Чĕлхесĕр Иван

Пысăках марччĕ вăл. Хăй хитре сăн-питлĕ, хура куçлă-çÿçлĕ, анчах та никам та нихăçан та вăл кулнине курман. Çулпа илес пулсан пĕр хĕрĕхсенчеччĕ-ши… Илтессе вăл пачах илтместчĕ, çав айăппах калаçмастчĕ те. Унăн хăтланкаларăшĕсем айваннăн туйăннă ĕнтĕ пире, шухăшлама пĕлмен вĕт-шакăра: аллисемпе кăтартса тем ăнлантарма тăрăшни, çăварне вĕçĕмсĕр уçа-уçа хупни, илтейменнипе куçпа та пулин курас тенĕн, пуçне унталла-кунталла çавăркаласа вĕçĕмсĕр йĕри-тавралла пăхкалани… Хăш ялсем вăл, пирĕн таврана ăçтан килсе лекнĕ — никам та пĕлместчĕ.

Малаллине вулас

Чăвашла

Любовь Мартьянова



Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.
Сассăм, пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче,
Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла.

Малаллине вулас

Пăланăм

Любовь Мартьянова | L’upof’ Martjanăvă


«Эпĕ — Карăкçырмин ирĕклĕ пăланĕ…»
—  М. Волкова

Йывăçсем хушшипе ыткăнать ман пăланăм,
Хирĕçех, ав, васкать пек хаваслă тĕнче,
(Выляса чупмасса чунăмпа эп ăнлантăм.)
Хытă çĕр те кулать ун ури айĕнче.

Чĕвĕлтиçĕ чĕкеç савăнса чĕвĕлтетрĕ,
Нихăçан лекмесле нимĕнле чĕмере.
Сусăрланнă пăланăм ман тертлĕ, пит тертлĕ
Юлашки вăй вылятрĕ хĕрӳ чĕрере.

Куçĕнчен сăрхăнса тухакан çут куççулĕ
Сар чечекшĕн сăваплă тумлам шутĕнче.
Çакăн пек татăлать-ши вара ун кунçулĕ,
Ăнлансам эс ăна та паян, çут тĕнче.

Тем калас тенĕлле карăнса вăл—такăнчĕ,
Юнланса вĕриленчĕ сип-симĕс çерем…
Айван шухăш пуçран самантрах ман вăрăнчĕ,
Хĕстерсе пăчăртанчĕ пăлханнă чĕрем.

Вилес умĕн пиртен вăл нумай та,
нумай та ыйтманччĕ:
Пĕр минут уçă шăплăх
çак хавас кĕрлевре.

Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?..

Любовь Мартьянова | L’upof’ Martjanăvă


Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?
Пурăнатăп, апла, урăхла?
Вĕсем пек савăнса кураймарăм?
Йышра мар, ытларах — хырлăхра?

Манăн савнăç?! Хама майлă ман савнăç,
Килсе кур, ĕненместĕн пулсан.
Çаруран, çара пуçăн ман савнăç.
Кам тĕлнет мăйрака ун шăтсан?

Эсĕ мар, эпĕ хам та хăратăп,
Лăпкă çил те хăртать пек мана.
Çĕр çинче ютă çыннăн пыратăп,
Ма çапах та чăтать вăл мана.

Килсе кур, килсе кур та — ĕненĕн,
Эпĕ хам паллаймастăп хама.
Çакăн пек пулмалла-и этемĕн?
Ылханни сан, тен, çитрĕ мана?

Ылханни пуле çитрĕ, пĕлетĕп.
Алă çуп, пултаратăн пулсан.
Алă çул, эп пĕтеп, ирĕлетĕп…
Мĕн асап ман пек çын çухалсан…

Çухалсан та — кайран эп килетĕп,
Шур тĕтре сăнĕпе шуралса.
Пурпĕрех сан çумна тĕршĕнетĕп,
Иртсе кайнă куна шыраса.

Юлсан — юлать…

Любовь Мартьянова | L’upof’ Martjanăvă


Иртет те ĕмĕр… Канăç, канăç.
Сар курăк хушшинчи улман
Туссем те, юлташсем те манĕç,
Нимскер те, тейĕç, ун юлман.

Юлсан юлать юн тĕслĕ шанăç,
Ăнкарайман сăмах тĕшши.
Çак хĕвелтухăç, хĕвеланăç,
Шап-шурă акăшсен ташши.

Юлсан — юлать. Юлсассăн — лайăх.
Е юлмасан та пултарать:
Тĕнче тенин ăс-пуçĕ — халăх,
Вăл çуратать те — пытарать.

Юлсан — юлать. Юлсассăн — лайăх,
Е юлмасан та пултарать.
Хавхалану — хавхаланмалăх
Леш тĕнчере те, тен, пырать.

Юлсан — юлать ман кăмăл — Уншăн
Тăр-тăр чĕтрен хăва хуллин.
Ĕç-пуç юлать тата çич куншăн
Чее тăшман йӳç куллин.

Юлан — юлать…
Çырăнайман пĕр ушкăн юрă,
Эп ташламан чăваш ташши.
Килес хĕлсен шап-шурă юрĕ,
Ăшăтайман телей ăшши.

Юлсан — юлать. Юлсассăн — лайăх.
Е юлмасан та пултарать.
Тĕнче тенин ăс-пуçĕ — халăх,
Вăл çуратать те — путарать.

Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать…

Любовь Мартьянова | L’upof’ Martjanăvă


Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать
Ват йăмра хашлатса тайăлан айлăмра?
Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать,
Çиле май хашлатса тайăлать те йăмра.

Шăпчăк мар каçсерен,
каçсерен çил-тăман
Çăлтăрсен ушкăнне хурала хăвалать.
Шăпчăк мар каçсерен,
каçсерен çил-таман
Кайнисен сассипе тем калать,
тем калать:

«Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем
Паян кун та — эпир — çут тĕнче куçĕнче.
Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем
Паян кун парăмра сар хĕвел умĕнче».

Вĕриленнĕ, кăвар юнтымар çулĕпе
Иртнипе паянхи малалла çул виçет.
Вĕриленнĕ, кăвар юнтымар çулĕпе
Пирĕн парăм ӳсет,
пирĕн парăм ӳсет.
Е ыран-и,
кайран…

Эпĕ мар-и унта ассăн-ассăн сывлап
Ват йăмра хашлатса тайăлан айлăмра,
Эпĕ мар-и унта ассăн-ассăн сывлап,
Çиле май хашлатса тайăлать те йăмра:
«Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем
Паян кун та — эпир —
çут тĕнче куçĕнче».

Вилĕме парăнман

Любовь Мартьянова


Вăрçăран таврăнаççĕ, шăпланăр, —
тухрĕ куççуль сăрхăнса.
«Ăçтарах-ши ĕнтĕ упăшкамăр,
чĕрĕ-ши е юлнă выртса?»
Çук, калама васкамаççĕ, тăнла:
сан чуну çеç сисет хурлăха.
Таврара макăраççĕ, кулаççĕ, —
тем те пулать вăрçăра.
Упăшку… ăçтарах-ши вара,
юлтăнах-ши халь эс тăлăха?
йынăшать халь тавра…
хăшĕсен пур сăлтав савăнма.
Эс шыран мăшăрна…
Вăхăт çук калаçма,
макăрма та-çке кайнă манса.
Çурçĕр çилĕ кăна, тен, сисет хурлăхна,
ачашлать сан çÿçне вăтанса,
вăл каласшăн иккен:
— Ан шыра, пурпĕрех кăлăхах,
ылханан вут-вăрçа…
Çук, таврăнмарĕ апла…
Юлчĕç-ши ачусем тăлăха?
— Таврăнмасть? Намăс мар-и суйма?!
Упăшку вилĕме парăнма пултарман.
Эс кĕтетĕн ăна чăтайми шăрăхра,
шартлама сивĕре е тÿлек каçсенче…
Апата ларсанах пĕр кĕтес пуш-пушах:
Тен, вăл кĕрĕ те ларĕ çиме?
— Килеймест пуль тесе,
вăл вилнех пуль тесе,
ан та хăйччăр килте пуплеме.