Л. Сильвестров
Кĕркунне макăрать
Кунĕпех макăрать кĕркунне
Куççульпе кĕпине йĕпетсе.
Урам тăрăх йăмра çулçине
Çил ачи хăвалать ĕрĕхсе.
Çут хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнче
Тĕлĕрет çĕр çулхи мучилле:
Ах, ытла та салхуллă тĕнче, —
Ма килмест пĕрех хут сив хĕлле!