Ĕçкĕ Юрри

Гурий Комиссаров


Ĕçкĕ юрри

Тыр хушшинчи пиçенĕ
Ÿсен тырра пусмăрлать.
Ах, аттеçĕм, ай, атте,
Эпир апла пулас çук.

Çырма кайăк куккук пур
Хăй амăшне хисеплемест.
Ах, аннеçĕм, ах, анне,
Эпир апла пулас çук.Малаллине вулас

Тусăма — Тутар Çыруçине ][ Геннадий Айхи

К. Юлдашева

Çулçăсем вĕçсе ÿкеççĕ
Кантăкран сĕтел çине.
Ман килте паян, пиччеçĕм,
Эс ларан кĕрекене.

Чăвашра, эппин, тутарăм,
Эс те пул-ха чăвашла:
Алтăрпа сăра тытар-и,
Япăх мар пирте хăмла.

Чей вара — тутар йăли вăл,
Хам сăйланнă сахал мар.
Чашкăртăр мулла пек кивĕ
Çутă хырăм — сăмавар.

Эп «Урман кăзне» итлесшĕн —
Хисеп ту-ха ман çурта!..
Çул çине юрлар, иптешĕм:
«Чăт-чăт, хăта, чăт, хăта».

Туслăхшăн сăра чашлатăр,
Тыт-ха, пирĕн хурăнташ!
Ман кĕрекере янратăр
Çеçпĕлпе пĕрле Такташ.

1953