Абай Кунанбаев: Килес Ăрусене

Кунанбай Ывалĕ Абай

Килес Ăрусене

Çĕршывăм, эс-им маншăн вилтăпри?
Поэт çĕрминĕнче çеç канăç туптăр-и?
Юратăва сÿнтернĕ курайманлăх
Поэт чунне текех ан шăнттăр-и?
Малаллине вулас

Урасăр – Муса Джалиль

Муса Джалиль


(«Моабит тетрачĕ» кĕнекерен)

Эп таврăнтăм! Тăванăм, алă пар!
Ан тив, урасăр… Пурпĕр савăнар.
Усал тăшман хăйне пуççапманран
Ятарласа тĕллерĕ ураран.Малаллине вулас

Сенкер май

Сергей Есенин


Сенкер май. Çутă шуçăм ăшши.
Сас памасть кил хапхи — калăн, çĕмрĕк.
Сывлăшра — йÿçĕ эрĕм шăрши.
Ыйăхра — шурă шупăрлă çĕмĕрт.
Урмăш уйăх кăвак кантăкран
Тирĕнсе шăтăкла каркăç витĕр
ÿкерет урайне аякран
Эрешсем — тĕлĕнтермĕшсем питĕ.
Сад шур кăпăк пек кăпăш, кăтра.
Ун çинче тăп тăрать кĕмĕл уйăх.

 

Г. Ефимов куçарнă

Генри Лонгфелло: Гайавата Юрри

Гайавата Юрри

The Song of Hiawatha


Эпикăлла поэмăн сыпăкĕ

VII. Hiawatha’s Sailing

Шурă хурăн, шурă хурăн,
Шурă шупăрна хывам-и,
Сарă кимĕ эп тăвам-и?
Сар чечеклĕ сарана[i] пек
Сарăлса ишсе çÿретĕр.
Малаллине вулас