Павăл, Миккуль тата Петĕр – Иван Шухши

Иван Шухши

Павăл, Миккуль тата Петĕр

Ачасемшĕн паян уяв — шкулта кĕнеке валеçеççĕ. Кашни вĕренекен учитель сĕтелĕ патне тухать те пĕр çĕклем кĕнеке çĕклесе хăй вырăнне кайса ларать, çĕнĕ кĕнекесене уçкаласа пăхма пикенет. Пурте савăк кăмăллă.

Акă черет Павăла çитрĕ. Курать-ха вăл: сĕтел çине купаласа хунă кĕнекесенчен хăшĕсем вĕр çĕнĕ пекех, хăшĕсем вара пăру чăмланă пекех сÿсленсе кайнă. Мĕнле тăрлавсăр ача вĕреннĕ-ши вĕсемпе?
Кĕнекисем аптрасах кайманнисем лекрĕç Павăла, анчах юлашкийĕ, «Тăван сăмах», ачан пĕтĕм кăмăлне пăсса хучĕ. Хуплашкийĕ çине мĕн кăна ÿкерсе тултарман пуль! Хырăмпа шăвакан, шывра ишекен чĕр чунсенчен пуçласа инопланетянинсем таранах. Çитменнине тата, хуплашки кĕç-вĕç тăпăлса тухас пек çакăнса тăрать. Кĕнекере 5-мĕш, 6-мĕш, 118-мĕш страницăсенчен çурри кăна упранкаласа юлнă, 3-мĕш, 12-мĕш, 25-мĕш страницăсем вара пачах çук, таçта çĕтнĕ ĕнтĕ.Малаллине вулас

Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Эпĕ — чăваш

Иван Шухши


Эпĕ — чăваш

Эпĕ — чăваш. Хам чăваш пулнишĕн манăн савăнас килет, мĕншĕн тесен эпĕ хăна-вĕрлене тарават, кăмăл-сипетрен сăпайлă, ĕçре лара-тăра пĕлмен, юрра-ташша ухута халăх çынни.

Эпĕ — чăваш. Пирĕн мăн асаттесем ăçти çĕрсенче пурăннă-ши? Мăн асаттесен мăн аслашшĕсем тата ăçти çĕрсенчен тухнă? Çак ыйту мана питĕ кăсăклантарать. Чăваш юмах-халапĕсем пирĕн несĕлсем Вăтам Атăл тăрăхне Çурçĕр Кавказран куçса килни çинчен калаççĕ. Историксем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Çурçĕр Кавказа вĕсем II— III ĕмĕрсенче Тĕп Азирен килсе лекнĕ. Çапла вара, халăхăмăрăн тымарĕсене Тĕп Азире хун йăхĕсенче шырамалла.Малаллине вулас

Çил çуна

 

Иван Шухши


Çил çуна

  • Ачасем, пĕлетĕр-и эсир çил çуна мĕн япалине, курнă-и эсир ăна? Тен, ларса ярăнса та курнă? Çук-и? Итлĕр апла пулсан. Ку вăл ман пуçран шухăшласа кăларнă япала мар. Унашкал мыскарасене шухăшласа кăларма пулать-и?!

Сăмахĕ манăн Миккуль тусăм çинчен-ха. Ну, ытла та тем те шухăшласа кăларать-çке вăл! Пысăк ăстаçă. Ракета, самолет, çилкĕçлĕ (парăслă) карап кÿлеписене ăсталарĕ. Шифоньер тăрне  хăпартса лартмалли е çиппе çыхса маччаран çакса ямаллисене мар, чăн-чăннисене, вĕçекеннисене! Вĕçтерсе те кăтартрĕ. Ракетине вĕçтерсе янă чухне пушар та сиксе тухнăччĕ. (Юрать- ха, пушар сÿнтерекенсем вăхăтра сиссе ĕлкĕрнĕ…) Вăл-ку усалли тĕп пултăр та… Ун пирки мар-ха манăн сăмахăм, ун çинчен тепĕр чухне тĕплĕнрех каласа парăп. Халĕ манăн сăмах урăххи çинчен. Мĕн çинченччĕ-ха? Э-э, çил çуна çинчен пуçларăмăр мар-и сăмаха.Малаллине вулас