Иванъ Макаровъ
Май 11-мĕшĕ
Тăвансем, пайанхи кун епир славян халăхĕсене Христос тĕнне вĕрентсе çутатакан Кириллпа Меѳодійе асăнса хисеплетпĕр. Пин çул ытла вырăс халăхсем Кириллпа Меѳодій тăрăшнипе хăй çуралнă ђĕлхепе ђиркÿ кĕллисене вуласа, йурласа пурăнаççĕ. Çак святойсенĕн йађĕсем вырăсемшĕн те, пирĕн ђăвашсемшĕн те пит паха пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем ђиркÿре кĕл-тумалли кĕнекесене славян ђĕлхи çине куçарнă. Çавăнтан вара славянсем вулама та, çырма та хăйсен ђĕлхипе вĕренсе кайнă. Авалхи славянсем ђăн Турра пĕлмен; вĕсем çынсем тунă суйа кĕлеткесене пуççапса пурăннă. Турă вара славянсене ђăн тĕне вĕрентме Кириллпа Меѳодійе суйласа илсе йанă. Вăл ĕç ак çапла пулнă.