Сентябрь – Георгий Орлов

Георгий Орлов


Сентябрь

Сентябрь (авăн уйăхĕ) тăрать. Пирĕн тавралăх ăна кĕр тырри акса хăварнă вĕçĕ-хĕррисĕр анасемпе, улмисем йывăррине пула тураттисене уснă улмуççисемпе, сип-симĕс каюллă улăх-çаранпа, тĕл-тĕллĕн шупкалнă-хĕрелнĕ ката-вăрманпа кĕтсе илет.

Çанталăк самаях уçă. Хĕвеллĕ, лăпкă, кăмăллă кунсен вăхăчĕ те иртмен-ха. Шыв сивĕнсех çитеймен. Хăш-пĕр çул шыва кĕрекенсен йышĕ сентябрь варричченех пĕве-кÿле хĕрринчен хăпма пĕлмест. «Вăтам» сентябрьте тăхăр кун çеç уçăрах пулмалла, ытти чух кăнтăрла кĕпе вĕççĕн çÿремеллех ăшă тăмалла.Малаллине вулас

Георгий Орлов: Август

Г. Орлов


Август

Уй-хирти ĕç шавĕ нихçанхинчен те хĕрсе çитрĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те вăл пĕртте лăпланмасть. Хăйĕн пĕтĕм вăйне ял кунта пухнăн туйăнать. Комбайнсем тырă выраççĕ. Грузовиксем вырнă тыррине турттарса тăраççĕ. Ушкăн машина улмури купалать. Ана пушанать çеç — тракторсем сухалама пырса кĕреççĕ, теприсем кĕрхи ыраш, тулă акаççĕ… Мĕн кăна тумасть пулĕ çĕр çынни! Алли ун пур çĕре те вăхăтра ĕлкĕрет. Халăха август пысăк пурлăх пама пулнă, халĕ вăлах çавна илме, йăлтах тирпейлĕ пуçтарса кĕртме васкатать.Малаллине вулас

Георгий Орлов: Çуллахи вăрманта

Георгий Орлов


Çуллахи вăрманта

…Июнь çитрĕ. Çĕртме тенĕ ăна пирĕн асаттесем. Чечек уйăхĕ теме те пулать ăна.

Улăх-çаранта çеç мар, вăрман чечекĕсем те, пĕр-пĕринпе тупăшса тенĕ пекех, çеçке сараççĕ. Уçланкăсем, çеремлĕ вар севекĕсем шуррăн, саррăн, кăваккăн-хĕрлĕн — тем тĕрлĕ тĕспе те тĕрленсе ытарайми капăрланаççĕ. Сывлăш, çăрăлса тасалнăскер, сиплĕ ăсла пек туйăнать. Унта та кунта пыл хурчĕсем сĕрлени илтĕнет. Шăрчăксем чăр-латаççĕ. Пур çĕрте те кайăксен юрри янăрать.Малаллине вулас

Курак

Георгий Орлов


Кайăксен ячĕпе календарь тăвас пулсан марта эпĕ курак уйăхĕ тейĕттĕм. Ним иккĕленмесĕр. Пирĕн таврана, Чăваш Ене, вăл шăп та лăп пуш уйăхĕн варринче таврăнать-çке. Кăнтăрта хĕл каçакан вĕçен кайăксенчен пуринчен малтан çитет, çуркунне хыпарçи лек. Килет те хăйĕн мăнă сассипе пĕтĕм яла вăратать.

Вăл вăхăтра хĕл йăтма тытăнни курăнсах каймасть-ха: урамри çул та хура мар, хĕвел питтинчи тÿпем-сĕвек те тарласа пăсланмасть. Ирпе-каçпа тата самаях сивĕ.Малаллине вулас

Кăрлач

Георгий Орлов


Кăрлач

Ĕлĕк-авалтан пыракан савăнăçлă уяв — Çĕнĕ çул та иртрĕ. Кăрлач пуçланчĕ.

Кăрлач — сивĕ уйăх. Сăрт-варта выляма, ярăнма юратакан ачасене те вăл хăш-пĕр кун пĕрре те пÿртрен кăлармасть. Сывлăша пÿлет, пит-куçа çатăрах чĕпĕтет, тăм илтермĕ пултарать. Ун пек чух вара пас тытнă йывăçсем, хăйсен шап-шурă пĕркенчĕкĕсем вĕçерĕнсе ÿкесрен шикленнĕ пек, пачах хускалмаççĕ. Юр кăчăртатни кăна таçтанах илтĕнет. Çын умĕнче чĕлĕм тĕтĕмĕ евĕр пăс явкаланса пырать.

Паллах, çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тапхăр-тапхăр тăман та кутăн-пуçăн çаврăнать, е вĕçтерекен сиксе тухать.Малаллине вулас