Гаврил Кореньков: Пурăнăç

Пурăнăç

Таса çынна тур папай
Сахал парать кунта пай;
Ку тĕнчере çук та ун
Çутă кунпа çут мункун.
Курсан курать леш çĕрте
Таса çын перекете.

Малаллине вулас

Чăваш

Гаврил Кореньков


Ăçтан тухнă эс, чăваш,
Кам пулнă сан аслаçу?
Кирек ăçтан эс «не наш»,
Кирек ăçтан ятлашу,

Усал сăмах илтсен эс,
Тата, хăш чух, лаша пек,
Чылай патак çиен эс.
Пăхсан, эс те этем пек:Малаллине вулас

Çуркуннехи çĕр

Гаврил Кореньков


Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем
Тем пек лайăх çутатаç;
Шурти ешĕл курăксем
Тем пек ыррăн курăнăç;

Вăрман çинчи уйăх та
Çĕре ыррăн çутатать;
Юман çинчи шăпчăк та
Тем пек лайăх янăртатьМалаллине вулас