Акăш Ваçли: Пирĕн Телей

Василий Лебедев пачăшкă çемйинче çуралнă, Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ, хай те пачăшкă пулнă. Анчах пĕлÿшĕн çуннă пирки Петербурга медицина академинчен вĕренме кайнă, ун хыççăн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче ĕçленĕ… Тĕплĕнрех →


Чăваш эпĕр пултăмăр…

(Пирĕн телей)

Чăваш эпĕр пултăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр,
Унта тăтăш лартăмăр.
Халĕ тияксам итяççĕ:
Çтан чăвашсем каяççĕ.
Эпĕр чăваш, тăтăш чăваш;
Тутар – пирĕн хурăнташ;
Пирĕн чĕлхи – чăваш чĕлхи.

Малаллине вулас

Пирĕн телей

Василий Лебедев пачăшкă çемйинче çуралнă, Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ, хай те пачăшкă пулнă. Анчах пĕлÿшĕн çуннă пирки Петербурга медицина академинчен вĕренме кайнă, ун хыççăн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче ĕçленĕ… Тĕплĕнрех →



Чăваш эпĕр полтăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр,
Онта тăтăх лартăмăр.
Халĕ тяксем ытаççĕ:
Штан чăвашсем каяççĕ?
Эпĕр чăваш — тăтăх чăваш,
Тотар пирĕн хорăнташ;
Пирĕн чĕлхи — чăваш чĕлхи.
Хăш чохне полать хойхи:
Торă патне пыратпăр,
Киреметри прахатпăр
Прусене, ĕнесене:
Торă патăр сывлăхне,
Торă патăр телейне.

 Чăваш ялĕнче налук пухни. (Елена Енькка)
Чăваш ялĕнче налук пухни. (Елена Енькка)

Ÿкерме эпĕр пĕлместпĕр,
Счотлама та пĕлместпĕр,
Пачка пирĕн ытатпăр:
Мĕн тăвас хойхă чухне,
Мĕн парас тияксане?
Çапла эпĕр порнатпăр,
Çапла телей коратпăр;
Тапакне те тортатпăр.
Мĕн тăвас — пирĕн телей!
Пирĕн полать выльăхсем;
Ут, сысна, чăхă, хортсам,
Сорăх, хор, лайăх мăкăр,
Кăвакал, сĕт, çăмарта;
Çи, чăваш, хора çăккăр,
Сотса яр выльăххуна;
Нумай полĕ сан окçа
Тяксене хойхă чохне.
Çи, чăваш, хора çăккăр.
Мĕн тăвас? — пирĕн телей!