Кунсерен ирхине вуламалли кĕнеке
VulaCV валли ятарлă оригиналлă авторла публикаци
Эпĕ сире ярса панă материалсем сăнавлă çеç. Апла пулин те публикацилеме хирĕçлеместĕп. Вĕсем сăнавлă пулнине палăртмалла анчах тесе шутлатăп. Манăн авторлăха псевдонимпа палăртсан аван пулĕччĕ.
— Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ
Илĕртӳрен хӳтелекенĕ
„Санăн умăнта çылăха кĕрес марччĕ тесе Санăн сăмахна чĕрем тĕпĕнчех тытатăп.“
— Пс.118:11
Йăнăшла вĕрентӳсемпе ултава пула тĕрĕс çултан пăрăнмалла ан пултăр тесен пирĕн ăс чăнлăхпа тулли пулмалла, пирĕн чăнлăх çинчен шухăшласа тăмаллах. Турă Сăмахĕ ăса тăшмана çĕнтермелли хастарсем парĕ. Çыннăн асĕнче Библин сăмахĕсем пуянăн упранса юлнă пулсан, çав çын телейлĕ, мĕншĕн тесен çав сăмахсем ăна хăйне тапăнас илĕртӳсенчен хӳтелеççĕ. Турă сăмах панисем — çав çыннăн хӳтлĕхĕ. «Санăн умăнта çылăха кĕрес марччĕ тесе Санăн сăмахна чĕрем тĕпĕнчех тытатăп.»
Турă Сăмахĕ яланах пирĕн ăсра, пирен çăварта пулмалла. «Çапла çырнă» тени пирĕн якорĕ пулмалла. Турă Сăмахĕпе канашлакан çынсем этем халсăррине ăнланаççĕ, этем чĕрин усал туртăмĕсене çĕнтерме Туррăн хăвачĕ кăна пултарнине пĕлсе тăраççĕ. Вĕсенĕн чĕри яланах кĕлтуса тăрать. Вĕсене Туррăн ангелĕсем упраса тăраççĕ. «Тăшман юханшыв пек капланса килсессĕн, Çӳлхуçа варкăшĕ хăваласа ярĕ ăна.» (Ис.59:19).
Турă çынсемпе Хăйĕн Сăмахĕ урлă калаçать. Камшăн Турă Сăмахĕ – чунĕн апачĕ, çав çын ырă ĕçсем тăвас енпе ăнăçса пырать. Библи — пуян шахта, анчах та унти мула тупмашкăн ĕçлемеллех — ăна тĕпчемелле. Çав çынна илĕртӳсем тапăнсан Турă Сывлăшĕ ăна çав вăхăтра ăна питĕ кирлĕ сăмахсене аса илтерĕ. Çав сăмахсемпе усă курса çав çын илĕртӳсене çĕнтерĕ.
Пирĕн Библине лайăхрах пĕлмелле. Сăваплă Çырăвăн вырăнĕсене аса хурсан, вĕсене пăхмасăр калама вĕренсен, эпир чылай илĕртĕве хăваласа ярăпăр. Шуйттанăн илĕртĕвĕсем килес çула «Çапла çырнă» текен сăмахсемпе пӳлер. Пирĕн пурнăçра пирĕн ĕненӳпе хăюллăха тĕрĕслекен сăнавсем пулаççех. Вĕсене Иисус Христос пире пама кăмăл тунă хăватпа çĕнтерсе пырсан вĕсем пире çирĕпрех тăвĕç. Анчах та пирĕн Вăл панă сăмаха пĕр иккĕленмесĕр ĕненмелле.