Кÿл Техĕне

Кÿл техĕне мухтакан Орхон Пысăк çырăвĕ умлă-хыçлă выр- наçтарнă 6 халапран тăрать. Вĕсем çаксем: 1) тĕрĕксеп несĕлĕсем çинчен калани, 2) Китай тĕрексене пăхăнтарнă 3) Илтерет кахан çинчен калани, 4) Кăпăкăн кахан çинчен калани, 5) Пĕлнĕ кахан тата 6) Кÿл техĕн çинчен каласа панисем. Калавсен тытăмĕ пĕр евĕрлĕ: пуçламăш йĕркесем, мĕнле ĕçсем пулса иртни тата вĕçлев йĕркисем. Паллă тĕпчевçĕ И. В. Стеблева вырăсла куçарнă текстра Кÿл техĕн çинчен калакан улттăмĕш калав — 231—428-меш йĕркесем. Руна çырăвĕпе чул палăк çинче вăл 30—53-мĕш йĕркесене йышăнать. Кÿл техĕн çинчен каласа пани хăй 13 çавраллă. Вĕсем пĕтем çырăвăн XVIII—XXX çаврисем шутланаççĕ. Çаврасене çапла ят парса тухма юрать: ХVIII çавра — Кÿл техĕн çар ĕçне пуçăнни, XIX — Чача сенхунпа çапăçни, XX —Улăх Еркĕнĕпе çапăçни, XXI —карниссемпе çапăçни, XXII—тăррисемпе çапăçни, XXIII — сăхтăксене хирĕç тухни тата тĕррисене пăхăнтарни, XXIV — Куш тăтăхпа çапăçни, XXV — карлуксемпе çапăçни, XXVI — аз халăхĕпе çапăçни, XXVII — ĕскĕл халăхĕпе çапăçни, XXVIII — окăссемпе çапăçни, XXIX — Кÿл техĕншĕн макăрни, XXX — Кÿл техĕне пытарма элчĕсем килни.
Кÿл тĕлĕпе мухтакан çырăва унăн пиччĕшĕ Йолăх техĕн çырнă тесе шутлаççĕ. Çырăва тĕрлĕ чĕлхесене куçарнă. Вăл тĕрĕк халăхĕсен пĕрлехи еткерĕ шутланать. [Иванова, Никитин]Малаллине вулас

Advertisements

Юмăç Кĕнеки

Ïrq Bitig – Ирк Битик

IX-мĕш ĕмĕрте Уйгур каганачĕ вăхăтĕнче Авалхи тĕрĕк çырăвĕпе çырнă 104 страницăран тăракан кĕнеке. Ганьсу провинцийĕнчи Дуньхуан оазисăн яхăнĕнче ларакан “Пин буддă хăвăлĕ” ятлă храмăн служителĕнчен Венгрсен Аурель Стейн (Márk Aurél Stein) ятлă çулçуревçĕ тата археолог 1907 çулта туяннă ытти алçырăвĕсем хушшинче тупăннă. Текстне чи малтан Данири Вильгельм Томпсен (Vilhelm Ludwig Peter Thomsen) лингвист тĕпчесе тухать. 2005-мĕш çулта кĕнекене вырăсла сăвăласа куçарса пичетлесе кăлараççĕ. “Ырк Битикĕн” Малтанхи алçырăвĕ Британи музейĕнче упранать.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх ку кĕнекепе усă курса манихей (Мани тĕнĕ) ушкăнĕн служителĕсем службă тунă. Кĕнекен тĕллевĕ – тĕлĕксене ăнлантармалли пулнă тесе шутлаççĕ.

Малаллине вулас