Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →
Халăх хаярланса ан кайтăр
Сăваплăран та сăваплă аслă господина Чулхулапа Улатăр епископне Феофана урăх тĕн çыннисене чăн тĕне кĕртме çирĕплетнĕ Ермей Иванов иерей ÿкĕтлевçин евичĕ
Эпĕ, мĕскĕн, крешĕнсен ялĕсенче хама хушнă ĕçе тунă май 1765 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕш кунĕнче Етĕрне уесĕнчи Штанашра пулнă чухне Хусанти Тур Амăшĕн кунĕ çитнипе пупĕ вырăнта пулман пирки тияккăнтан ытти чиркÿçĕсем ыйтса тархасланăран çĕр каçа çывăрмасăр ирттертĕмĕр, кăнтăрлахи кĕлĕ каларăмăр. Унта эпĕ çакна асăрхарăм: таса чиркĕвĕн турăшĕсене илсе хунă, çÿлти пĕтĕм турăшсене, дейсус текенскерсене, çав ялта ĕçлекен Аврам пуп пулнăскерсене (ашшĕ ятне пĕлместĕп), апатлану пÿлĕмĕнчи çÿллĕ вырăнта саксем лартса тухнăччĕ, вĕсенчен нумайăш (ăста туманскерсем) кивелсе кайнăччĕ, вĕсене юсама вăхăт, мĕншĕн тесен пайтах юрăхсăр ĕнтĕ. Çитменнине, çав апатлану пÿлĕмĕнчех алăк çывăхĕнче вилнĕ ача тупăкĕ пурччĕ. Кам ачи вăл, ăна хăçан тĕне кĕртнĕ, тупăкне хăçан чиркĕве илсе пынă—ун пирки асăннă тияккăнпа чиркÿçĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ, тĕрĕсрех каласан — тупăка чиркĕве пуп тухса кайиччен виçĕ кун маларах кĕртнĕ имĕш. Унсăр пуçне кĕл тума тата тĕн çинчен вĕрентнине итлеме пынă крешĕнсем пурте çапла каларĕç: тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен виллисене чиркÿре хăш-пĕр чухне икĕ е виçĕ эрнешер пытармасăр тытса тăраççĕ, çакăн сăлтавне хăйсем те пĕлмеççĕ имĕш.
Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →
Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи крешĕн чăвашсен ыйтăвĕ
Сăваплăран та сăваплă аслă господина Чулхулапа Улатăр епископне Феофана
Кăрмăшпа Етĕрне уесĕн тĕрлĕрен ялĕсенчи çĕрпÿсем ытти крешĕнсемпе пĕрле Сирĕн сăваплăхăр епархийĕнчен пуç çапса ыйтаççĕ, мĕн ыйтнине пунктсерен пĕлтеретпĕр.
Тăвансем! Пайăн епир таса хĕресе ђиркÿ варрине илсе тухрăмăр. Ăна пуççапрăмăр, хамăра çăлăнăç панă Турра тав-турăмăр.
Çак хĕресе асăнса праçник тунă кун епĕ сире хĕрес çинђен пĕр-ик сăмах вĕрентсе калас тетĕп.
Епир тытакан тĕн Христосран пуçланса кайнă. Çавăнпа ăна Христос тĕнĕ теççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем пур те хăйсем çине хĕрес хываççĕ, сăх-сăхаççĕ.
Леонтий Молгачев — Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕрлĕ ялта учительте ĕçлене, миссионер пулма вĕреннĕ. Самар кĕпĕрнинче вĕрентнĕ, ун хыççăнхи кунçулĕ паллă мар… Тĕплĕнрех→
Леонтий Молгачев
(1884 – ?)
Леонтий Иванонич Молгачев (Кайăк Иван ывăлĕ Левентей) 1884 çулхи çĕртмен 7(19)-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Çĕпрел районĕ) Аслă Аксура чухăн хресчен кил- йышĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет, 1903-1911 çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕрлĕ ялта учительте ĕçлет, унтан Хусанти миссионерсен курсне кĕрет, пурнăçĕ хĕсĕкрен вĕренме пăрахать, каллех шкулта ĕçлеме тытăнать. Кайран вăл миссионерсен курсне çине тăрсах пĕтерет, Самар кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнче учительте ĕçлеме тытăнать. Малалли кунçулĕ паллă мар.
Л.Молгачев 1914 çулта «Хĕртсурт» сăвăпа «Вильгельмпе Мухамет» поэма çырнă. Поэма 1915 çулта «Вăрçă çинчен» альманахра пичетленсе тухнă.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
Леонтий Молгачев — Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕрлĕ ялта учительте ĕçлене, миссионер пулма вĕреннĕ. Самар кĕпĕрнинче вĕрентнĕ, ун хыççăнхи кунçулĕ паллă мар… Тĕплĕнрех→
Хĕртсурт
Авал Аксу çыннисем, Тĕттĕм халăх ачисем. Тĕне кĕнĕ пулин те, Пуççапатчĕç хĕртсурта.
Пĕрре çапла çуркунне Пирĕн ватă асанне Ирех сиксе тăчĕ те Кмака хутса ячĕ те, Кмаки çуннă вăхăтра Асанне хăй васкаса Часрах ĕлкĕрес тесе, Чуста çăрчĕ сĕтеле.