Правительство çурчĕ

Чăваш Республикин Конституцийĕ

Конституци

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă

(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ,
2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ, 2005 çулхи ака уйăхĕн
18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ, 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ
саккунĕсемпе улшăнусем кĕртнĕ)

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ,
чăваш халăхĕн нумай ĕмĕрхи историне хисепленине палăртса,
Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен харпăр уйрăмлăхĕсене упраса,
Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн субъекчĕ шутне хурса,
Раççей Федерацийĕнчи халăхсен кун-çулĕ пĕрлĕхлĕ пулнине ăнланса,
Тăван çĕршыв ырлăхĕпе ăнăçлă аталанăвĕшĕн тăрăшса,
этем прависемпе ирĕклĕхĕсене, çынсем хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшÿлĕхе çирĕплетсе,
халăхсен тан правăлăхĕпе харпăр хăй ирĕклĕхĕн пурте йышăннă принципĕсене тĕпе хурса,
халăх умĕнчи пысăк яваплăха туйса,
Ч+ВАШ РЕСПУБЛИКИН КОНСТИТУЦИНЕ йышăнать.

1 сыпăк. Ч+ВАШ РЕСПУБЛИКИН КОНСТИТУЦИ Й/РКИН НИК/С/СЕМ

1 статья

1. Чăваш Республики – Чăваш ен Раççей Федерацине кĕрекен республика (патшалăх) пулса тăрать.
2. “Чăваш Республики” тата “Чăваш ен” тенин пĕлтерĕшĕ пĕрех.

2 статья

Этем, унăн прависемпе ирĕклĕхĕсем нимрен те паха. Тĕнчери правăн пурте йышăннă принципĕсемпе тата нормисемпе, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе тата Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене йышăнаççĕ тата хÿтĕлеççĕ.

3 статья

1. Чăваш Республикинче влаçа халăх тытса тăрать.
2. Халăх хăйĕн влаçне тÿррĕнех, çавăн пекех патшалăх влаçĕн органĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем урлă пурнăçласа пырать. Халăх влаçне тÿррĕн палăртмалли аслă мелсем вĕсем – референдум тата ирĕклĕ суйлав.
3. Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсем граждансене патшалăх ĕçĕсене тытса пымалли правăсене пурнăçлама тÿррĕнех е хăйсен представителĕсем урлă майсем туса параççĕ, Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн саккун кăларакан (представительлĕ) органне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйламалли куна вăхăтра палăртаççĕ, çав суйлавсене тивĕçлĕ вăхăтра ирттереççĕ.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4. Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕ çак принципсем çинче тытăнса тăрать%
1) Раççей Федерацийĕн патшалăх тата территори пĕр пĕтĕмлĕхĕ*
2) Раççей Федерацийĕн суверенитечĕ унăн пĕтĕм территорийĕнче вăйра тăни*
3) Чăваш Республикин территорийĕнче Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем нимрен аслă пулни*
4) патшалăх влаçĕн органĕсене йĕркеленĕ чухне тата ăна пурнăçа кĕртнĕ чухне право нимрен аслă пулни*
5) пĕр пĕтĕм патшалăх влаçĕ саккун кăларакан влаçа, ĕç тăвакан влаçа тата суд влаçне пайланни, вĕсен полномочийĕсене çураçуллă шайлаштарма, мĕн пур полномочисем е вĕсен пысăкрах пайĕ патшалăх влаçĕн пĕр органĕ е должноçри пĕр çын аллине пухăнасран сыхланма çав виçĕ власть хăйĕн ĕçне килĕштерсе пыни*
6) Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе, федераци саккунĕсемпе çураçуллăн Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем хушшинче вĕсем татса паракан ыйтусене тата вĕсен полномочийĕсене уйăрни*
7) Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем хăйсене тивĕç полномочисене харпăр хăй тĕллĕн пурнăçласа пыни*
8) вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсене тивĕç полномочисене харпăр хăй тĕллĕн пурнăçласа пыни*
9) (9-мĕш çум пункт хăйĕн вăйне çухатнă, – Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕ)*
10) республикăн патшалăх влаçĕн саккун кăларакан (представительлĕ) органне – Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйлани*
11) патшалăх, унăн органĕсемпе должноçри çыннисем саккунпа килĕшÿллĕн яваплă пулни.
5. Чăваш Республикинче патшалăх влаçне Чăваш Республикин Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, судсем пурнăçласа тăраççĕ.
6. Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен полномочийĕсене Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем, Чăваш Республикин Конституцийĕ, Чăваш Республикин саккунĕсем çирĕплетеççĕ, вĕсене улăштарас пулсан, федерацин çĕнĕ саккунĕсене йышăнса, Раççей Федерацийĕн Конституцине тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртмелле е унăн положенийĕсене çĕнĕрен пăхса тухмалла, Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине тата Чăваш Республикин çĕнĕ саккунĕсене йышăнмалла е вăйра тăракан асăннă актсене тивĕçлĕ улшăнусемпе хушăмсем кĕртмелле.
7. Власть полномочийĕсене саккунсăр кирек мĕнле майпа ярса илнĕшĕн саккун тăрăх айăплаççĕ.

4 статья

Чăваш Республикинче уйрăм харпăрлăха, патшалăх харпăр¬лăхне, муниципаллă е ытти тĕрлĕ харпăрлăха, экономикăри ĕç-хĕл ирĕклĕхне, таварсем, пулăшу ĕçĕсем тата укçа-тенкĕ ирĕклĕ куçса тăнине пĕр танах йышăнаççĕ тата хÿтĕлеççĕ, ĕçре пĕр-пĕринпе тупăшма май туса параççĕ.

5 статья

1. Чăваш Республикин территорийĕнчи çĕрпе ун айĕнчи пуянлăх, шыв-шур тата çут çанталăкăн ытти пуянлăхĕсем Чăваш Республики халăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ, вĕсемпе федераци саккунĕсемпе тата, Чăваш Республикин полномочи шайĕнче, унăн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн усă кураççĕ.
2. Çĕр тата çут çанталăкăн ытти пуянлăхĕсем уйрăм харпăрлăхра, патшалăх харпăрлăхĕнче, муниципаллă тата ытти тĕрлĕ харпăрлăхра пулма пултараççĕ.

6 статья

1. Чăваш Республики чăваш халăхĕн культурине упраса аталантарассишĕн явап тытать, республикăра пурăнакан пур халăхсен культурине аталантарма пулăшать.
2. Чăваш Республикинче тĕрлĕ идеологисене тата нумай партилĕхе йышăнаççĕ.
3. Общество пĕрлешĕвĕсем саккун умĕнче пĕр тан.
4. Тĕн пĕрлешĕвĕсем патшалăхран уйрăм тăраççĕ, вĕсем саккун умĕнче пурте пĕр тан.

7 статья

Патшалăх ĕçĕ-хĕлĕн тĕллевĕ – этеме пурăнма тата ирĕклĕн аталанма тивĕçлĕ майсем туса парасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси, ăна чи кирлĕ пурлăх-ырлăхпа тата ăс-хакăл пуянлăхĕсемпе тивĕçтересси.

8 статья

Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем – чăваш чĕлхи тата вырăс чĕлхи.

9 статья

Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх йĕрки вăйра тăрать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх влаçĕн органĕсен шутне кĕмеççĕ, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин саккунĕсем çирĕплетнĕ шайра вырăнти кирлĕ ыйтусене харпăр хăй тĕллĕн татса параççĕ.

10 статья

Раççей Федерацийĕ татса паракан ыйтусене тата Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пĕрле татса паракан ыйтусенчи Раççей Федерацийĕн полномочийĕсене шута илмесен, Чăваш Республикин Конституцийĕ право тĕлĕшĕнчен нимрен çÿлте тăрать, тÿррĕнех ĕçе кĕрет, Чăваш Республикин пĕтĕм территорийĕнче вăйра тăрать.

11 статья

1. Чăваш Республикинче йышăнакан саккунсем тата ытти нормативлă право акчĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцине тата Чăваш Республикин Конституцине, çавăн пекех Раççей Федерацийĕ татса паракан е Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пĕрле татса паракан ыйтусемпе йышăннă федераци саккунĕсене хирĕçлени пулмалла мар.
2. Саккунсене официаллă йĕркепе пичетлесе кăларас пулать. Пичетлемен саккунсем вăя кĕмеççĕ. Этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене тата тивĕçĕсене тивекен кирек мĕнле нормативлă право акчĕсем, вĕсене пурне те пĕлтерме официаллă майпа пичетлесе кăларман пулсан, вăя кĕме пултараймаççĕ.

12 статья

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем тата Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем хушшинчи договорсем паракан полномочисен шайĕнче Чăваш Республики урăх çĕршывсемпе çыхăнать, тулашри экономика çыхăнăвĕсем тытать, тĕнчери организацисен ĕçне хутшăнать.
13 статья

Çак сыпăкра каланисем Чăваш Республикин конституци йĕркин никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çак Конституцин ытти сыпăксенчи нимĕнле положенисем те Чăваш Республикин конституци йĕркин никĕсĕсене хирĕçлеме пултараймаççĕ.

2 сыпăк. ЭТЕМĔН ТАТА ГРАЖДАНИНĂН ПРАВИСЕМПЕ ИРĔКЛĔХĔСЕНЕ ХŸТĔЛЕССИ

14 статья

1. Чăваш Республикинче этемĕн, гражданинăн Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ çирĕплетнĕ мĕн пур прависемпе ирĕклĕхĕсене йышăнаççĕ тата гарантилеççĕ, вĕсене пурнăçлама май туса параççĕ, хÿтĕлеççĕ.
2. Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕн Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче тата Чăваш Республикин Конституцийĕнче кăтартнă мĕн пур правăсемпе ирĕклĕхсем тата тан тивĕçсем пур.
3. Чăваш Республикинче этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене пăрахăçлакан е чакаракан саккунсем тата ытти нормативлă право акчĕсем кăларни пулмалла мар.

15 статья

1. Этемĕн тĕп прависемпе ирĕклĕхĕсем мĕн çуралнăранпах кашни çын тивĕçĕ пулса тăраççĕ, вĕсене тытса илме çук.
2. Этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене пурнăçлани урăх çынсен прависемпе ирĕклĕхĕсене пăсмалла мар.

16 статья

Этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсем тÿррĕнех ĕçе кĕреççĕ. Çак тĕллеве пăхăнать саккунсен пĕлтерĕшĕпе тытăмĕ, вĕсемпе усă курасси, саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçăн, вырăнти хăй тытăмлăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, çакна суд ĕçĕ хÿтĕлет.

17 статья

1. Саккун тата суд умĕнче пурте тан.
2. Чăваш Республикинче этеме, гражданина пĕр тан правăсемпе ирĕклĕхсем параççĕ, вăл арçын е хĕрарăм, мĕнле раса, наци çынни пулнине, мĕнле чĕлхепе калаçнине пăхмаççĕ, йăх-ăру несĕлне, пурлăх пуррине, мĕн ĕçре тăнине, ăçта пурăннине, епле тĕн тытнине, шухăш-кăмăлне, общество пĕрлешĕвĕсене хутшăннине е ытти сăлтавсене уямаççĕ. Граждансен прависене социаллă сăлтавпа, мĕнле раса, наци çынни пулнине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, епле тĕн тытнине кура кирек мĕнле майпа пÿлсе чакарма юрамасть.
3. Арçынпа хĕрарăмăн пĕр тан правăсемпе ирĕклĕхсем, вĕсене пурнăçа кĕртмелли тан майсем пур.

18 статья

1. Кашни çыннăн пурнăç прави пур.
2. Патшалăх этем тивĕçлĕхне хÿтĕлет. +на нимĕнле сăлтавпа та чакарма юрамасть.
3. Никама та асаплантарма, ирĕксĕрлеме, хаяррăн пусахлама е этем тивĕçлĕхне мăшкăлласа хĕн кăтартма юрамасть. Çын хăй ирĕкĕпе килĕшмесĕр никампа та медицина, ăслăлăх сăнавĕсем е ытти йышши сăнавсем тума юрамасть.

19 статья

1. Кашни çыннăн ирĕклĕ, никам тĕкĕнмесĕр пурăнма право пур.
2. Çынна суд йышăннипе кăна арестлеме тата тытса хупса усрама юрать. Суд йышăниччен çынна 48 сехетрен ытла хупса усрама юрамасть.

20 статья

1. Кашни çыннăн харпăр пурнăçне никам хутшăнмасăр йĕркелеме, харпăр вăрттăнлăхĕпе кил-йыш вăрттăнлăхне упрама, хăйĕн чысĕпе тивĕçлĕхне хÿтĕлеме право пур.
2. Кашни çыннăн вăрттăнлăха упраса çыру çÿретмелли, телефонпа калаçмалли, почтăпа, телеграфпа е ытти майпа çыхăнмалли право пур. Çак правăна суд йышăннипе кăна пÿлсе чакарма пулать.

21 статья

1. Çын хăй килĕшмесĕр унăн харпăр пурнăçĕ çинчен хыпарсем пуçтарса упрама, вĕсемпе усă курма, вĕсене сарма юрамасть.
2. Патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, вĕсен должноçри çыннисем, саккунпа урăхла тума пăхман пулсан, кашни çынна унăн прависемпе ирĕклĕхĕсене тÿррĕнех пырса тивекен документсемпе тата материалсемпе паллаштарма тивĕç.

22 статья

Çын кил-çуртне тĕкĕнме юрамасть. Федераци саккунĕсенче кăтартман чухне е суд йышăнман пулсан, кил-çуртра пурăнакансем ирĕк памасăр унта никам та пырса кĕме пултараймасть.

23 статья

1. Кашниех хăй мĕнле наци çынни пулнине палăртса кăтартма пултарать. Çынна унăн нацилĕхне палăртса кăтартмашкăн никам та хушма пултараймасть.
2. Кашни çыннăн харпăр тăван чĕлхипе усă курма, хутшăнмалли, ачасене пăхса ÿстермелли, вĕренмелли, пултарулăх ĕçĕнче усă курмалли чĕлхене ирĕклĕн суйласа илме право пур.

24 статья

Чăваш Республикин территорийĕнче саккунлă майпа пурăнакан кашни çыннăн, федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, ирĕклĕ куçса çÿреме, ăçта пулмаллине, пурăнмаллине палăртма право пур.

25 статья

Кашни çынна совесть ирĕклĕхне, тĕн тытас ирĕклĕхе пурнăçлама май параççĕ, çакна май çын хăй уйрăммăн е ыттисемпе пĕрле кирек мĕнле тĕн тытма е нимĕнле тĕн тытмасăр пурăнма, тĕн ăнланăвĕсемпе ытти тĕрлĕ ăнланусене ирĕклĕн суйласа илсе уяма тата сарма, хăйне вĕсемпе килĕшÿллĕн тыткалама пултарать.

26 статья

1. Кашни çынна шухăшлав тата сăмах ирĕклĕхĕпе усă курма май параççĕ.
2. Социаллă сăлтавпа, раса, наци е тĕн сăлтавĕпе курайманлăх, тăшманлăх çуратакан пропаганда е агитаци пулмалла мар. Вăрçа мухтама, пĕр çын тепринчен социаллă тăрăмĕпе, раса, наци, тĕн е чĕлхе паллипе маларах тăнине пропагандăлама чараççĕ.
3. Никама та харпăр шухăшĕсемпе ăнланăвĕсене вăйпа калаттарма е вĕсене каламашкăн чарма юрамасть.
4. Кашни çыннăн саккунлă кирек мĕнле майпа ирĕклĕн пĕлÿ-хыпар шырама, илме тата парса тăма, хатĕрлесе салатма право пур.
5. Массăллă информаци ирĕклĕхне пурнăçлама май параççĕ. Цензура тума чараççĕ.

27 статья

1. Кашни çыннăн ыттисемпе пĕрлешме, вăл шутра харпăр интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе професси союзĕсем йĕркелеме право пур. Общество пĕрлешĕвĕсене ирĕклĕн ĕçлеме май параççĕ.
2. Никама та пĕр-пĕр пĕрлешĕве вăйпа кĕртме е унта тăмашкăн пусахлама юрамасть.

28 статья

Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданĕсен мирлĕн, хĕç-пăшалсăр пухăнма, пухусем, митингсемпе демонстрацисем ирттерме, ушкăнпа пухăнса çÿреме тата пикетсем йĕркелеме право пур.

29 статья

1. Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданĕсен патшалăх ĕçĕсене тытса пымашкăн тÿррĕн те, хăйсен представителĕсем урлă та хутшăнма право пур.
2. Раççей Федерацийĕн гражданĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлама тата вĕсене суйланма, çавăн пекех референдума хутшăнма право пур.
3. Суд хавшак ăс-хакăллă тесе йышăннă, çавăн пекех суд приговорĕпе ирĕксĕр усракан вырăнсене хупнă граждансен суйлама тата суйланма право çук.
4. Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданĕсен патшалăх службинче тăма пĕр тан майсем пур.
5. Раççей Федерацийĕн гражданĕсен правосудие пурнăçламашкăн хутшăнма право пур.

30 статья

Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ĕçпе пыма, çавăн пекех уйрăммăн е ушкăнпа çыру яма право пур.

31 статья

1. Кашни çыннăн харпăр хăйĕн пултарулăхĕпе тата пурлăхĕпе предприниматель ĕçĕ-хĕлĕнче тата саккун чарман ытти йышши экономика ĕçĕнче усă курма право пур.
2. Экономика ĕçне-хĕлне монополи тăвас, ултавлă майпа тупăшас тĕллевпе туса пыни пулмалла мар.

32 статья

1. Уйрăм харпăрлăх правине саккун хÿтĕлет.
2. Кашни çын харпăрлăхра пурлăх тытма, унпа хăй уйрăммăн та, урăх çынсемпе пĕрле те усă курма пултарать.
3. Суд йышăнмасăр никам пурлăхне те туртса илме юрамасть. Пурлăха патшалăх нуши валли вăйпа тытса илес пулсан унăн хакне малтан туллин сапламалла.
4. Еткер илмелли право вăйра тăрать.

33 статья

1. Граждансен тата вĕсен пĕрлешĕвĕсен уйрăм харпăрлăхра çĕр тытма право пур.
2. Çĕре тата çут çанталăкăн ытти пуянлăхĕсене харпăрлăхра тытмалли, вĕсемпе усă курмалли, сутмалли-илмелли правăсене федераци саккунĕ конституци йĕркин никĕсĕсене, этеплĕхе, ытти çынсен сывлăхне, прависене тата саккунлă интересĕсене, патшалăх хăрушсăрлăхне хÿтĕлеме кирлĕ чухне кăна чакарма пултарать.

34 статья

1. /çлев ирĕклĕ. Кашни çыннăн харпăр хăйĕн ĕçри пултарулăхĕпе ирĕклĕн усă курма, хăйне валли мĕнле те пулин ĕç тата професси суйласа илме право пур.
2. Вăйпа хистесе ĕçлеттерме юрамасть.
3. Кашни çыннăн хăрушсăрлăх тата гигиена ыйтнисене тивĕçтерекен лару-тăрура ĕçлеме, ĕçшĕн нимĕнле дискриминацисĕр тата федераци саккунĕнче палăртнă ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçинчен кая мар укçа илмелли право, çавăн пекех ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕленмелли право пур. Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес, ĕçлев правине пурнăçа кĕртме май парас тĕллевпе мĕн кирлине тăваççĕ.
4. Уйрăм çынсен тата коллективсен ĕç тавлашăвĕсем пуçарма, вĕсене федераци саккунĕ çирĕплетнĕ мелсемпе усă курса, вăл шутра забастовка тунипе татса пама право пуррине йышăнаççĕ.
5. Кашни çыннăн кану прави пур. /çлев договорĕпе ĕçлекене федераци саккунĕнче çирĕплетнĕ ĕç вăхăчĕ, канмалли кунсем, уяв кунĕсем, çуллен тÿлевлĕ отпуск гарантилеççĕ.

35 статья

1. Патшалăх ача амăшĕсемпе ачасене, çемьене хÿтĕлет.
2. Ачасемшĕн, вĕсене пăхса ÿстерессишĕн тăрăшасси ашшĕ-амăшĕн тан прави тата тивĕçĕ пулса тăрать.
3. 18 çула çитнĕ, ĕçлеме пултаракан çамрăксем хăйсен ĕçлеме пултарайман ашшĕ-амăшне пăхса усрама тивĕçлĕ.

36 статья

1. Кашни çынна çул çитсен, чирлесен, инвалида тухсан, тăрантараканĕ вилсен, ача-пăчана пăхса усрама тата саккун палăртнă ытти сăлтавсемпе социаллă пулăшу параççĕ.
2. Патшалăх пенсийĕсемпе социаллă пулăшусене саккун çирĕплетет.
3. Ирĕклĕ социаллă страхлавпа социаллă пулăшăвăн хушма формисене, ыр кăмăллăх ĕçне аталантарма пулăшаççĕ.

37 статья

1. Кашни çыннăн кил-çурт тытма право пур. Никама та вăйпа кил-çуртсăр хăварма юрамасть.
2. Патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсене кил-çурт лартма пулăшаççĕ, кил-çурт тытмалли правăна пурнăçлама майсем туса параççĕ.
3. Чухăн çынсене тата кил-çурт тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăнакан, саккунра кăтартнă ытти граждансене патшалăх, муниципалитет фончĕсенчен тата ытти кил-çурт фончĕсенчен тÿлевсĕрех е виçеллĕ хакпа, саккун палăртнă нормăсем тăрăх хваттер параççĕ.

38 статья

1. Кашни çыннăн сывлăха сыхлама тата медицина пулăшăвĕ илме право пур.
2. Патшалăх сывлăх сыхлавĕн патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче тивĕçлĕ бюджет, страхлав тÿлевĕсем тата ытти тупăш укçи шучĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассине гарантилет.
3. Чăваш Республикинче халăх сывлăхне сыхламалли тата çирĕплетмелли республика программисене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ, сывлăх сыхлавĕн патшалăх, муниципалитет, уйрăм харпăрлăх системисене аталантарма кирлĕ ĕçсем тăваççĕ, этем сывлăхне çирĕплетмелли, физкультурăпа спорта аталантармалли, экологи тата санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне лайăхлатмалли ĕçе-хĕле сарма хавхалантараççĕ.
4. Должноçри çынсем граждансен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кÿрекен фактсемпе сăлтавсене халăхран пытарса тăраççĕ пулсан вĕсене федераци саккунĕ тăрăх явап тыттараççĕ.

39 статья

Кашни çыннăн сывлăхшăн сиплĕ хутлăхра пурăнма, унăн тăрăмĕ çинчен тĕрĕс пĕлÿ-хыпар илсе тăма, экологи йĕркине пăснă пирки унăн сывлăхне кÿнĕ сиене саплаштарма право пур.

40 статья

1. Кашни çыннăн вĕренсе пĕлÿ илме право пур.
2. Патшалăхăн е муниципалитетăн вĕренÿ учрежденийĕсенче тата предприятисенче пур ачасене те тÿлевсĕрех шкулчченхи пĕлÿ, пĕтĕмĕшле вăтам (тулли) пĕлÿ, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ парассине гарантилеççĕ.
3. Кашни çын патшалăхăн е муниципалитетăн вĕренÿ учрежденийĕнче тата предприятире конкурс йĕркипе тÿлевсĕрех аслă пĕлÿ илме пултарать.
4. Пурте пĕтĕмĕшле тĕп шкулта вĕренсе пĕлÿ илме тивĕçлĕ. Ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен вырăнне юлнă çынсем ачасене пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илме май туса параççĕ.
5. Чăваш Республики вĕренĕвĕн тата харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ илессин тĕрлĕ формисене аталантарма пулăшать.

41 статья

1. Кашни çынна литературăра, илемлĕ ÿнерте, ăслăлăхра, техникăра тата ытти пултарулăх енĕпе ирĕклĕн ĕçлеме, ачасене вĕрентме майсем туса параççĕ. +с-хакăл харпăрлăхне саккун хÿтĕлет.
2. Кашни çыннăн культура пурнăçне хутшăнма тата культура учрежденийĕсемпе усă курма, культура хаклăхĕсене алла илме право пур.
3. Чăваш Республики хăйĕн çĕрĕ çинче пурăнакан пур халăхсен культурине сыхласа хăварма тата аталантарма пĕр тан майсем туса парать, çавăн пекех Чăваш Республики тулашĕнче пурăнакан чăвашсен наци культурипе вĕренÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерме пулăшать.
4. Кашни çын истори тата культура еткерне сыхласа хăварассишĕн тăрăшма, историпе культура палăкĕсене упрама тивĕç.
42 статья

1. Чăваш Республикинче патшалăх этемĕн, гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене шанчăклăн хÿтĕлет.
2. Кашни çын хăйĕн прависемпе ирĕклĕхĕсене саккун чарман кирек епле майпа хÿтĕлеме пултарать.

43 статья

1. Кашни çынна унăн прависемпе ирĕклĕхĕсене судра хÿтĕлеме май параççĕ.
2. Патшалăх влаçĕн органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем тата должноçри çынсем тунă йышăнусем тата ĕçсем пирки (е ĕçе туман пирки) суда жалоба пама пулать.
3. Право хÿтĕлевĕн хамăр патшалăхри майĕсем çителĕксĕр пулсан кашни çын, Раççей Федерацийĕ тĕнче шайĕнче тунă договорсемпе килĕшÿллĕн, этем прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлекен тĕнчери органсене жалоба пама пултарать.

44 статья

Пĕр-пĕр суд тата судья çын ĕçне пăхса тухма тивĕçлĕ пулсан çыннăн саккунпа палăртнă çак правине пăсма юрамасть.

45 статья

1. Кашни çыннăн тивĕçлĕ шайра юрист пулăшăвĕ илме право пур. Саккунра кăтартнă чухне юрист пулăшăвне тÿлевсĕр параççĕ.
2. Тытса хупса ирĕксĕр усракан, преступлени тунă тесе айăпланакан кашни çыннăн, тытса хупнă, ирĕксĕр усрама тытăннă е айăпласа каланă самантран пуçласа, адвокат (хÿтĕлевçĕ) пулăшăвĕпе усă курма право пур.

46 статья

1. Преступлени тунă тесе айăпланакан кашни çын, ун айăпне федераци саккунĕнче кăтартнă йĕркепе уçса парса саккунлă вăя кĕнĕ суд приговорĕпе çирĕплетиччен, айăпсăр шутланать.
2. Айăпланакан çын хăй айăпсăррине çирĕплетсе пама тивĕç мар.
3. Çын айăпĕ пирки сирме çук иккĕленÿсем пулсан вĕсене çав çынна майлă ăнлантараççĕ.

47 статья

1. Пĕр преступленишĕнех никама та тепĕр хут айăплама юрамасть.
2. Суд ĕçне туса пынă чухне федераци саккунне пăсса пухнă тĕслĕхсемпе усă курни пулмалла мар.
3. Преступлени тунăшăн айăпланă кашни çыннăн, федераци саккунĕ çирĕплетнĕ йĕркепе, приговора аслăрах судра çĕнĕрен пăхса тухтарма, çавăн пекех хăйне каçармашкăн е наказание çăмăллат¬машкăн ыйтма право пур.

48 статья

Никам та харпăр хăйне, хăйĕн мăшăрне тата федераци саккунĕнче кăтартнă çывăх тăванĕсене айăпласа калама тивĕç мар.

49 статья

Преступлени тунине пула е влаçпа тивĕçсĕр усă курнине пула инкеке лекнĕ çынсен прависене патшалăх хÿтĕлет. Патшалăх çавнашкал инкек курнă çынсене судра ĕç пуçарма, тÿснĕ шырлăха саплаштарма май туса парать.

50 статья

Кашни çыннăн патшалăх влаçĕн органĕсем е вĕсен должноçри çыннисем тунă саккунсăр ĕçсене пула (е ĕçе туманнине пула) кÿнĕ сиене патшалăха саплаттарма право пур.

51 статья

1. Яваплăха çирĕплетекен е вăйлатакан саккун хăйчченхи вăхăтшăн вăйра тăмасть.
2. Пĕр-пĕр ĕçе тунă чухне çав ĕç айăп туни тесе шутланман пулсан уншăн никама та явап тыттарма юрамасть. Правăна пăснă хыççăн çав ĕçшĕн явап тыттарма пăрахнă пулсан е яваплăха чакарнă пулсан çĕнĕ саккун вăя кĕрет.

52 статья

1. Чăваш Республикин Конституцийĕнче тĕп правăсемпе ирĕклĕхсене палăртса панине этемĕн, гражданинăн пурте йышăннă ытти прависемпе ирĕклĕхĕсене уяманни е шута хуманни тесе ăнланмалла мар.
2. Конституци йĕркин никĕсне, этеплĕхе, ытти çынсен сывлăхне, прависемпе саккунлă тивĕçĕсене хÿтĕлеме, çĕршыва сыхлама, патшалăх хăрушсăрлăхне çирĕплетме кирлĕ чухне кăна федераци саккунĕ этем, гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене чакарма пултарать.

53 статья

1. Кашни çын Раççей Федерацийĕн Конституцине тата Чăваш Республикин Конституцине, федераци саккунĕсене тата Чăваш Республикин саккунĕсене тытса пыма, ытти çынсен прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме, саккун кăтартса панă ытти хушусене пурнăçлама тивĕç.
2. Официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă нормативлă право актне пĕлменни ăна пурнăçламаншăн яваплăхран хăтармасть.
54 статья

Кашни çын саккунпа палăртнă налуксемпе тÿлевсене хывма тивĕçлĕ. Çĕнĕ налук кĕртекен е налук тÿлекенсен пурнăçне йывăрлатакан саккунсем хăйсемчченхи вăхăтшăн вăйра тăмаççĕ.

55 статья

Кашни çын çут çанталăка тата хамăр тавралăха сыхлама, çут çанталăк пуянлăхĕсене упрама тивĕçлĕ.

56 статья

1. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççей Федерацийĕн гражданинĕн чыслă ĕçĕпе тивĕçĕ пулса тăрать.
2. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çар службинче тăрать.
3. Раççей Федерацийĕн гражданинĕн шухăш-кăмăлĕ е тĕн ĕненĕвĕ çар службинче тăрассипе килĕшсе тăмасть пулсан, çавăн пекех федераци саккунĕнче палăртнă ытти лару-тăрура унăн çар служби вырăнне альтернативлă гражданла службăна кайма право пур.

57 статья

Раççей Федерацийĕн гражданинĕ хăйĕн прависемпе тивĕçĕсене 18 çула çитсен харпăр хăй тĕллĕн, туллин пурнăçласа пыма пултарать.

58 статья

Чăваш Республикин саккунĕсем, Чăваш Республикин укçи-тенкипе, пурлăхĕпе тата ытти майĕсемпе усă курса, этем тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене пурнăçламашкăн Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче тата федераци саккунĕсенче палăртман хушма гарантисем çирĕплетме пултараççĕ.
3 сыпăк. ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН ЙЫШĔНЧИ СТАТУСĔ

59 статья

1. Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн субъекчĕ пулса тăрать.
2. Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕ йышĕнчи статусне Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ тата Чăваш Республикин Конституцийĕ палăртаççĕ.
3. Чăваш Республикин статусне, федерацин конституци саккунĕпе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пĕр-пĕринпе килĕшсен кăна улăштарма пулать.

60 статья

1. Чăваш Республикин çак Конституцие йышăннă чухне палăрт¬нă чиккисенчи территорийĕ пĕр-пĕтĕм, пайланми хутлăх пулса тăрать.
2. Чăваш Республикин чиккисене Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ субъекчĕсем пĕр-пĕринпе килĕшнĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ тата федераци саккунĕ çирĕплетнĕ йĕркепе улăштарма пултараççĕ.
3. Чăваш Республики Улатăр, Элĕк, Патăръел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Eтĕрне, Eлчĕк, Тăвай районĕсенчен* республика пĕлтерĕшлĕ Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчен тăрать.
4. Районсем, хуласем, ялсем тăвас, вĕсене пĕрлештерес, пăрахăçлас, ячĕсене улăштарас, çавăн пекех вĕсен администраци центрĕсене палăртас тата куçарас ыйтусене, администраци-территори тытăмĕн ытти ыйтăвĕсене Чăваш Республикин саккунĕпе палăртаççĕ.
(Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

61 статья

1. Раççей Федерацийĕ татса памалли ыйтусене тата Раççей Фе-дерацийĕпе Чăваш Республики пĕрле татса паракан ыйтусенчи Раççей Федерацийĕн полномочийĕсене шута илмесен, Чăваш Республики хăйĕн территорийĕнче патшалăх влаçне туллин пурнăçласа пырать.
2. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пĕрле татса паракан ыйтусем шутне Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 72 статйинче кăтартса панă ыйтусем кĕреççĕ.
3. Чăваш Республики татса паракан ыйтусем шутне çаксем кĕреççĕ%
1) Чăваш Республикин Конституцине йышăнасси, унта улшă¬нусемпе хушăмсем кĕртесси*
2) Чăваш Республикин саккунĕсене тата ытти нормативлă право акчĕсене йышăнасси*
3) Раççей Федерацийĕн конституци йĕркин никĕсĕсемпе тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен тытăмне палăртасси*
(Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4) Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика политикине пурнăçа кĕртсе пырасси*
5) Чăваш Республикин республика бюджетне йышăнса пурнăçа кĕртесси тата вăл пурнăçланни çинчен калакан отчета çирĕплетесси*
6) (6-мĕш çум пункт хăйĕн вăйне çухатнă, – Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕ)*
7) Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне тытса тăрасси тата унпа усă курасси*
8) Чăваш Республикин патшалăх граждан службине йĕркелесси*
(Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
9) Чăваш Республикин администраци-территори тытăмне палăр¬тасси*
10) Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе хисеплĕ ячĕсене палăртасси*
11) Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем, Чăваш Республикин Конституцийĕ тата Чăваш Республикин саккунĕсем палăртнă ытти полномочисене пурнăçласа пырасси.
4. Чăваш Республики татса паракан ыйтусемпе Чăваш Республикин саккунĕсене тата ытти нормативлă право акчĕсене йышăнаççĕ. Федераци саккунĕ тата Чăваш Республики татса паракан ыйтусемпе йышăннă Чăваш Республикин нормативлă право акчĕ хушшинче хирĕçлĕх пур пулсан Чăваш Республикин нормативлă право акчĕ вăйра тăрать.

62 статья

1. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пĕрле пăхакан ыйтусене Раççей Федерацийĕн Конституцине тата Чăваш Республикин Конституцине, çавăн пекех федераци саккунĕсене, Чăваш Республикин нормативлă право акчĕсене, Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем хушшинче пăхса тухмалли ыйтусемпе полномочисене уйăрасси çинчен тунă договорсене тĕпе хурса татса параççĕ.
2. Пĕрле пăхма палăртнă ыйтусем пирки федераци саккунĕ йышăниччен Чăваш Республики ку ыйтусене право тĕлĕшĕнчен хăй тĕллĕн татса пама пултарать. Федерацин тивĕçлĕ саккунне йышăннă хыççăн Чăваш Республикин саккунĕсемпе ытти право акчĕсене федерацин йышăннă саккунĕпе килĕшÿллĕн улăштараççĕ.

63 статья

Раççей Федерацийĕ пăхакан тата Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики пĕрле пăхакан ыйтусене татса парас ĕçе Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем тата Чăваш Республикин Конституцийĕ, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем хушшинче татса памалли ыйтусемпе полномочисене уйăрасси çинчен йышăннă договорсем палăртнă шайра, унта кăтартнă мелсемпе хутшăнать.

64 статья

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн федерацин ĕç тăвакан власть органĕсем тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсем пĕрле килĕшнĕ тăрăх, çакă Раççей Федерацийĕн Конституцине тата федераци саккунĕсене хирĕçлемест пулсан, хăйсен полномочийĕсен хăш-пĕр пайне пĕр-пĕрне пама пултараççĕ.

65 статья

Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсем тата Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем хушшинче вĕсем пăхакан ыйтусем тата вĕсен полномочийĕсем пирки тухакан тавлашусене Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе тата федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн татса параççĕ.

66 статья

Чăваш Республикин, унăн ирĕкне палăртакан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думинче саккун кăлармалли пуçару прави пур.

67 статья

1. Чăваш Республикин ялавне, гербне тата гимнне, вĕсене çырса кăтартнине, вĕсемпе официаллă майпа усă курмалли йĕркене Чăваш Республикин саккунĕпе çирĕплетеççĕ.
2. Чăваш Республикин тĕп хули – Шупашкар.

4 сыпăк. Ч+ВАШ РЕСПУБЛИКИН ПРЕЗИДЕНЧ/

68 статья

1. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикинче должноçри чи аслă çын тата ĕç тăвакан влаçăн пуçлăхĕ пулса тăрать.
2. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Конституцине пурнăçлассишĕн яваплă пулса тăрать.
3. Чăваш Республикин Президенчĕ тивĕçлĕ йĕркепе этем, гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлеме кирлĕ ĕçсем тăвать, Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсен килĕшÿллĕ ĕçне, вĕсен çыхăнулăхне йĕркелет.
4. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсене палăртать, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе тата Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем татса памалли ыйтусемпе полномочисене уйăрасси çинчен йышăннă договорсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсемпе федерацин патшалăх влаçĕн органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессине йĕркелет.
5. Чăваш Республикин Президенчĕн федерацин патшалăх влаçĕн органĕсемпе, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытассине, çавăн пекех тулашри экономика çыхăнăвĕсене тата тĕнчери çыхăнусене йĕркелеме тивĕç пур.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
6. Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн полномочийĕсен срокĕ тăршшĕнче федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕн аслă должноçри çыннин статусĕпе çыхăнман ĕç-хĕле пурнăçлама тата йышăнма пултараймасть
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
7. Чăваш Республикин Президентне саккун сыхлать.

69 статья
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

1. Раççей Федерацийĕн гражданинĕн ют патшалăх гражданлăхĕ пулмасан е унăн ют патшалăх территорийĕнче пурăнма ирĕк илни е ялан пурăнма право пуррине ĕнентерекен документ çук пулсан, Раç¬çей Федерацийĕн 30 çул тултарнă гражданинĕ Чăваш Республикин Президенчĕ пулма пултарать.
(Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
2. Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пилĕк çуллăха параççĕ.

70 статья
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

1. Федераци саккунĕ тата Чăваш Республикин Конституцийĕ палăртнă йĕркепе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пани çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çирĕплетет.
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăнма Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тăратнă кандидатурăна сĕннĕ кунран пуçласа 14 кун хушшинче пăхса тухать.
3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен палăртнă пĕтĕм хисепĕнчен çурри ытла Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене парас пирки сасăласан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăну тунă шутланать.
4. Чăваш Республикин Президенчĕ должноçа кĕмелли йĕркене Чăваш Республикин саккунĕпе палăртаççĕ.

71 статья
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

1. Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн полномочийĕсене присяга тытнă хыççăн пурнăçлама пуçлать те Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене илнĕ çĕнĕ çын присяга тытнă хыççăн ĕçлеме пăрахать.
2. Должноçа кĕнĕ чухне Чăваш Республикин Президенчĕ çакăн пек каласа присяга тытать%
(Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата Чăваш Республикин Конституцине таса тивĕçпе тытса пыма, этем тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп.).

72 статья

Чăваш Республикин Президенчĕ%
1) Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне йĕркелет*
2) Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсен тытăмне палăртать*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ, Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕсемпе улшăнусем кĕртнĕ)
3) Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн патшалăх влаçĕн федераци органĕсемпе пĕрле пăхакан ыйтусем тата полномочисем çинчен калакан договорсене ырлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратать тата вĕсене алă пусать*
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе 3-мĕш пункт кĕртнĕ)
4) Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн федерацин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсем тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсем хушшинче хăйсен полномочийĕсен хăш-пĕр пайне пĕр-пĕрне парасси çинчен тунă килĕшÿсене алă пусать*
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе 4-мĕш пункт кĕртнĕ, Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4.1) Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ытти органĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçăн органĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăрать, Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсемпе федерацин ĕç тăвакан власть органĕсем тата вĕсен территорисенчи органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата общество пĕрлешĕвĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелле тăвать*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе 4.1 пункт кĕртнĕ)
5) Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн должноçĕнче тăнипе пĕрлех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне те йышăнмасть пулсан вăл, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ килĕшнипе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне уйăрса лартать*
6) Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсене, министрсене тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçăн ытти органĕсен ертÿçисене уйăрса лартать тата должноçран хăтарать*
7) Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкăна яма йышăну тăвать*
(8-мĕш пункта кăларса пăрахнă, – Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕ* 2000 çулта, 2003 çулта йышăннă Чăваш Республикин Конституцийĕн текстĕнчи 2–24-мĕш пунктсене 5–27-мĕш пунктсем тесе шутлас, Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕ)
8) Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацине йĕркелет*
9) Чăваш Республикин Прокурорне лартмалли кандидат пирки калаçса татăлать*
10) Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăларнă йышăнусемпе хушусене, Чăваш Республикин министерствисен тата ĕç тăвакан влаçăн ытти органĕсен акчĕсене пурнăçлассине вăхăтлăха чарать е вăйран кăларать*
11) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче саккун кăлармалли пуçару тăвас правăпа усă курать*
12) Чăваш Республикин Патшалăх Канашне салатса янă пулсан унăн суйлавне ирттерме палăртать*
13) федераци саккунĕнче, Чăваш Республикин Конституцийĕнче кăтартнă чухне тата унта палăртнă йĕркепе Чăваш Республикин Патшалăх Канашне салатса ярать*
14) Чăваш Республикин Патшалăх Канашне бюджет çырăвĕ, Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен тата Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе йышăннă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çирĕплетнĕ программăсене пурнăçлани çинчен çыру ярса парать*
15) Чăваш Республикин патшалăх наградисене тата Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене парать*
16) кирлĕ чухне килĕштерÿ процедурисем ирттерме пултарать*
17) Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсене ертсе пыма пултарать*
18) Чăваш Республикин Президенчĕ уйăрса лартакан çынсене, саккунсенче кăтартнă чухне тата унта палăртнă йĕркепе, ĕçрен хăтарма пултарать*
19) Чăваш Республикин саккунĕсене алă пусса çирĕплетет те пичетлесе кăларать е вĕсене сирсе пăрахать*
20) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр ларăвне пухмашкăн ыйтма, çавăн пекех Чăваш Республикин çĕнĕрен суйланă Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш ларăвне çак Конституцире кăтартнă вăхăтран маларах ирттермешкĕн палăртма пултарать*
21) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата унăн органĕсен ларăвĕсене канашлакан сасă правипе хутшăнма е асăннă органсен ларăвĕсене хутшăнмашкăн çынсем яма пултарать*
22) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси е вĕсене пăрахăçласси çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне сĕнÿсем тăратма, çавăн пекех çав йышăнусене суд урлă пăрахăçламашкăн ыйтма пултарать*
23) Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсенчен çуррине çирĕплетет*
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
24) миравай судьясен должноçне лартмалли кандидатсем пирки калаçса татăлать*
25) федераци саккунĕсенче е Раççей Федерацийĕн ытти нормативлă право акчĕсенче кăтартнă чухне ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен территорири органĕсен ертÿçисене лартмалли кандидатсем пирки калаçса татăлать*
26) присяжнăй заседательсен пĕтĕмĕшле тата запасри списокĕсене çирĕплетет*
(çак пункта Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕ¬шĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе кĕртнĕ)
27) Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе, федераци саккунĕсемпе, Чăваш Республикин Конституцийĕпе тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ытти полномочисене пурнăçласа пырать.

73 статья

1. Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн нормативлă право акчĕсене, Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин Конституцине, Чăваш Республикин саккунĕсене тĕпе хурса, вĕсене пурнăçласа, Чăваш Республикин Президенчĕ указсемпе хушусем кăларать, вĕсене Чăваш Республикин пĕтĕм территорийĕнче пурте пурнăçлама тивĕç.
2. Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсемпе хушăвĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕсене, Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин Конституцине тата Чăваш Республикин саккунĕсене хирĕçлени пулмалла мар.
3. Чăваш Республикин Президенчĕн нормативлă право акчĕсене 5 кунран вăраха ямасăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ярса параççĕ.

74 статья

Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсем çакăн чухне срокчен вĕçленеççĕ%
1) вăл вилсен*
2) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ăна шанманни çинчен пĕлтернĕ май Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ăна должноçран хăтарсан*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
3) хăйĕн ирĕкĕпе отставкăна кайсан*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4) суд ăна хавшак ăс-хакăллă е хавшакланнă ăс-хакăллă тесе йышăнсан*
5) суд вăл хыпарсăр çухални е вилни çинчен пĕлтерсен*
6) суд ăна айăпласа йышăннă приговор саккунлă вăя кĕрсен*
7) вăл ялан пурăнма Раççей Федерацийĕнчен тухса кайсан*
8) вăл Раççей Федерацийĕн гражданлăхне çухатсан, Раççей Федерацийĕн гражданинĕ ют патшалăх гражданлăхне илнĕ е ют патшалăх территорийĕнче пурăнма ирĕк илнĕ е унăн ялан унта пурăнма право пуррине ĕнентерекен ытти документ пур пулсан*
(Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
9) Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шанăçĕнчен тухсан, хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пымасан, çавăн пекех федераци саккунĕ палăртнă ытти сăлтавсем тупăнсан Раççей Федерацийĕн Президенчĕ должноçран хăтарать.
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ, Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕсемпе улшăнусем кĕртнĕ)
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ сĕннипе Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн полномочийĕсене срокчен вĕçлени çинчен, çак статьян пĕрремĕш пайĕнчи 1-мĕш, 2-мĕш тата 9-мĕш пунктсенче палăртнă сăлтавсемсĕр пуçне, йышăну тăвать. Çак статьян пĕрремĕш пайĕн 1-мĕш пункчĕпе палăртнă тĕслĕхре Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсем срокчен вĕç¬ленни çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăну тă¬вать.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе 2-мĕш пай кĕртнĕ, Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн полномочийĕсене срокчен вĕçленĕ хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăнма сĕннĕ кандидатурăна Федераци саккунĕ палăртнă йĕркепе пăхса тухаççĕ.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе 3-мĕш пай кĕртнĕ)

75 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Президентне шанманни çинчен çакăн чухне пĕлтерме пултарать%
1) Чăваш Республикин Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене, Чăваш Республикин Конституцине тата Чăваш Республикин саккунĕсене хирĕçлекен актсем кăларсан, çавнашкал хирĕçлĕхсене тивĕçлĕ суд тупса палăртсан тата Чăваш Республикин Президенчĕ суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ кунтан шутласа пĕр уйăх хушшинче асăннă хирĕçлĕхсене сирмесен*
2) Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕсене, Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин Конституцине тата Чăваш Республикин саккунĕсене урăх майпа хытă пăссан, çавна пула граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене массăллăн хĕснĕ пулсан тата çак тĕслĕхсене суд тупса çирĕплетсен*
3) Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламасан.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе 3-мĕш çум пункт кĕртнĕ)
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Президентне шанманни çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн палăртнă депутачĕсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ пуçарнипе депутатсен иккĕ виççĕмĕш пайĕ сасăласан йышăну тăвать.
3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Президентне шанманни çинчен тунă йышăнăва Чăваш Республикин Президентне должноçран хăтарасси çинчен татса пама Раççей Федерацийĕн Президентне ярса парать.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Чăваш Республикин Президентне должноçран хăтарасси çинчен йышăну тунă пулсан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ отставкăна тухать.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе 4-мĕш пункт кĕртнĕ)

76 статья
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

1. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ федераци саккунĕ палăртнă сăлтавсемпе тата йĕркепе Чăваш Республикин Президенчĕ должноçа кĕричченхи тапхăрта Чăваш Республикин Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракана уйăрса лартать.
2. Чăваш Республикин Президенчĕ вăхăтлăха (чире, отпуска пула) хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пултараймасть пулсан, вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пурнăçлать.
3. Чăваш Республикин Президенчĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне салатса яма, Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен сĕнÿсем тăратма право çук.

5 сыпăк. ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ КАНАШĔ

77 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикинче патшалăх влаçĕн саккун кăларакан чи аслă (представительлĕ) яланхи пĕртен-пĕр органĕ пулса тăрать.
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне пилĕк çуллăха суйлаççĕ.
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çак Конституцин 78 статйипе палăртнă депутатсен хисепĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен кая мар суйланă пулсан вăл тулли правăллă шутланать.
4. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата унăн органĕсене йĕркелемелли, вĕсем ĕçлемелли никĕссене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ тата унăн органĕсем ирттерекен ларусен тулли правăлăхне федераци саккунĕ, Чăваш Республикин Конституцийĕ, Чăваш Республикин саккунĕсем тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Регламенчĕ палăртса параççĕ.
5. Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăçланине тĕрĕслесе тăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тĕрĕслевпе шутлав палатине йĕркелет, унăн тытăмне тата ĕç йĕркине Чăваш Республикин саккунĕ палăртса парать.

78 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 44 депутатран тăрать, вĕсене пурне те тивĕç тан тата тÿрĕ суйлав правипе, вăрттăн майпа сасăласа суйлаççĕ.
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли йĕркене федераци саккунĕ тата Чăваш Республикин саккунĕ палăртса параççĕ.
3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче яланхи йĕркепе професси шайĕнче ĕçлекен депутатсен хисепне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ хăй тĕллĕн, анчах 9 депутатран ытла мар палăртать.

79 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ пĕрремĕш ларăва, Чăваш Республикин унчченхи суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕ кăларнă хушу тăрăх, депутатсене суйланă кунран шутласа икĕ эрнерен кая юлмасăр пухăнать, унăн йышĕнче депутатсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен кая мар пулмалла.
2. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр сессине ирттермешкĕн ыйтма, çавăн пекех Чăваш Республикин çĕнĕрен суйланă Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш ларăвне çак статьян пĕрремĕш пунктĕнчен маларах чĕнсе пухма пултарать.
3. Чăваш Республикин çĕнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕ ĕçлеме тытăннă самантран Чăваш Республикин унчченхи суйлаври Патшалăх Канашĕн полномочийĕсем вĕçленеççĕ.
4. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне суйличчен Чăваш Республикин çĕнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш ларăвне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çулĕпе чи аслă депутачĕ уçать тата ертсе пырать.

80 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ татса паракан ыйтусем шутне çаксем кĕреççĕ%
1) Чăваш Республикин Конституцине йышăнасси, унта улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси*
2) Чăваш Республикин саккунĕсене йышăнасси, йышăнусем тăвасси, вĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси*
3) Чăваш Республикин Конституцине тата Чăваш Республикин саккунĕсене ăнлантарса парасси*
4) Чăваш Республикин администраци-территори тытăмне тата ăна улăштармалли йĕркене палăртасси*
5) Чăваш Республикин чиккисене улăштарас ыйтусене пăхса тухасси*
6) Чăваш Республикин Президенчĕ тăратнă Чăваш Республикин республика бюджетне тата ăна пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетесси*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
7) Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталан-тармалли программăсене çирĕплетесси*
8) Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тăратнипе Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене парасси çинчен йышăну тăвасси*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
9) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне палăртасси*
10) Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсен йышĕн çуррине уйăрса лартасси*
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
11) Чăваш Республикин референдумне палăртасси*
12) Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн должноçĕпе пĕрлех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне те йышăнмасть пулсан, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне уйăрса лартма килĕшÿ парасси*
13) Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне шанманни çинчен пĕлтересси*
14) Чăваш Республикин Прокурорĕн кандидачĕ пирки калаçса килĕшесси*
15) (15-мĕш çум пункта кăларса пăрахнă, 16–32-мĕш çум пунктсене 15–31-мĕш çум пунктсем тесе шутлас, – Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕ* 33-мĕш çум пункта 35-мĕш çум пункт тесе шутлас, – Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕ)
15) Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче миравай судьясене уйăрса лартасси*
16) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне тата унăн çумĕсене суйласси, вĕсене вырăнтан кăларасси*
17) саккун проекчĕсем хатĕрлес ĕçе туса пыма, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ татса памалли ыйтусемпе йышăнусен проекчĕсене малтанлăха пăхса тухса хатĕрлеме, çавăн пекех тĕрĕслев тивĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитечĕсене йĕркелесси*
18) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тытăмне, ĕçлекенсен йышне тата унăн ĕçне-хĕлне тивĕçтерме тухакан тăкаксене палăртса çирĕплетесси*
19) Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думинче саккун кăлармалли пуçару правине пурнăçласси*
20) Чăваш Республикин Конституцийĕ кăтартнă чухне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене срокчен пăрахăçлама йышăну тăвасси*
21) Чăваш Республикин тивĕçĕсене Чăваш Республикин республика бюджечĕ шучĕпе саплама пăхнă договорсем тунине тата пăрахăçланине çирĕплетесси*
22) республика (регион) налукĕсемпе тÿлевĕсене, çавăн пекех вĕсене пухмалли йĕркесене палăртса парасси*
23) Чăваш Республикин патшалăх наградисене туса хурасси тата хисеплĕ ячĕсене çирĕплетесси*
24) хăйĕн полномочийĕсен шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттермелли йĕркене палăртасси*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
25) Чăваш Республикин территорисенчи патшалăхăн бюджет ту-лашĕнчи фончĕсене тата вĕсене пурнăçлани çинчен калакан отчетсене çирĕплетесси*
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
26) Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне, вăл шутра хуçалăх пĕрлешĕвĕсен, юлташлăхсен тата организаципе право тĕлĕшĕнчен урăх йышши предприятисен укçи-тенкин Чăваш Республики тÿписене (пайсене, акцийĕсене) тытса тăмалли тата вĕсемпе усă курмалли йĕркене палăртса парасси*
27) Чăваш Республикин чиккисене улăштарасси çинчен тунă килĕшĕве çирĕплетесси*
28) Чăваш Республикин саккунĕсене тытса пынине тата пурнăçланине, Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăçа кĕртнине, Чăваш Республикин харпăрлăхĕпе усă курма çирĕплетнĕ йĕрке пурнăçланса пынине тĕрĕслесе тăрасси*
29) Чăваш Республикин Президенчĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн нормативлă право акчĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси е вĕсене пăрахăçласси çинчен Чăваш Республикин Президентне е Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне сĕнÿсем тăратасси, çавăн пекех асăннă актсем пирки суда жалоба парасси е, çирĕплетнĕ йĕркепе, асăннă нормативлă право акчĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшсе тăни пирки Раççей Федерацийĕн Конституци Судне ыйту тăратасси*
30) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тĕрĕслевпе шутлав палатин председательне, председателĕн çумне тата аудиторĕсене уйăрса лартасси*
31) Чăваш Республикин Президенчĕ сĕннĕ тăрăх Чăваш Республикин саккунĕпе Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсен тытăмне палăртасси*
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ, Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ, Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕсемпе улшăнусем кĕртнĕ)
32) Чăваш Республикин судьясен квалификаци коллегине общественность представителĕсене уйăрса лартасси*
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе 32-мĕш çум пункт кĕртнĕ)
33) Чăваш Республикин Адвокат палати çумĕнчи квалификаци комиссине представительсем уйăрса лартасси*
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе 33-мĕш çум пункт кĕртнĕ)
34) Чăваш Республикин Президенчĕ сĕннипе пĕрле пăхса тухмалли ыйтусемпе полномочисем çинчен патшалăхăн федерацин органĕсемпе тунă договор проектне ырласси (пăрахăçласси)*
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе 34-мĕш çум пункт кĕртнĕ)
35) Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем, çак Конституци тата Чăваш Республикин саккунĕсем çирĕплетнĕ ытти полномочисене пурнăçласси.
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ саккунсене депутатсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн çурри ытла вĕсем майлă сасăласан, Чăваш Республикин Конституцине тата унта кĕртмелли хушăмсене вара депутатсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен кая мар сасăласан йышăнать.
3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕсене суйланă депутатсен хисепĕн ытларахăшĕ сасăласан йышăнаççĕ те 5 кунтан вăраха ямасăр Чăваш Республикин Президентне ярса параççĕ.

81 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн полномочийĕсене çакăн чухне срокчен чарса лартма пултараççĕ%
1) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ хăйне салатса яма йышăнсан*
2) Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çак статьян 2 пунктĕнче пăхнă сăлтавсемпе салатса янă пулсан*
3) Чăваш Республикин Аслă Сучĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен хальхи йышĕн, вăл шутра депутатсем хăйсен полномочийĕсене пурнăçлама килĕшмен пирки, тулли правăлăх çукки çинчен тунă йышăну вăя кĕнĕ пулсан*
4) федераци саккунĕпе палăртнă ытти сăлтавсем пулсан.
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе 4-мĕш çум пункт кĕртнĕ)
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăннă Чăваш Республикин Конституцийĕ тата Чăваш Республикин саккунĕ е урăх нормативлă право акчĕ Раççей Федерацийĕн Конституцине, Раççей Федерацийĕ татса паракан ыйтусемпе, Раççей Федерацийĕ тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем татса паракан ыйтусемпе кăларнă федераци саккунĕсене, Чăваш Республикин Конституцине хирĕçлеççĕ пулсан, çак хирĕçлĕхсене тивĕçлĕ суд тупса палăртсан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ вара суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ кунран шутласа ултă уйăх хушшинче вĕсене сирмен пулсан Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн полномочийĕсене срокчен чарса лартасси çинчен йышăну тума пултарать.

82 статья

1. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн полномочийĕсене срокчен чарса лартма йышăнсан çавăн çинчен указ кăларать.
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн полномочийĕсене срокчен чарса лартнă пулсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр суйлавне ирттерме палăртаççĕ. Çав суйлава федераци саккунĕсем тата Чăваш Республикин саккунĕсем палăртнă сроксенче ирттереççĕ.
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

83 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ:
1) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕсене ертсе пырать тата унăн шалти ĕç йĕркине тытса пырать*
2) Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан (представительлĕ) органĕсемпе калаçусем ирттерет тата вĕсемпе тунă килĕшÿсене алă пусса çирĕплетет*
3) республикăра тата унăн тулашĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ячĕпе ĕçлет*
4) Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕн должноçне лартмалли кандидата сĕнет*
5) федераци саккунĕсем, Чăваш Республикин Конституцийĕ, Чăваш Республикин саккунĕсем тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Регламенчĕ кăтартса панă ытти полномочисене пурнăçлать.
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе 5-мĕш çум пункт кĕртнĕ)
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен йышĕнчен, депутатсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн ытларахăшĕ сасăласан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн полномочи вăхăчĕлĕх суйлаççĕ.

84 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Раççей Федерацийĕн 21 çула çитнĕ, суйлава хутшăнма право пур кирек мĕнле гражданинĕ суйланма пултарать.
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ хăйĕн полномочийĕсен срокĕ тăршшĕнче федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн депутат статусĕпе çыхăнман ĕç-хĕле пурнăçлама тата йышăнма пул-тараймасть.
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
3. Вăйра тăракан саккунсенче урăхла пăхман пулсан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн хăйĕн полномочийĕсене ялан професси шайĕнче пурнăçлакан депутачĕ вĕрентÿ, ăслăлăх ĕçĕсĕр тата ытти йышши пултарулăх ĕçĕсĕр пуçне тÿлевлĕ урăх ĕçре ĕçлеме пултараймасть.
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ хăйĕн статусĕпе депутат полномочийĕсене пурнăçлассипе çыхăнман ĕçре усă курма пултараймасть.
5. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хăйсен полномочийĕсен пĕтĕм вăхăтĕнче никам тĕкĕнме юраман çын шутланаççĕ, çакна федераци саккунĕ гарантилет.

85 статья

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче саккун кăлармалли пуçару тума Чăваш Республикин Президенчĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитечĕсен, муниципаллă пĕрлĕхсен представительлĕ органĕсен право пур. Çавăн пекех, хăйсем пăхакан ыйтусемпе, Чăваш Республикин Аслă Сучĕн, Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн, Чăваш Республикин Прокурорĕн саккун кăларма пуçару тумалли право пур.
(Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ, Чăваш Республикин 2006 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 47 №-лĕ саккунĕсемпе улшăнусем кĕртнĕ)
2. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Республикин Президенчĕ тăратнă саккунсен проекчĕсене, вăл сĕннĕ тăрăх, пуринчен малтан пăхса тухаççĕ.
3. Çĕнĕ налуксем кĕртесси е налуксене пăрахăçласси, вĕсене тÿлесрен хăтарасси çинчен, Чăваш Республикин укçа-тенкĕ обязательствисене улăштарасси çинчен калакан саккунсен проекчĕсене, тăкаксене Чăваш Республикин республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе саплама палăртакан ытти саккунсен проекчĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Президенчĕ тăратнипе е вăл пĕтĕмлетÿ панипе пăхса тухать. Çак пĕтĕмлетĕве саккун проекчĕ Чăваш Республикин Президенчĕ патне çитнĕ кунран шутласа пĕр уйăхран вăраха ямасăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çитерсе памалла.

86 статья

1. Чăваш Республикин саккунне йышăнсан ăна пилĕк кун хушшинче Чăваш Республикин Президентне алă пусса çирĕплетме тата тата халăха пĕлтерме ярса параççĕ.
2. Чăваш Республикин саккунне çитерсе панă хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ ăна вун тăватă кун хушшинче алă пусса çирĕплетет тата пичетлесе кăларса халăха пĕлтерет.
3. Чăваш Республикин Президенчĕ саккуна çитерсе панă хыççăн вун тăватă кун хушшинче ăна сирсе ярать пулсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, çирĕплетнĕ йĕркепе, çав саккуна çĕнĕрен пăхса тухать. Иккĕмĕш хут пăхса тухнă чухне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен кая мар ытларахăшĕ саккуна малтанхинчен улăштармасăрах ырлас пулсан Чăваш Республикин Президенчĕ ăна иккĕмĕш хут сирсе яма пултараймасть, вара çитерсе панă кунран шутласа çичĕ кун хушшинче саккуна алă пусса çирĕплетмелле те пичетлесе кăлармалла.
4. Чăваш Республикин Конституцийĕ тата Чăваш Республикин саккунĕсем вĕсене официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă хыççăн вăя кĕреççĕ. Чăваш Республикин этем, гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлес ыйтусемпе кăларнă саккунĕсемпе ытти нормативлă право акчĕсем вĕсене официаллă майпа пичетлесе кăларнă хыççăн вунă кун иртсен кăна вăя кĕреççĕ.

6 сыпăк. Ч+ВАШ РЕСПУБЛИКИН МИНИСТРСЕН КАБИНЕЧ/

87 статья

1. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан чи аслă яланхи органĕ пулса тăрать.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене тата Раççей Федерацийĕн ытти нормативлă право акчĕсене, Чăваш Республикин Конституцине, Чăваш Республикин саккунĕсене тата ытти нормативлă право акчĕсене пурнăçлама майсем туса парать.
3. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ килĕшнипе, Чăваш Республикин Президенчĕ уйăрса лартать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн кандидатури пирки Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне кĕнĕ хыççăн е Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ отставкăна тухнă хыççăн 20 кунран кая юлмасăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашне сĕнÿ тăратать. Тăратнă кандидата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ сирсе ярсан Чăваш Республикин Президенчĕ 15 кунран вăраха ямасăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашне калаçса килĕшме çĕнĕ кандидатура тăратать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Президенчĕ тăратнă кандидатурăна 14 кун хушшинче пăхса тухать.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
4. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе, федераци саккунĕсемпе, Чăваш Республикин Конституцийĕпе, Чăваш Республикин саккунĕсемпе, Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртать, унăн ĕçне йĕркелет.
5. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ е вăл шанса янă çынсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата унăн органĕсен ларăвĕсене канашлакан сасă правипе хутшăнма пултараççĕ.

88 статья

1. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ%
1) Чăваш Республикин соцаллă пурнăçĕпе экономикине комплекслă аталантарас тĕллевпе мерăсем хатĕрлет тата пурнăçласа пырать*
2) укçа-тенкĕ, ăслăлăх, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт, социаллă хÿтлĕх, экологи тата çут çанталăкпа усă курас тĕлĕшĕпе пĕр-пĕтĕм патшалăх политики тытса пымалла тăвать*
3) хăйĕн полномочийĕсен шайĕнче этем, гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене пурнăçлама тата вĕсене хÿтĕлеме, харпăрлăха тата обществăри йĕркелĕхе сыхлама, преступлени тунисене хирĕç кĕрешме мĕн кирлине тăвать*
4) Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратмашкăн Чăваш Республикин республика бюджечĕн проектне, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программăсен проекчĕсене хатĕрлет*
5) Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăçлама мĕн кирлине тăвать, Чăваш Республики Президентне Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратмашкăн Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăçлани çинчен отчет, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программăсене пурнăçлани çинчен отчетсем хатĕрлесе парать*
6) Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне тытса унпа усă курать, çавăн пекех, федераци саккунĕсемпе тата Раççей Федерацийĕн ытти нормативлă право акчĕсемпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикине пăхма панă федераци пурлăхне тытса тăрать*
7) Чăваш Республикин çĕнĕ налукĕсене кĕртесси е налуксене пăрахăçласси, вĕсене тÿлесрен хăтарасси çинчен, патшалăх заемĕсем кăларасси, Чăваш Республикин укçа-тенкĕ обязательствисене улăштарасси çинчен калакан саккунĕсен тата тăкаксене федераци бюджечĕпе Чăваш Республикин республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕрен саплама палăртакан ытти саккунсен проекчĕсем пирки, Чăваш Республикин Президенчĕ хушнипе, пĕтĕмлетÿсем парать*
8) (8-мĕш çум пункта кăларса пăрахнă, – Чăваш Республикин 2004 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 16 №-лĕ саккунĕ)
9) вырăнти хăй тытăмлăх органĕ, вырăнти хăй тытăмлăхăн суйлавлă ĕçĕнчи е урăх должноçри çынни кăларнă право акчĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене тата Раççей Федерацийĕн ытти нормативлă право акчĕсене, Чăваш Республикин Конституцине, Чăваш Республикин саккунĕсене тата ытти нормативлă право акчĕсене хирĕçлеççĕ пулсан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ вĕсене çав асăннă актсене Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕштермешкĕн сĕнме, çавăн пекех асăннă актсем пирки суда жалоба пама пултарать*
10) Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ, федераци саккунĕсем, Чăваш Республикин Конституцийĕ, Чăваш Республикин саккунĕсем, Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсем, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 78 статйипе килĕшÿллĕн федерацин ĕç тăвакан власть органĕсемпе тунă килĕшÿсем палăртса панă ытти полномочисене пурнăçлать.
2. Çак Конституципе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне йĕркелемелли тата вăл ĕçлемелли никĕссене Чăваш Республикин саккунĕпе çирĕплетеççĕ.

89 статья

1. Федераци саккунĕсене, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн нормативлă право акчĕсене, Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин саккунĕсене, Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсемпе хушăвĕсене пурнăçласа, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йышăнусем тăвать тата хушусем кăларать.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсемпе хушăвĕсене Чăваш Республикин пĕтĕм территорийĕнче пурте пурнăçлама тивĕç.
3. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсемпе хушăвĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцине, федераци саккунĕсене, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕсене, Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин Конституцине, Чăваш Республикин саккунĕсене, Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсемпе хушăвĕсене хирĕçлени пулмалла мар.
4. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсемпе хушăвĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ пăрахăçлама пултарать.
5. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ нормативлă право акчĕсене йышăннă хыççăн 5 кунран вăраха ямасăр вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ярса параççĕ.

90 статья

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хăйĕн тивĕçĕсен шайĕнче Чăваш Республикин министерствисен тата ĕç тăвакан влаçăн ытти органĕсен акчĕсене чарса лартма е пăрахăçлама право пур. Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органне, вырăнти хăй тытăмлăхăн суйлавлă ĕçĕнчи е урăх должноçри çыннине, вĕсем кăларнă право акчĕсем федераци саккунĕсене тата Чăваш Республикин саккунĕсене хирĕçлеççĕ пулсан, çав актсене асăннă саккунсемпе килĕштермешкĕн сĕнме, çавăн пекех ĕçе суда пама пултарать.

91 статья

1. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин Президенчĕн полномочи вăхăчĕ вĕçленсен тата федераци саккунĕпе палăртнă ытти сăлтавсемпе отставкăна тухать.
(Чăваш Республикин 2005 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 19 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ отставкăна пама пултарать, ăна Чăваш Республикин Президенчĕ йышăнма е сирсе яма пултарать.
3. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкăна ярасси çинчен йышăну тума пултарать.
4. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне шанманни çинчен пĕлтерме пултарать.
5. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне шанманни çинчен йышăну тума Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн çурри ытла сасăлани кирлĕ.
6. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне шанманни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне ĕçрен хăтарма е Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăнăвне хирĕçлеме пултарать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ виçĕ уйăх хушшинче тепĕр хут Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне шанманни çинчен пĕлтерсен Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне должноçран кăларать. Чăваш Республикин Президенчĕ çакăн пек йышăнсан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕтĕмĕшпе отставкăна тухать.
7. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ отставкăна тухас пулсан вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ йышне йĕркеличчен ĕçлесе пырать.

7 сыпăк. Ч+ВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ СУД ВЛАÇ/

92 статья

1. Суд ĕçне Чăваш Республикинче суд кăна туса пыма пултарать.
2. Пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕсенче суд ĕçне тата ĕç хучĕсене çырас ĕçе вырăс чĕлхипе е чăваш тата вырăс чĕлхисемпе туса пыраç¬çĕ. Арбитраж судĕнче вара ку ĕçе вырăс чĕлхипе тăваççĕ.

93 статья

1. Чăваш Республикинче суд тытăмне Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе тата федерацин конституци саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн миравай судьясене уйăрса лартаççĕ.
2. Судьясем никама та пăхăнмаççĕ, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ тата саккун кăтартнă тăрăх ĕçлеççĕ.

94 статья

Федераци сучĕсен тытăмне, полномочийĕсене, йĕркелĕвне, вĕсен ĕç йĕркине федерацин конституци саккунĕ, миравай судьясем тĕлĕшпе вара, Чăваш Республикин полномочийĕсен шайĕнче, Чăваш Республикин Конституцийĕ тата Чăваш Республикин саккунĕсем палăртса параççĕ.

95 статья

1. Чăваш Республикин прокуратури Раççей Федерацийĕн Конституцине пурнăçланине тата саккунсене тытса пынине асăрхаса тăрать, федераци саккунĕсенче кăтартнă ытти функцисене пурнăçлать.
2. Чăваш Республикин Прокурорне Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕ, Чăваш Республикин Президенчĕпе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе килĕшсе, должноçа лартать.
3. Районсемпе хуласен прокурорĕсене Раççей Федерацийĕн Гене-ральнăй прокурорĕ должноçа лартать тата должноçран хăтарать.

8 сыпăк. ВЫР+НТИ Х+Й ТЫТ+МЛ+Х

96 статья

1. Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх пулмаллине йышăнаççĕ тата гарантилеççĕ.
2. Граждансем вырăнти хăй тытăмлăха референдум, суйлав ирттернипе тата хăйсен ирĕкне тÿррĕн палăртмалли ытти мелсемпе, çавăн пекех суйлавлă органсем тата вырăнти хăй тытăмлăхăн должноçри çыннисем урлă пурнăçлаççĕ.
3. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен системине кĕмеççĕ.
4. Муниципаллă пĕрлĕх чиккисене тивĕçлĕ территорири халăх шухăш-кăмăлне шута илсе кăна улăштарма пултараççĕ.

97 статья

Вырăнти хăй тытăмлăх, федераци саккунĕпе тата Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вырăнти халăха хăй тĕллĕн, истори тата йăла-йĕрке уйрăмлăхсене шута илсе татса пама кирлĕ майсем туса парать.

98 статья

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата вĕсен должноçри çыннисен полномочийĕсене, йĕркелĕвне, ĕç мелĕсене федераци саккунĕсем тата Чăваш Республикин саккунĕсем палăртса параççĕ.

99 статья

1. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем харпăр хăй тĕллĕн муниципалитет харпăрлăхне тытса пыраççĕ, вырăнти бюджета хатĕрлеççĕ, çирĕплетеççĕ тата пурнăçлаççĕ, вырăнти налуксемпе тÿлевсене çирĕплетеççĕ, обществăри йĕркелĕхе сыхлаççĕ тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене татса параççĕ.
2. Чăваш Республикин саккунĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăх полномочийĕсене хăшне-пĕрне шанса пама пултараççĕ, ун пек чухне вĕсене çав полномочисене пурнăçлама кирлĕ пурлăхпа укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Шанса панă полномочисене пурнăçланине Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ.

100 статья

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăхăн çакăн пек право гарантийĕсем пур% судра хÿтĕленме, Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем тунă йышăнусене пула тухнă хушма тăкаксене саплаштарма, вырăнти хăй тытăмлăхăн Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ тата федераци саккунĕсем çирĕплетнĕ прависене пÿлсе чакарнине чарма.

9 сыпăк. КОНСТИТУЦИЕ УЛШ+НУСЕМ ТАТА ХУШ+МСЕМ К/РТЕССИ

101 статья

1. Чăваш Республикин Конституцине улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Республикин Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ушкăнĕ – депутатсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕнчен кая мар – сĕнÿсем пама пултараççĕ.
2. Чăваш Республикин Конституцине Чăваш Республикин саккунĕпе улшăнусем тата хушăмсем кĕртеççĕ, ку саккуна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен палăртнă пĕтĕм хисепĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен кая мар майлă сасăласан йышăнать.
(Чăваш Республикин 2003 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 5 №-лĕ саккунĕпе улшăну кĕртнĕ)

10 сыпăк. П/Т/МЛЕТ,ЛЛ/ ТАТА КУÇ+МЛ+ ПОЛОЖЕНИСЕМ

102 статья

Чăваш Республикин Конституцине Чăваш Республикин саккунĕпе вăя кĕртеççĕ.
Çак Конституци вăя кĕнĕ хыççăн, çавăнпа пĕр вăхăтрах Чăваш Республикин 1978 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче йышăннă Конституцийĕ (Тĕп Саккунĕ), унта каярахпа кĕртнĕ улшăнусемпе хушăмсем вăйран тухаççĕ.
103 статья

Чăваш Республикин çак Конституцийĕ вăя кĕриччен вăйра тăнă саккунсемпе, право акчĕсемпе вĕсем Чăваш Республикин Конституцине хирĕçлемен пайĕ таран усă кураççĕ.

104 статья

Чăваш Республикин Конституцийĕпе (Тĕп Саккунĕпе) килĕшÿллĕн суйланă Чăваш Республикин Президенчĕ тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çак Конституци вăя кĕнĕ кунран пуçласа вăл палăртса панă полномочисене хăйсене суйланă срок тухиччен пурнăçлаççĕ.

105 статья

Çак Конституци вăя кĕнĕ кунран пуçласа Чăваш Республикин Конституцийĕ (Тĕп Саккунĕ) Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ – Чăваш Республикин Правительстви валли палăртса панă правăсем, тивĕçсем тата яваплăх Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çине куçаççĕ, малашне вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ятлă пулать.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s