
Ваççа Аниççи (Анисия Княгинина) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн програми тăрăх экзамен тытса учитель ятне илнĕ. Революци вăхăтĕнче сăвăсемпе кĕске калавсем, Совет тапхăрĕнче – пьесăсем çырать, поэмисене кĕнекен пичетлесе кăларать… Тĕплĕнрех →
Ялта
Ялта лăпкă, пит лăпкă…
Йытăсем те вĕрмеççĕ.
Вĕсем начар, вĕсем типшĕм
Вĕрме хватсем çитмеççĕ.
Пĕр тĕттĕм, начар пÿртре
Ача макăрни илтĕнет…
Вăл начар, шурса кайнă,
Шăммисем кăна юлнă.