Иван Яковлев: Хаваслă çур кунне тытсамăр…

Иван Яковлев – çĕнĕ çырулăха пуçарса йĕркеленĕ вĕрентÿçĕ – сĕм тăлăх ÿснĕ. Усрава илнĕ кил-йыш ăна нумай ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпах ĕнтĕ вăл та нумай çынна пулăшма тăрăшнă: чăваш ачисем валли шкул уçнă, учебниксем кăларнă… Тĕплĕнрех→


* * *

Хаваслă çур кунне тытсамăр
Çанталăк чечекленнĕ чух.
Хĕл йывăр ыйхине пăхмасăр
йăлт ирĕклĕн сывлать кăчух.

Малаллине вулас

Дмитрий Ознобишин: Ÿпкев

Дмитрий Ознобишин — чăваш халăх сăмахлăхне пухса вырăсла куçарнă çыравçă… Тĕплĕнрех→


Ÿпкев

Чечен сăну вут пек çунать.
Чĕлтĕр черкке çинчи шерпетĕн
Сыпкамĕ çавăн пек вылять!

Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: Плешйăрана

Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Плешйăрана

Ăçта сире çитесси,

Ăçта сире питлесси!

Пит якатай вĕт Эсир.

Ăçта унта «Эпнесир»!..

Вăл та вĕт-ха пит пуян –

Эсир тата муллăрах!

Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: Д-на

Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Д-на

Нумай çĕмĕрт пахчара,
Нумай лĕпĕш ун тавра.
Анчах пĕрин тĕлĕнче
Сĕмĕ те çук вылянаç.
Мĕншĕн тесен ун пекки
Хăй те пĕрех тĕнчере:

Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: Самай лайăх вырăнта

Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Самай лайăх вырăнта

Самай лайăх вырăнта
Шап-шур чечек ларатчĕ.
Пĕтĕм кайăк вăрманта
Ăна курса савнатчĕ.

Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: А.Н.

Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


А.Н.

Тин çеç кайăк вăрмантан
Вĕçе-вĕçе килетчĕ;
Тип çеç сасси кантăкран
Манăн пÿрте кĕретчĕ…

Малаллине вулас

Федор Павлов: Вĕлле хурчĕ

Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→


Вĕлле хурчĕ…

Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Мĕншĕн эсĕ нăрлатăн?
Сарă чечек тăрринче
Çавăрăнса çÿретĕн?

Малаллине вулас