Тăван чĕлхе – Валем Ахун

Анне каçсерен юрланă сăпка юррисенчен, асанне юптара-юптара панă тĕлĕнмелле асамлă халап-юмахсенчен, асатте кĕвĕленĕ хайлав-сăвăсенчен кĕтĕн эсĕ ман ăшăма, юратнă чĕлхем. Хуйхă-суйхăма та эпĕ санпа пусаратăп, савăнăçăма та эпĕ санпа çурмалла пайлатăп, ахах-мерчен чĕлхем! Тăван чĕлхем — анне чĕлхи!

Кала-ха, тăван чĕлхемĕм, мĕн тăвăп эпĕ сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр? Маншăн эсĕ — хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ — анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ…

Гаврил Кореньков: Хурăн юрри

Гаврил Кореньков


Хурăн юрри

К. асăнса

Эпир иккĕн пĕр тĕпрен шăтса тухнă туратсен хуллисем пек пултăмăр, Пĕчиккĕ чух пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ эпир: пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеттĕмĕр, çулçăсемпе çапкаланаттăмăр.

Кайран-кайран иксĕмĕр те пĕр-пĕринчен сирĕле пуçларăмăр: эс те ÿсен – ак аяккалла каян, эп те ÿсеп – тепĕр еннелле каяп; тепĕр енне каймасан та юрамасчĕ манăн – эс таран. Эпĕ пĕр шит сан еннелле тăсăлсан, эсĕ икĕ шит, пушшех аякка таран манран.

Малаллине вулас

Георгий Орлов: Август

Г. Орлов


Август

Уй-хирти ĕç шавĕ нихçанхинчен те хĕрсе çитрĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те вăл пĕртте лăпланмасть. Хăйĕн пĕтĕм вăйне ял кунта пухнăн туйăнать. Комбайнсем тырă выраççĕ. Грузовиксем вырнă тыррине турттарса тăраççĕ. Ушкăн машина улмури купалать. Ана пушанать çеç — тракторсем сухалама пырса кĕреççĕ, теприсем кĕрхи ыраш, тулă акаççĕ… Мĕн кăна тумасть пулĕ çĕр çынни! Алли ун пур çĕре те вăхăтра ĕлкĕрет. Халăха август пысăк пурлăх пама пулнă, халĕ вăлах çавна илме, йăлтах тирпейлĕ пуçтарса кĕртме васкатать.Малаллине вулас

Георгий Орлов: Çуллахи вăрманта

Георгий Орлов


Çуллахи вăрманта

…Июнь çитрĕ. Çĕртме тенĕ ăна пирĕн асаттесем. Чечек уйăхĕ теме те пулать ăна.

Улăх-çаранта çеç мар, вăрман чечекĕсем те, пĕр-пĕринпе тупăшса тенĕ пекех, çеçке сараççĕ. Уçланкăсем, çеремлĕ вар севекĕсем шуррăн, саррăн, кăваккăн-хĕрлĕн — тем тĕрлĕ тĕспе те тĕрленсе ытарайми капăрланаççĕ. Сывлăш, çăрăлса тасалнăскер, сиплĕ ăсла пек туйăнать. Унта та кунта пыл хурчĕсем сĕрлени илтĕнет. Шăрчăксем чăр-латаççĕ. Пур çĕрте те кайăксен юрри янăрать.Малаллине вулас

Çемен Элкер: Йывăр вăхăт

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


Йывăр вăхăт

Акĕ ентĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе яче. Миçе мильюн тăлăх-турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильон çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асапла пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сÿне! Кама уçă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест.

Малаллине вулас
Улăп

Мĕтри Юман: Паттăр пулнă авалсем

(Мĕтри Юман çырнинчен)

Эпĕ тăратăп ту çинче — Улăп тĕми теççĕ ăна. Авал пулнă паттăрсем, çич çухрăмлă утăмлă, хĕвеле тытнă ывăтнă, вăрмана тымарпа çăлнă пăрахнă. Улăп çăпати пулнă иккен ял  урамне йышăнми, çăпати çумĕнчи пылчăкне силлесе ывăтса ярсассăн — пулса тăнă çÿл тусем.

Малаллине вулас

Аркадий Ĕçхĕл: Ĕççинче

Аркадий Ĕçхĕл — писатель, куçаруçă, сатирӑпа юмор ӑсти. Тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Депутата суйланнӑ. Хайлавĕсенче Чӑваш Ен ялти тата хула интеллигенцийĕ йӗркеленнине сӑнланӑ. Унӑн сӑввисемпе сахал мар юрӑ тухнӑ. … Тĕплĕнрех→


Ĕççинче

Ваня Тарасова кĕлте урапине тиесе пама хăйсен бригадирĕ Варвари кинеми пулăшрĕ. Яланах халаплама юратакан Ваня паян мĕн иртенпех сайра хутра кăна сăмах хунтăласа илет. Ку бригадира кăшт тĕлĕнтерчĕ.

— Мĕн пулнă сана, Ванюк? Эс ытти чух кун пек чĕмсĕр марччĕ-çке? — ыйтрĕ вăл.

— Нимех те пулман, шăл ыратать, — терĕ Ванюк хурлăхлă сасăпа. Вăл хăйĕн сасси çавăн пек мĕскĕннĕн тухнăшăн хăйне çавăнтах вăрçса та илчĕ. «Капла мана ачаш теме пултараççĕ», — шухăшларĕ вăл. Анчах Варвари çав пĕчĕк паттăр сăмаха урăх çĕрелле пăрса яма хăтланнине çийĕнчех сиссе илчĕ те Ванюкăн кăмăлне пăсас мар тесе урăх чĕнмерĕ. «Шăл ыратать… Сан пек пĕчĕк ачан мĕн шăлĕ ыраттăр-ха? Темле хуйхă пулнă-тăр… Халь ĕнтĕ кашнин хăйĕн хуйхи пур…» — калаçса илчĕ Варвари кинеми хăйĕнпе хăй.

Малаллине вулас