Çемен Элкер: Хĕн-хур айĕнче

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→



Хĕн-хур айĕнче

Сăвăллă повесть

Sijen1• Ырă тĕслĕх çукки (Ырă мар тĕслĕх) • Пĕтĕмĕшле аморальлĕх

«…Влаçа пăхăнман казаксен пĕчĕк ушкăнĕ пуçласа янă пăлхав… вăйлăланса патшалăха Çĕпĕртен Мускав таран, Кубаньрен Муром вăрманĕсем таран кисрентернĕ пăлхав çапла майпала пĕтнĕ. Çапах та пурнăç татах нумай вăхăт хушши пĕтĕмĕшпех лăпланса çитеймен-ха… Хăрушла пăлхавăрçăн ячĕ вăл тустарса çÿренĕ вырăнсенче халичченех хыттăн янăраса тăрать. Пугачев вăхăчĕ текен юнлă саманана халăх паян кунчченех лайăх астуса пурăнать…»
— А. С. Пушкин. «Пугачев историйĕ»

Кантур-чунилли

Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.Малаллине вулас

Пĕр ухмахăн юратнă сăмахĕ

90-мĕш çулсенче тухнă çак повесть Чăваш литературин тултан тата шалтан хĕсекен репрессисене хĕсĕннĕ сассине уçса ярать, аторитетăн мар, авторăн шухăшĕ вăйланать. Детектив евĕр вуланакан хайлаври тĕп персонаж, хăравçă- çыравçă, йăпăлтак евĕр Таранов хăй çухатнă канăçне, «официаллă шухăш чури пулас килмен» çынсен  хавхи урлă каялла тупса илет. 70-80-мĕш çулсенче пурăнса курнă çынсем калав чăнлăхĕпе киленме пултараççĕ, хальхи ăру çыннисем унăн тÿрĕлĕхне пахалаччăр. Николай Мартыновăн повеçĕ чун тата совеç çинчен ырă хыпар пĕлтерет.


Николай Мартынов


Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 13 14

Пĕр Ухмахăн Юратнă Самахĕ

Повесть

1

Ĕмĕрхи çылăхлă çĕр çинче инкек тени нумай-ха, ку енче те, леш енче те пур. Вĕсенчен пĕри-и е тата иккĕшĕ-виççĕшĕ пĕр харăсах кĕтмен çĕртен кирек кама та çитсе çапма пултараççĕ — вăл-ку енчен асăрхануллă çынна та тиркемеççĕ. Таранов акă юлашки çулсенче ытлашши чĕрре кĕмесĕр лăпкăн пурăнма тăрăшать, çапах авăн уйăхĕн вĕçĕнче вăл та тамăка лекнĕ майлах нушаланма тытăнчĕ. Тахăш енчен çут çанталăк саккунĕ улшăнчĕ. Çĕр чăмăрĕ Хĕвел тавра урăхларах çаврăнма пуçларĕ тейĕн: çутă кунпа тĕттĕм çĕр ылмашăвĕ пăтрашăнса кайрĕ Тарановшăн. Çапла, инкекĕ унăн хăйне евĕрлĕ: çĕрле ăна çывăрайманни аптратать, кăнтăрла — ыйхă килни. Тепĕр чух хайхи мĕскĕн сĕтел хушшинче ларнă çĕртех тĕлĕк курма пуçлать. Малаллине вулас

Юрий Скворцов: Хĕрлĕ мăкăнь

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. Произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют мар – тинех, ни йăла-йĕрке, ни тĕн çамрăксене ертсе тата тытса тăмаççĕ.
«Хĕрлĕ мăкăнь» шухăшĕ енчен хавшак пулин те киленсе вулама питĕ кăмăллă,  унта ытлашши шуйхатакан пулăмсем çук. Драмăлла хайлав кăмăллакансемшĕн питĕ пуян, ула-чăла материал. Пĕр кичем абзац та çук. Эпилогне вара сентиментализмпа комедие килĕштерекенсем кăмăллĕç.

Рецензие туллин вуламашкăн çакна пусса каçăр.


Хĕрлĕ Мăкăнь

Пĕрремĕш сыпăк

Хĕр ача хире тухрĕ. Вăл кĕр-çур тăхăнмалли хура пальтопа. Каялла çавăрса çыхнă шурă шел тутăр вĕçĕсене пальто айне янă. Виçеллĕ пальто хĕр ачан çинçе кĕлеткине çăт тытать. Хĕр ача шухăша ÿксе ерипе утать. Унăн йĕпкĕн кăвак куçĕ кун пек чух питĕ инçете пăхнăн туйăнать. Ури айĕнче малтанхи шăн кăчăртатса авăнать. Хăрах пит çăмартине çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил çапса чĕпĕтет, çатăрах сăхать. Ку вăл юр та мар, пăр та мар — кĕрхи «кĕрпе» çăвать. Хушшăн-хушшăн чечек çеçки евĕрлĕ юр пĕрчисем те ÿккелеççĕ.

Хĕр ача питне аллипе хупласа та пăхрĕ, анчах тепĕр авăкран тутăр хĕррине те хăлха хыçне сирсе хучĕ, пуç тÿпинчен ĕнсе çинелле тутарчĕ, вара çиле хирĕç çаврăнса, пуçне çĕклесе янкарлăн курăнакан пĕлĕт хĕрринелле тинкерчĕ.

Пĕлĕт хĕрри тип тĕтре пек хура хăмăртарах. Çав енчен каç пулса килет… Сулахай енчи улăп тăпри пек мăкăр сăрт çинче çаралнă пĕчĕк вăрман ларать. Вăл кăвакрах сăрă тĕслĕ çеç. Хăйпе хăех çĕтĕлекен хир сысни шăртне тăратса янă майлăрах. Çул хĕрринче кая юлса пулнă пиçен мамăкĕ, кĕрхи çумăрпа исленсе кĕççеленнĕскер, кăштăртатать. Пĕр хыт хура тунинчен пăрçа улăмĕ çакланса ларнă та çатăл татать, çатăл татать — вĕçерĕнеймест.

Хура тăпра муклашки айĕнчен хир шăшийĕ вĕтĕртеттерсе чупса тухрĕ те хăй умĕнче çын пуррине асăрхаса каялла çаврăнчĕ, хăй тухнă муклашка айнех чăмрĕ.

Тен, вăл кунта паçăртанпах çул пушанасса кĕтет-тĕр. Килте çурисем кĕтеççĕ пулĕ.

Хĕр ача, хĕрхенсе, шăши кĕрсе кайнă çĕрелле пăхса тăчĕ те ана урлах улăха анчĕ.

Тăм ÿкнипе хуралса кайнă йăмра çулçисем хушшинче пĕр кĕтÿ çул кайăкĕ чĕмпĕлтеттерсе ларчĕ, самантран вăл темĕн чухлĕ çăраççи çыххипе чăнкăртаттарнă пек кĕвĕсĕр янăратса тепĕр йывăç çине вĕçсе кайрĕ.

Малаллине вулас

Тинĕсре тупнă çĕрĕ

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11


Георгий Краснов

Тинĕсре тупнă çĕрĕ

Приключениллĕ повесть

1

197… çулхи сивĕ хĕл иртсе кайсан Мускав радиостанцийĕн çуркуннехи пĕр хыпарĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе ячĕ. Каярахпа Наукăсен академийĕ совет корреспонденчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли ятарласах пресс-конференци ирттерчĕ. Виталий Синичкин биофилологпа унăн çывăх тусĕсен — дельфинсен — сăн ÿкерчĕкĕсене пичетлесе кăларчĕç.

— «Ученăй дельфинпа калаçать» («Советская Чувашия»).

 

«Коммунистсем пур океансене те хăйсен аллине çавăрса илме хатĕрленеççĕ. Вĕсен дельфинĕсем паян тесен паян Америка материкне хупăрласа илме хатĕр».

— «Уолл-стрит джорнэл», Нью-Йорк.

Малаллине вулас

Ылтăн вăчăра

Леонид Агаков

Ылтăн вăчăра

I

«Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă…»
— (Акт)

…Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ÿкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тÿсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.

Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тÿсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.Малаллине вулас

Мария Ухсай: Кăра Çилсем 2

«Кăра çилсем» повеçĕн аморальлĕхĕ çинчен самантлăха манса вăл мĕншĕн нумай вулакана килĕшни çинчен каламалла – тыткăнлакан сюжет, уçăмлă чĕлхе, ансат калу. Пусмăрпа юн, пуяннисемпе чухăннисем, киввипе çĕнни çинчен киленсе вăхăта ирттермелли хайлав кирлĕ пулсан – Мария Ухсайăн кусем пур. Юрату тата сăваплăх – çук. Кунти пĕтĕм сисĕм-туйăм идеологи тавра.

Тĕп вырăнти «айăпсăр» Иркка сăнарĕ ăшчике шуйхатакан сценăсене çемçетме тивĕçлĕ, повеçре коммунистсем тунă тискерлĕхсене шурăпа пĕветме кирлĕ персонаж.

Черченкке ăс-хакăллисем ку хайлав илемлĕ литература – урăхла каласан, автор хăй пĕлни-илтнисене илемлетсе, пĕр-пĕр шухăша çитерес, е çирĕплетес тĕллевпе уçса çырнă юмах – пулнине ан манччăр кăна.  [VulaCV]


Мария Ухсай


Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

Кăра Çилсем

Иккĕмĕш кĕнеке

1

Sijen1• Аборта хирĕç мар
• Карикатура
• Тĕслĕх ăрăм
• Суясене пуççапни
• Усал тĕслĕх
• Харпăр çын пурнăçне тата пурлăхне сума суманни
• Эмоцие пуç туни

Ямшăк Михали пенĕ пуля Варламăн ĕнсинчен кĕрсе хăлха патĕнчен шăтарса тухнă. Анчах çак çĕрме пуянăн татах усал ĕçсем туса пурăнма елчелĕ пулнă. Вăл, кашкăр сывлăхлă çын, тăнне çухатнă пулсан та, юнлă йĕр хăварса, улăм купи айĕнчен шуса тухнă. Тихха ăна вилĕмрен çăлнă. Анкартинче пăшал сасси илтĕннĕ самантра Тихха урампа пынă, хурал пÿртĕнче, йăсăрланакан чĕлĕм тĕтĕмĕнче, сăмах-юмах итлесе ларнă хыççăн килне кайма тухнă, пăшал сассине илтсен, ахаль те мулкач чĕреллĕскер, сехри хăпнипе вăл тăп чарăнса тăнă. «Ырра мар ку, темле сехмет сиксе тухрĕ пулмалла», — тесе шухăшланă Тихха, качака сухалне чанк тăратса. Хăй хуçине юрама хăнăхнă йытă туйăмĕ ăна темле инкек сиксе тухни çинчен систернĕ. Вăл Варлам çурчĕ умне пырса тăнă, анчах çынсен ыйхине сирме хăяйман, каллĕ-маллĕ пăхкаласа, анкартинелле утнă, пырса çитнĕ те, карта урлă каçма тăнă чух кăчăрт-кăчăрт ура сасси авăн вучахĕ çинчи тăманана шуйхатнă. Кайăк ихĕрсе кулса янă та Тихха пуçне çуначĕпе йĕрĕнес пекех вĕçсе иртнĕ. Тихха хăранипе вĕрлĕк çине лăпчăнсах ларнă, унăн ÿчĕпе пĕрле вĕрлĕк те чĕтреннĕ. Вăл темиçе хут сăхсăхса илнĕ те анкартинчи капансем хушшине кĕрсе пытаннă. Анкарти вĕçнерех ларакан улмури патĕнчен инçе мар юр çинче тем хуралса выртнă. Тихха хăранипе те шăннипе чылай вăхăт ĕнтĕркесе тăнă, чĕре тапни те илтĕнекен шăплăхра вал хура япала умне йăпшăнса пынă. Варлам юр çинче ÿпне выртнă, вăл туллатнă кĕрĕкпе пулнă. Варлам хĕрĕнкĕ чухне, çак кĕрĕкĕн çаврака йĕс темисем çине кăтартса, Тиххана сахал мар хăртнă: «Эсĕ çак тÿмесен хакне те тăмастăн», — тесе кăшкăрнă.

Тихха Варлама çĕклеме хăтланнă, анчах ăна вырăнтан кăшт анчах хускатма пултарнă, хăй мĕкĕрленсе чăм тара ÿкнĕ. Шăлапир чĕлхисен пуйнисене юр кĕрсе тулнă.Малаллине вулас

Хумма Çеменĕ: Штрум

Тупмалли

I II III IV V VI VII VIII IX Х

Хумма Çеменĕ

Хумма Çеменĕ (паспорт тăрăх Фомин Семен Фомич) (1903 — 1936) — çыравçă, сăвăçă, драматург, куçаруçă [wiki].

1920 çулта Хусанта тухса тăракан “Канаш” редакцине куçаруçă пулса вырнаçнă, редакципе пĕрле Шупашкара куçнă. Хаçатăн литература ĕçченĕ, пай ертӳçи, явăплă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказ çĕрĕсене çитсе курнă. Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçатра вăй хунă. 1927-1932 çулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ĕçĕсене туса пынă. 1932-1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене пичете хатĕрленĕ. 1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.  [wiki].

Малалла илсе кăтартнă произвединĕ чăваш литературинче классика вырăнне тивĕçлипе йышăнать: питĕ витĕмлĕ мелсемепе усă курса çырнă çак кĕске повесть тарăн ыйтусем çуратать. Калав çăмăллăн вуланать, анчах ун ăшĕнчи сăнарсем те, ĕçсем те ăша вĕçтереççĕ, хыттăн шуйхатаççĕ. Автор хак памасть, ырăпа усаллăхне пĕлтермест. Советсен “çутĕç”не хутшăнса куллен вăй хунă çыравçă хайлавĕнче пропаганда йĕрĕсем курăнаççĕ (уйрăмах, чиркÿ, кулак, ĕлĕкхисене сăнланисенче), анчах ытти хăш пĕр произведенисенчи пек уççăн янăрамаççĕ. Психологи, усал илĕртĕвĕ чăнлăхлă сăнланнă.


Штрум

Кайтăр каччă хĕр патĕнчен:
Вăхăт мар халь авланма!
Кай, сухаçă, уйăнтан:
Вăхăт мар суха тума…

— Уолт Уитмен.

I

Sijen2

• Эмоцио-нализм
• Ырă мар тĕслĕх
• Тискер ĕçсене уççăн сăнлани

Эй, пĕлĕтсем! Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем! Ăçталла чуптаратăр?.. Кам хăвалать сире? Камран таратăр?.. Эй, калăр часрах! Ма каламастăр?..

Çук. Пĕлĕтсем каламаççĕ. Пĕлĕтсем хăлхасăр: илтмеççĕ. Пĕлĕтсем чĕлхесĕр: чĕнмеççĕ.

Пĕр кĕрхи сивĕ çил кăна вăрманта:

— У-у-у! —тесе уласа çÿрет.

Йывăç тăррисем сулланаççĕ, — пĕтĕм вăрман сулланать. Йывăç çулçисем тăкăнаççĕ, — пĕтĕм вăрман çаралать.

Çарал, вăрман!

Кашла, вăрман!

— Каш-каш!.. Каш-каш!..

— У-у-у!..

Малаллине вулас