Николай Сладков: Кайăксем ăçта çывăраççĕ

Н. Сладков


Çулла кашни тĕм айĕ — тăван кил. Хĕлле вара юр айĕнче çывăрма пулать: юра ахальтен мар шурă вителĕк теççĕ! Шурă вителĕк айĕнче карăксем, пăчăрсем, ăсансем, хир чăххисем çĕр каçаççĕ. Кăвакарчăнсем — мачча çинче, çерçисем — карнис айĕсенче. Чанасем… мăрьере те çĕр каçма пултараççĕ. Паллах, кăмакине хутман чух…Малаллине вулас

Атнер Хусанкай: Кĕрле, Пăлхавăрлă Сăрнайăм!

Атнер Хусанкай — ăсчах, литература критикĕ, публицист, общество ĕçченĕ, филолог. Аслă пĕлĕве Ленинградра пухнă, стажировкăна çарти куçаруçă пулса Египета кайнă. Филологипе чĕлхе пĕлĕве енĕпе университет-институтра вăй хурса 300 яхăн публикаци кăларнă. Чăваш наци конгресĕн ертÿçи тата ытти обществăлла-политикăлла ĕçĕпе паллă… Тĕплĕнрех→


Кĕрле, Пăлхавăрлă Сăрнайăм!

(Критикăпа биографи очеркĕ)

d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Василий Егорович Миттана курма тÿр килнĕ чухне эпĕ çич-сакăр çулхи ачаччĕ. Паллах, ун чух эп вăл мĕнлерех çын иккенне ăнланман, ăнланма та пултарайман. Апла пулин те, унăн çутă сăнарĕ ман асăмран каймасть…

«Чăвашсен çепĕç лирикĕн, шухăш пăлхавçин, сократла философĕн» (М. Илпек) эпетлĕхпе пултарулăх ĕçĕнчи паттăрлăхне ăнланасси патне çывхарма тытăниччен сахал мар çул иртрĕ… Эпĕ йĕркеленĕ хроника Митта мĕнле çын тата поэт пулнине пĕтĕмпех уçса парать теме çук, çитменнине, вăл «ЖЗЛ» жанрне тĕпе хурса çырнăскер те мар. Ку — поэт шăпине ăна пÿрнĕ тĕрлĕ инкек-синкекпе сахал савăнăç витĕр йĕрлесе тухма хăтланни кăна.[i]

Малаллине вулас

Кăрлач

Георгий Орлов


Кăрлач

Ĕлĕк-авалтан пыракан савăнăçлă уяв — Çĕнĕ çул та иртрĕ. Кăрлач пуçланчĕ.

Кăрлач — сивĕ уйăх. Сăрт-варта выляма, ярăнма юратакан ачасене те вăл хăш-пĕр кун пĕрре те пÿртрен кăлармасть. Сывлăша пÿлет, пит-куçа çатăрах чĕпĕтет, тăм илтермĕ пултарать. Ун пек чух вара пас тытнă йывăçсем, хăйсен шап-шурă пĕркенчĕкĕсем вĕçерĕнсе ÿкесрен шикленнĕ пек, пачах хускалмаççĕ. Юр кăчăртатни кăна таçтанах илтĕнет. Çын умĕнче чĕлĕм тĕтĕмĕ евĕр пăс явкаланса пырать.

Паллах, çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тапхăр-тапхăр тăман та кутăн-пуçăн çаврăнать, е вĕçтерекен сиксе тухать.Малаллине вулас

Пĕрремĕш юр – Н. Сладков

Н. Сладков


Пĕрремĕш юр 

Тем пулса иртнине туйса вăрманти йывăçсем çĕрĕпех пăшăлтатрĕç. Ирхине паллă пулчĕ вара: юр ÿкнĕ иккен, тарăн юр.

Юрпа пĕрле вăрмана ăнланмалла мар япаласем килсе тулнă. Вĕсем тункатасемпе туратсем çине ларнă, чăрăшсемпе пихтăсем çине хăпара-хăпара кайнă.Малаллине вулас