
Стихван Шавли — … Тĕплĕнрех→
Вĕçкĕн Ваççа
Хулара пурнать Ваççа,
Вăл банкра шутлать укçа.
Пысăк слущи тет хăйне,
Çавăнпа пăрать мăйне.
Ялĕнче кĕтет Наççа:
«Килсе кур пĕрре, Ваççа!»
Ытарлă е урăхла каласан илемлĕ литература. Тарăн, кăткăс е чечен шухăша уçса парас тĕллевпе, чăн пурнăçра пулман япаласене, е пулнă япаласемпе хавхаланса, вĕсене паллами туса, е чăн пурнăçри пулăмсенех илемлетсе çырса кăтартакан хайлавсем.
Стихван Шавли — … Тĕплĕнрех→
Хулара пурнать Ваççа,
Вăл банкра шутлать укçа.
Пысăк слущи тет хăйне,
Çавăнпа пăрать мăйне.
Ялĕнче кĕтет Наççа:
«Килсе кур пĕрре, Ваççа!»
Григорий Тяммин — сăввийĕсемпе асра юлнă, анчах пурнăçĕ пирки пĕлни сахал… Тĕплĕнрех→
Эпĕ çуралнă Нăрвашра,
Йăлăм ятлă касăра.
Эпĕ саккăр тултарсассăн,
Тăххăра кайсассăн,
Пирĕн анне чирлерĕ,
Тата пĕр эрнерен пĕтрĕ.
Эпир тăватсăмăр Тăлăха юлтăмăр.
Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Тирансене патшалăхран –
Хăваласа салатрăмăр,
Вĕсенĕн тискер аллинчен
Патшалăха хăтартăмăр.
Хупса лартрăмăр тĕрмене
Мĕскĕн халăхсен юнне
Сĕлĕх пек ĕçекенсене,
Халăхран кулакансене!
Эпир çĕр çулччен халăхшăн
Куççульпе йĕрсе ĕçлерĕмĕр,
Нумайăш пирĕн ушкăнран
Çул çинче пĕтрĕç вăхăтсăр.
Григорий Тяммин — сăввийĕсемпе асра юлнă, анчах пурнăçĕ пирки пĕлни сахал… Тĕплĕнрех→
Тырă вырса пĕтет,
Хĕл те çывхарса пырать.
Çил шавлама тытăнать,
Сивĕ те персе çитет.
Уйра нимĕн те çук.
Анатолий Емельянов — наградăсене тивĕçнĕ çыравçă, политик. Ялхуçлăх ĕçченĕсен пурнăçне сăнлакан калав, повесть тата романĕсемпе палăрнă, чăваш литературипе культура ĕçне хаклас тĕлĕшпе чылай рецензи тата хаçат-журнал статьин авторĕ… Тĕплĕнрех→
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 ]
Хĕллехи каç — палламан вăрман, вĕçне-хĕрне тухса пĕтерессĕн туйăнмасть. Тахçан çăлтăрсем тухнă, сивĕ те тĕпсĕр тÿпере çÿçенмеллех сиксе чĕтреççĕ. Катăлнă уйăх та катари вăрмантан çĕкленет: вăл та шăнса кайнă, çурăмне палăрмаллах асатлатнă.
Ялхуçалăх техникин районти уйрăмĕнче кил хушшинче икĕ прожектор çунать, вĕсен çутинче сивĕ вăй çăмăл тĕтре пек палăрать. Икĕ хутлă кантурта пĕр чÿречеллĕ пÿлĕмрен кăна çутă тухать. Пас тытнă хурăнсем юмахри пек илемлĕ.
Малаллине вуласИван Яковлев – çĕнĕ çырулăха пуçарса йĕркеленĕ вĕрентÿçĕ – сĕм тăлăх ÿснĕ. Усрава илнĕ кил-йыш ăна нумай ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпах ĕнтĕ вăл та нумай çынна пулăшма тăрăшнă: чăваш ачисем валли шкул уçнă, учебниксем кăларнă… Тĕплĕнрех→
* * *
Хаваслă çур кунне тытсамăр
Çанталăк чечекленнĕ чух.
Хĕл йывăр ыйхине пăхмасăр
йăлт ирĕклĕн сывлать кăчух.
Николай Золотницкий — чăваш тата ытти халăхсен çырулăхĕпе ăс пурлăхне пухнипе палăрнă филолог. Хусан университетĕнче вĕреннĕ, патшалăх пурлăхĕн палатинче ĕçленĕ. Вырăс мар халăхсен литературипе чĕлхи аталанса каяссине хирĕç пулнă пулин те чăвашсене тăван чĕлхепе вĕрентес ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри пулса асăмăрта юлнă…. Тĕплĕнрех→
Пытăм пасар пăхмашкăн,
Чÿречине уçмашкăн.
Шаккарăм, çапрăм —уçăлчĕ,
Тенки-ĕнчи тупăнчĕ.