Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Пайăн епир, тăвансем, Христосăн хĕресне тупнине асăнса праçник тăватпăр. Çавăнпа епĕ сире хĕрес çинђен, хамăр çине хĕрес палли хурасси çинђен пĕр-ик сăмах калас тетĕп.

Ĕлĕк хĕрес çине усал çынсене, вăрă-хурахсене пăта­ланă. Çавăнпа ăна хисеплекен те пулман. Ăна курсанах вăл усал çынсене пăталакан йапала пулни аса килнĕ. Усал çынсене пăталамалли хатĕрĕ те çыннăн ђĕрине, кăмăлне килес çук.Малаллине вулас

Мария çÿл тÿпене илĕнни

Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцов


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Тăвансем! Пайан епир Турă Амăшĕ вилнине асăнса праçник тăватпăр.

Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђух, Вăл Хăй Амăшне Іоанн апостол çине кăтартса каланă: ку санăн Ывăлу, тенĕ. Унтан Іоанн апостола хăй Амăшĕ çине кăтартса каланă: ку санăн Аннÿ, тенĕ. Іоанн апостол вара (Іисус Христос хушнă тăрăх) Турă Амăшне хăй патне илсе кайнă. Вăл ăна хăй амăшне пăхнă пек пит ђипер, лайăх пăхса тăнă.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Священник Николай Кузьминъ


Çурла 6-мĕшĕ

Пĕр вăхăтра Іисус Христос Петра, Іоанна, Іакова илсе, ту çине кĕл-тума кайнă. Кĕл-тунă ђухне Унăн сăнĕ улăшăннă, тумтирĕ шап-шурă, йăлтăртатса тăракан пулнă. Çавăнтах унпа пĕрле икĕ çын калаçса тăнă. Вĕсем Моисейпе Илія пулнă. Вĕсем унта Іисуса Іерусалимре мĕн пуласси çинђен калаçнă. Петр та, унпа пĕрле пулнисем те, ыйхăран вăраннă; вăрансан,вĕсем Іисус мухтавлă тăнине, тата Унпа пĕрле тăракан икĕ çынна курнă. Кусем Іисус патĕнђен кайнă ђух, Петр, хăй мĕн каланине пĕлмесĕр, Іисуса каланă: Вĕрентекен! пире кунта тăма аван, епир кунта виçĕ ђатăр тăвар: пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Вăл çавна каласа тăнă ђух: вĕсене пĕлĕт хупласа илнĕ. Пĕлĕтрен: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр, тенĕ сасă илтĕннĕ. Христоспа Унăн вĕренекенĕсем ту çинђен аннă ђух, Іисус вĕсене каланă: Етем Ывăлĕ вилсе ђĕрĕлсе тăриђђен халĕ курнине никама та ан калăр, тенĕ.

Малаллине вулас

Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Іаковъ Обуховъ


Май 21-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Пайанхи кун пирĕншĕн питĕ аслă савăнăçлă кун. Христос ђиркĕвĕ пайан апостолсемпе пĕр тан святой Константин патшапа унăн амăшне святая Еле­нана асăнса праçник тăват̌. Вăл праçник акă ăçтан пуç­ланса кайнă.

Христос тĕнĕ çĕр çинђе сарăлса çите пуçласан, вăл тĕне хирĕç нумай суйа тĕнлĕ тăшмансем тăнă. Христоса ĕненекенсене курайман. Вĕсене пĕр айăпсăрах айăпа хур­са вĕлере вĕлере пĕтерттернĕ. Христоса ĕненекенсене пу­рăнма питĕ хĕн пулнă.

Малаллине вулас

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Симеон Сергеев ( Симеон Сергѣевъ ) — … Тĕплĕнрех→


Пуш 25-мĕшĕ

Тăванăмсем! Хĕпĕртесе савăнар! Пайанхи кун епир Çăлăнасси пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă, Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă. Ун çинђен етемсене кала­са пĕлтерме çÿлтен çĕр çине Гавріил архангел аннă. Са­вăнăр, тăванăмсем! Пайанхи кун Гавріил архангел пире тĕрĕслĕх çинђен вĕрентнĕ, аслă Пророк çураласси çинђен ырă хыпар каланă. Пурте савăнђђăр: пайан Гавріил ар­хангел етеме Турăпа пĕрлештерекен священник çураласси, çинђен ырă хыпар каланă. Пайанхи кун пĕтĕм тĕнђе са­вăнтăр: Гавріил архангел пире курăнакан, курăнман тăшмансенђен хăтарса тăракан Патша çураласси çинђен ка­лама аннă.

Малаллине вулас

Ермей Рожанский: Катехизис, кĕске калавсем

Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Кивĕ Сăмахсарти Чăваш Сăмахĕсем

«Словарь языков разных народов в Нижегородской Епархии обитающих…» ал çырăвĕнчен çырса илнĕ тĕслĕхсем, 1785 çул

1. Мун тора! Мун тора амыш! Тора! И тора амыш тувагане… Сяндалакан сиорадагане Эдем, заман, снрлахсамар, осразамар, анбрахсамар перя. «Боже великий! Великаго Бога матерь! Боже! И божин матерь! Творцы и хранители вселенныя, создатели человеков, помилуйте, сохраиите и не оставьте нас».

Малаллине вулас

Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Іисус Христос халăха вĕрентме тухиђђен Ун çинђен, Вăл çĕр çине килни çинђен, шыва кÿртекен Іоанн халăха каласа вĕренте пуçланă. Вăл вĕсене: ÿкĕнĕр, çÿлти патшалăх çывăхарђĕ ĕнтĕ, тесе вĕрентнĕ. Шыва кÿртекен Іоанн Христос умĕн килсе халăха вĕрентесси çинђен Исаія пророк малтанах каласа хунă. Вăл каланă: пушă хирте: Турă валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ туса хурăр, тесе ђĕнекенĕн сасси илтĕнет, тенĕ. Исаія пророк калани çитнĕ: шыва кÿртекен Іоанн çĕр çине килнĕ. Малаллине вулас