Аслă Типпĕн Пиллĕкĕмĕш Ернинђе Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Пайанхи кун таса Ђиркÿ Египетри Марія аннемĕре асăнат̌. Ăна асăнса ун йађĕпе йурăсем йурлат̌.

Тăванăмсем! Епир таса Ђиркĕвĕн ађисем. Çавăнпа Марія аннемĕр çинђен шухăшласа пăхар. Вăл кам пулнине пĕлер. Йепле пурăнса Турра йурăхлă пулнине астăвар. Ун пурăнăçĕнђен хамăр валли вĕренÿ илер. Марія пек Турра йурăхлă пулма тăрăшар.

Марія аннемĕр хăйĕн çинђен акă мĕн каласа парат̌.Малаллине вулас

Advertisements

Христос Туррăмăр Іерусалиме Ђаплăн Пырса Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăчкă уявĕ (Верпăнни)

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Іисус Христос Туррăмăр Іерусалиме пырса кĕнине асăнатпăр. Ун ђухне Іерусалиме халăх пит нумай пухăннă. Іисус Христос Туррăмăр ашак çине ларса пынă. Темĕн ђухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене Вăл пырас çул çине сарса хунă. Хăшĕ-хăшĕ йывăç турађĕ каса-каса илсе Іисус Христос пырас çул çине сарса пынă. Іисус Христос умĕнђен, тата хыçĕнђен пыракан çынсем пур те: Осанна Давид Ывăлне! тесе кăшкăрса пынă. Вăл Іерусалиме пырса кĕрсен пĕтĕм хула хускалнă. Хăшĕ: Ку кам, тесе ыйтнă. Халăх каланă: Ку Назаретран тухнă пророк, тенĕ. Іисус Христос ђиркĕве кĕнĕ. Унта суту-илÿ тăвакансене пурне те хăваласа кăларнă; укçа улăштаракансенĕн сĕтеллисене тÿнтерсе йанă; кăвакарђăн сутакан çынсен пуканĕсене те тÿнтере-тÿнтере йанă. Вăл вĕсене каланă: Манăн çуртăм кĕлĕ çурђĕ, есир ăна вăрă-хурахсен вырăнĕ туса хунă, тенĕ.Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Іерусалиме Ђаплăн Пырса Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.

Кăчкă уявĕ (Верпăнни)

Унăн йунĕ пирĕн çинђе, пирĕн ађасем çинђе пултăр, тенĕ.
– Мѳ. 27, 25

Пайанхи кун Іерусалиме халăх пит нумай пухăннă. Нумайĕшĕ праçник йĕркипе пынă. Пайтахăшĕ Христос вилĕмрен ђĕртнĕ Лазаре курма пынă. Пухăннă çынсем хушшинђе йут çĕртен килнĕ çынсем те нумай пулнă. Çав кун Іерусалиме 800,000 çынна йăхăн пухăннă. Пухăннă çынсем Христос килет тенине илтсен пур те Ăна хирĕç тухнă. Ун хыçĕнђен те пайтах халăх пынă. Мĕн пур халăх пур те аллисене пальма йывăççи турађĕсем тытнă? Темĕн ђухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене çул тăрăх сарса пынă, хăшĕ хăшĕ тата йывăç турађĕсене каса каса илсе, вĕсене çул тăрăх пăрахса пынă. Ун умĕнђен те, хыçĕнђен те пыракан халăх çапла кăшкăрса пынă: Осанна Давид Ывăлне! Турă йађĕпе Килекен мухтавлă, ей çÿлти Осанна, тесе кăшкăрнă (Мѳ. 21, 8—9). Ун ђухне пит тĕлĕнмелле ĕç пулнă: кăкăр ĕмекен ађасен ђĕлхи уçăлнă. Св. Матвей калат̌: Есĕ çамрăк ађасемпе кăкăр ĕмекен ађасенĕн ђĕлхи-çăварĕсемпе хăна мухтамалла турăн, тет. (Мѳ. 21, 16). Вĕсем те: Осанна Давид Ывăлне! тесе кăшкăрнă (Мѳ. 21, 15). Христос ашак çине ларса пынă. Ун хыçĕнђен халăх кĕпĕрленсе, кăшкăрса пынă.Малаллине вулас

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ П. Егоровъ.


Пуш, 25

Епир çăлăнасси пайанхи кун пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă: Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă.

Пайанхи кун епир Гавріил Архангел Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар каланине асăнса праçник тăватпăр. Пайанхи кун Турă Ангелĕ Таса Хĕр Маріяна Унтан çăлакан Христос çуралассине каласа панă. Çав ĕç ак çапла пулнă.Малаллине вулас

Император Александра Асăнса Каламалли

Андрей Липатовъ.


Император Александра Асăнса Каламалли

Февралĕн 19-мĕшĕ

Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайанхи кун ĕлĕк пирĕн патшалăхри çынсемшĕн пит пысăк ĕç пулнă. Вил­нĕ патша Император Александр Николаевич хресђенсене улпутсен аллинђен хăтарса ирĕке кăларнă. Кашни улпут хăй­ĕн аллинђи çыннисене сутма та, илме те пултарнă. Çапла – хресђенсем улпутсен аллинђе 250 çула йахăн хĕн-хур курса пурăннă. Император Александр Николаевич патша вĕсен çав тĕрлĕ йывăр хĕн-хурне курса, вĕсене хĕрхенсе ирĕке кăларнă. Тăвансем, епир пайан ђиркĕве Турра кĕл­тума пуçтарăнтăмăр.Малаллине вулас

Христос Туррăмăра Хирĕç Тухса Илнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Нарăс 2-мĕшĕ

Іисус Христос çуралсан кайран 40 кун иртсен, Таса Хĕр Маріяпа Іосиф Ăна Турă умне тăратма Іерусалиме илсе пынă. Іосифпа Марія Ађана ђиркĕве илсе пырсан, вĕсене пĕр Симеон йатлă çын Іисуса хăй алли çине илнĕ те, Турра мухтаса каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, ђуруна, Ху каланă тăрăх, канăçлантарса йаратăн. Есĕ пур халăхсене те çăлассине, суйа тĕнлĕ халăхсене çутатас çутта, Хăвăн Израил халăхин мухтавне манăн куçăмсем курђĕç ĕнтĕ, тенĕ.Малаллине вулас

Хусанта Тупнă Турă Амăшĕ Сăнне Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Каламалли Сăмах

Діаконъ Іаковъ Стекловъ.


Юпа 22-мĕшĕ

Пайанхи кун, тăванăмсем, пирĕн Рсссіяри таса ђир­кÿ Хусанта тупнă Турă Амăшĕ сăнне асăнса Турă Амăшне

хисеплесе тав-тăват̌. Çакă Турă Амăшĕ сăнне вырăсла Ка­занская икона Божіей Матери, теççĕ. Çавăнпа праçникне те Казанская, теççĕ. Çакă Турă Амăшĕ сăнне асăнса пат­шалăхра çулталăк хушшинђе икĕ хут праçник туса Турă Амăшне хисеплеççĕ; пĕре çулла утă уйăхин Июлĕн) 8 ку­нĕнђе, тепĕре кĕр-кунне йупа уйăхин (октябрĕн) 22 ку­нĕнђе. Утă уйăхин (іюлĕн) 8 кунĕнђе çакă таса сăна туп­нине асăнаççĕ, тупассине ăна 1579 çулта тупнă. Йупа уйăхин (октябрĕн) 22 кунĕнђе пĕтем Россія патшалăхĕ пĕтесрен çăлнине асăнса Турă Амăшне тав-тăваççĕ. 17-ш ĕмĕрте пирĕн Россія патшалăхĕ, унти ђăн тĕн йут пат­шалăхри çынсем пусмăрланипе пĕтĕмпех пĕтес патне çит­нĕ. Анђах çÿлти Турă Амăшĕ хута кĕнипе Тура пĕтĕм Россіяна пĕтесрен хăтарнă. Çакă тĕленмеле ĕç çапла пулнă.Малаллине вулас