Свящ. Н. Кузьминъ
Пуш 25-мĕшĕ
Турă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.Малаллине вулас
Уйрăмах Раççей Православи Чиркĕвĕн вĕрентĕвĕсем
Турă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.Малаллине вулас
Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.
Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малаллине вулас
Таса Хĕр Марія виçĕ çула çитсессĕн, унăн таса пурăнăçлă ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпе Анна, хăйсен хурăнташĕсемпе пĕрле Ăна Іерусалимри ђиркĕве илсе пынă, Священниксен пуçлăхĕ Захарія Таса Хĕре хирĕç тухса илсе ђиркÿри ђи тасаран таса пÿлĕме илсе кĕнĕ. Çав пÿлеме архіерейе хăйне те çулталăка пĕр хут анђах кĕме йуранă. Вăл таса Хĕре унта Святой Сывлăш пĕлтернипе илсе кĕнĕ. Çавăнтан вара ашшĕсем Маріяна ђиркÿре йаланах пурăнма хăварнă. Унта Таса Хĕр Турă çинђен шухăшласа, Турра кĕл-туса, йе Турă кĕнекисене вуласа, йе алă ĕçсем туса 11 çул пурăнса ирттернĕ.Малаллине вулас
Пайăн епир, тăвансем, Христосăн хĕресне тупнине асăнса праçник тăватпăр. Çавăнпа епĕ сире хĕрес çинђен, хамăр çине хĕрес палли хурасси çинђен пĕр-ик сăмах калас тетĕп.
Ĕлĕк хĕрес çине усал çынсене, вăрă-хурахсене пăталанă. Çавăнпа ăна хисеплекен те пулман. Ăна курсанах вăл усал çынсене пăталакан йапала пулни аса килнĕ. Усал çынсене пăталамалли хатĕрĕ те çыннăн ђĕрине, кăмăлне килес çук.Малаллине вулас
Симеон Сергеев ( Симеон Сергѣевъ ) — … Тĕплĕнрех→
Тăванăмсем! Хĕпĕртесе савăнар! Пайанхи кун епир Çăлăнасси пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă, Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă. Ун çинђен етемсене каласа пĕлтерме çÿлтен çĕр çине Гавріил архангел аннă. Савăнăр, тăванăмсем! Пайанхи кун Гавріил архангел пире тĕрĕслĕх çинђен вĕрентнĕ, аслă Пророк çураласси çинђен ырă хыпар каланă. Пурте савăнђђăр: пайан Гавріил архангел етеме Турăпа пĕрлештерекен священник çураласси, çинђен ырă хыпар каланă. Пайанхи кун пĕтĕм тĕнђе савăнтăр: Гавріил архангел пире курăнакан, курăнман тăшмансенђен хăтарса тăракан Патша çураласси çинђен калама аннă.
Малаллине вуласІисус Христос халăха вĕрентме тухиђђен Ун çинђен, Вăл çĕр çине килни çинђен, шыва кÿртекен Іоанн халăха каласа вĕренте пуçланă. Вăл вĕсене: ÿкĕнĕр, çÿлти патшалăх çывăхарђĕ ĕнтĕ, тесе вĕрентнĕ. Шыва кÿртекен Іоанн Христос умĕн килсе халăха вĕрентесси çинђен Исаія пророк малтанах каласа хунă. Вăл каланă: пушă хирте: Турă валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ туса хурăр, тесе ђĕнекенĕн сасси илтĕнет, тенĕ. Исаія пророк калани çитнĕ: шыва кÿртекен Іоанн çĕр çине килнĕ. Малаллине вулас
Çакăнта пухăннă йуратнă тăванăмсем! Çĕр ĕçлекен çын вăрлăхне акас умĕн анине малтан тислĕк тăкса çемçетет, унтан сухалат̌, сÿрет, вара тин хăйĕн вăрлăхне илсе тухат̌, ани çине пĕрђĕн пĕрђĕн сапат̌. Нумайах та вăхăт иртмест, ана симĕсленсе ларат̌; тата пăртак тăрсан, ÿссе çитнĕ тырă тулли пуçахĕсемпе çĕрелле усăнса тăракан пулат̌. Хуçи ани çине савăнса кайат̌, ăна вырат̌, вара çапса илсе тыррине пÿлмене кÿртсе хурат̌.Малаллине вулас