Ђăн Çăмăл Заповѣд Çинђен

Ђăн Çăмăл Заповѣд Çинђен.

Çылăхлă çынсем: çăлăнăç çулĕ пит йывăр, Туррăн заповѣдсене вырăна кÿме пирĕн вăй çитес çук, тесе ђас-ђасах упкелеççĕ. Апла пулсан ак пире Турă пит çăмăл заповѣд парат̌. Вăл заповѣд ак çакă: „çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене Турă хĕрхенĕ. Турă вĕсене Хăй иккĕмĕш хут вилнисене те, ђĕррисене те çак заповѣд тăрăх сут туса уйăрма килсен хĕрхенĕ.Read More »

Ђун Кĕтÿçĕ-Священник

Ђун Кĕтÿçĕ-Священник

Тĕнђере мĕн пур етем пурте çылăxлă. Турă пире пурсăмăра та çăласшăн. Çăлăнма мĕн кирлине Вăл пире пурне те панă. Пире çăлмашкăн Турă Xăй çĕр çине анса етем пулса, пурăннă, пирĕншĕн Xăй асапланса вилнĕ, вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Çĕр çинђе, етем xушшинђе Xăйĕн ĕçне, етеме çăлас ĕçе, туса тăмашкăн Вăл апостолсем суйласа xăварнă. Xристос Турă вĕсене çăлăнăç ĕçне тума, хатĕрлесе вĕрентсе çÿренĕ, Xăй мĕн тунине, йепле пурăннине кăтартса çÿренĕ вĕсене, Çÿлти Патшалăxăн пĕлĕнми ĕçне пĕлме йанă, ытти етемрен уйрăм вĕсене тивлет панă, Xăйĕн ĕçне туса тăма вĕсене xăват йанă ытти ĕненекенсем xушшинђен пуринђен те уйрăм суйласа илсе вĕсене çав xăватпа xăватлантарнă, вĕсем çине Святой Сывлăш ырлăxне антарнă. Вĕсене йанă xăват виç тĕрлĕ.Read More »

Соломонăн Ÿкĕт Кĕнеки

Библи кĕнеки тăрăх Николай Кушманов сăвăласа куçарнă



Sijen1• Тĕрĕс мар куçару

Сăвăсен текстне 1904—1907 çулсенче Петербургра пичетленнĕ «Толковая Библия» тата Мускав Патриархийĕ 1988 çулта кăларнă «Библия» кĕнекесен тĕп шухăшне шута илсе Николай Кушманов (Алеметкин) чăвашла сăвăласа куçарнă.Read More »

Мĕн тери аслă яту Санăн!

Иов Кĕнеки

Николай Кушманов Библи тăрăх чăвашла сăвăласа куçарнă хайлав. “Чун кĕнеки” ярăмран, 2-мĕш томран.


Николай Кушманов

Умĕн Калани

Тĕнче литературинче Библири «Иов кенеки» уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Вăл «Авалхи Саккунсен Халалĕнчи» Есфир кĕнекипе «Мухтав Юррисен кĕнеки» (Псалтирь) хушшинче вырнаçнă. Асăннă кĕнеке авторĕ пирки тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисем ăна Иов ятлă пуян, теприсем Моисей пророк, виççĕмĕшсем Соломон е тата Ездра, Нееми, Малахи пророксем пурăннă вăхăтра паллă мар писатель çырнă теççĕ.Read More »

Мĕн тери аслă яту Санăн!

Чун кĕнеки 1: Псалтирь (66-151)

Тупмалли

1-6566 | 67 | 68 | 69 | 70 | 71 | 72 | 73 | 74 | 75 | 76 | 77 | 78 | 79 | 80 | 81 | 83 | 84 | 85 | 86 | 87 | 88 | 89 | 90 | 91 | 92 | 93 | 94 | 95 | 96 | 97 | 98 | 99 | 100 | 101 | 102 | 103 | 104 | 105 | 106 | 107 | 108 | 109 | 110 | 111 | 112 | 113 | 114 | 115 | 116 | 117 | 118 | 119 | 120 | 121 | 122 | 123 | 124 | 125 | 126 | 127 | 128 | 129 | 130 | 131 | 132 | 133 | 134 | 135 | 136 | 137 | 138 | 139 | 140 | 141 | 142 | 143 | 144 | 145 | 146 | 147 | 148 | 149 | 150 | 151

Николай Кушманов куçарса сăвăланă:


Псаломсем

Мухтав юррисем

66-мĕш псалом

Юрлакан ушкăн пуçлăхне.
Хĕлĕх хурса каламаллисемпе.
Псалом. Юрă.

Эй, Турă, ырăлăхлă Эс пулсамччĕ,
Ăна куллен-кунах пилле пире.
Таса Сăнун çуттине тĕнчере
Чуна вăй-хал, хăват пĕрмай парсамччĕ.Read More »

Чун кĕнеки 1: Псалтирь (1-65)

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 | 37 | 38 | 39 | 40 | 41 | 42 | 43 | 44 | 45 | 46 | 47 | 48 | 49 | 50 | 51 | 52 | 53 | 54 | 55 | 56 | 57 | 58 | 59 | 60 | 61 | 62 | 63 | 64 | 65 | 65-151

Николай Кушманов куçарса сăвăланă:


Псаломсем

Мухтав юррисем

1-мĕш псалом

Давид псаломĕ

Усал шухăшлисен канашлăвне,
Астаракан этемĕн эртелне,
Çылăхлисен çулне-йĕрне сивлен çын
Çут тĕнчере кирек хăçан телейлĕ.

Çак çыннăн кăмăлĕ Чи Аслă Туррăн
Саккунĕпе çеç килĕшсе пурнать.
Ăна кирлех те мар-çке ним те урăх,
Вăл кунĕн-çĕрĕн Ун пирки шутлать!Read More »

Хăрушă парне

Турхан Яккăвĕ

Турхан Яккӑвӗ (Яков Васильевич Васильев) 1874 ҫулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Карапай (халӗ Турхан) ялӗнче çуралнă. Курнавăшра пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркӳре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.Read More »