Соломон Юррисен Юррийĕн Кĕнеки

Соломон Юррисен Юррийĕн Кĕнеки

שִׁיר הַשִּׁירִים

 

1

1 2 3 4
5 6 7 8

(1) Вăл мана çупăрласа чуптăвинччĕ: санăн евĕкÿ эрехрен те савăкрах!

(2) Эсĕ ырă шăршăллă çупа сĕрĕнетĕн те, яту таврана сарăлнă мирă пекех туйăнать; хĕрсем çавăнпа юратаççĕ сана.

(3) Кăчăк туртсамччĕ мана, эпир сан хыççăн чупса кайăпăр; патша мана хăйĕн керменне илсе кĕчĕ — сана мухтавлăпăр, саншăн савăнăпăр, санăн евĕкне эрехрен мала хурăпăр; юратăва тивĕçлипе юратаççĕ сана!Малаллине вулас

Advertisements

Аггей Пророк Кĕнеки

Аггей Пророк Кĕнеки

1

(1) Дарий патшана ларсан иккĕмĕш çулхине, улттăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, Зоровавеле — Салафиил ывăлне, Иудейăна пăхса тăракана — тата Иисуса — Иоседек ывăлне, аслă иерее — Аггей пророк урлă Çÿлхуçаран сăмах пулнă:

(2) Саваоф Çÿлхуçа çапла каланă: çак халăх акă мĕн калать: «вăхăт çитмен-ха, Çÿлхуçа Çуртне тумалли вăхăт мар-ха» тет, тенĕ.

(3) Çÿлхуçаран Аггей пророк урлă сăмах пулнă:

(4) сирĕншĕн вара вăхăт çитнĕ-и? çак Çурт юхăнса ларнă чухне сирĕн хăвăрăн илемлетнĕ çуртăрсенче пурăнмалла-и?Малаллине вулас

Софония Пророк Кĕнеки

Софония Пророк Кĕнеки

 

1

1 2 3

(1) Иосия — Амон ывăлĕ, Иудея патши — пурăннă вăхăтра Софонияна Çÿлхуçа пĕлтерсе каланă сăмах; Софония вăл Хусий ывăлĕ пулнă, Хусий — Годолия ывăлĕ, Годолия — Амория ывăлĕ, Амория вара Езекия ывăлĕ пулнă.

(2) Çĕр пичĕ çинчен пĕтĕмпех пĕтерсе тăкăп, тет Çÿлхуçа:

(3) çынсене те, выльăхчĕрлĕхе те пĕтерсе тăкăп, вĕçен кайăксене те, тинĕсри пулăсене те, йĕркесĕр пурăнакансемпе ултава та пĕтерсе тăкăп; çынсене çĕр пичĕ çинчен пĕтерсе тăкăп, тет Çÿлхуçа.Малаллине вулас

Аввакум Пророк Кĕнеки

Аввакум Пророк Кĕнеки

1

(1) Аввакум пророка курăнни, вăл малашне мĕн пулассине курни.

(2) Эй Çÿлхуçа, хăçанччен тилмĕрсе чĕнĕп-ши Сана? — Эсĕ илтместĕн; хăçанччен пусмăра пĕтерме тархаслăп-ши Сана? — Эсĕ çăлмастăн.

(3) Мана мĕншĕн усал ĕçсене курмалла, асап çине пăхса тăмалла турăн? Ман умăмра — çарату та пусмăр; вăрçă-харçă тухать, хирĕçÿ пуçланать.

(4) Çавна пула саккун хăйĕн вăйне çухатрĕ, тĕрĕс сут туни çук: йĕркесĕр çын тÿрĕ çынна çĕнтерет, çавăнпа сучĕ те суя пулать.Малаллине вулас

Наум Пророк Кĕнеки

Наум Пророк Кĕнеки

1

(1) Ниневи хулине малашне мĕн пуласси çинчен калани; Елкос çыннине Наума мĕн курăннисен кĕнеки.

(2) Çÿлхуçа вăл — хытă юратакан, хирĕç тавăракан Турă; тавăракан Çÿлхуçанăн çилли те хăрушă: Çÿлхуçа Хăйĕн тăшманĕсене тавăрать, Хăйне хирĕç тăракансене каçармасть.

(3) Çÿлхуçа вăрах тÿсĕмлĕ, Хăйĕн хăвачĕпе аслă, Вăл хаса памасăр хăвармасть; Çÿлхуçа пынă чухне çавраçил тухать, çил-тăвăл тапранать, пĕлĕт — Унăн ури тустарнă тусан.Малаллине вулас

Михей Пророк Кĕнеки

Михей Пророк Кĕнеки

1

(1) Çÿлхуçа Морасфа çыннине Михее Иудейăра Иоафам, Ахаз тата Езекия патшара ларнă вăхăтра Самарипе Иерусалим çинчен пĕлтерсе каланă сăмах.

(2) Эй халăхсем, пурте итлĕр, эй çĕр, çĕре тултарса тăракансем, тăнлăр пурте! Çÿлхуçа Турă, Хăйĕн таса Çуртĕнчен курса тăракан Çÿлхуçамăр, сире хирĕç кÿнтелетĕр!Малаллине вулас

Иона Пророк Кĕнеки

Иона Пророк Кĕнеки

1

(1) Ионăна, Амафия ывăлне, Çÿлхуçаран сăмах пулнă:

(2) тăр та Ниневие, аслă хулана, кай, унта вĕрентсе кала, мĕншĕн тесессĕн унăн усал ĕçĕсем Ман патăма çитрĕç, тенĕ Çÿлхуçа.

(3) Вара Иона Çÿлхуçа сăнĕ умĕнчен Фарсиса тарам тесе тăнă та Иоппие пырса çитнĕ, Фарсиса каякан карапа шыраса тупнă, çул укçи тÿленĕ те, Çÿлхуçа сăнĕ умĕнчен Фарсиса каям тесе, карап çине ларнă.Малаллине вулас