Илія Пророка Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли

Тарасий Максимовъ


Утă 20-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем! Епир пайан Илія пророка асăнса праçник тăватпăр. Илія пророк Израил патшалăхĕнђе Ѳесва йатлă хулара пурăннă. Çав вăхăтра Израил патши Ахав пулнă. Ахав патша ђăн Турă вырăнне Ваал тийекен кĕлеткене пуççапса пурăннă, хăй халăхне те кĕлеткене пуççапма вĕрентнĕ. Çапла пурăннăшăн, пĕрре Илія пророк Ахав патша патне пырса каланă: „есĕ çапла кĕлеткене пуççапса пурăннăшăн, епĕ Турăран çумăр йăлăнса вилиђђен, Турă çĕр çине çумăр та çутармĕ, çывлăм та ÿкермĕ“, тенĕ. Ђăнах та, Илія пророк каланă пек, Турă çĕр çине çумăр та çутарман, сывлăш та ÿкермен. Малаллине вулас

Advertisements

Петрпа Павел Апостолсене Асăнса Праçник Тунă Кун Вĕрентсе Каламалли

В. Сидоровъ


Çĕртме 29-мĕшĕ

Пĕр вăхăтра Іисус Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: „Мана, Етем Ывăлне, кам вырăнне хисеплеççĕ çынсем?” тенĕ. Апостолсем каланă Ăна: „хăшĕ сана шыва кÿртекен Іоанн теççĕ, хăшĕ Илія теççĕ, хăшĕ тата Іеремія пророк вырăнне хисеплеççĕ”, тенĕ. Іисус Христос каланă вĕсене: „хăвăр есир кам тесе хисеплетĕр Мана?” тенĕ. Симон тийекен Петр каланă: „Есĕ ђĕрĕ Турă Ывăлĕ Христос”, тенĕ. Іисус Христос каланă ăна: „Іона Ывăлĕ Симон, есĕ телейлĕ! Епĕ сана кунтан малашне Петр (ђул) тесе калăп, çав ђул çине хам ђиркĕвĕме туса лартăп та, тамăк хăвађĕ çĕнтереймĕ вара ăна”, тенĕ. Тата каланă: „пуринђен малтан есĕ мана, Симон, Турă Ывăлĕ тесе каларăн, çавăнпа епĕ те сана, кунтан малашне, Симон тесе каламăп, Петр тесе ђĕнĕп, мĕшĕн тесен есĕ, Епĕ Турă Ывăлĕ иккенне пĕлсе, ђул пек тĕреклĕ ĕненсе тăратăн. Малашне Епĕ, Хама ĕненекенсен валли ђиркĕвĕме сан çине, тĕреклĕ ђул çине туса лартăп та, ăна тамăк вăйĕ кисрентереймĕ, Манăн ђиркĕвĕм те вара, Мана Турă Ывăлĕ тесе ĕненĕ, çапла ĕненни пĕтĕм тĕнђене сарăлĕ”, тенĕ. Малаллине вулас

Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли

Діаконъ Николай Талавриновъ


Çĕртме 24-мĕшĕ

Пайанхи кун епир, тăванăмăрсем, Христос умĕн килнĕ, аслă пророк Іоанн çуралнине асăнатпăр. Çавăнпа епĕ халĕ сире çакă Іоанн Предтеча çурални çинђен каласа парас тетĕп. Христос умĕн килнĕ Іоанн Турра тĕрĕс ĕненсе пурăнакан сăваплă çынсенĕн ывăлĕ пулнă; унăн ашшĕ Захарія священник пулнă, амăшĕ Елизавета йатлă пулнă. Вĕсенĕн ватăлиђђенех ађа-пăђа пулман. Пĕрре священник ĕçĕпе Захаріяна Іерусалим ђиркĕвĕнђе кĕл-тума йĕрке çитнĕ. Çавăн ђухне вăл ладон тĕтĕрме тесе ђиркĕвĕн тасатакан пÿлĕмне кĕнĕ: унăн варринђе ладон çунтармалли вырăн пулнă, çав вырăнăн сылтăм йенђе ăна пĕр Ангел курăннă. Ангел каланă: Захарія, епĕ сана савăнмалли хыпар калатăп, санăн арăму, Елизавета, ывăл ађа çуратĕ, есĕ ăна Іоанн йатлă хурăн.Малаллине вулас

Псаломсем

Тупмалли

Псаломсем. | 1. | 2. | 3. | 4. | 5. | 6. | 7. | 8. | 9. | 10. | 11. | 12. | 13. | 14. | 15. | 16. | 17. | 18. | 19. | 20. | 21. | 22. | 23. | 24. | 25. | 26. | 27. | 28. | 29. | 30. | 31. | 32. | 33. | 34. | 35. | 36. | 37. | 38. | 39. | 40. | 41. | 42. | 43. | 44. | 45. | 46. | 47. | 48. | 49. | 50. | 51. | 52. | 53. | 54. | 55. | 56. | 57. | 58. | 59. | 60. | 61. | 62. | 63. | 64. | 65. | 66. | 67. | 68. | 69. | 70. | 71. | 72. | 73. | 74. | 75. | 76. | 77. | 78. | 79. | 80. | 81. | 82. | 83. | 84. | 85. | 86. | 87. | 88. | 89. | 90. | 91. | 92. | 93. | 94. | 95. | 96. | 97. | 98. | 99. | 100. | 101. | 102. | 103. | 104. | 105. | 106. | 107. | 108. | 109. | 110. | 111. | 112. | 113. | 114. | 115. | 116. | 117. | 118. | 119. | 120. | 121. | 122. | 123. | 124. | 125. | 126. | 127. | 128. | 129. | 130. | 131. | 132. | 133. | 134. | 135. | 136. | 137. | 138. | 139. | 140. | 141. | 142. | 143. | 144. | 145. | 146. | 147. | 148. | 149. | 150. | 151.

Псаломсем.

(Мухтав Йуррисем).

1.

Давид псаломĕ. Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Усал çынсенĕн канашне çÿремен çын, çылăхлă çынсенĕн çулĕ çинђе тăман çын, астаракан çынсенĕн пухувĕнђе ларман çын телейлĕ.

2) Унăн кăмăлĕ Турă законĕ çинђе, вăл кунĕн-çĕрĕн Унăн законĕ çинђен шухăшлат̌.

Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Троица

Аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине апостолсем пур те пĕрле пĕр пÿлĕмре ларнă. Çавăн ђухне пĕлĕт çинђен сасартăк вăйлă çил килнĕ пек кĕрленĕ сасă илтĕннĕ. Çав сасă апостолсем пухăннă пÿлĕме те тулнă. Вара вĕсем çине Святой Сывлăш анса кашнин тĕлĕнђе вут ђĕлхе пек курăнса тăнă. Вĕсем Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă. Ун ђухне аллăмĕш кун праçникне çынсем пит нумай пухăннă. Малаллине вулас

Чăвашсен тĕнĕ-ĕненĕвĕ

Н. Иванова & В. Никитин-Станьял


Sijen1• Суя тĕн

• Спекуляци

Тĕн ĕненĕвĕ — халăх ăс-тăнĕпе ăнкарулăхĕн паллă енĕ. Вăл этемрен хăйĕнчен килмен хăватсене шаннипе-хăранипе çыхăннă. Чăваш сартăшĕ çут тĕнчепе çут çанталăка тытса тăракан аслă вăйсене хисеплеме ыйтать. Ытти тĕнсем пекех вал виçĕ пысăк пайран тăрать: тĕнче тытăмĕ çинчен вĕрентни (мифологи), ăрăмлă йăла (магилле ĕç-пуç), ĕненÿ туйăмĕ. Чăваш тĕнĕн философийĕ идеализмпа та, реализмпа та тачă çыхăннă. Философи вĕрентĕвĕнчен вăл киреметре туса ирттерекен йăла йĕркипе кăна уйрăлса тăрать, ытти йăлтах — пурнăçран илнĕ чăнлăх. Тен, киреметре выльăх пусса халăхпа пĕрле апатланнă (пĕрлĕх апачĕ) ăрăмлăхĕнчен ытларах выçă-тутă пурăнакан, халран кайнă çынсене вăй пама тунă йăла-тăр! Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Троица

Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан кайран çĕр çинђе 40 кун пурăннă, Вăл çынсене курăнми çÿренĕ, тапхăр, тапхăр Хăйĕн вĕренекенĕсене анђах курăннă; вĕсене Турă патшалăхĕ çинђен кала-кала вĕрентнĕ. 40-мĕш кунĕнђе Іисус Христос пĕлĕт çине кайнă, Вăл Елеон тăвĕ çинђен апостолсен куçĕ умĕнђех пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен, апостолсен ђунĕ пит хурланнă. Вĕсем ĕлĕк пĕр май Іисус Христос вĕрентнине итлесе çÿренĕ, виçĕ çул ытла Вăл мĕн тунине курса çÿренĕ; халĕ Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен, тăлăха йулнă пек хуйхăрнă, çавăнпа вĕсенĕн ђунĕсем пит хурланнă. Анђах Іисус Христос Хăй пĕлĕт çине кайнă пулсан та, апостолсене тăлăха хăварман. Малаллине вулас