Михаил Акимов: Шÿт туни

Михаил Акимов

Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Шÿт туни

(Халап)

Пĕр хресченĕн кăçал çураки тунă чухне лаши вилнĕ. Хресченĕн лаша илме укçи çук. Хай хресчен унта-кунта пăхкалать, пуçне те хыçкалать, хуйхăрса та пăхать, пуртарах çынсенчен ыйткаласа та пăхать, — укçа е лаша ниçтан та тупаймасть. Ĕç çийĕ. Çынсем сухалаççĕ. Кунăн аки ахалех тăсăлса выртать. Хай кăшт шухăшласан, ку ăçта каймаллине тупнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр пуян улпут пурăнать-мен. Хресчен калаçма пĕлет. Вал вĕренкеленĕ: пурăнăç хыттине те курнă. Улпут патне пырать те калать:

— Манăн нуша килчĕ. Лаша ÿксе вилчĕ. Тархасшăн мана пĕр 50 тенкĕ укçа парччĕ, — тет.

Улпучĕ хытăскер пулнă. Вăл хресчене калать:
— Мĕнле укçа? Укçа ăçтан илсе парам эпĕ сана? Манăн укçа çук, —  тет.

Малаллине вулас

Ăшри сасă чĕннĕ çĕре çитме тăрăшать

Чăваш Енĕн çырмисем, асфальт хĕрринче хĕвелпе йăлтăртатса выртакан юр, сăрт тăрринче ишĕлсе ларакан Çÿлтикасси чиркĕвĕ, çав хушăрах тÿлек Бостон, мĕшĕлти симĕс трамвай, Нью-Йоркăн ăшă сывлăшĕ, тĕкĕр çуртсем çинчен ÿкекен хĕвел, Львовăн тусанлă урамĕсем…

Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем

Н. Иванова & В. Никитин


Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем

Sijen1 • Тем те пĕре турă вырăнне хуни • Суя тĕн • Спекуляци

Чăваш тĕнĕнче турăсем, ырăсем, хаярсем йышлă. Тĕпчевçĕсем весем 500 ытла иккенне палăртнă. Пайăр ятлă ыр-хаяр 200-тен иртет. «Киреметри аслă кĕлĕсенче 77 е 99 турра чÿкленĕ»,— тесе çырать чăваш ăрăмçи Микихвер Элмен. Вăл 1992 çулта пичетлесе кăларнă «Чăваш тĕнĕ: ырăсемпе хаярсем» мифологи сăмахсарĕнче алфавит йĕркипе 211 ят панă.

Турăсен, ырăсемпе хаярсен йышне тĕпчевçĕсем 4 тата 12 ушкăна уйăрса хаклаççĕ. Тăватă ушкăна çапла пайланă: çĕр, шыв, вут, сывлăш хăвачĕсем. Тепĕр майлă пайланинче çак йĕрке: 1. Çÿлти (аслă) турăсем. 2. Çут çанталăк пулăмĕсен туррисем. 3. Çĕр хăвачĕсем. 4. Шыв хăвачĕсем. 5. Вут хăвачĕсем. 6. Ÿсен-тăран тĕнчин ырри-хаярĕ. 7. Чĕр чун тĕнчин ырри-хаярĕ. 8. Этем ăс-хакăл пурнăçĕн сыхчисем. 9. Кил-çуртпа кил-йыш управĕ. 10. Карта йышĕпе чĕрлĕх вăйĕсем. 11. Уй-хирпе çĕр ĕç вăйĕсем. 12. Çĕрпе шыв айĕнчи (леш тĕнчери) ыр-хаярлăх.Малаллине вулас

Калмаксем

Н. Иванова & В. Никитин


Калмаксем

Sijen1• Спекуляци

Калмак[i] — чÿк вăхăтĕнче хăярсене çырлахтарма каланă сăмах. Калмак сăмахĕсем йышлă. Тĕп калмаксен шутне Çĕр, Пĕлĕт (Çил), Шыв тата Вут хаярĕсене каланисене кĕртеççĕ. Кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, уй-хир, улăх-вăрман, çул-йĕр калмакĕсем инкек-синкекрен сыхланма хистеççĕ.

Чÿклемере калмăк калакан мăчавăр хаярсене çимĕç парса çырлахтарать, кĕлле пынă халăх ун хыççăн «Çырлахăр, пире инкек-синкекрен хăтарăр»,— тесе калать, каланăçемĕн калмăк йăлине тăвать (пуç таять, шывпа сăтăрăнать, вучахри шанка куçарать, çÿлелле пăхса илет).

Çĕр Калмакĕ

(Çĕр калмакне Киреметри çÿллĕ вырăн, çыран е сăрт умĕнче калаççĕ; алла кăкăр умне тытса пуç таяççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса кĕрекинче, çĕр хаярĕсем, сире калатăп: итлĕр те пирĕн кăмăла пĕлĕр, çырлахса пурăнăр. Çĕр хуçипе çĕр тарçи, çĕр лупанĕ, çĕр чупанĕ, çĕр сикенĕ, çĕр куçанĕ, çĕр çÿренĕ, çĕр ялнашĕ, çĕр минни, çĕр лăкарĕ, çĕр ехвече, çĕр пахачĕ, çĕр çăханĕ, çĕр усалĕ, çĕр кайăкĕ, çĕр мăкри, çĕр качи, çĕр шăрчăкĕ, çĕр пулкки, çĕр кансĕрĕ тата ытти хаярсем! Çĕр тытăмне юрăхсăра ан ярăр, çĕр çинчи чĕрлĕхне ÿсĕме синкерпе ан хăратăр, çĕр айĕнчи пурлăха тĕпсĕре ан хурăр. Сире виçĕ салмапа чÿклетĕп. Çырлахăр. (Халăх «Çырлахăр. Пире çĕр ырлăхне ĕçлеме ан чарăр, çĕр пурлăхне ан аркатăр. Хăпăр хăярпа пирĕн хирĕçлĕхе ан хускатăр!»— тесе, алла кăкăр умне хурса Çĕре пуç таять.)

Шыв Калмакĕ

(Киремет çăл куçĕ умĕнче калаççĕ; алăпа çăл куç шывне илсе пит-куçа сăтăраççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса çăл куçĕ умĕнче калатăп сире, шыв хаярĕсем! Итлĕр, пирĕн кăмăла пĕлĕр, çырлахса пурăнăр. Шыв хуçипе шыв тарçи, шыв лупанĕ, шыв чупанĕ, шыв çÿренĕ, шыв сикенĕ, шыв путанĕ, шыв авранĕ, шыв усалĕ, шыв амакĕ, шыв ехвечĕ, шыв йытти, шыв кушакĕ, шыв сысни, шыв мăкри, шыв качи, шыв таки, шыв пулкки, шыв шăрчăкĕ, шыв таппи, шыв шуйттанĕ, шыв хытти, шыв хăлти, шыв алтанĕ, шыв вутăшĕ, шыв куçĕ, шыв лайми, шыв тум хаярĕ, шыв тĕпчĕкĕ, шыв кăшанĕ тата ытти хаярсем! Шыв сиплĕхне-хăватне этеме юрăхсăра ан кăларăр, шыв çинчи чĕрлĕхе инкек ан ярăр, шыври инкеке пĕрле пайлăпăр. Сире виçĕ йăвача паратăп. Çырлахăр. (Халăх шыв сиплĕхне ыйтать, пит-куçа шывпа сăтăрать.)

Вут Калмакĕ

(Киремет вучахĕ умĕнче калаççĕ; вучаха шанкă пăрахаççĕ, тирпейлесе тăраççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса вучахĕ умĕнче вут хаярĕсене чĕнсе калатăп. Итлĕр пире, пирĕн шухăша пĕлĕр, çырлахса пурăнăр. Вут хуçи те вут тарçи, вут лупанĕ, вут чупанĕ, вут сикенĕ, вут тытăнĕ, вут куçанĕ, вут хыпанĕ, вут усалĕ, вут ехвечĕ, вут амакĕ, вут пулкки, вут йытти, вут çĕленĕ, вут качи, вут мăкри, вут шăрчăкĕ, вут вирчĕ, вут аскăнĕ, вут асар-писерĕ, вут тĕртенĕ тата ытти хаярсем! Вут-кăвар ăшшине, çулăм хăватне этеме юрăхлă тыткалăр. Çĕр çинчи чĕрлĕхе вут-кăварпа ан алхастарăр. Айван ача-пăчапа тĕлсĕр таркăн-тĕркĕне пирĕн хутран хăратса тăрăр. Сире виçĕ юсман паратăп. Çырлахăр. (Халăх мăчавăр хыççăн калать: «Çырлахăр. Ача-пăчана, килçурта, тыр-пула, вăрмаи-çарана инкекрен сирсе пырăр!» Кăвайт çине тип шанкă хураççĕ.)

Çил (Пĕлĕт, Сывлăш) Калмакĕ

(Çил калмакне Киремет йывăçĕ умĕнче калаççĕ; алăсене çĕкленĕ, çÿлелле пăхса сывлăш çавăрса илеççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса чатăрĕ айĕнче çилпе хĕвел хаярĕсене чĕнсе калатăп. Итлĕр, пирĕн шухăша пĕлĕр, çырлахса пурăнăр, Тÿпе хуçипе тарçи, çил лупанĕ, çил чупанĕ, çил çаврăнĕ, çил касанĕ, çил хăванĕ, çил сехмечĕ, çил ехвечĕ, çил шăрчĕ, çил пăшĕ, çил усалĕ, çил амакĕ, çил пулкки, çил хулкки, çил шăрчăкĕ, çил пăрчăкĕ, çил тăвăлĕ, çил хăвăлĕ, çил таппи, çил çаппи тата ытти хаярсем! Тÿпе тасалăхне юрăхсăра ан ярар, çил хапхине виçеллĕ уçса хупăр, тавăлтан-пăртан систерсе тăрăр, хĕвелпе çумăр черетне ан пăтратăр. Сире паян виçĕ чăкăт паратăп. Çырлахăр. (Чăкăта йывăç çине çÿлерех хураççĕ, халăх «Çырлахăр!»—тесе алăсене çĕклесе тарăн сывлать.)


[i] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.

Ăрăмлă чĕлхе

Н. Иванова & В. Никитин


Ăрăмлă чĕлхе

Ăрăмлă сăмахлăх тĕсĕсем нумай. Çынна ырă сунса, çут çанталăкран ырлăх ыйтса калани шутне чунпе пил сăмахĕсем, сăвап, кĕле, сă ри а н, ÿкĕт, калмăк, чĕлхе тата ытти кĕрет. Вĕсене пурне те халăх умĕнче калама юрать. Çав вăхăтрах вăрттăн, харкам çынна кăна каламаллисем те пур. Вĕсен шутне им-юм па тухат-ылхан сăмахĕсем кĕреççĕ. Кусем тепĕр ушкăнри сăмахлăхпа— тĕшмĕш уççи-хуипипе çыхăнса тăраççĕ. Хăйсен ăрамлăхĕпе пĕр-пĕринпе çывăх пулсан та вĕсем икĕ хирĕçле ушкăна кĕреççĕ: çынна ырă сунаканĕсене хăй умĕнче е Киремет ячĕпе калаççĕ, çынна усал яраканĕсене эсремете (хаяр киремете) «вăраççĕ».

Çÿлти тĕнчене леш тĕнче ыррисемпе хаярĕсем çĕр çинчи этеме икĕ еннелле те пăхма вĕрентнĕ. Çутăпа тĕттĕм, шурăпа хура пур пекех, чăваш ăнкарăвĕнче çутă сунăма хирĕçле тĕксĕм ылхан пурăнать.Малаллине вулас

Чăвашсен тĕнĕ-ĕненĕвĕ

Н. Иванова & В. Никитин-Станьял


Sijen1• Суя тĕн

• Спекуляци

Тĕн ĕненĕвĕ — халăх ăс-тăнĕпе ăнкарулăхĕн паллă енĕ. Вăл этемрен хăйĕнчен килмен хăватсене шаннипе-хăранипе çыхăннă. Чăваш сартăшĕ çут тĕнчепе çут çанталăка тытса тăракан аслă вăйсене хисеплеме ыйтать. Ытти тĕнсем пекех вал виçĕ пысăк пайран тăрать: тĕнче тытăмĕ çинчен вĕрентни (мифологи), ăрăмлă йăла (магилле ĕç-пуç), ĕненÿ туйăмĕ. Чăваш тĕнĕн философийĕ идеализмпа та, реализмпа та тачă çыхăннă. Философи вĕрентĕвĕнчен вăл киреметре туса ирттерекен йăла йĕркипе кăна уйрăлса тăрать, ытти йăлтах — пурнăçран илнĕ чăнлăх. Тен, киреметре выльăх пусса халăхпа пĕрле апатланнă (пĕрлĕх апачĕ) ăрăмлăхĕнчен ытларах выçă-тутă пурăнакан, халран кайнă çынсене вăй пама тунă йăла-тăр! Малаллине вулас

Çемен Элкер: Йывăр вăхăт

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


Йывăр вăхăт

Акĕ ентĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе яче. Миçе мильюн тăлăх-турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильон çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асапла пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сÿне! Кама уçă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест.

Малаллине вулас