Михаил Акимов
Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →
Шÿт туни
(Халап)
Пĕр хресченĕн кăçал çураки тунă чухне лаши вилнĕ.
Хресченĕн лаша илме укçи çук. Хай хресчен унта-кунта пăхкалать, пуçне те
хыçкалать, хуйхăрса та пăхать, пуртарах çынсенчен ыйткаласа та пăхать, — укçа е
лаша ниçтан та тупаймасть. Ĕç çийĕ. Çынсем сухалаççĕ. Кунăн аки ахалех тăсăлса
выртать. Хай кăшт шухăшласан, ку ăçта каймаллине тупнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр
пуян улпут пурăнать-мен. Хресчен калаçма пĕлет. Вал
вĕренкеленĕ: пурăнăç хыттине те курнă. Улпут патне пырать те калать:
— Манăн нуша килчĕ. Лаша ÿксе вилчĕ. Тархасшăн
мана пĕр 50 тенкĕ укçа парччĕ, — тет.
Улпучĕ хытăскер пулнă. Вăл хресчене калать:
— Мĕнле укçа? Укçа ăçтан илсе парам эпĕ сана? Манăн укçа çук, — тет.
Малаллине вулас