Николай Симунов: Ан йĕр эс, Лена

 

Николай Симунов


Ан йĕр эс, Лена (Туй)

Роман. Иккĕмĕш Кĕнеке.

Пĕрремĕш Пайĕ

Пĕрремĕш Сыпăк

Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх тееççĕ.

Хĕр чухнехи пурнăçа — хăналăха тееççĕ.

—Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. V том

Sijen2

• Пĕтĕмĕшле аморальлĕх

• Ырă тĕслĕх  çук

Святослав Всеволодович пÿлĕмре пĕчченех. Кĕмĕл пĕрчĕсемпе укаланнă çÿçне сылтăм аллинчи тÿрипе ачашласа чÿрече патне пычĕ. Пĕр-икĕ эрне каялла çеç çутă симĕс сăрпа йăлкăшакан йывăç çулçисем сархайма пуçланă, паян акă вут-хĕм сирпĕтсе тăраканнисем те курăнкалаççĕ: часах шартлама сивĕсем килсе шартлаттарасси те куç умĕнчех. Юрать-ха кĕрхи çил кахалланса ĕшнере выртать, унсăрăн çав вĕлтĕрти çулçăсем сарă çумăр ташшинче киленнĕ пулĕччĕç.Малаллине вулас