Николай Симунов: Ан йĕр эс, Лена

 

Николай Симунов


Ан йĕр эс, Лена (Туй)

Роман. Иккĕмĕш Кĕнеке.

Пĕрремĕш Пайĕ

Пĕрремĕш Сыпăк

Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх тееççĕ.

Хĕр чухнехи пурнăçа — хăналăха тееççĕ.

—Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. V том

Sijen2

• Пĕтĕмĕшле аморальлĕх

• Ырă тĕслĕх  çук

Святослав Всеволодович пÿлĕмре пĕчченех. Кĕмĕл пĕрчĕсемпе укаланнă çÿçне сылтăм аллинчи тÿрипе ачашласа чÿрече патне пычĕ. Пĕр-икĕ эрне каялла çеç çутă симĕс сăрпа йăлкăшакан йывăç çулçисем сархайма пуçланă, паян акă вут-хĕм сирпĕтсе тăраканнисем те курăнкалаççĕ: часах шартлама сивĕсем килсе шартлаттарасси те куç умĕнчех. Юрать-ха кĕрхи çил кахалланса ĕшнере выртать, унсăрăн çав вĕлтĕрти çулçăсем сарă çумăр ташшинче киленнĕ пулĕччĕç.Малаллине вулас

А. Артемьев: Салампи (3 пай)

Салампи

Александр Артемьев

Роман 12+

Шупашкар — 1966

 

Виççĕмĕш Пайĕ

Ял-Йыш

Çак хыпара илтсенех Казаков районтан телефонпа калаçрĕ. унтан хай те, фермăна килсен, Салампи патне кĕчĕ, Саланов та çул майăн кĕрсе тухрĕ, часах Пысăк Нинăран çыру килчĕ—туссем пурте пăшăрханса ÿкнĕ-мĕн. Салампи вара вĕсене пĕчĕк Валерик çинчен тĕрĕссипе йăлтах пĕлтерчĕ. Унтан, ял Советне кайса, ача ятне хăйсен çемйине çыртарчĕ.Малаллине вулас

А. Артемьев: Салампи (4 пай)

Салампи

Александр Артемьев


Роман 12+

Шупашкар — 1966

 

Тăваттăмĕш Пайĕ

Салтак Амăшĕ

Ыратать анне чĕри Хăй ачамĕшĕн.

Хурлăх, хурлăх çав тери Салтак амăшĕн.

П. Хусанкай.

Эй, салтак амăшĕ! Темиçе çул аслă çапăçу пынă чух çĕрлесерен çичшер вăранса пăшăрханнă аннемĕр, юнлă вăрçă хирĕнчи ачусене асăнса ура çинчех тĕлĕк курнă, Çавăк самантра та савăнаймасăр салтак-ывăлусене киле кĕтнĕ аннемĕр!Малаллине вулас

Александр Артемьев: Салампи (2 пай)

Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→


Салампи


Роман 12+

Шупашкар — 1966

Иккĕмĕш Пайĕ

“Салампи — Саламлă Ят”

Ах, яту хитре-çке санăн! Тупса хунă-мĕн такам…

— П. Xусанкай [*].

1945 çул. Кĕркунне.

Вăрçă анчахрах чарăнни кашни утăмра сисĕнет. Хулара та, ялти евĕрлех, шинеллĕ çын нумай, вăй питти арçынсем, çамрăксем — пурте тенĕ пекех шинельпе çÿреççĕ; вĕсен хул пуççийĕсем çинче пакун йĕрĕсем те çухалман-ха. Малаллине вулас

Александр Артемьев: Салампи (1 пай)

Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→


Салампи

Роман

Тупмалли
Пĕрремĕш пайĕ: Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх | Сивĕннĕ саламсем | Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш | Икĕ хĕр
Иккĕмĕш пайĕ: “Салампи — саламлă ят” | Студентсем | Кĕрхи шăнасем | “Мама!”
Виççĕмĕш пайĕ: Ял-йыш | Сывалман сурансем | Йелтĕр йĕрĕ | Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ: Салтак амăшĕ | Кил-йыш | Алмазов таврăнни | Автан çырми патĕнче

 

Пĕрремĕш Пайĕ

Хĕр Ĕмĕрĕ Хăналăх

Хĕр чухнехи пурнăçа
хăналăха, теççĕ.
—Н. Ашмарин.

Хĕрĕн кун-çулĕ хăналăх пекех.
—П. Xусанкай.

Купăс сасси илтĕнсен кĕрхи каç та илемлĕ.

Таçтан тури касри йăмрасем айĕнчен юрă вĕçсе килчĕ те, анат касри улаха чун кĕчĕ, тунсăхланă хĕрсен чĕрисем хаваслăн тапма тытăнчĕç.

Малаллине вулас

Ангелина Павловская: Саланнă Кĕлте

Ангелина Павловская — проза çыравçă, педагог. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, районти комсомолецсен секретарĕ пулнă. Пĕрремĕш повеçĕ 1983-мĕш çулта пичетлесе кăларнă хыççăн халăх юратнă чылай хайлавĕ тухнă. Уйрăмах 21-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕн чи нумай вуланакан чăвашла хайлавĕсен авторĕ… Тĕплĕнрех→


 

Саланнă кĕлте

(Повĕç) 18+

 


1

Кранк! кранк! вĕçет тупере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тÿпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. Вĕçнĕçемĕн хăйсем вичкĕн куçĕсемпе ял пуçĕнче тин çеç чарăннă автомашина çинелле тинкереççĕ. Темшĕн çав териех кăсăклантарать вăл кайăксене. Акă автомашинăран тĕксĕм кăвак тум тăхăннă виçĕ милиционер пĕрин хыççăн тепри васкамасăр тухрĕ. Вырăсла калаçаççĕ. Иккĕшĕ машина умне пычĕç, капотне уçса чакаланма тытăнчĕç. Тепри, ыт ахальтен тенĕ пек, тавралăха пăхкаласа çаврăнчĕ.
Йĕри-таврана хура сăн çапнă кĕрхи çанталăк. Çывăхрах пысăк мар ял, шăпланнă вĕтлĕх. Сылтăмра — ĕне ферми: шурă кирпĕчрен купаланă тăватă вите, ĕне сăвакансен общежитийĕ, силос башни…
Малаллине вулас

Ион Шеремет: Сывă пул

Ион Шеремет


Кушак та иртенпе урамалла каясшăн тулашать, çапăçать. Кăларса ярас ăна – каллех çуркуннехи ‎‎пек темиçе эрне хула путвалĕсем тăрăх мĕн пур кушак ами хыççăн лăпăстатĕ…. Ĕнертенпе ‎‎иксĕмĕре те тунсăх пусрĕ. Тем çитмест ĕнтĕ? Чунăма тем канăçсăрлантарать — ал-ура ‎‎лăштăрах кайрĕ. Тем пăтранать ăшра, темле ăнланмалла мар асар-писер аса илÿсем пуç ‎‎мимине хĕссе, ыйха айккинелле сирсе ĕнерхи каçа çĕнĕрен те çĕнĕрен тавăраççĕ. Пуçри ‎‎шухăшсем тăвăнса чуна хистемеллипех хистеççĕ.‎

Малаллине вулас