Йăсăркка

Федор Павлов


Экспромт

В.П.

Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —

Куç-пуç çуталать,
Çÿхе тути йăл кулать,
Яштак пилĕк авăнать,
Чăмăр кăкри хумханать…Малаллине вулас

Любовь Мартьянова: Эсĕ – юрă

Эсĕ – юрă. Эп – чĕлхесĕр юрăç.
Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.
Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç:
“Тупнă, – тейĕç, – юрăç, эй, тĕнче!”

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ юрă.
Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,
Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă…
Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

* * *
Йĕрес пулсан – ăнланĕччĕç,
Йĕрес пулсан – каçарĕччĕç,
Куçран пăхса,
Вăй-хал парса,
Телей енне каçарĕччĕç.

Ăнланĕç-ши самантлăха
Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

* * *
Эп, сан патна пырас тесе,
Мăкăньрен хĕрлĕ сăн çаптартăм,
Шăплăхран ăш сăмах пуçтартăм.

Пытăм та –
Ытла хĕрлĕ терĕн.
Ытла ачаш терĕн.
Тиркерĕн.

* * *
Суя сăмах
Тухать те çын çине –
Ун ĕмĕлки –
Пуш-пушă ахрăм –
Суя сĕмне илсе,
Янрать пĕр хушă
Çурса чĕресене.

…Ял вĕçенче,
Çул юппинче,
Сив çил çинчех
Тăрать хĕрарăм.

* * *
Эй, юрлаттăн юррине!
Эй, калаттăн кĕввине:
“Ташла, ухмах,
Илсе парап пушмак;
Çÿллĕ кĕлеллине,
Вуник тÿмеллине”.

Эй, ташларăм,
Эй, ташларăм!
Ура кĕли ывăнчĕ,
Урай хăми авăнчĕ.

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,
Пуçа шухăш сырăнчĕ.
Ухмах ятне илтсессĕн,
Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

Атя пĕрле тухар-и,
Атя пĕрле ташлар-и?
Эпĕ илтнĕ сăмаха
Иккĕн пĕрле пайлар-и?