Федор Павлов: Вĕлле хурчĕ

Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→


Вĕлле хурчĕ…

Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт,
Мĕншĕн эсĕ нăрлатăн?
Сарă чечек тăрринче
Çавăрăнса çÿретĕн?

Малаллине вулас

Анатолий Смолин: Хур кайăк çулĕ

Анатолий Смолин — поэт, куçаруçă, тĕрлĕ премисене тивĕçнĕ культура ĕçченĕ. «Çилçунат» журналăн тĕп редакторĕнче, Чăваш Республикин пресс-секретарĕ тата пулăшуçи пулса ĕçленĕ.  14-ран ытла сăвăпа проза пуххи кăларнă. … Тĕплĕнрех→


 


Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр
Карталанса, карла-карла кăнтăралла?
Çитес инçетĕр çав тери инçе-тĕр,
Çапах та ăнтăлатăр малалла.Малаллине вулас

Кĕрхи кăмăл – Н. Теветкел

Н. Теветкел


 

Кĕрхи кăмăл

Çула хуплать ĕçченçĕ кĕр
Паян йĕспе те пăхăрпа.
Юратнă çĕр, ĕшеннĕ çĕр
Хĕле кĕтет çĕн çăкăрпа.
Пакша пÿлми те мăйăрпа
Тулать куллен, кăмпи те пур.
Çÿрет кĕрхи çил ăйăрпа
Уй-хирсенче паян маттур.
Кăвак тĕтреллĕ улăхра
Пуçларĕç кураксем пасар.
Çук, пасар мар вăл — кăнтăра
Пуçтарăнать çунатлă çар.
Сухаллă хĕвеле текех
Чĕртме пит йывăр вучахне.
Пире чĕнет халь кĕнеке,
Йыхрать шкул хăйĕн ытамне.

Йăсăркка

Федор Павлов


Экспромт

В.П.

Шет хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —

Куç-пуç çуталать,
Çÿхе тути йăл кулать,
Яштак пилĕк авăнать,
Чăмăр кăкри хумханать…Малаллине вулас

Пÿлер кĕперĕ

Нинă Артемьева


Садри саркайăк чунĕллĕ пуласчĕ,
Куллен-кунах хĕвеллĕ ирхине
Пырса ларса ытарайми юрласчĕ
Пӳлер кĕперĕн карлăкĕ çине.
Кĕпер ик енĕпе – сап-сарă улăх,
Кĕпер ик енĕпе – кĕрен çырла.
Турттарнă кĕпер урлă утă-улăм,
Ялти яш-кĕрĕмсем юрла-юрла.
«Кивелнĕ вăл, сÿтес», – янранă сасă.
Юман юпаллă çирĕп кĕпере,
Сар карлăкне ватса хуçма тăрсассăн,
Сар кайăк вĕçнĕ тет йĕре-йĕре.
Унра-и, тен, пĕр каччă чунĕ пулнă –
Уксах Тимур сăнни пĕтернĕ чун.
Унра-и, тен, сар хĕрĕн сăнĕ юлнă,
Хура тăшман вутпа çунтарнă кун.
Яш каччă-и е сарă хĕрĕн сăнĕ,
Текех ÿкеймĕ çутă шыв çине.
Саркайăк писнĕ. Тăрăнман-ши сăнă
Пÿлер кĕперĕн карлăкĕ çине?

Çуралнă тăрăхăм, Пÿлер, Пÿлерĕм

Нина Артемьева


Пÿлер, Пÿлерĕм, вăйăм та хăватăм,
Хĕрÿлĕхе çулупала чĕртсе,
Пуçа тайса сан умăнта тăратăп
«Сывах-и, хĕрĕм?» – теессе кĕтсе.
Пĕлетĕп-ха, никам та сывлăх сунмĕ,
Никам та ăшшăн сасă парас çук.
Кĕрен чечеклĕ, курăклă вал умĕ
Хускалнăнах туятăп тепĕр чух.
Кунта ман йăх юн тăкнине-и манăп.
Тăшман сăнни кашнин ÿтне кĕрсе,
Çич ĕмĕр витĕр тăрăннă мана та,
Ик енлĕ кĕрешÿ çитсен хĕрсе!
Асаттесем ахлатнине туятăп,
Тин пултараймăп пулăшу пама.
Пĕртен-пĕр тивĕçĕм – тупа тăватăп
Чыспа, чунпа, ĕçпе таса пулма.
Ман йăх нумай тутаннă йÿçĕ эрĕм,
Мĕскĕнлĕхе те нишлĕхе тÿссе.
Çуралнă тăрăхăм, Пÿлер, Пÿлерĕм,
Ыйтатăп каçару пуçа пĕксе.

* * *

Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,
Кама-тăр уççăн юратман.
Усал шутлисене хÿтернĕ,
Ыр тунине часах манман,
Именчĕклĕ, ытла сăпайлă,
Çын куласран хăра-хăра,
Çапла эп çитĕннĕ хам майлă,
Вăрманлă, лăпкă тăрăхра.
Ачалăхăм – çырла утравĕ,
Шап-шурă Çĕмĕртлĕ тĕнчи.
Ыйтсассăн вырăс-и, тутар-и,
Калаттăм эп: «Пÿлер енчи».
Мăнаçчĕ çав самант ман сăнăм,
Кĕрен витсен те питĕме,
Умра уксах Тимур хăй тăнăн,
Сапатчĕ куçăм хĕлхеме.
Пĕртен-пĕр хурçă сăнă евĕр,
Шăтарасла пăхса илсе,
Эп хатĕрччĕ çич ĕмĕр витĕр,
Ямашкăн çулăмсăр ĕнтсе.
Çапла ман кăмăл тĕрекленнĕ,
Аваллăхăн ятне яман.
…Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,
Кама-тăр уççăн юратман.

Любовь Мартьянова: Эсĕ – юрă

Эсĕ – юрă. Эп – чĕлхесĕр юрăç.
Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.
Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç:
“Тупнă, – тейĕç, – юрăç, эй, тĕнче!”

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ юрă.
Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,
Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă…
Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

* * *
Йĕрес пулсан – ăнланĕччĕç,
Йĕрес пулсан – каçарĕччĕç,
Куçран пăхса,
Вăй-хал парса,
Телей енне каçарĕччĕç.

Ăнланĕç-ши самантлăха
Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

* * *
Эп, сан патна пырас тесе,
Мăкăньрен хĕрлĕ сăн çаптартăм,
Шăплăхран ăш сăмах пуçтартăм.

Пытăм та –
Ытла хĕрлĕ терĕн.
Ытла ачаш терĕн.
Тиркерĕн.

* * *
Суя сăмах
Тухать те çын çине –
Ун ĕмĕлки –
Пуш-пушă ахрăм –
Суя сĕмне илсе,
Янрать пĕр хушă
Çурса чĕресене.

…Ял вĕçенче,
Çул юппинче,
Сив çил çинчех
Тăрать хĕрарăм.

* * *
Эй, юрлаттăн юррине!
Эй, калаттăн кĕввине:
“Ташла, ухмах,
Илсе парап пушмак;
Çÿллĕ кĕлеллине,
Вуник тÿмеллине”.

Эй, ташларăм,
Эй, ташларăм!
Ура кĕли ывăнчĕ,
Урай хăми авăнчĕ.

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,
Пуçа шухăш сырăнчĕ.
Ухмах ятне илтсессĕн,
Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

Атя пĕрле тухар-и,
Атя пĕрле ташлар-и?
Эпĕ илтнĕ сăмаха
Иккĕн пĕрле пайлар-и?