Александр Пушкин: Борис Годунов

Александр Пушкин — Раççейĕн тĕнчипе чаплă поэчĕ. XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕн чи авторитетлĕ литераторĕ. Унăн чапĕ – нацин чи пултаруллă поэчĕ пулни – хăй пурăннă чухнех сарăлнă… Тĕплĕнрех→


Борис Годунов[i]

ПИМЕН:
Вăрантăн-им, тăван?
ГРИГОРИЙ:
Пилле мана,
Таса атте.
ПИМЕН:
Аминь, пиллетĕр турă
Кирек хăçан та ĕмĕр-ĕмĕрех.Малаллине вулас

Хура Çăкăр – 1

Илпек Микулайĕ – Чăваш АССР-ĕн халăх писателĕ, куçаруçă, публицист. Чăваш Патшалăх Пединститутĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн учитель пулса ĕçленĕ. Унтан ЧАССР Совнаркомĕн радиовещани комитечĕнче тата кĕнеке издательствинче редактор пулнă, Чăваш писательсен Союзĕнче правлени секретарĕнче ларнă….. Тĕплĕнрех →


 

Кĕске содержани

Кĕнекере Тупмалли

Пролог
Пĕрремĕш кĕнеке
I. Канăçсăр ир
II. Кĕтмен парне
III. Инкекпе куçа-куçăн
IV. Çăлăнăç
V. Хисеп йыхравĕ
VI. Кантюк кĕреки
VII. «çинçе шывĕ сивĕ мар»
VIII. Кĕрекаçра
IX. Ятлă çынсем
Х. Чĕре сасси
XI. «шерккейĕн те ăс çук мар»
XII. Кĕтмен пăтăрмах
XIII. Тимĕр хĕрсе шăранать
XIV.  Инкек телей кÿрет-им?
XV.  Чун патĕнчи сăмахсем
XVI.  Пĕртăвансем
ХVII. Тунсăхланă çуртра
ХVIII. Харсăр алăсем
XIX. Каçхи сасă
ХХ. Чĕре çунтармăш кунсем
XXI.  Вăхăтсăр Татăлнă Юрă
ХХII. Амăшĕ
ХХIII. Тавăру Черечĕ
XXIV.  Ашшĕпе Хĕрĕ
XXV. Çĕр Варринчи Шуйхану
XXVI. Пÿкле Вилĕм
ХХVII. Шăпа
ХХVIII. Таптанми йĕр
XXIX. Кĕтмен Хăнасем
XXX. Çураçу
XXXI. Йĕпетнĕ Çул
XXXII. Кĕтмен Тĕлпулу
ХХХIII. Ашшĕн Каламан Самахĕ

Хура Çăкăр

Пролог

Ĕмĕр сакки сарлака!

—Ваттисен сăмахĕ

Sijen1• Шуйхатакан căнсем

• Суясене пуççапни

• Суицид

Ларма хĕр пек капăррăн курăнать çурт умĕнчи лаштра хурама. Парка турачĕсем кивĕ пÿртĕн улăм çивиттине ешĕл чатăрăн карса илнĕ. Урамалла тухакан пĕчĕк чÿречесем иккĕш икĕ еннелле чалăшнă та, пĕри урам урлă, тепри хăй умĕнчи тăпрас çинелле пăхать. Пÿртпе юнашар чăнкă пусмаллă крыльца пур, çуртне кура мар каçăрăлса тăрать: çÿллĕ, сарлака та чечен; кивĕ пÿрт çумĕнче вăл—çĕтĕк сăхман çине хаклă пустав татăкĕ лартса янă саплăк пек. Крыльца тăррине кĕ-теслекен хăмасене чăвашла касса тĕрленĕ. Пусма аяккипе чĕнтĕрленĕ карлăк анать. Чаплă крыльцапа юнашар çĕрĕшнĕ юпасенчен тыттарнă çил хапхи пур, вăл лаптак витнĕ лаççа тĕкĕнет. Лаçă умĕнче армак-чармак тараса каркаланса тăрать.Малаллине вулас

Константин Иванов: Шуйттан чури

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →



Шуйттан чури

Виçĕ пайлă трагеди

Халăх калавне улăштарса çырнă

Пĕлĕт саншăн тимĕр пулĕ,
Тĕнче саншăн тамăк пулĕ,
Санăн кĕллÿ тĕтĕм пулĕ.

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Чул çумĕнче пĕр этем
Ларать хытă йăнăшса.

Шăллĕ
Апла пулсан, кай кунтан,
Эпĕ сана тăван мар!
Тăшман çынна нихçан та
Памăп турă панине.

Пиччĕшĕ
Вĕлеретĕп! Парсан пар!

Малаллине вулас

Юрий Скворцов: Хĕрлĕ мăкăнь

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. Произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют мар – тинех, ни йăла-йĕрке, ни тĕн çамрăксене ертсе тата тытса тăмаççĕ.
«Хĕрлĕ мăкăнь» шухăшĕ енчен хавшак пулин те киленсе вулама питĕ кăмăллă,  унта ытлашши шуйхатакан пулăмсем çук. Драмăлла хайлав кăмăллакансемшĕн питĕ пуян, ула-чăла материал. Пĕр кичем абзац та çук. Эпилогне вара сентиментализмпа комедие килĕштерекенсем кăмăллĕç.

Рецензие туллин вуламашкăн çакна пусса каçăр.


Хĕрлĕ Мăкăнь

Пĕрремĕш сыпăк

Хĕр ача хире тухрĕ. Вăл кĕр-çур тăхăнмалли хура пальтопа. Каялла çавăрса çыхнă шурă шел тутăр вĕçĕсене пальто айне янă. Виçеллĕ пальто хĕр ачан çинçе кĕлеткине çăт тытать. Хĕр ача шухăша ÿксе ерипе утать. Унăн йĕпкĕн кăвак куçĕ кун пек чух питĕ инçете пăхнăн туйăнать. Ури айĕнче малтанхи шăн кăчăртатса авăнать. Хăрах пит çăмартине çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил çапса чĕпĕтет, çатăрах сăхать. Ку вăл юр та мар, пăр та мар — кĕрхи «кĕрпе» çăвать. Хушшăн-хушшăн чечек çеçки евĕрлĕ юр пĕрчисем те ÿккелеççĕ.

Хĕр ача питне аллипе хупласа та пăхрĕ, анчах тепĕр авăкран тутăр хĕррине те хăлха хыçне сирсе хучĕ, пуç тÿпинчен ĕнсе çинелле тутарчĕ, вара çиле хирĕç çаврăнса, пуçне çĕклесе янкарлăн курăнакан пĕлĕт хĕрринелле тинкерчĕ.

Пĕлĕт хĕрри тип тĕтре пек хура хăмăртарах. Çав енчен каç пулса килет… Сулахай енчи улăп тăпри пек мăкăр сăрт çинче çаралнă пĕчĕк вăрман ларать. Вăл кăвакрах сăрă тĕслĕ çеç. Хăйпе хăех çĕтĕлекен хир сысни шăртне тăратса янă майлăрах. Çул хĕрринче кая юлса пулнă пиçен мамăкĕ, кĕрхи çумăрпа исленсе кĕççеленнĕскер, кăштăртатать. Пĕр хыт хура тунинчен пăрçа улăмĕ çакланса ларнă та çатăл татать, çатăл татать — вĕçерĕнеймест.

Хура тăпра муклашки айĕнчен хир шăшийĕ вĕтĕртеттерсе чупса тухрĕ те хăй умĕнче çын пуррине асăрхаса каялла çаврăнчĕ, хăй тухнă муклашка айнех чăмрĕ.

Тен, вăл кунта паçăртанпах çул пушанасса кĕтет-тĕр. Килте çурисем кĕтеççĕ пулĕ.

Хĕр ача, хĕрхенсе, шăши кĕрсе кайнă çĕрелле пăхса тăчĕ те ана урлах улăха анчĕ.

Тăм ÿкнипе хуралса кайнă йăмра çулçисем хушшинче пĕр кĕтÿ çул кайăкĕ чĕмпĕлтеттерсе ларчĕ, самантран вăл темĕн чухлĕ çăраççи çыххипе чăнкăртаттарнă пек кĕвĕсĕр янăратса тепĕр йывăç çине вĕçсе кайрĕ.

Малаллине вулас

Борис Чиндыков: Хура чĕкеç

Борис Чиндыков

Борис Чиндыков —  çыравçă, драматург. Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хаçат-журналсенче тата тĕрлĕ организацисенче консультант пулса ĕçленĕ.  Мĕнпур литература ĕçĕн тĕп шухăшĕ — чăваш нацийĕн çĕнĕрен чĕрĕлĕхĕ, çавна тумашкăн ĕлĕкхи тапхăрсене тишкерет. Синкерлĕ шухăша, этемĕн хăй пурри пирки шухăшĕсене тĕпчет… Тĕплĕнрех→


Хура Чĕкеçĕме

Хура чĕкеç

Драмăра пĕртен-пĕр вылякан – ЧĔКЕÇ

Пĕр енчен пăхсан, йывăç пÿртри пек; пÿрчĕ чаплă та мар, начар та марскер пек. Тепĕр енчен пăхсан вара, пачах та таçти темле хупăлăхра, шалта мар пек, пачах та урăхла – тулта пек, уçлăхра пек, çутçанталăкăн вĕçсĕр-хĕрсĕр талккăшĕсенче. Çавăн пек вырăн – хупăлăхпа уçăлăх, вĕçсĕрлĕхпе чикĕсемпе хупланнă хĕсĕклĕх тĕл пулса пĕрлешнĕ вырăн – тен, масар-тăр, çăва-тăр.

Çĕрле, тĕттĕм.

Тулта тÿлек каç.

Масар çинчи пĕчĕк çăва пÿрчĕ. Шăп.

Сĕмлĕхре пĕр-икĕ чÿрече палăрать.

Пĕрин умĕнче, сĕтел çине ÿпĕнсе-тăр, çын тĕлĕрсе ларни тĕшмĕрĕлет.

Такам, сехрене хăпартса, чÿрече кантăкне сăрмалать – е сăрмаланăн туйăнать кăна-ши.

Малаллине вулас