Варуççи ][ Турхан Яккăвĕ

Варуççи

Sijen2

• Суицида ăнлантар- масăр асăнни.
• Ырă мар тĕслĕх.
• Ырă тĕслĕх çук.

Кĕркуннехи кунсенче
Çĕр вăрăмланса кайсассăн
Мирун пичче пÿртĕнче
Улах ларнă мăн хĕрсем.
Хĕрлĕ хĕрсем хушшинче
Чи илемли — Варуççи,
Çут тĕнчере пĕр тĕнче…

Пĕрре çулла варринче
Хĕрлĕ хĕрсем пухăнса
Мирун пÿрчĕ умĕнче
Çĕрĕпелен янăратса
Вăй кĕввисем каланă,
Варуççине хурланă:
«Эй, Варуççи, Варуççи,
Эпир ĕлĕк юратсан,
Эсĕ пиртен кулаттăн;Read More »

Атте панă хора лаша ][ Якур


Урхас Якурĕ



Атте панă хора лаша
Тытам кÿлĕм тен чохне
Йоман каски полса выртрĕ.

Атте панă хĕрлĕ сорăх
Тытам илем çăмне тен чохне
Хĕрлĕ янкар* полса выртрĕ.

Атте панă порçăн пиçиххи
Тытам çыхам тен чохне
Пошăт чĕлĕ полса выртрĕ.

Атте панă порçăн тотăр
Тытам çыхам тен чохне
Вĕрене çулçи полса выртрĕ.


* çĕрсе пĕтнĕ йывăç каска.

Тыткăнри лакăрта ][ Çемен Элкер


Çемен Элкер (1894-1966) Семен Васильевич Васильев (Çемен Элкер) халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялĕнчи 1894 çулхи çу уйăхĕн I-мĕшĕнче çуралнă. 1908 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1915 çулта тĕнче вăрçине кайнă, йывăр аманса, Австрине Венгри çарĕсен тыткăнне лекнĕ. Тыткăнран 1916 çулхи çу кунĕсенче таврăнать, пĕр Read More »

Хури ][ Петĕр Хусанкай


Хусанкай Петр Петрович – по­эт, куçаруçă, общество деятелĕ, СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1934). “Сунтал” журналта (1925–26) тата “Коммунар” хаçатра (1931–34) ĕçленĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]
Илемлех, такăрах мар поэмă пулин те, ку сăвăра Хусанкайăн ытти (уйрăмах Тилли Юррисем) сăвăсенче палăракан тĕн шухăшĕсем тата пĕтĕмĕшле хăйне евĕр философийĕн кукрисем палăраççĕ. Ку сăвăра поэт пăлхава мухтать, хăйне çĕнĕ тĕн тăвассине хутшăнтарать: “Çăтмах – çĕнĕ тĕн çĕнсен”.Read More »

Хăрушă парне

Турхан Яккăвĕ

Турхан Яккӑвӗ (Яков Васильевич Васильев) 1874 ҫулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Карапай (халӗ Турхан) ялӗнче çуралнă. Курнавăшра пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркӳре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.Read More »