Эп — чăваш ачи…

Петĕр Хусанкай


Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Малаллине вулас

Advertisements

Тарас Кириллов: Турра манса ан кайăр

Тарас Кириллов


Турра манса ан кайăр

Малтан Турă патшалăхĕпе тĕрĕслĕхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ.

—(Матф. 6:33)

Эй чун савнă тăвансем!
Турра манса ан кайăр,
Çылăх айне ан пулăр,
Чунăрсене çăласшăн,
Вилсен рая кĕресшĕн
Халех таса пурăнăр.
Ку тĕнчере пурăнма
Çынна мĕн-мĕн кирлине
Çÿлти Турă хăй ăна
Яланах пĕлсе тăрать.
Малаллине вулас

Николай Шелепи: Хусанкай поэта

Сăн–сăпатна сăнаса пăхатăп та –
Пушкин сăнĕ пек туйăнать мана.
Тĕсÿ–питÿ салху, сăмаху япшар,
Шăнкăрчă сасси пек илтĕнет хăлхана.

…Арăслан пекех малалла ыткăнтăн,
Пултарулăхна хытă шанатăн.
Хамăр çырулăх илемне курасшăн
Хĕрÿ вут çулăмĕ пек çунатăн.

Николай Теветкел: Айхи сăвапĕ

Эс халĕ çеç çÿреттĕн вăшăл-вăшăл,
йăл куллупа шыраттăн шухăшна.
Тÿресемпе те калаçаттăн ăшшăн,
кирлех пулсан пĕлеттĕн тупăшма.

Тен, çавăнпа пулатпăр мар-и хамăр
хĕвелсĕр тÿпери ĕмĕлкесем?
Хивре çынсен пăтранчăк ăс хуранĕ
пире пĕçернĕ — суннĕ ĕмĕтсем.

Эпир сисмесĕрех çукка юлатпăр:
чунра мĕскер пурри — çут тĕнчене!
Хăш чух, тен, хамăра çеç улталатпăр?
Тупаймăн уçă пĕтĕм çын чунне.

Çаплах сывлать-ха /ăс-халу сып-сывă!/
Кĕнекÿре пурăнакан тĕнче.
Хĕвелленет чăваш тÿпи, çĕршывĕ —
сас пачĕ çуркунне ял хыçĕнче.

Кама-ши хĕрхенет юнавлă вилĕм?
Сан хĕвелÿ те ÿкрĕ тÿперен!
Пăт-пат тĕл пулăва та аса илтĕм —
сăвву та сасă пачĕ çĕнĕрен.

Хăш чух çак вăхăт пусăмĕ пит йывăр:
тем чухлĕ ĕç, инкеклĕ тĕрлĕ кун.
Хура çĕр сăвăçа чăтма çук йывăр —
пĕрех çак шухăш пуç тавра ан кум!

“Хивре çынсен пăтранчăк чун-хавалĕ
ан куçтăр хамăра та”, – тенĕ пек,
сăваплă пултару хăех хăвалĕ
ăна сăвапсăрах сив сăнĕпе.

Левтина Марье: Мăшăрăма халлаласа

Хальхи пекех ас тăватăп:
Мускав хули… театрта
“Амалия” роле вылятăп,
Çап-çамрăк хĕр ун чух тата.

Чечек çыххи спектакль хыççăн
Тыттарчĕ каччă йăл кулса.
Пĕрре курсах хама-хам вĕçнĕн
Туйса эп илтĕм, ăнланса.

“Ăçтан эсир?” – тесе ыйтсассăн,
Вăл хуравларĕ: “Пушкăртран”.
“Эсир тата?…” – тĕпчет хавассăн.
“Чăрăшкасси ятлă ялтан.

Йĕпреç районĕнчи илемлĕх
Кӳрет савса чăваш çĕрне…”
“Э… вăн ăçтан çак илĕртӳлĕх…” —
Тесе вăл тăсрĕ сăмахне…
Malalli: 9

Раиса Сарпи: Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!

Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Пин юрруна хавхаланса юрлатпăр.
Кашни сăвву ас илтерет ĕнче,
Чун çекĕлне, шăрçаласа çакатпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Сан ятупа малашлăха утатпăр.
Асаплă та мухтавлă çĕр çинче
Сан ятупа çĕн урамсем уçатпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Тăпру çине чечек çыххи хуратпăр.
Сан умăнта пуçне таять тĕнче.
Иртнийĕ витĕр ырана куратпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Йывăр тăпру сан çăмăл, канлĕ пултăр.
Чăваш поэзийĕн çÿл тÿпинче
Сан хĕвелÿ ялан çутаттăр! култăр!
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче! i{content: normal !important}
i{content: normal !important}