Григорий Тяммин — сăввийĕсемпе асра юлнă, анчах пурнăçĕ пирки пĕлни сахал… Тĕплĕнрех→
Пурте ман пек ан пулăр!
Эпĕ çуралнă Нăрвашра, Йăлăм ятлă касăра. Эпĕ саккăр тултарсассăн, Тăххăра кайсассăн, Пирĕн анне чирлерĕ, Тата пĕр эрнерен пĕтрĕ. Эпир тăватсăмăр Тăлăха юлтăмăр.
Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Чăвашсен марсельесĕ
Тирансене патшалăхран – Хăваласа салатрăмăр, Вĕсенĕн тискер аллинчен Патшалăха хăтартăмăр.
Хупса лартрăмăр тĕрмене Мĕскĕн халăхсен юнне Сĕлĕх пек ĕçекенсене, Халăхран кулакансене!
Эпир çĕр çулччен халăхшăн Куççульпе йĕрсе ĕçлерĕмĕр, Нумайăш пирĕн ушкăнран Çул çинче пĕтрĕç вăхăтсăр.