А. Артемьев – Салампи (3 пай)

Салампи

Александр Артемьев

Роман 12+

Шупашкар — 1966

 

Виççĕмĕш Пайĕ

Ял-Йыш

Çак хыпара илтсенех Казаков районтан телефонпа калаçрĕ. унтан хай те, фермăна килсен, Салампи патне кĕчĕ, Саланов та çул майăн кĕрсе тухрĕ, часах Пысăк Нинăран çыру килчĕ—туссем пурте пăшăрханса ÿкнĕ-мĕн. Салампи вара вĕсене пĕчĕк Валерик çинчен тĕрĕссипе йăлтах пĕлтерчĕ. Унтан, ял Советне кайса, ача ятне хăйсен çемйине çыртарчĕ.Read More »

А. Артемьев – Салампи (4 пай)

Салампи

Александр Артемьев

Роман 12+

Шупашкар — 1966

 

Тăваттăмĕш Пайĕ

Салтак Амăшĕ

 

Ыратать анне чĕри Хăй ачамĕшĕн.

Хурлăх, хурлăх çав тери Салтак амăшĕн.

П. Хусанкай.

Эй, салтак амăшĕ! Темиçе çул аслă çапăçу пынă чух çĕрлесерен çичшер вăранса пăшăрханнă аннемĕр, юнлă вăрçă хирĕнчи ачусене асăнса ура çинчех тĕлĕк курнă, Çавăк самантра та савăнаймасăр салтак-ывăлусене киле кĕтнĕ аннемĕр!Read More »

А. Артемьев – Салампи (2 пай)

Салампи

Александр Артемьев

Роман 12+

Шупашкар — 1966

Иккĕмĕш Пайĕ

“Салампи — Саламлă Ят”

Ах, яту хитре-çке санăн! Тупса хунă-мĕн такам…

— П. Xусанкай [*].

1945 çул. Кĕркунне.

Вăрçă анчахрах чарăнни кашни утăмра сисĕнет. Хулара та, ялти евĕрлех, шинеллĕ çын нумай, вăй питти арçынсем, çамрăксем — пурте тенĕ пекех шинельпе çÿреççĕ; вĕсен хул пуççийĕсем çинче пакун йĕрĕсем те çухалман-ха. Read More »

А. Артемьев – Салампи (1 пай)

Салампи

Александр Артемьев

Роман 12+

Шупашкар — 1966

 

Пĕрремĕш Пайĕ

Хĕр Ĕмĕрĕ Хăналăх

Хĕр чухнехи пурнăçа

хăналăха, теççĕ.

—Н. Ашмарин.

Хĕрĕн кун-çулĕ хăналăх пекех.

—П. Xусанкай.

Купăс сасси илтĕнсен кĕрхи каç та илемлĕ.

Таçтан тури касри йăмрасем айĕнчен юрă вĕçсе килчĕ те, анат касри улаха чун кĕчĕ, тунсăхланă хĕрсен чĕрисем хаваслăн тапма тытăнчĕç.Read More »

Саланнă Кĕлте

Ангелина Павловская


Саланнă кĕлте

(Повĕç) 18+

 


1

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15

Кранк! кранк! вĕçет тупере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тÿпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. Вĕçнĕçемĕн хăйсем вичкĕн куçĕсемпе ял пуçĕнче тин çеç чарăннă автомашина çинелле тинкереççĕ. Темшĕн çав териех кăсăклантарать вăл кайăксене. Акă автомашинăран тĕксĕм кăвак тум тăхăннă виçĕ милиционер пĕрин хыççăн тепри васкамасăр тухрĕ. Вырăсла калаçаççĕ. Иккĕшĕ машина умне пычĕç, капотне уçса чакаланма тытăнчĕç. Тепри, ыт ахальтен тенĕ пек, тавралăха пăхкаласа çаврăнчĕ.
Йĕри-таврана хура сăн çапнă кĕрхи çанталăк. Çывăхрах пысăк мар ял, шăпланнă вĕтлĕх. Сылтăмра — ĕне ферми: шурă кирпĕчрен купаланă тăватă вите, ĕне сăвакансен общежитийĕ, силос башнRead More »

Иосиф

Иосиф Хитре Çын Порнăçĕ

Николай Золотницкий / Nikkolaj Solotnizkĭ


Лайăх çын порнчĕ çĕр çинче. Авраам ятлă. Вăл йăваш полчĕ, оншăн Тор’ăна йоратрĕ. Торă пачĕ ăна пор ырхлăха, пор поянне; ывăлĕ полчĕ пĕрре çех; йоратрĕ Авраам Торра, пор хăйĕн поянĕнчен те ывăлĕнчен те хакла шотларĕ Ăна. Тор’ онăн ăсне коç омне кларасшăн каларĕ ăна ывăлне пусма. Пусма исе кайрĕ вăрмана таса çĕр çине, вотă копи çине çыхса хочĕ; пусма тăрсассăн Ангел Авраамăн аллине пырса тытрĕ; Торă йоратрĕ ăна сăмахне итленĕшĕн: “ан пус”, – терĕ.

Çак’ывăлĕ Исаак ятлăччĕ. Исаакăн ывăлĕ полчĕ Иаков. Иаковăн малтанхи арăмĕнчен вонă ывăл, тепĕр арăмĕнчен икĕ ывăл полчĕç. Тепĕр арăмĕнчен ывăл Иосиф ятлă, таса, ăслă, лайăх, кăмăллă. Ăна ашшĕ поринчен те ытла йоратрĕ. Вон çичĕ çолта чохне, Иосиф тĕлĕк корчĕ: ойра пиччĕшсемпе пĕрле кĕлте çыхрĕç пек, вон икĕ кĕлте; Иосиф кĕлтине вăта çĕре лартрĕ, пиччĕшсен кĕлтисем Иосиф кĕлтине поççапатчĕç пек. Тата тĕлĕк корчĕ: хĕвел, ойăх, вон пĕр çăлтăр ăна поççапрĕç пек. Иосиф çак икĕ тĕлĕкне пиччĕшсене каларĕ. Пиччĕшсем çак сăмаха илтсессĕн çилленсе каларĕç ăна: мĕн тумашкăн эпир сана поççапăпăр, тесе, кориймарĕç ăна, вĕлермешкĕн шохăшларĕç. Аслă пиччĕш ăна хĕрхенсе каларĕ хăй шăльнĕсене: “ан вĕлерĕр ăна”, – терĕ. “Шăтăка ăна прахас”, – терĕ. Шывсăр тарăн шăтăка прахрĕç. Он чохне йот хоçасене иртсе кайнине корчĕç, вăлсене сотса ячĕç Иосифа шăтăкран кларса; ашш’омĕнче соя сойса каларĕç; качака потякки йонĕпе Иосиф том-тирне вараларĕç, ашшĕне кăтартмашкăн парса ячĕç: “çак томтире ой варринче топрăмăр”, тесе. Иаков Иосиф томтирне палларĕ, коç шывĕпе макăрса каларĕ: “кашкăр ăна çисе янă полĕ” терĕ.  Хоçасам Иосифа исе кайрĕç Египет ятлă çĕр çине. Çакă халăхсам панче киремете поççапатчĕç, Иосиф Мăн Торра поççапса порăнчĕ. Торă ăна йоратса ырă ятлă турĕ.

Египет çĕрĕ çине исе килсессĕн, патша панче пĕр аслă сут çынни порччĕ, вăл Иосифа сотăн илчĕ, хăй панче лайăх осрарĕ, он аллине пор окçине, пор япалине, пор оссисене пачĕ. Çавă хоçа панче тÿрĕ порнчĕ, нимĕскер те осал тумарĕ, никама та олталамарĕ.

Вăл питĕ хитреччĕ, чиперччĕ. Çакă хоçа майри ăна осал ĕç тума каларĕ. Иосиф он сăмахне итлемерĕ: Тор’омĕнче çылăх полать терĕ, хоçаран намăс полать терĕ. Çакă хоçа майри Иосиф çине çилленсе соя сойрĕ хăй арçынне. Хоçа да он çине çилленчĕ, касамата хоптарчĕ.

Касаматра номай порнчĕ. Онта порăннă чохне онпа пĕрле икĕ çын ларакансам тĕлĕк корчĕç. Корсассăн хойха кайрĕç. Иосиф ыйтрĕ: “Ма коллянаттăр?” тесе. Каларĕç: “Эпир тĕлĕк кортăмăр”. Пĕри каларĕ: “Эпĕ кортăм винократ çырли, пĕр торат çинче виççĕ топкă çырлаллă полчĕ, çак çырлана татса илтĕм, патша ĕçмелли корка’шне пăчăртаса йохтартăм шывне, çак шывне патшана ĕçме патăм. Çак тĕлĕкне Иосиф каларĕ: “виçĕ контан сана патша хăй патне илет”.

Тепри çын каларĕ: “Эпĕ кортăм ман поç çинче виçĕ контăк, контăк’шĕнче патша валли апат çимелли, ăна кайăксам сăхса çиятчĕç. Çавна Иосиф каларĕ: “Виçĕ контан сана патша çактарса вĕлерттерет, вилсен санăн ÿтне-тирне кайăксем çисе ярĕç”. Иосиф çын тĕлĕкне пĕлсе тÿрĕ каларĕ. Иосиф касаматра йолнă чохне патша патне каякан çынна каларĕ: “Мана астăв контан клармашкăн”. Вăл манса кайрĕ, астумарĕ.

Онтан вара икĕ çол иртсен патша тĕлĕк корчĕ. Шывран тохрĕ çичĕ ĕне, мăнтăр, лайăх ĕнесем. Çак ĕнесем хыççăнех тата тохрĕ çичĕ ĕне, питĕ выçă, начар ĕнесем. Тохсассăн, начар ĕнесем мăнтăр ĕнесене çисе ячĕç, çисе ярсассăн çимен пекех полчĕç. – Тата тепри тĕлĕк патша корчĕ: пĕр хăмăлтан çичĕ почах полчĕ, лайăх почахсам, тырăллă; тепри хăмăлтан тата çичĕ почах тырăсăр полчĕ. Тырăсăр почахсем тырăллă почахсене çисе ячĕç. Патша çывăрса тăрсан çак тĕлĕкне шохăшларĕ: “мĕн полать-ши çакă?” – тесе. Усла çынсене хăй панчисене хăй патне чĕнчĕ, никам та пĕлмерĕ тĕлĕкне патшана каламашкăн.

Касаматран тохнă çын астурĕ Иосиф сăмахне, патшана каларĕ. Патша каларĕ Иосифа казаматран хăй патне исе килмешкĕн. Иосиф килсессĕн, патша ыйтрĕ: “Эпĕ  тĕлĕк кортăм, эс тĕлĕк каламашкăн пĕлетн-и?” “Торă полшсан пĕлĕп”, – тесе каларĕ. Патша корнă тĕлĕкне каласа кăтартрĕ ăна. Иосиф каларĕ: “Санăн тĕлĕксем иккĕшĕ пĕр тĕслĕ полать. Çичĕ ĕнепеле çичĕ почах – çичĕ çол полать. Малтан çичĕ çол хошшинче тырă лайăх полать, тата çичĕ çол тырă пре те полмасть”, – терĕ. Патша он сăмахне ĕненсессĕн, Иосифа каларĕ: “Мансăр поçне ман çĕр çинче сантан аслă çын ан полтăр”, – терĕ, тырă поçтарса хома ăна хошрĕ. Çиче çол хошшинче номай тырă поçтарнă. Çичĕ çолтан кайран тырă полмарĕ, халăхсем выçă аптрарĕç, Иосиф патне килчĕç тырă илмешкĕн, çак тырăпа порнатчĕç. Иосифăн ашшĕ порăннă çĕрте те тырă полмарĕ. Вăл тырă илмешкĕн Египет çĕрĕ çине ывăлĕсене ячĕ. Пиччĕшсем Иосиф патне килсессĕн ăна палламарĕç. Иосиф ыйтрĕ вăлсенчен: “Çти çынсем эсир?” – тесе. “Эпир Иаков ывăлĕсем,” – тесе каларĕç. “Пирĕн атте пор ватă çын, пирĕн тата пĕр шăллăм пор Вениамин ятлă, эпир вониккĕнччĕ, пирĕн пĕр шăллăма Иосиф ятлине кашкăр çисе янă. Килтисене ыйтса пĕлсессĕн, Иосиф орăх пÿлмĕке кĕрсе макăрчĕ, тÿсиймарĕ. Иосиф макăрса чарăнсассăн, вăлсем патне тохса каларĕ: “Эпĕ мар-и Иосиф?” – тесе, аттене исе килĕр хусамăрпала ман пата. Иосиф патне килчĕç ашшĕ-амăш, пиччĕшсем пор хорăнташĕсем те.

Константин Долгашев, "Вечер на Ильин-горе"

Ырă порăнма вĕренмелли

Николай Золотницкий / Nikkolaj Solotnizkĭ


Торра порĕ чунупа йорат, Ăна ĕнен, поççап. Торă санăн ĕçленине анчах мар, порĕ санăн шохăшланине те корать. Вăл сана çоратрĕ. Çавă сăмаха ан ман, Торă сăмахне итле. Порĕ ĕçшĕн те Унтан вăй тархасла: Торă вăй памасассăн никам та полăшимасть.

Торă чиркÿне манас мар.

Патша пире йоратса осрать, пирĕн те йоратса оншăн Торра поççапас полать.

Попсане, хамăрăн ати-апая (атте-аннене), порĕ сутсане, порĕ ырă çынсене хисеплес полать. Çынсенĕн ырă сăмахĕсене астăвас полать.

Ватă çынсене хисеплесе, хунтан аслă çынсене осал сăмах ан кала, хăвăн тантăшусампа кăмăллă пол, хунтан кĕçĕннине осал ан ту.

Хорăнташсане, сана ырă тăвакансене йорат, сана осал тăвакансене те ан çилен, порне те йоратас, порĕ çынна та лайăх тăвас полать, Торра поççапса вăлсамшăн пор халăхшăн та.

Вилнĕ çынсемшĕн Торра поççапас полать, вăлсен чонĕсене тамăк хоранĕнчен çăлса кăларассишĕн. Çак сăмаха ан ман.

Никампа та ан ятлаç, ан вăрç. Çын çиленнине ху чăт, сана осал тунине каçар, сана тархаслакана лайăх ту.
Ĕçсĕр çÿренинчен пор осал поçтарăнать, Тор омĕнче çылăх. Осал шохăш ĕçсĕртен килет.

Хойăх полсассăн ан макăр. Телей полсассăн ан мохтан. Телей ĕмĕрлĕх мар, вăхăтпала пĕтсе каять.
Ыйтакан çынна пар, хăвăн пор полсассăн. Начар çынна полăш вăй çитнипеле. Хуна ху мохтанса ан çÿре. Пор çынпа лайăх пол, сăмах хошса ан кала.

Ыйтакана кала. Пĕлмен çынна вĕрент. Хойхăллă çынна ырă ту. Кирек хăçан та чăн кала. Сана кам çиллентерчĕ, каçар ăна. Эс кампа вăрçрăн, онпа çораç.

Осал ĕçрен анчах мар, осал сăмахран та хуна асту. Йăваш (конĕ) пол, çиленсе ан çÿре.
Номай ан попле. Сантан аслă çын каласан, он сăмахне ан пăс. Ху поплес килнĕ чохне малтан ху ăспала шохăшла мĕн калама кирлине. Порĕ пĕлнине ан кала. Лайăх пĕлменнине ан попле, çынтан ыйт. Порĕ сăмаха ан попле. Шохăшламасăр ан попле нимĕскер те.

Ĕмĕр де нихăçан та соя ан сой. Тÿрĕ пол. Çынăннине кораймасăр ан çÿре. Васкаса ан ту, кахал (юлхав) ан пол.
Çынăнне ан вăрла, тортса ан ил. Хăвăн мĕн чол пор, çавăнпала порăн. Мĕн кирлине ĕçлесе топ.
Кивçен илнине каялла пар. Мĕн пама полнине пар. Ху çирĕп пол, кахал (юлхав) ан пол. Хытăрах ĕçле. Хытă ĕçлекене Торă йоратать, вăй парать.

Çавă сăмахсене астăвăр, сире лайăх полать.