Штрум ][ Хумма Çеменĕ

Тупмалли

I II III IV V VI VII VIII IX Х

 

Хумма Çеменĕ

Хумма Çеменĕ (паспорт тăрăх Фомин Семен Фомич) (1903 — 1936) — çыравçă, сăвăçă, драматург, куçаруçă [wiki].

1920 çулта Хусанта тухса тăракан “Канаш” редакцине куçаруçă пулса вырнаçнă, редакципе пĕрле Шупашкара куçнă. Хаçатăн литература ĕçченĕ, пай ертӳçи, явăплă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказ çĕрĕсене çитсе курнă. Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçатра вăй хунă. 1927-1932 çулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ĕçĕсене туса пынă. 1932-1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене пичете хатĕрленĕ. 1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.  [wiki].

Малалла илсе кăтартнă произвединĕ чăваш литературинче классика вырăнне тивĕçлипе йышăнать: питĕ витĕмлĕ мелсемепе усă курса çырнă çак кĕске повесть тарăн ыйтусем çуратать. Калав çăмăллăн вуланать, анчах ун ăшĕнчи сăнарсем те, ĕçсем те ăша вĕçтереççĕ, хыттăн шуйхатаççĕ. Автор хак памасть, ырăпа усаллăхне пĕлтермест. Советсен “çутĕç”не хутшăнса куллен вăй хунă çыравçă хайлавĕнче пропаганда йĕрĕсем курăнаççĕ (уйрăмах, чиркÿ, кулак, ĕлĕкхисене сăнланисенче), анчах ытти хăш пĕр произведенисенчи пек уççăн янăрамаççĕ. Психологи, усал илĕртĕвĕ чăнлăхлă сăнланнă.


Штрум

Кайтăр каччă хĕр патĕнчен:
Вăхăт мар халь авланма!
Кай, сухаçă, уйăнтан:
Вăхăт мар суха тума…

— Уолт Уитмен.

I

Sijen2

• Эмоцио-нализм
• Ырă мар тĕслĕх
• Тискер ĕçсене уççăн сăнлани

Эй, пĕлĕтсем! Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем! Ăçталла чуптаратăр?.. Кам хăвалать сире? Камран таратăр?.. Эй, калăр часрах! Ма каламастăр?..

Çук. Пĕлĕтсем каламаççĕ. Пĕлĕтсем хăлхасăр: илтмеççĕ. Пĕлĕтсем чĕлхесĕр: чĕнмеççĕ.

Пĕр кĕрхи сивĕ çил кăна вăрманта:

— У-у-у! —тесе уласа çÿрет.

Йывăç тăррисем сулланаççĕ, — пĕтĕм вăрман сулланать. Йывăç çулçисем тăкăнаççĕ, — пĕтĕм вăрман çаралать.

Çарал, вăрман!

Кашла, вăрман!

— Каш-каш!.. Каш-каш!..

— У-у-у!..

Read More »

Хула Хĕрĕ ][ Александра Лазарева

 

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10

Хула Хĕрĕ

(Аппа каласа пани)
Повесть

1

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10

Ун чухне хура кĕркуннеччĕ…

Йывăçсем йăлт çаралса, хăрăмпа сĕрнĕ пек хуралса, хăрнă тĕслĕ пулса ларнă, ялан чуна савăнтармалла юрлакан чĕвĕлти кайăксем тахçанах ăшă çĕрелле вĕçсе кайнă — вĕсен сасси çук ĕнтĕ. Уй-хирсем те пуш-пушах, çав тери салху сăнлă. Хура-кăвак пĕлĕтсем вăрманти çÿллĕ юман тăррисене тĕкĕнес пекех аялтан шăваççĕ. Пĕр эрне ытла пуль таттисĕр çумăр лÿшкерĕ, урамсенче чĕркуççи таран пылчăк — ни тухма, ни кĕме çук темелле, уйри çулсем те епресе кайнă, лакăм-тĕкĕмсенче лапра шыв кÿлленсе тăрать, урапа кустăрмисем кÿпчекĕ-мĕнĕпех путаççĕ унта.

Çумăр çунă чух пĕтĕм выльăхRead More »

Саланнă Кĕлте

Ангелина Павловская


Саланнă кĕлте

(Повĕç) 18+

 


1

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15

Кранк! кранк! вĕçет тупере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тÿпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. Вĕçнĕçемĕн хăйсем вичкĕн куçĕсемпе ял пуçĕнче тин çеç чарăннă автомашина çинелле тинкереççĕ. Темшĕн çав териех кăсăклантарать вăл кайăксене. Акă автомашинăран тĕксĕм кăвак тум тăхăннă виçĕ милиционер пĕрин хыççăн тепри васкамасăр тухрĕ. Вырăсла калаçаççĕ. Иккĕшĕ машина умне пычĕç, капотне уçса чакаланма тытăнчĕç. Тепри, ыт ахальтен тенĕ пек, тавралăха пăхкаласа çаврăнчĕ.
Йĕри-таврана хура сăн çапнă кĕрхи çанталăк. Çывăхрах пысăк мар ял, шăпланнă вĕтлĕх. Сылтăмра — ĕне ферми: шурă кирпĕчрен купаланă тăватă вите, ĕне сăвакансен общежитийĕ, силос башнRead More »

Намăс çурчĕ ][ Анатолий Кибеч

Повесть

Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çÿлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков -чăвашсен паллă купци». Тÿрех каламалла, Read More »

Уках Хурăнĕ ][ Юрий Скворцов / Jurĭj Skvorzzof

Повесть

 

Çÿлте кулюкка вĕçнĕ чух
Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ…
Халăх юрринчен.

 

1
Çут хĕвелпе çут тĕнче Вăй паччăр çак кунсенче.
К. Иванов

Укахви, вун çичче пуснă хĕр, çĕр çурринчех темиçе те вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер хăрах хул — сулахаййи — чавса кукрашки тĕлĕнчен ыратакан пулса ларнă, те çывăрнă чух аяк айне лекнĕ вара: çĕрĕпех канăç памарĕ вăлг темĕнле шалтан туртса ыратать. Укахви, аптранă енне, ăна кăкăр çине хурса та, аяккалла тăсса та пăхрĕ — çук, ниçта чиксе те вырнаçнасть. Юлашкинчен Укахви ыратакан аллипе тимĕр койка пуçĕнчен тытса выртрĕ. Read More »