Штрум ][ Хумма Çеменĕ

Тупмалли

I II III IV V VI VII VIII IX Х

 

Хумма Çеменĕ

Хумма Çеменĕ (паспорт тăрăх Фомин Семен Фомич) (1903 — 1936) — çыравçă, сăвăçă, драматург, куçаруçă [wiki].

1920 çулта Хусанта тухса тăракан “Канаш” редакцине куçаруçă пулса вырнаçнă, редакципе пĕрле Шупашкара куçнă. Хаçатăн литература ĕçченĕ, пай ертӳçи, явăплă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказ çĕрĕсене çитсе курнă. Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçатра вăй хунă. 1927-1932 çулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ĕçĕсене туса пынă. 1932-1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене пичете хатĕрленĕ. 1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.  [wiki].

Малалла илсе кăтартнă произвединĕ чăваш литературинче классика вырăнне тивĕçлипе йышăнать: питĕ витĕмлĕ мелсемепе усă курса çырнă çак кĕске повесть тарăн ыйтусем çуратать. Калав çăмăллăн вуланать, анчах ун ăшĕнчи сăнарсем те, ĕçсем те ăша вĕçтереççĕ, хыттăн шуйхатаççĕ. Автор хак памасть, ырăпа усаллăхне пĕлтермест. Советсен “çутĕç”не хутшăнса куллен вăй хунă çыравçă хайлавĕнче пропаганда йĕрĕсем курăнаççĕ (уйрăмах, чиркÿ, кулак, ĕлĕкхисене сăнланисенче), анчах ытти хăш пĕр произведенисенчи пек уççăн янăрамаççĕ. Психологи, усал илĕртĕвĕ чăнлăхлă сăнланнă.


Штрум

Кайтăр каччă хĕр патĕнчен:
Вăхăт мар халь авланма!
Кай, сухаçă, уйăнтан:
Вăхăт мар суха тума…

— Уолт Уитмен.

I

Sijen2

• Эмоцио-нализм
• Ырă мар тĕслĕх
• Тискер ĕçсене уççăн сăнлани

Эй, пĕлĕтсем! Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем! Ăçталла чуптаратăр?.. Кам хăвалать сире? Камран таратăр?.. Эй, калăр часрах! Ма каламастăр?..

Çук. Пĕлĕтсем каламаççĕ. Пĕлĕтсем хăлхасăр: илтмеççĕ. Пĕлĕтсем чĕлхесĕр: чĕнмеççĕ.

Пĕр кĕрхи сивĕ çил кăна вăрманта:

— У-у-у! —тесе уласа çÿрет.

Йывăç тăррисем сулланаççĕ, — пĕтĕм вăрман сулланать. Йывăç çулçисем тăкăнаççĕ, — пĕтĕм вăрман çаралать.

Çарал, вăрман!

Кашла, вăрман!

— Каш-каш!.. Каш-каш!..

— У-у-у!..

Read More »

Александра Лазарева ][ Aйăп

Сайтран:

 

«Турăçăм, чăлах пулма ан парах, çын куçĕнчен пăхмалла ан тăвах мана!» – тет калавăн тĕп сăнарĕ Елампи. Ватăлнă кинемее, «тĕн сĕрĕмне»  парăннă хĕрарăма пĕр енчен шеллесе, тепĕр енчен питлесе тухса тăратать вулакан умне религи çинчен çырма кăмăллакан Александра Лазарева.  Хăйĕн тепĕр вăрăмрах повеçĕнче тĕп геройинисенчен пĕрин çăварнĕ «Совет влаçĕ ĕмĕрлĕхех юлать. Никам та çĕнеймест ăна. Ăнланатăр-и çавна, хĕрачасем?»Read More »

Ача-пăча калавĕсем

Тупмалли

Автан
Чакак
Сармантей
Лаша Шырани
Ĕç çинче
Чăлха çыхни
Михала
Сÿсмен хакĕ
Утăра
Вăрăмтунасемпе Старик
Пулă Сĕрни
Çил-тăвăл
Хураçка
Кахалпа юхлав
Йăлăнтарни
Кулачă
Эпĕ ÿкĕнни
Çуркунне
Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни
Эпĕ Сехет Çĕмĕрни
Шăрчăкпа кăткăсем
Шăши
Уçăлма Тухнă Шăши Çури
Тилĕпе Тăрна
Тилĕ Тус
Кашкăрпа Путек
Йытăпа Унăн Мĕлки
Икĕ Йĕкехÿре
Сăвакан Ĕне
Хĕсĕр Ĕне
Ĕнепе Качака Таки
Укçа Уйăрни
Кашкăрпа Карчăк
Çухалнă Укçа Тупăнни
Хĕветĕр
Суеçĕ
Выртмара
Хăравçă Иван
Тăманапа Мулкачă


Иван Яковлев


Автан

Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» – тесе авăтать. Сасси аван, хÿри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Кикирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм.
Сирĕн автан çапла-и?

Чакак

Чакак çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать. Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», – тесе чакаклатать.

Сармантей

Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать:
– Манăн та уçăлса хупăнас, – тет.
Анать вăкăр шыва куллен-кун.
– Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тет.
– Уçăлса хупăнмасăр, — тет. – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать Вăкар калать:
– Манăн та мĕкĕрсе анас, — тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать:
– Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн?
– Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать.
Шыв калать:
– Манăн та хумханас, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать:
– Шыв, мĕншĕн хумханатăн? — тет.
– Хумханмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.
Çĕнĕ çын калать:
– Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать.
– Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.
– Ăсса килмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет.
Хунямашĕ калать:
– Манйн та чустана кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:
– Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать:
– Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ.
Ывалĕ калать:
– Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Пĕтрĕ.

Лаша Шырани

Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:
– Лаша курмарăр-и? – тесе.
– Çук, курмарăмăр, – тесе калаççĕ тет.
Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:
-Лаша курмарăр-и? – тесе.
– Çук, курмарăмăр, – тесе калаççĕ тет.
Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:
– Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.
– Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.
– Паянхипе виçе кун ĕнтĕ ак, – тесе каларĕ тет.
– Лашу мĕн тĕслĕччĕ? – тесе каларĕ тет леш çынĕ.
– Шура улаччĕ, – тесе каларĕ тет.
– Çак ху айăнтиех мар-и? – тесе каларĕ тет лешĕ.
Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:
– Çакă, çакă, çакă! – тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.

Ĕç çинче

Эпир пĕрре чикĕри анна çинче Тулă выратпăр. Эпĕ кĕлте çыхрăм та ăна тĕмĕ çине лĕçсе хутăм: çав вăхăтра çурлана таçта çухатрăм. Пăхкалатăп, пăхкалатăп-çук. Çурлана пичче çиленчĕ те ятла пуçларĕ.
– Ĕç патĕнче вылямаççĕ, апла ĕç юлать! – терĕ.
Мана тата:
– Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ, – терĕ.

Тупмалли

Автан | Чакак | Сармантей | Лаша Шырани | Ĕç çинче | Чăлха çыхни | Михала | Сÿсмен хакĕ | Утăра | Вăрăмтунасемпе Старик | Пулă Сĕрни | Çил-тăвăл | Хураçка | Кахалпа юхлав | Йăлăнтарни | Кулачă | Эпĕ ÿкĕнни | Çуркунне | Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни | Эпĕ Сехет Çĕмĕрни | Шăрчăкпа кăткăсем |Шăши | Уçăлма Тухнă Шăши Çури | Тилĕпе Тăрна | Тилĕ Тус  | Кашкăрпа Путек  | Йытăпа Унăн Мĕлки | Икĕ Йĕкехÿре |  Сăвакан Ĕне | Хĕсĕр Ĕне | Ĕнепе Качака Таки | Укçа Уйăрни | Кашкăрпа Карчăк | Çухалнă Укçа Тупăнни | Хĕветĕр | Суеçĕ | Выртмара | Хăравçă Иван | Тăманапа Мулкачă

Чăлха çыхни

Эпĕ пĕчĕксĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлха çыхма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхăнтарса пĕтертĕм.
Анне çакна курчĕ те:
– Ачам, малтан çыхма вĕрен – халĕ, унтан тин çыхтарăп. – терĕ.

Михала

Манăн Михала ятлă юлташ вĕр çĕнĕ пушă яврĕ. Çав пушшипе куракана пĕрне çапатчĕ. Пĕрре çапла çисе ларакан йăмăкĕ патне пычĕ те пушшипе шарт! тутарчĕ пуçĕнчен. Йăмăкĕ йĕре пуçларĕ. Амăшĕ илтрĕ те чупса та кĕчĕ. Михаларан пушшине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ. «Ан тив çынна, ан тив çынна, ак сана!» – терĕ.
Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тесе çавăнпа каланă пулĕ.

Сÿсмен хакĕ

Утăра

Виçĕ çын утта кайнă тет. Вĕсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пĕри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, висççĕмĕшĕ Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:
– Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке? – тесе ка­лать тет.
Каринкки калать тет:
– Çапла тăвас, Çаманкка! – тесе калать тет. Лашине аран туртса кăларнă тет вара.

Вăрăмтунасемпе Старик

Пĕр старик çулла вăрманта канма выртнă тет. Вăрăмтунасем пыраççĕ тет те ун патне: «П-и-ч-ч-е-п-е-ч-ч-ĕ-н», – тесе калаççĕ тет. Пĕри çапла каласа каять тет, тата тепри пырать тет: «П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», – тесе ка-лать тет. Старик выртрĕ-выртрĕ тет те: «Халĕ пĕри ĕçсе кайрĕ; эсир мĕн пĕчченĕ, темиçенĕн!» – тесе калать тет. Старик сăхманĕпе чипертерех пĕркенсе выртрĕ тет те çыртма паман тет вара.

Пулă Сĕрни

Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.
Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:
– Çук та çук! – тесе калаççĕ тет.
Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:
– Араç та араç! – тесе калаççĕ тет.
– Ку епле чăвашпа мăкша телейлĕ? Шÿкке те карас, шÿкке те карас тытаççĕ! – тесе тĕлĕнеççĕ тет вырăссем.
Вырăс, тутар, чăваш – пурте çын.

Çил-тăвăл

Эпир пĕрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирĕн тĕле пĕлĕт хупланă илнĕ, çанталăк сĕм тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. Унччен те пулмарĕ çил-тăвăл пирĕн сарăма тырри-мĕнĕпе варкăштара пуçларĕ. Нимĕн тăва пĕлместпĕр. Хăшĕ аллине кĕреçе тытнă та улăмсене тĕртке-лесе çÿрет, хăшĕ сенĕк илнĕ те тырă хырма тытăнать.
Пирĕнпе пĕрле тырă çапакан куршĕ лашине утланн, пирĕн тавра кустарса çурет.
– Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет! Чĕлĕмĕм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать.
Тăвăл чарăнсассăн хамăртан хамăр кулатпăр. Аптранă кăвакал кутăн чăмна тет.

Хураçка

Пирĕн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччĕ. Эпĕ ăна хĕлле пĕчĕкдĕ çунана кÿлтĕм. Хам çуна çине лартам та:
– Ну атя, Хураçка, урамалла! – тесе пушăпа дат! тутартăм. Хураçки çаттар-çаттар! çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех кайрĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хаварчĕ.

Кахалпа юлхав

Ĕлĕк пĕр кахалпа юлхав пурăнаççĕ тет. Кахалĕ улма йывăççи фйне кĕрсе выртнă тет те:
-Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса укейинччĕ! – тесе выртать тет.
Юлхавĕ:
– Епле уркенместĕн çав сăмаха калама? – тесе калать тет.

Тупмалли

Автан | Чакак | Сармантей | Лаша Шырани | Ĕç çинче | Чăлха çыхни | Михала | Сÿсмен хакĕ | Утăра | Вăрăмтунасемпе Старик | Пулă Сĕрни | Çил-тăвăл | Хураçка | Кахалпа юхлав | Йăлăнтарни | Кулачă | Эпĕ ÿкĕнни | Çуркунне | Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни | Эпĕ Сехет Çĕмĕрни | Шăрчăкпа кăткăсем |Шăши | Уçăлма Тухнă Шăши Çури | Тилĕпе Тăрна | Тилĕ Тус  | Кашкăрпа Путек  | Йытăпа Унăн Мĕлки | Икĕ Йĕкехÿре |  Сăвакан Ĕне | Хĕсĕр Ĕне | Ĕнепе Качака Таки | Укçа Уйăрни | Кашкăрпа Карчăк | Çухалнă Укçа Тупăнни | Хĕветĕр | Суеçĕ | Выртмара | Хăравçă Иван | Тăманапа Мулкачă

Йăлăнтарни

Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.
Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:
– Мĕншĕн илместĕн тата кулачăна? – терĕ.
Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:
– Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.
Йăмăксем вара манăн татăка çирĕç ячĕç. Кайран ыйтасчĕ – кулачă çук.
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать тесе ахаль каламан çав ваттисем.

Кулачă

Пĕр ачанăн кулачă çиесси пит килнĕ тет, ашшенĕ пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет.
Пĕре пасар кунĕ ашшĕ сакнă хутаса сăкăр чиктерет тет те кăк кăкпама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:
– Акă. ачам, сак кăксене кăкпа. сăкăрна пĕртте ан пах. вăл хăйех кулачă пулса выртать.
– тесе каларĕ тет, хăй пасара кайрĕ тет.
Хай ача кăкпать- кăклать тет те сăкăрне пырса пăхать тет – сăкăр кулачă пулман тет. Пăртак тăрсан татах пăхать тет, татах пулман тет.
Касалла та суланса пырать тет, ĕнтĕ хырăмĕ темĕн пекех выçса кайрĕ тет сакăн -сăкăр саплах кулачă пулман тет. Касать тет те сăкăра тăвăр сапса çиет тет – ай-ай тутланса кайнă тет сăкăр. кулачăран та тутлă тет.
Тепĕртакран ашшĕ пасартан таврăнчĕ тет.
– Çăкăр кулачă пулчĕ -и. ывалăм? – тесе ыйтать тет.
– Тĕсĕ кулачă тĕслĕ пулмаре те. тутти кулачăран та аван. – тесе калать тет лешĕ,
– Çапла сав. ачам: ĕçлесе çисен сăкăр та тутлă. тăрансан пыл та йÿçĕ, – терĕ тет ашшĕ.

Эпĕ ÿкĕнни

Çуркунне

Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни

Пĕрре мана тырă вырнă вăхăтра чĕпĕ сыхлама хăварчĕç. Ун чух чĕпĕсем тухни виççĕмĕш кун анчахчĕ, çавăнпа вĕсене пÿртех хупса хăварчĕç.
Аттесем кайсан эпĕ чĕпĕсене çитере пуçларăм. Пирĕн пÿртре таракан пит нумайччĕ. Эпĕ чĕпĕсене таракан çитерес тесе сакка илтĕм те ăна урай çумне шакка пуçларăм. Шакканă чух тепле пĕр чĕппе сăмсинчен тиврĕ те чĕпĕ çаврăна пуçларĕ. Çаврăнсан-çаврăнсан кайрĕ ÿкрĕ те вилчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те чĕрĕлмĕ-и-ха тесе хĕвел ăшшине чÿрече çине хутăм. Хăранипе хамăн ниçта кайса кĕме çук чĕре çунать, нимĕн тăва пĕлмесĕр тула тухса кайрăм. Урамра ман юлташсем выляса çÿpeççĕ. Манан выляс та килмест. Курăк çине лартăм та аттесене мĕн калăп-ши ĕнтĕ тесе тем пек хуйхăратăп, ларсан-ларсан çавăнтах йĕрсе те илетĕп тата хам. Ача ăсĕ çав, темĕн йĕмелли пур çав чĕпĕшен! Унтан пÿрте кĕтĕм те пăхăтап: хайхи чĕпĕ чÿрече çинче лара парать. Чĕрĕлнĕ ку, ăш çунтармăш! Эпĕ ана чÿрече çинчен илсе урайне ятăм та, ку амăшĕ патне чупса кайрĕ. Вара тин манăн чĕре лăпланчĕ.
Каçхине аттесем вырмаран таврăнчĕç. Эпĕ мĕн пулнине вĕсене вал каçах каласа кăтартаймарăм, пĕр-икĕ эрне иртсен тин каларăм. Аттесем вара кулса каларĕç:
– Ку айван мĕнпур чĕппе вĕлерсе пĕтерĕ, – терĕç.
Çавăнтан кайран эпĕ чĕпĕсене алла тытма та хăраттăм.

Эпĕ Сехет Çĕмĕрни

Манăн атте сехет тÿрлетме  ăстаччĕ. Сехет Хĕветĕрĕ тесен ăна таçти çын та пĕлнĕ. Ăна кура пĕчĕк чухне манăн та сехет тÿрлетес килетчĕ. Анчах мана сехетсем тÿрлетме мар, вĕсен çумне сĕртĕнме те хушмастчĕç. Эпĕ çапах аслисем çук чухне тыткаласа пăхаттăм.

Пĕрре атте сехете салатса тăкрĕ те хăй таçта тухса кайрĕ. Килте урăх никам та çукчĕ. Мана ирĕк пулчĕ: мăлатук илтĕм те сехет ураписене шаккама пуçларăм, анчах манăн çапмассерен шăлĕсем хуçăлаççĕ. Ĕçлесен-ĕçлесен, чÿречерен пăхрăм та атте килнине курах кайрăм. Эпĕ сехет ураписене часрах хутăм та кăмака çине улăхса выртрăм. Атте килчĕ, сехетсене тÿрлетме пуçларĕ. Пăхать: хăш-хăш урапин шăлĕсем хуçăк. Унталла-кунталла пăхкаларĕ – эпĕ кăмака çинче выртнине курах кайрĕ.

– Ванюк, сехет урапи шăлĕсене эсĕ хуçрăн-и?– ыйтрĕ атте.

– Çу-ук, эпĕ мар,– тунма тăрăшрăм эпĕ, аттерен хăраса.

– Епле эсĕ мар? Сансăр пуçне урăх никам та çукчĕ кунта. Эх, мĕн пек сиен кÿтĕн мана! – пăшăрханчĕ атте. Унтан мана вăл ятлама тытăнчĕ: – Мĕн тумаллине пĕлместĕн пулсан, пырса ан çыпçăн!

Тупмалли

Автан | Чакак | Сармантей | Лаша Шырани | Ĕç çинче | Чăлха çыхни | Михала | Сÿсмен хакĕ | Утăра | Вăрăмтунасемпе Старик | Пулă Сĕрни | Çил-тăвăл | Хураçка | Кахалпа юхлав | Йăлăнтарни | Кулачă | Эпĕ ÿкĕнни | Çуркунне | Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни | Эпĕ Сехет Çĕмĕрни | Шăрчăкпа кăткăсем |Шăши | Уçăлма Тухнă Шăши Çури | Тилĕпе Тăрна | Тилĕ Тус  | Кашкăрпа Путек  | Йытăпа Унăн Мĕлки | Икĕ Йĕкехÿре |  Сăвакан Ĕне | Хĕсĕр Ĕне | Ĕнепе Качака Таки | Укçа Уйăрни | Кашкăрпа Карчăк | Çухалнă Укçа Тупăнни | Хĕветĕр | Суеçĕ | Выртмара | Хăравçă Иван | Тăманапа Мулкачă

Шăрчăкпа кăткăсем

Кĕркунне кăткăсен туллине нÿр çапнă. Вĕсем ăна типĕтме тытăнна. Пĕр выçă аптранă шăрчăк вĕсенчен çиме ыйтнă.
– Епле эсĕ çулла ху валли çиме хатĕрлеймерĕн? – тесе
каларĕç тет кăткăсем кăна.
– Юрăсем юрланипе пушанаймарăм-çке, – тесе каларĕ тет шăрчăкĕ.
Кăткисем ахăлтатса кулса ячĕç тет те:
– Çулла выляса-кулса ирттертĕн пулсан хĕлле ташласа пăхха эппин, – тесе каларĕç тет.

Шăши

Уçăлма Тухнă Шăши Çури

Тилĕпе Тăрна

Тилĕ Тус

Тилĕ иçĕм çырли пахчи патне пырса тăнă тет. Иçĕм çырли çупкăмĕсем пахчара ярăмăн-ярăмăн çакăнса тăраççĕ тет. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать тет, сиксе те пăхать тет, çырлине ниепле ярса илеймест тет. Шалт супса пĕтрĕ тет те хайхи кайрĕ тет вара мăйне-куçне пăркаласа:
– Эй, пăхма анчах илемлĕ-çке! Çи-халĕ ăна, çăварта пĕр шăл та хăвармĕ! – тесе пырать тет хăй нимĕн тăвайман енне.

Кашкăрпа Путек

Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:
– Эсĕ шыва пăтрататăн, мана ĕçме памастăн, – тет. Путекки калать:
– Ах, кашкăр, эпĕ шыва епле пăтратçм? Эпĕ санран анатарах тăратăп-çке, ĕçессе те тута вĕçĕпе анчах ĕçетĕп, – тет.
Кашкăрĕ калать:
Эппин тата мĕншĕн эсĕ иртнĕ çура манăн аттене темĕн те пĕр каласа пĕтертĕн? – тет.
Путекки калать:
– Кашкăр, вара иртнĕ çура эпĕ çуралайман та-çке, – тет.
Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:
– Сана тавлашса çĕнтереймĕн, эпĕ халĕ выçă, çавăнпа çиетĕп ĕнтĕ сана, – тенĕ.

Йытăпа Унăн Мĕлки

Икĕ Йĕкехÿре

Икĕ йкĕхÿре пĕр çăмарта тупнă тет, ăна уйăрса çиесшĕн тет. Вăл çăмартанах курак та курнă тет, пырать тет кусем патнелле. Мĕн тăвас йĕкехÿресен? Ăçта чикес çăмартана? Часрах йăтса кĕрес – алăсем кĕске, тытма çитеймеççĕ; кустарса кĕрес – çĕмĕрĕлесрен хăрушă. Хайхисем пĕри часрах çăмартана тăватă урипе ыталаса месерле выртрĕ тет, тепри ăна хÿринчен ярса илсе тĕпсакайне сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ тет.

Сăвакан Ĕне

Хĕсĕр Ĕне

Пĕр арăмăн пит турăх çиесси килнĕ тет. Ĕни хĕсĕр тет кунăн, сĕт памасть тет. Кăurr та пулин çапах сĕт памĕ-ши тесе каять тет ку картана. Ёни выртнă тет. Хăпăл-хапăл илет тет курка та чупать тет кÿршĕ арăмĕ патне.
– Аккам! Ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса ярччĕ мана, – тесе ыйтать тет.
– А те пăрулама выртнă-халĕ вăл, те ахаль выртнă? тесе каларĕ тет лешĕ.
– Ăна-кăна пĕлмерĕм эппин эпĕ, – тесе каллех тухса кайрĕ тет хай арăм.
Туман тихан пилĕкне ан худ теççĕ çав.

Ĕнепе Качака Таки

Пер карчăкăн ĕнепе качака гаки пулнă. Ĕнепе качака таки кĕтĕве пĕрле çÿренĕ. Ĕни сунă чухне пĕртте тăп тăман. Пĕрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ĕнене йăпатса:
– Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе тухса парăп, – тенĕ.
Тепĕр каçхине качака таки кĕтÿрен ĕнинчен маларах таврăнать те карчăк умне пырса урисене чаркаласа та тăрать. Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ĕнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине ман-ман.
Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ĕнине çăкăр парса йăпата пуçлать. Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен тĕрĕсси-мĕнĕ çук иккен. Эпĕ ĕнерен те лайăхрах тăтăм, çапах çаптарчĕ мана», – тет.
Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! тутарать карчăка. Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрĕ тет вара.

Укçа Уйăрни

Икĕ çын пĕрлешсе ĕçе каинă тет, ĕçлесе виçĕ тенкĕ укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет. Алла тавлашса ирттериччен тата виçĕ кун ĕçленĕ пулсан миçешер тенкĕ тивĕччĕ вĕсене?
Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ.

Кашкăрпа Карчăк

Выç кашкăр апат шыраса çÿрет тет. Пĕр ял патне пынă тет те  хĕрринчи пÿртре ача йĕнине илтех кайрĕ тет.    Тата вăл пÿртре карчăк сасси илтĕнет тет. Карчăк ачана чарать тет.

– Йĕрсе чарăнмасан эп сана кашкăра парăп ак.

Кашкăр ăна илтсен  тăпах чарăнчĕ тет.

– Ку ачана халь кăларса пăрахĕç ман валли.

Каçах пынăскер çур çĕрччен кĕтнĕ тет. Хайхи ларсан – ларсан татах карчăк сасси илтĕнет тет.

– Ан йĕр, ачам, ан йĕр, кашкăра памăп сана; килтĕр халĕ кашкăр кунта, чукмарпа çапса вĕлерĕп ăна!

Ăна илтсен кашкăр шухăшларĕ тет.

– Ку пÿртре каласса пĕр тĕрлĕ калаççĕ те тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ курăнать.

Кашкăр  вăл вырăнтан пăрахса кайрĕ тет вара.

Тупмалли

Автан | Чакак | Сармантей | Лаша Шырани | Ĕç çинче | Чăлха çыхни | Михала | Сÿсмен хакĕ | Утăра | Вăрăмтунасемпе Старик | Пулă Сĕрни | Çил-тăвăл | Хураçка | Кахалпа юхлав | Йăлăнтарни | Кулачă | Эпĕ ÿкĕнни | Çуркунне | Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни | Эпĕ Сехет Çĕмĕрни | Шăрчăкпа кăткăсем |Шăши | Уçăлма Тухнă Шăши Çури | Тилĕпе Тăрна | Тилĕ Тус  | Кашкăрпа Путек  | Йытăпа Унăн Мĕлки | Икĕ Йĕкехÿре |  Сăвакан Ĕне | Хĕсĕр Ĕне | Ĕнепе Качака Таки | Укçа Уйăрни | Кашкăрпа Карчăк | Çухалнă Укçа Тупăнни | Хĕветĕр | Суеçĕ | Выртмара | Хăравçă Иван | Тăманапа Мулкачă

Çухалнă Укçа Тупăнни

Пĕр çыннăн укçи çухалнă тет. вăррине ниепле тупаймаçĕ тет. Пухăнать тет пуху. Пуху пухăнса çитсен староста каларĕ тет: «Ватăсем, вут тухрĕ! Вăрă çинче сĕлĕкĕ çунать», – тесе каларĕ тет.

Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вара çавне пĕлчĕс тет вара.

Хĕветĕр

Суеçĕ

Выртмара

Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.

Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.

Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:

– Атьăр, ачасем, кĕçĕр кашличĕ çунтарар! Кăçал кашличĕ нумай! – Çапла каласассăнах, пурте чăл-пар саланчĕç анасем çинелле. Ача-пăча нумаййăн: пĕр самантра темиçе купа, пысăк купасем, урам пек, йĕркерен тăва-тăва тухрĕеç. Унтан вăал купасене вут тĕрте-тĕрте ячĕç. Ак хайхи кашличĕ çатăртатса çуна пуçларе-çке! Çулăмĕ çÿлелле пÿрт çÿлĕш каять. Пĕтĕм çaран çап-çутă пулчĕ. Ача-пăча савăннипе нимĕн тăва пĕлмест. Хăйсем пурте кашличĕ тусанĕпе хуп-хура пулнă, куç шурриссм анчах курăнаççĕ. Хăйсем çaпax, пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çÿреççĕ. Шăри-шăри, лăй-лай! тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр-çĕмĕрлет; калăн темĕн пулнă тесе.

Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун  хыççăнах   тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.

– Ку чухнехи ача-пăча темĕн туртса кăларĕ! Вара эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе! – теççĕ ют ялсем.

– Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.

Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.

Хăравçă Иван

Иван амăшĕ кăвас хунă та, йÿçтĕр тесе, ăна кăмака çине лартнă, хăй кÿрше ларма кайнă. Тĕттĕм пулсан, Иван урамран килке таврăннă. Чĕнет ку, – пуртре никам та çук. Хайхискер хăйă çутма тытăнать, кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. Ахăр хĕрт-сурт пулĕ ку тесе, Иван шартах сикет те хăййине пăрахсах тара пусать. Васканипе тĕттĕм çĕрте турчка тимри çине пусать. Турчки кăна пит аван – шап! тутарать çамкинчен. Иван: – Ах, атьсем, килсе пулăшăpax! – тесе кăшкăрса ярать те тарма тытăнать. Инкек çине сенкек: çав вăхăтрах ун ури салтăннă кайнă, Çăпати кантри алăк хушшине хĕсĕнет те, Иван пăлтăра тăсăлса та ÿкет.
– Ай-уй! пĕтрĕм-çке, хĕрт-сурт тытать, куршĕсем килсе çăлăрах! — тесе вилес пек кăшкăрать, тет. Иван патне кÿpшисем чупса пыраççĕ те йăтса тăратаççĕ, тет. Иван ни вилĕ, ни чĕрĕ, тет.
Кайран хайхи пĕлсен, Иванран кула пуçланă:
– Епле эсĕ йÿçекен чустапа кĕтесри турчкаран хăрарăн? Çитменнине тата ху урунти çăпату та хăратнă сана, – тесе кулнă, тет унран.

Тăманапа Мулкачă

Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе ‘тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:

—    Мĕншĕн эсĕ  çав мулкача тытмастăн?—тет.

Ватти калать:

—   Пысак  ытла, вай  çитес   çук:  эсĕ ăна  çаклатăн та,  вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.

Çамрăк тăмани калать:

— Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,—тет.

Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.

Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.

Тупмалли

Автан | Чакак | Сармантей | Лаша Шырани | Ĕç çинче | Чăлха çыхни | Михала | Сÿсмен хакĕ | Утăра | Вăрăмтунасемпе Старик | Пулă Сĕрни | Çил-тăвăл | Хураçка | Кахалпа юхлав | Йăлăнтарни | Кулачă | Эпĕ ÿкĕнни | Çуркунне | Вилнĕ Чĕпĕ Чĕрĕлни | Эпĕ Сехет Çĕмĕрни | Шăрчăкпа кăткăсем |Шăши | Уçăлма Тухнă Шăши Çури | Тилĕпе Тăрна | Тилĕ Тус  | Кашкăрпа Путек  | Йытăпа Унăн Мĕлки | Икĕ Йĕкехÿре |  Сăвакан Ĕне | Хĕсĕр Ĕне | Ĕнепе Качака Таки | Укçа Уйăрни | Кашкăрпа Карчăк | Çухалнă Укçа Тупăнни | Хĕветĕр | Суеçĕ | Выртмара | Хăравçă Иван | Тăманапа Мулкачă

Пахчари Кушак ][ Анатолий Кибеч / Anattolĕj Kipec

Кĕтмен çĕртенех пахчаçă пулса тăтăм. Çынсем мĕн тунине кура-курах вĕренетĕп. Халĕ эпĕ туман ĕç те çук. Тимĕр пăрăх касса сыпасси те ним те мар. Кăçал ав пĕчĕк пÿрт лартма шут тытрăм. Иртен пуçласа каçченех хам пĕлнĕ пек каскалатăп, савалатăп, пăта çапатăп. Вăхăт çитсен кăнтăрлахи апата ларатăп.

Апачĕ пĕр майлăрах ĕнтĕ. Икĕ çăмарта, сĕт, тепĕр чух кăлпасси татăкĕ. Курăк ярса чей вĕрететĕп. Хăяр, улма-çырла…

Акă паян та апат вăхăчĕ çитрĕ. Пăсма пуçланă кивĕ дачăна кĕретĕп. Пăхатăп, апат хутаççи çук-мĕн. Тем чул шырасан та тупаймарăм. Типе пуçланă çăкăр таткипе хăяр илтĕм те тухрăм.

Хамран инçех мар дача лартнă Аркадий иртсе пырать.

– Ниепле те тавçăрса илейместĕп-ха. Кăнтăрлахи апатсăр тăрса юлтăм вĕт. Сĕтел çинчех выртатчĕ. Таçта кайса кĕнĕ-çке, – тетĕп.

– Йĕке хÿресем пуль. Çавсем ытла чăрсăр, – тет Аркадий.

– Ну, калăпăр, кăлпасси таткине çисе янă-ха вĕсем. Çăмартисем ăçта-ха, çинĕ пулсан хупписем пулмалла-çке.

– Чăмăрлах илсе кайма та пултарнă.

– Çăмарта вăл çаврака та яка вĕт-ха, йĕке хÿре мĕнле сĕтĕртĕр ăна.

– Э-э, вĕсем тавçăруллă. Пĕри çурăм çине выртать те çăмартана хăй çине хурать, тепри ăна хÿринчен туртать, шăтăкалла сĕтĕрет, – хăйĕннех перет Аркадий.

Тĕлĕнсех кайрăм. Ун пек каланине халиччен илтменччĕ.

Ну, юрĕ. Ĕçе тытăнтăм. Кăштах тăрсан хăма илме тесе кивĕ дача айккинелле кайрăм. Куратăп, ман хутаç вырта парать. Чăрмаласа çурса пĕтернĕ. Кăлпасси çук. Çăмартисем хутаçрах.

– Мĕне пĕлтерет-ха ку? Мĕнле майпа ман хутаç кунта çитсе выртнă вара (Çук, капла юрамасть, – калаçатăп хампа хам.

Тепĕр кун кăнтăр апатне хутаçран кăларса çăкăр хумалли тимĕр ещĕке вырнаçтартăм. Самай ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн апат çиме тесе кĕтĕм. Пăхатăп – ещĕк уçах. Кăлпасси каллех çук. Ещĕке хупма маннишĕн хама ÿпкелешсе илтĕм те мĕн пуррине çикелесе лăплантăм.

– Чим-ха, ыран лайăхрах сăнам. Кам хуçаланать-ха пахчара?

Тепĕр кун вăхăтран-вăхăта кантăк витĕр пăхкаласа тăтăм. Ак тамаша. Çăкăр хумалли тимĕр ещĕк çинче пĕр кăвак кушак лара парать. Малти урисемпе чăрмала-чăрмала ещĕке уçрĕ те…

Чăтса тăраймарăм, чупса кĕтĕм. Ним те шарламасан каллех апатсăр тăрса юлма пулать.

Кушак маччаналла тапса сикрĕ.

Тепĕр кун апат хутаççине ĕç хатĕрĕсем выртакан ещĕке хурас терĕм. Шанчăклă. Кушак та туртса уçас çук. Отпуск вĕçлениччен ĕлкĕресчĕ тесе çине тăрсах ĕçлетĕп. Кивĕ дачăра кĕмсĕрт! туни илтĕнсе кайрĕ. Кĕретĕп. Леш ещĕкре темскер шакăртатать. Туртса уçма ĕлкĕртĕм кăна, кушак ухă йĕппи пек сирпĕнсе тухса тарчĕ.

Ещĕк тавра пăхкалатăп, нимле шăтăк та çук. Ăна хупсан айккинчен пĕр пĕчĕк çурăк кăна тăрса юлать. Мĕнле хĕсĕнсе кĕме пултарнă-ха? Кăлпасси шăршине сиссен тем тума та хатĕр иккен.

Тепĕр тесен, пахчара пурăнакан кушака та ăнланма пулать. Веçех хăйĕн тăрăшмалла. Пурнăçшăн кĕрешмелле. Ман та унтан юлас килмерĕ. Текех апат хутаççине тимĕр витрене хурса çиелтен йывăр япалапа пусарма тытăнтăм.

Леш яштака кăвак кушака дача патĕнче тата темиçе хутчен те куртăм. Хăрарĕ пулас. Текех килми пулчĕ.

Ĕçленĕ чух пуçа темле шухăш та пырса кĕрет. Хăюллă кушак та аса киле пуçларĕ. Çуркунне дача алăкĕ умĕнче пĕр-ик хутчен хырăмне çурса янă йĕке хÿре виллисене асăрханăччĕ. Тавçăрса илтĕм. Çак кушакăн ырă ĕçĕ вĕт-ха ку.

– Çук, капла юрамасть. Ырă тăвакана ырăпах тав тăвасчĕ-ха.

Малашне хам апатран кăшт уйăрса кушака парса хăварма тытăнтăм. Каллех пыма пуçларĕ. Пĕрне-пĕри хăнăхса çитрĕмĕр. Туслă тесен те юрать.

Парăм ][ Юрий Скворцов / Jurĭj Skvorzzof

VULA TĔRĔSLESE JAKATNĂ KĂLARĂM.

TĔP VYRĂN: Chuvash.ru – Чăваш калавĕн виртуаллă антологийĕ. Борис Чиндыковăн пуххи. Çавăнтах афтăр çинчен çырнă. http://chuvash.ru/node/86

Июль уйăхĕнчи пĕр сулхăнрах кун уй урлă каякан урапа çулĕпе пĕр çамрăк çын утрĕ. Вăл фуфайкăпа, ваткăллă шăлаварпа, ботинкăпа. Кивĕ вараланчăк карттусне вăл вăрман хĕрринче çырмана вăркăнтарса хăварчĕ.

Пĕвĕпе вăл вăтам, те кутамкки йывăр пулнипе пĕшкĕнерех утнăран — хăй кăшт курпунтарах пек курăнать. Çырă çÿçĕ çăра. Сăн-пичĕ, хĕвелпе, тарпа пиçĕхсе, хуралса, кĕреленсе ларнă, хытăрканă: çамрăклăх тĕсĕ сахал юлнă. Сăмса çунаттисем тĕлĕнчен те, куç пакăлтисенчен те йĕрсем анаççĕ. Куçĕ хăмăр, куç харши — хура та çăра.

Унăн пит-куçĕнче темĕнле чăтăмлă, пайтах хура-шур курнă тÿрккес кăмăлсăр пуçне урăх нимĕн те сисĕнмест. Вăл пит-куç тĕрлĕ шухăш-туйăмсенчен питĕ сайра улшăнать пулас.
Чăн та, çамрăк çын, тавралăха сăнакаласа пычĕ пулин те, кунти тавралăх ун чунне епле хускатни унăн тÿрккес пит-куçĕнчен нимĕн чухлĕ те палăрмарĕ.

Çÿлте тăрисем юрлани те, чанасем чанкăлтатса вĕçе-вĕçе иртни те, курăк ăшĕнче çил чаштăртатни те — уншăн ниме те пĕлтермеççĕ курăнать. Ярпайса хăпарнă çуртри те, сĕткене кĕрсе пыракан ыраш уйĕ те — ун кăмăлне хускатмарĕç.

Вăл çывăхри ял çине çеç темĕн ĕмĕтленсе, анчах ним чухлĕ те хĕпĕртемесĕр пăхрĕ. Çав вăхăтрах хăй епле ерипе утсан та яла çывхарсах çитни ăна хăратрĕ те, вĕчĕрхентерчĕ те.
Вăл тĕрмерен таврăннă.

Ял патне çитсен ун çулне çатан карта пÿлсе хучĕ. Хапхи кунтан пулмарĕ иккен. Анатарах-ши, тăварах-ши? Вăл кунта тăватă çул пулман. Ун чух уй хапхи пекки çак
тĕлтеччĕ.

Хапхи тăварахра юлчĕ иккен. Çамрăк çын каялла таврăнса вĕрлĕк хапхаран кĕчĕ те ял урамĕпе анаталла утрĕ.

Урам тăрăх ĕлĕк хăй хăнăхнă таран утсан вăл тĕлĕнсе чарăнса тăчĕ. Вĕсен килĕ хăш тĕлерехчĕ-ши? Çак çĕнĕ çурт-и?

Тăватă çул каяллах çĕнĕ çурт лартас пирки, анчах укçа çитменни çинчен калаçатчĕ ашшĕ. Чăн та, çурт лартнă пулас вăл. Çапла… Ку вĕсен килĕ тĕлех. Акă икĕ йăмраран пĕрне каснă, тункати ларать. Теприн тăррине иртсе пĕтернĕ — çуркунне выльăхсене касса çитернĕ пуль ĕнтĕ. Анчах çурчĕ пĕлтĕр-кăçал лартнăскер теме çук — пĕр виç-тăват çул çитнĕ ĕнтĕ ăна.
Çамрăк çын вырăсла хапха умĕнче чарăнса ăна епле уçмалли пирки шухăшласа тăчĕ. Юпа шăтăкĕнчен тухса тăракан çаврака авăрлă тимĕре шалалла та, аялалла-çÿлелле те пусса пăхрĕ — хускалмарĕ. Вара çамрăк çын урăх авăр шыра пуçларĕ. Самайран тин вăл хапха юпи çумĕнчи шăтăка асăрхарĕ те аллине чиксе ярса алла лекнĕ сăлăпа шутарчĕ, вара сарлака та тусанлă, выльăх тислĕкĕ шăрши кĕрекен кил хушшине кĕрсе тăчĕ. Ăна хирĕç никам та тухмарĕ. Тĕттĕм çенĕкре вăл чылайччен алăк хăлăпĕ шырарĕ — ун аллине е пĕрене мăкĕ, е чăлан алăкĕ, алăк тăпси, е шакăлчи кĕрсе кайрĕ. Хăлăпа шыраса тупсан — çамкине алăк сули хысакки çумне вăйлăн шанлаттарса —вăл пÿрте кĕрсе тăчĕ. Пуçĕ ыратнипе унăн куçĕ хуралса килчĕ, тĕтреленчĕ. Тÿррипе каласан, пуçа алăк çумне çапăнтарни ăна хăюлăх çеç кĕчĕ, чун пăлханăвне сирчĕ. Тĕпелтен карчăк кăштăртатса тухрĕ. Урлă сак çине тăсăлса выртнă старик тăрса ларчĕ.

— Саша!.. Ывăлăм…

Çамрăк çын хăйне хирĕç килекен карчăка куçĕ тĕтреленнипе курмарĕ те — ăна сассинчен çеç уйарчĕ. Вăл — чăваш йăлипе — амăшне те, ашшĕне те нихăçан алă парса
е ыталаса курман, çавăнпа та вăл хăйĕн кăкри çине пуçне чикнĕ карчăка икĕ хулпуççинчен çеç тытрĕ.

— Ну, ну, анне… ан йĕр.

— Ах, ывăлă-ăм… — карчăк çак сăмахран тÿрех чарăнми макăрăва куçрĕ. — Тĕнче хурлăхне курса çÿреме кăкăр ĕмĕртсе ÿстертĕм-ши сана?

— Ну, ну, амăшĕ. Ну, ну… Чарăн, чарăн. Ĕнтĕ таврăннă, таврăннă. Куççульне тепре валли хăвар.

Саша чунне амăшĕшĕн ытларах та эрлĕк пусрĕ, анчах вăл шăлне çеç çыртрĕ, амăшĕнчен уйрăлчĕ те ашшĕне алă пачĕ. Ашшĕ çемçелсе каймарĕ, ывăлне алă парсанах чĕлĕмне шырама пикенчĕ.

Саша кутамккине хучĕ, фуфайкине хыврĕ, кĕпине хыврĕ. Амăшĕнчен çăвăнма шыв ыйтрĕ. Ашшĕ, 59—60 çулсенчи ватă, текех алăкăн-тĕпелĕн çаврăнкаларĕ.

— Карчăк, мур, ара, чĕлĕм ăçта ман?

— Чĕлĕмĕ… Эй, уй тăмани! Çăварăнтах-çке.

Саша кĕпе супăнĕпе алшăлли илсе кил хушшине тухрĕ, амăшĕ ун хыççăн витрепе шыв йăтса пычĕ. Саша майкине хывса карта çине çакрĕ, ывçине курка айне йĕкĕрлесе тытрĕ.

— Ку кайăкне лере турĕç-им?

— Мĕн? — амăшĕ çине пăхрĕ Саша.

Амăшĕ ывăлĕн кăкăрĕ çинчи тушпа ÿкернĕ ăмăрт кайăк çине кăтартрĕ.

— Лере, анне.

— Çынна ан кăтартах.

Амăшĕ каллех нăшăклатма тапратрĕ, тутăр кĕтессипе куçне шăлчĕ.

— Ма çапла телейсĕр пултăмăр-ши… Шуйттан аташтарчĕ пуль çав.
Саша чĕнмерĕ, çăвăнса пĕтерчĕ те таса кĕпе ыйтрĕ. Амăшĕ Сашăн тăватă çул каяллахи майкипе кĕпине илсе тухрĕ, тĕрмене кайиччен икĕ эрне малтан çеç туяннă
костюмне арчаран кăларчĕ. Майкипе кĕпи тăвăрлансах ларнă, кĕлеткене пăчăртасах тытрĕç, костюмĕ çеç, малтанах кăшт аслăрах та вăрăмрах пулнăскер, чухах пулчĕ. Тулашри кăкăр ум кĕсйинчен тăватă çул каяллахи Канаш кинотеатрăн билечĕ тата тепĕр автобус билечĕ тухрĕ. Кусене курсан Сашăн чунне ирĕксĕрех ырату пăчăртаса
тытрĕ. Анчах вăл куна пит-куçĕнчен палăртмарĕ.

Амăшĕ апат лартрĕ, сăра ăсса кĕчĕ. Çăмарта хăпартни, çатма çинче тăпăрчăпа, ешĕл хăвăл суханпа хутăш пĕçернĕ кукăль, уйран.

Саша чĕнмесĕрех çирĕ. Амăшĕ текех нĕшкесе кăмака сакки çинче ларчĕ. Ашшĕ сĕтел умне тенкелпе вырнаçрĕ, хушăран хушă вăл Сашăна ним чĕнмесĕрех сăра тултарса пачĕ. Вăл сăра пирки çеç сăмах тукаласа калаçрĕ.

— Сăри сăра темеллех мар… Хăмла шывĕ çеç, тата ватăлчĕ ĕнтĕ, тăр шыв ĕçесрен пырĕ.
Кайран вăл Саша çисе тăраннă чух çапларах каларĕ:

— Çĕнĕ çурт лартрăм. Кив пÿртне пĕчĕклетрĕм. Кивви — эсĕ авлансан — пире карчăкпа иксĕмĕре юрĕ.

Саша та пирус тивертсе ячĕ.

— Выртса кан çул çинчен, — терĕ амăшĕ вырăн сарса хурса.
Саша пиншакне хывса, аллинчи пирусне пăрахмасăрах урисене кăшт кравать хĕрринчен кăларса, месерле тăсăлса выртрĕ.

Ашшĕ текех чĕлĕм туртрĕ. Саша пирусне туртса пĕтерсе тĕпне пăрахрĕ те икĕ аллине пуç айне хурса, маччаналла пăхса выртрĕ. Вăл çапла выртнипех, çул çинче утса ĕшеннĕскер, часах ним туйми çывăрса кайрĕ, çĕрĕпе те вăранмарĕ, тепĕр енне те çаврăнса выртмарĕ, ирпе хăй каçхине мĕнле выртнă пекех вăранса кайрĕ. Вара çурăм çинчи ÿт-тирте юн çывăрса ларнине, çурăм туйми пулса ларнине сисрĕ. Тата ÿт çинче ăçта пăхнă унта лаптăкăн-лаптăкăн шурă-хĕрлĕ мăкăрăлчăксем, кĕçĕтекенскерсем, тухса тулнине асăрхарĕ: çĕрле ăна хăнкăласем хытă тапăннă пулас.

Саша физзарядка туса шăм-шакне çемçетрĕ, çăвăнчĕ.

Ашшĕпе амăшĕ таçта тухса кайнă, Саша валли сĕтел çине алшăллипе витсе пĕр чашăкра уйран, тепринче чăмăрла çĕрулми, ывăс çине çăкăрпа симĕс сухан шăлĕсем хăварнă.
Саша пÿртрен тухрĕ те крыльца çинче чарăнса тăчĕ.

Урамра автансем авăтни илтĕнет. Таçта лаша тулхăрать. Урапасем лăчăртатаççĕ. Такам усал сăмахсемпе лашана вăрçать.

Саша пăлтăр картлашки çинчен анса хапханалла утрĕ, хапхана уçиччен вăл кăшт тăхтаса тăчĕ, унтан хуллен, вăрă тунă пек асăрханса, хапхана кăшт уçрĕ те вырăнтан тапранмасăрах урамалла пăхрĕ. Урамра инçех те мар пĕр çын курăнса кайсан хапхана каялла хупса хучĕ, унăн сăн-пичĕ асаплăн туртăнса илчĕ. Аллипе вăл çамкине сăтăрса илчĕ те çамки тарласа кайнине сисрĕ.

Саша ерипе пахчаналла утрĕ. Анчах кунта та вăл такамран шикленсе утрĕ. «Мĕншĕн çав териех шикленетĕп-ха эп çынсенчен?» — шутларĕ вăл, анчах хуравне шырамарĕ. Пахчаран тухрĕ те хыт суха ани урлă каçса йÿçлĕхлĕ улăх хĕррипе вăрманалла утрĕ. Хăй, никам та курмарĕ-ши тенĕ пек, темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ. Вăрмана
çитсе кĕрсен тин «кунта эпĕ пĕчченех ĕнтĕ» текен шухăш лăплантарчĕ ăна.

Чылайччен çÿрерĕ вăл йывăçсем хушшипе. Симĕс çулçăсен сулхăнĕ, шăпчăк юрри, чĕрĕрех уçă сывлăш унăн кăмăлне тултарчĕç. Анчах тепĕр авăкран вăл хăйне çав тери пĕччен пек, çĕр çине хăй çеç тăрса юлнă пек туйрĕ. Унтан вăл сăртлă уçланкăри симĕс курăк çине ларчĕ. Чылайччен вăрман тулашса шавланине, хумханакан йывăç тăррисем хушшинче хĕвел ярăмĕсем вылянине пăхса ларчĕ, вара куç йăмăхма, ылмашма тытăнчĕ.

Ларсан-ларсан темиçе хутчен вăл хăй çине хыçалтан такам шăтарасла пăхнă пек туйса вартах каялла çаврăнчĕ — никама та курмарĕ. Çак тăван тавралăх, ачаран выляса ÿснĕ вырăн, ăна халь çав тери ют пек, сивлек пек. Кунта ларнăçемĕн кăмăл лăпланма мар, пачах урăхла, чун пăшăрханма, ыратма тытăнчĕ. Ăшра каллех хыçалтан такам пăхса тăнă пек канăçсăр сисĕм хускала пуçларĕ. Çав вăхăтрах хыçра турат шартлатрĕ. Саша вартах çаврăнчĕ. Хальхинче ăна, чăн та, йывăçсем хушшинче шурă мĕлке курăнса кайрĕ. Ку çынах пулчĕ иккен — темĕнле хĕрарăм иртсе кайрĕ. Шурă тутăрлă, тĕрĕллĕ платйĕллĕскер. Саша тата тепĕр вунă-вунпилĕк минут хускалмасăр вăрман тăрри хумханнине пăхса ларчĕ, ĕшентерекен шăрăх, çумăр умĕнхи пек, ыйхăпа, ÿркевпе пусрĕ. Хыçалта туратсем чăштăртатрĕç. Саша каялла çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: ăна каллех паçăрхи шурă тутăр, тĕрĕллĕ платье курăнса кайрĕ. Вăл Саша çине паçăртанпах çапла хыçалтан пăхса тăнă ахăр… Çак шухăш пуçа пырса кĕрсен Саша ура çине тăчĕ. Вара сисмесĕрех вăйăрханма тытăнса килелле утрĕ. Улăхра ăна васкасах вăрманалла утакан учитель, Саша тĕрмене каяс çул çеç ку ялти шкула ĕçлеме килнĕскер, Семенов, хирĕç пулчĕ. Саша унпа тĕлме-тĕлех пулас мар тесе аякран пăрăнса иртрĕ. Семенов хăй вара Саша çине чарăнсах пăхса тăчĕ. Саша киле васкарĕ.

Килте ашшĕ те, амăшĕ те пурччĕ.

— Ăçта пултăн? — ыйтрĕ ашшĕ.

— Çÿрерĕм, — тавăрчĕ Саша.

Ашшĕ кăштах чĕнмесĕр тăчĕ. Вăл пысăк калаçу пуçарма сăмах шыраса ăшталанни сисĕнчĕ.

— Ну, малашне мĕнле пурăнас тетĕн ĕнтĕ? — ыйтрĕ вăл сасартăк.

— Пĕлместĕп.

— Мĕн, е каллех кайса мĕн те пулин çаратса сутасшăн? — кĕтмен çĕртен персе ячĕ ашшĕ.

Саша чĕтренсе илчĕ, нимĕн те шарламарĕ. Çапах та çак сăмах хыççăн кăшт çăмăлрах пек туйăнчĕ ăна. Унсăрăн кăмăла, чĕлхене тем çыхса тăнă пекехчĕ. Унпа, киревсĕр çынпа, кунта питĕ ăшшăн калаçнă пек туйăннипе ăнланма çук ырату чуна касса тăратчĕ.

— Ĕçлес пулать! — терĕ ашшĕ. — Механизатор хамăр колхозра та кирлĕ. Правление кай, трактор е комбайн ил. Унтан… авланма та юрать. Çурт паратăп… Сан валли лартрăм.

— Юрĕ, — терĕ Саша пĕчĕк ача пек килĕшсе, унтан вăл çапла ыйтрĕ: — Эсĕ ху халĕ те сельпорах ĕçлетĕн-и?

— Çавăнтах.

— Çав-çавах ревизисем тăватăн?

— Мĕнле ревизисем?.. — кÿренсе лартрĕ ашшĕ. — Ревизийĕ те пулать унта, отчечĕ те пулать… Председателĕн ĕçĕ çавă çеç-им?

Ашшĕ тарăхса кайрĕ. Вара апат хушшинче те калаçмарĕç. Каçхине хăйă çутсан, тахçанах çывăрма вăхăт çитнĕ пулин те, никам та çывăрмарĕ. Ашшĕ чĕлĕм туртса ларчĕ.
Саша урам еннелли кантăка уçрĕ те ытахальтен çеç ашшĕ мĕн те пулин каласса кĕтсе алла лекнĕ темĕнле кивĕ кĕнекене тытса ларчĕ.

— Мĕнле хĕрарăм пирĕн пÿрт тавра çаврăнкаласа çÿрет ара? — терĕ Саша амăшĕ урамалла пăхса.

Саша чÿрече витĕр пăхрĕ те шурă платйĕллĕ мĕлкене курса шартах сикрĕ. Çын урамри колхоз кĕлечĕ кĕтессинче, йывăç вулли хыçĕнче, тăрать. «Паçăр вăрманта курнă хĕрарăмах мар-и ку?..»

Саша урамалла пуçне кăларчĕ те — хĕрарăм самантрах çухалчĕ.

Пурте шăпăрт пулчĕç. Тепĕр самантран хапха сасси илтĕнчĕ, унтан алăка шаккарĕç. Вĕсем патне Семенов учитель килсе кĕчĕ.

— Саша таврăннă терĕç те, килсе курас терĕм, — терĕ вăл.

Саша тĕлĕнсе çеç пуçне çĕклерĕ: халиччен пĕрре калаçман çын мĕн тесе курасшăн-ха мана?
Семенов, учитель, пĕр вăтăрсенчен иртнĕ. Вăл Сашăран ун-кун çинчен ыйтанçи пулчĕ. Саша тĕрме çинчен çăвар та уçасшăн маррине пĕлсен учитель çанталăк, ĕç-пуç çинчен калаçа пуçларĕ. Унтан вăл лавкка хупăнса тăни çине çитрĕ.

— Продавщица тупаймастпăр, — терĕ Саша ашшĕ. — Растратăран хăраса кĕмеççĕ.

— Чăн та, растратине нумай тăваççĕ вара, — хута кĕчĕ Семенов.

— Юлашки тăватă çул хушшинче ултă продавщицăна çитрĕмĕр. Пĕри те растратăсăр тухаканни пулмарĕ.

Саша кравать çине ĕнерхи пекех месерле выртрĕ те Семенов тухса кайиччен те пĕр сăмах чĕнмерĕ.

— Мĕнле килсе кĕчĕ ара ку халиччен килмен çын? — терĕ Саша амăшĕ учитель тухса кайнă хыççăн.

Саша сасартăк пуçне çĕклерĕ…

— Леш Нина… Нина, — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл, — халь ăçта?

— Мĕнле Нина? — темшĕн чĕтренсе илчĕ ашшĕ.

— Ара, растрата тунăччĕ-ха вăл ултçĕр тенкĕ… Кунта лавккара ĕçлерĕ, хĕр… Хăш ялтанччĕ-ха вăл?

— Нимĕнле растрата та туман вăл! — сасартăк тарăхса кайрĕ старик. — Сан мен ĕç пур унпа? Качча кайнă!

— Качча кайнă? Хăçан? — хĕтĕкленчĕ Саша.

— Виçĕ çул иртрĕ пуль ĕнтĕ, — тавăрчĕ амăшĕ. — Ара, хамăр ялтах-ха. Ак килсе кайрĕ ун упăшки, Семенов учитель. Иккĕш те пĕр ялтанах тет.

Саша урăх çăвар та уçмарĕ. Вăл куçне хупнине асăрхаса амăшĕ калаçма чарăнчĕ те ашшĕне шăпланма каларĕ: «Çывăртăр, ан чăрмантар», — терĕ вăл пăшăлтатса. Упăшки темшĕн таларса кайса пÿртре каллĕ-маллĕ уткаларĕ.

Саша çывăрмарĕ. Вăл куçне хупрĕ те — тăватă çул каяллахи аса илме йывăр ĕçсем акă ĕнтĕ миçемĕш хут паянхи пекех яр уççăн ун куçĕ умне шуса тухрĕç.

* * *

Саша вăтам шкул хыççăн механизаторсен шкулне пĕтерсе тухса кÿршĕ районти пĕр колхоза тракториста вырнаçнăччĕ те — çураки пĕтнĕ хыççăн пĕр-ик эрне канас тесе
тăван яла таврăнчĕ.

Çулталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ… Тĕнче илеме кĕрсе çитет. Çĕмĕртсем шап-шурă, пур чечек те çеçке çурнă, курăк-çулçă сарăлса çитнĕ… Кунпа пĕрлех — çамрăклăх… Çамрăклăх тан тапать кăкăртан, сăн-питрен, чунтан! Чĕре те темĕнле хумхануллă япала кĕтсе пăлхануллăн тапать. Пурнăçăн çав тапхăрĕнче куç тĕлне пулнă пур япала та ĕмĕр манми аса кĕрсе юлать. Çак тапхăрта тĕлпулнă çын ĕмĕрлĕхех сан кун-çулна кĕрет. Çак тапхăрта тĕлпулнă хĕр вара… Çамрăк, хитре хĕр… Ăна калама сăмах та çитмест… Ун чухне Саша вунтăххăртаччĕ.

Вăл яла таврăннăччĕ те пирус илме тесе-и лавккана кĕчĕ. Лавкка сентри хыçĕнче, Саша телейне-и, хурлăхне-и, юмахри пек илемлĕ хĕр тăра парать.

Вунтăххăрти йĕкĕт чĕри кăртах турĕ. Мĕнпур кĕлеткери юн вĕресе кайрĕ. Юн тымарĕсем тăрăх юн мар, вут-хĕм, çулăм чупать тейĕн.

Çамрăк вăхăт! Чун-чĕре ăн-пуçа та итлемест.

Кун пек хĕре Саша нихăçан та ку таврашра курман. Тата вăл çак ял шăплăхенче, тата тĕнче илеме кĕнĕ вăхăтра, кунсăр пуçне чĕре юрату шыранă тапхăрта — ĕмĕт
çути, юмах, тĕлĕк, — йăлтах, йăлтах!

Хăй те начарах мар иккенне туйса тăракан Саша хĕре сăмах хушма питех именмест. «Юратас» тени вăл, тепĕр тесен, çынна хăвăнпа тан шутлани-тĕр. Хĕрача та хăйне асла хумасть, вăл та ĕнтĕ Сашăна хăйпе танах шутлать пулĕ.

— Эп сире пĕрре те курман ку таврара, — тет Саша. — Ăçтан эсир? Хăçантанпа ĕçлетĕр?

Хĕр калать.Вăл кÿршĕ ялтан-мĕн. Кунта çур çула яхăн ĕçлет иккен. Хăй Нина ятлă.

Саша та калать.

Кунтах çуралнă, кунтах вĕреннĕ. Кăçал механизаторсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă та ĕçлет, халь кăшт канасшăн.

— Шел, — тет Саша. — Ман часах каймалла çав, эпĕ урăх районта ĕçлетĕп.

— Эпĕ те часах каятăп, — тет хĕр. — Акă ревизи хыççăн татăлатăп та — каятăп. Коопераци техникумне кĕресшĕн. Халĕ эпĕ 10-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн коопераци енĕпе ним пĕлмесĕрех кунта пуçа килсе чикрĕм. Практика пултăр терĕм.

— Сирĕн пек сăн-пит пулсан коопераци таврашне мар, театра çеç каймалла, — тет Саша.

— Эсĕ капла ман сăн-пите çырла татмах яратăн, — тет хĕр.— Эсĕ ху ку енĕпе манран юравлăрах та пулĕ.

Хĕр шÿтлеменни сисĕнет. Кунашкал хĕрсен вĕсен кирек хăçан та ытарлăхĕ çук, юптарасси те, вăлтасси те. Кун пек çынсем яланах тÿрĕ çеç калаççе. Ку темĕнле хăйне евĕр тасалăх. Вĕсем пур япалана та мĕнле пур çапла йышăнаççĕ, çынна та хăйсем пекех тÿрĕ, таса тесе шутлаççĕ, шанаççĕ, çын хуйхине ăнланма пĕлеççĕ.

Унăн кĕлеткинче те, вăл хăйне тыткаланинче те нимĕнле кăлтăк тупаймăн. Утти-тăрри, калаçни-кулни — йăлтах сăпайлăх, ĕлккенлĕх, кĕрнек, сывлăх, тÿрĕлĕх… Çакăн пек илемлĕхе ăна çутçанталăк йывăр пурнăçра нумай чăтса, нумай курса пăсăлмасăр юлма, Вĕсем çине пăхсан пурăнас килме, йывăрлăха çăмăл туйма тунă-тăр. Вĕсем хăйсен чысне тивмен йывăрлăха пурне те тÿсме пултарассăн туйăнать.

Вăл нихăçан та пули-пулми калаçмасть, вăййа тухсан та ни ытлашши юрланине, ни виçесĕр савăннине кураймăн. Хăй качча тухас çук çынна вăл çывăха ямасть. Вăл санпа ăшшăн калаçнă пирки «ку мана юратать-ха» тесе улталанма питĕ çăмăл. Калаçасса кирек кампа та ăшă, лайăх, çыпăçтарса калаçать. Саша та малтанхи пĕр-ик калаçуран çаплах шутларĕ: ку хĕр мана тиркемест-ха терĕ. Çапла шутласа Саша унпа шÿт тукалама, çывăхрах пулма пăхрĕ, пĕррехииче тата ăсатса яма пулчĕ, анчах çаксем хĕр кăмăлне кайманни сисĕнсех тăчĕ, хĕр сиввĕн хирĕçлемерĕ пулин те, кун пек çыннăн талайне, кăмăл килттине чухлакан çын вăл сана хисепленипе те сăпайлăхĕпе çеç ăшшăн хирĕçленине туйса илнĕ пулĕччĕ.
Пĕрремĕш хут тĕл пулсан хĕр çăмăллăнах Саша енне çавăрмалла пек туйăнчĕ, иккĕмĕш хутĕнче — çук, йывăртарах çаврăнассăн, виççĕмĕшĕнче — тата ытларах. Юлашкинчен вара — пачах çаврăнмассăн, нихăан çывхартмассăн çеç… Çапла, Нина, хăй кăмăллăн калаçнине пăхмасăрах, Сашăран кунран-кун аяккарах та аяккарах кайса пычĕ.

Сашăн юратăвĕ вара, пачах урăхла, çĕнĕ уйăх пек кунран-кун ÿссе, тулса пычĕ… Вăл ыйхине çухатрĕ. Юрăри пек — кĕске çĕрте çиччĕ вăранчĕ. Калаçасса Нина çав-çавах сăпай, тÿрĕ, кăмăллă калаçрĕ. Çапла пĕр эрне иртрĕ. Саша йăлтах аптрарĕ. Юлашкинчен вăл çапла шутларĕ: «Куратăп та — тÿрех чуна уçса паратăп… Вăхăт ман хĕсĕк. Хăй килĕшсен тытатăп та — авланатăп…»

Саша лавккана пырса кĕрсен Нина кăмăлне нимĕн чухлĕ те улăштармарĕ кăна мар, вăл питĕ хуйхăллăччĕ те — Сашăна лавккана кĕртесшĕн те пулмарĕ. Лавкка алăкне вăл шалтан çаклатнăччĕ, хăй тавар суйлатчĕ. «Йăпăртлăха çеç» уçрĕ вăл.

— Нина! — терĕ хĕрÿллĕн Саша. — Ман сана пĕр сăмах каламалла, Нина…

— Кай-ха, Саша, пуçа тем сăмахпа ан пăтрат, — тÿрех татса хучĕ ăна хĕр. — Ман ăш вăркать, тупата. Темскер усал пулать пуль, паян ревизи пуçланать. Ырă мара ăш сисет. Халь кай, Саша. Тархасшăн… Эп кăшт хам шутласа пăхасшăн. Çак лавккаран никам та ку таранччен тĕрмесĕр хăтăлман тет.

Кун пек вăхăтра Сашăн калас сăмахĕ, чăн та, хĕре кÿрентерни çеç пулнă пулĕччĕ. Вăл хăйĕн калас сăмахне калаймасăрах тухса кайрĕ. Çав каçхине хĕр урама та тухмарĕ, тепĕр кунне те тухмарĕ, лавкка кунĕпех хупăнса тăчĕ, унта ревизи комиссийĕ ĕçленĕ. Икĕ кун хупăнса тăнă лавкка виççĕмĕш кунне пачах питĕрĕнчĕ. Ку кунхине ревизи канцелярине куçрĕ пулас. Çак вăхăтра Нина ниçта та пĕрре курăнмарĕ.

Тăваттăмĕш кунне… Çак кун ĕнтĕ вăл… Тăваттăмĕш кун… Сашăн пĕтĕм пурнăçне хуçса хураканни!

Çак кун Саша ял çумĕнчи вăрмана уçăлма тухрĕ… Чим-ха, ку куна йĕркипех, йăлтах аса илмелле, пĕтĕмпех.

Ирхине пайăррăнах аса илмелли нимех те пулманччĕ.

Саша ирхине тăчĕ, çăвăнчĕ… Ашшĕ ĕçе кайрĕ.

Хĕвел хĕрелсе сарăлнăччĕ. Пахчара и-у-ук! и-и-у-ук! тесе сар кайăк юрлатчĕ, курăк çинче — куккук куçĕ сапса тухнă пек — мерчен сывлăмччĕ. Пĕлĕт тÿпин хăрах енчен пĕлĕт кашталанса тăсăлатчĕ. Пахча хыçĕнчи улăх тăрăх тĕтре татăкĕсем уçăлма тухнă пекех çÿретчĕç. Сывлăшра çĕмĕрт, панулми, чие çеçкин шăршисем пăтранса кайнă та, çав тутлă сывлăш, ăша сипетлĕ сим пек юхса кĕрсе, ÿсĕртсе яратчĕ.

Саша çутçанталăкпа кăна мар, чĕрене малтанхи хут пырса кĕнĕ çамрăк юратупа, чĕрен чи малтанхи вĕри юн сипечĕпе ÿсĕрччĕ. Пĕтĕм тĕнче темĕнле юмахри пек туйăнса пыратчĕ. Тин çурăлнă вăрман улми çеçкисем аякран пăхсан юмахри пĕчĕк пÿнеслÿ пуканесем, шурă, кĕрен сараппанлăскерсем, туратсем çине ларса чуччу ярăнса тăраççĕ пек туйăнатчĕ. Пĕтĕм çĕр тăрăх, курăнми электрохумсем евĕр, тĕнче илемĕ куçса çÿрет пек. Урасем тăрăх, сĕткен пек, сан ÿте, сăн-пите çамрăклăхпа киленекен çĕр кăмăлĕ куçать… Тĕнче илемĕ, юрри, илтĕнми кĕвви сан чунна кĕрет.

Саша ачаш çулçăсем сĕртĕннипе киленсе вăрман ăшшĕн утать. Тĕнче илемĕпе пĕрлех темĕнле çитмен кăмăл эрлĕкĕ чуна йĕрсе ярас килмелле пăчăртаса илет.

— Нина, Нинуçăм, — пăшăлтатать Саша. — Эсĕ маншăн мар, камшăн та пулин урăххишĕн çуралнă-ши çĕр çине?.. Эс, эс!.. Урăх никам та мар! Эс кирлĕ мана!.. Эсĕ — йăлтах, йăлтах: пурнăç та, ĕмĕт те, хĕвел те…

Сасартăк… Сасартăк умран, пĕр çич-сакăр утăмран, йывăçсем хушшипе шурă платье вĕлтлетсе çухалать. Сашăна вăл Нина пекех туйăнса каять.

Саша çулçăсем айĕн йывăç вуллисем хушшипе пĕшкĕнсе пăхать: чăнах та, çын чупать… Саша хăй сисмесĕрех ун хыççăн ыткăнать. Ăçта каять хĕр? Ăçта васкать? Тен, савнийĕпе тĕлпулма?

Саша хăй сисмесĕрех йăпшăнса хĕр хыççăн утать. Сашăна хĕр хăй курăнмасть, унăн платйи çеç вĕлтлетет умра. Сасартăк хĕр чарăнса тăчĕ. Саша та унран пĕр çич-сакăр утăмра чарăнчĕ. Халĕ ăна хĕрĕн хăрах урипе платье арки çеç курăнать. Хĕр турат хуçать-ши — унăн урисем хускалаççĕ, чĕнтĕрлĕ кĕпе арки хумханать. Хĕр сасартăк хăрах урине çĕклерĕ те çÿлелле улăхрĕ: тунката çине хăпарса тăчĕ иккен. Сашăна халĕ ура кĕли çеç курăнчĕ. Унтан сасартăк темскер шатăртатрĕ, турат чÿхенчĕ. Хĕр тунката çинчен сиксе анчĕ. Анчах… мĕн ку? Хĕрĕн урисем сывлăшара сулланаççĕ…

Саша пуçне халиччен асра та пулман хăрушă шухăш çиçĕм пек касса кайрĕ… Саша иккĕ-виççĕ сиксех хĕр умне тухса тăчĕ.

…Вара Саша мĕн курнине ÿкерсе пама та хал çук…

…Юман тураттинчен хĕр çакăнса тăрать… Саша пурçăн пиçиххие туратран татса ярса ĕлкĕриччен вăл ĕнтĕ тапкаланма та пăрахрĕ. Хĕре пилĕкĕнчен тытса çĕре антарсан — кăвакарса кайнă, лăнчăр кайнă кĕлетке пĕр пилĕк-ултă минут вилĕ пекех выртрĕ. Саша ăна аллисене вылятса сывлаттарса тăчĕ. Пилĕк-ултă минутран тин хĕр сывла пуçларĕ, чун çавăрчĕ, кĕлетки майĕпен тĕрекленчĕ, питне хĕрлĕ лĕм кĕрсе пычĕ. Унтан хĕр куçне уçрĕ те тĕлĕнсе пăхрĕ. Куçĕ унăн çав тери çÿçентермелле çиçрĕ. Саша ăна курсан хăй те хăраса кайрĕ. Хĕр сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те вăрман ăшнелле тапса сикрĕ. Саша та ун хыççăн ыткăнчĕ… Хĕр, хăйне темĕнле вышкайсăр хăрушă тискер кайăк хăваланă пек, каялла пăха-пăха тарчĕ, куçĕ унăн çав тери хăраса ăнран кайнă майлă курăнчĕ. Саша хăй хыççăн чупнине асăрхасан вăл чуна çÿçентермелле кăшкăра-кăшкăра ячĕ… Вара Саша çурăмĕ темĕнле сивĕпе сăр-сăр турĕ. Саша хăйне, чăн та, сасартăк çав хăрушă тискер кайăк вырăнĕнче туйса хăйĕнчен хăй йĕрĕнсе чарăнса тăчĕ, пачах хăвалама пăрахма шутларĕ, анчах тепĕр шухăш ăна çине тăрсах малалла хистерĕ. Хĕре вăл кирек мĕн пулсан та çитсе тытмах шутларĕ. Мĕн пур вăйне пухрĕ те хĕр хыççăн вĕçтерчĕ. Саша, чупассипе республика ăмăртăвĕсене те пĕрре мар хутшăннăскер, спортсмен мар çын çапла хытă чупма пултарассине тĕлĕкре те тĕлленмен.

Уйăх çапнă çын ыйхă тĕлĕшпе тăрса темиçе хутлă çурт тăрринчи ансăр карниз хĕррипе те циркри вĕрен тăрăх утакан артистран ăстарах утса тухма пултарать, анчах вăрансан вăл çĕрте выртакан пĕрене тăрăх та икĕ утăм тăваймасть.

Нина чупнине шăпах çакăнпа танлаштарма пулнă.

Ку вăл, чăн та, темĕнле тискер кайăк чуппи пулнă ахăр. Çынра тискер кайак вăраннă вăхăтра пулаканни. Чирлĕ çын чуппи, ирĕксĕр пулаканскер…

Хĕр ăнсăртран такăнса ÿкмен пулсан Саша ăна хăваласа та тытаяс çукчĕ-тĕр. Хĕр Саша çитнĕ çĕре ура çине сиксе тăма ĕлкĕрнĕччĕ, анчах Саша ăна пилĕкрен хытă ыталаса тытрĕ, хĕр тĕртме, чавма, çыртма пикенчĕ. Саша нимĕнле ыратăва та туймарĕ, хĕре мĕнпур вăйпа аллисенчен ярса илчĕ. Хĕр алăран мĕнле çыртса лартнине те пăхса тăмарĕ.

— Нина!.. Нина!.. — терĕ вăл вĕçĕмсĕр.

Вĕсем пĕр пилĕк-ултă минута яхăн çапăçрĕç. Хĕр Сашăна йăлтах çыртса, чавса, кĕпине çуркаласа пĕтерчĕ.

— Ямастăп, Нина! Ямастăп! — кăшкăрчĕ каччă. Вĕсем тата темиçе минут çапăçрĕç.

— Яр! — терĕ юлашкинчен хĕр, вăйсăрланса çитнĕскер тата самаях тăна кĕнĕскер. — Яр… яр тетĕп!

— Нина! Мĕн хăтланатăн эсĕ? Нина! Пурăнса йăлăхтарчĕ-им сана?

— Яр тетĕп! Саша! Эп сана ĕмĕр ылханатăп — халĕ ямастăн пулсан!

— Çук, Нина! Ямастăп. Пĕлетĕп эс ăçта каяссине! Ямастăп. Кирек мĕн ту мана!.. Çырт, çап, чĕр — ямастăп!

— Яр, Саша! Эп йăлтах шухăшласа хунă! Мана ан ÿкĕтле! Ан ÿкĕтле!

— Кирек мĕн ту! Халь хам чĕрĕ чух ямастăп сана ниçта та!.. Нина! Пăх-ха хĕвел çине!.. Йăлăхтарчĕ-и вăл? Пурнăç çав териех тискер-и саншăн? Нина!

— Кай, Саша! Ан ÿкĕтле…

— Çук, çук, ÿкĕтлетĕп! Хăвна пурăнса йăлăхтарчĕ пулсан çынсене хĕрхен! Мана хĕрхен эппин! Мана… Çав териех усал мар-çке тĕнче! Ыр çынсем те пурах-çке… Мĕн пулчĕ сана? Тен, пулăшма пултарăп!

Хĕр сасартăк кăшкăрса макăрса ячĕ те вăйсăрланса пырса Саша кăкăре çине тÿнчĕ. Вăл тек çапăçмарĕ, турткалашмарĕ те, Саша та халь унăн аллине вĕçертрĕ. Унăн чĕрсе пĕтернĕ алли, пичĕ-куçĕ вут пек пĕçерсе тĕлкĕшрĕç. Хăйĕн юнланнă аллипе вăл хĕрĕн кĕпине те вараласа пĕтернĕ иккен. Саша хĕре йăтрĕ те тунката çине ларчĕ. Хĕр, пуçне Саша кăкăрĕ çумĕнчен пачах уйăрмасăр, чыхăна-чыхăна макăрчĕ, сахалтан та пĕр вунпилĕк минут макăрчĕ вăл. Унтан майĕпен лăпланчĕ.

— Саша, пĕтертĕн эс мана, — терĕ вăл макăрса кăшт ăш-чикне уçнă хыççăн. — Пĕтертĕн…

— Нина, Нина! — хĕре хытăрах та хытăрах хăй çумне чăмăртарĕ Саша. — Мĕн пулнă сана? Мĕншĕн çапла? Çав териех йывăр-им сана? Кала тархасшăн, эпĕ сана хам вăй çитнĕ таран пулăшăп, хамăн мĕн пуррине йăлтах парăп. Йăлтах, Нина!.. Саншăн мана ним те шел мар.
Хĕр каллех макăра пуçларĕ. Саша ăна лăплантармалли сăмахсем тупаймарĕ те.

— Нина, Нина! — терĕ çеç вăл вĕçĕмсĕр.

— Ах, Саша, — терĕ юлашкинчен Нина. — Эпĕ пĕтрĕм… Пĕтрĕм… Мана тĕрмене хупаççĕ! Манăн ултçĕр тенкĕ укçа тухмасть.

— Нина! — кăшкăрсах ячĕ Саша. — Çакă çеç-и? Çакă çеç?

— Ах, Саша, эсĕ çакă çеç тетĕн, ман ăçтан тупса парас вăл укçана? Ĕç шутĕнчен тухнă карчăкпа старикĕн çуртне çеç сутмалла. Ăна сутсан та ун чухлĕ пулмасть, ман пурпĕрех тĕрмене ларма тивет. Епле чăтăп эп ку намăса? Пурнăç пĕтнĕ ман, Саша!..

— Нина! — тепĕр хут кăшкăрса ячĕ Саша. — Эсĕ çавăншăн хăвăн пуçу çине алă çĕклетĕн-и? Çакăншăн çеç-и? Нина! Эп паянах тупса паратăп сана ку укçана! Паянах! Халех!
Хĕр майĕпен-майĕпен лăпланса çитрĕ.

…Кайран вара Саша хĕре хăй пултарнă таран ÿкĕтлесе, йăпатса, ыран ирччен кĕтме каласа хăварса велосипед çине ларчĕ те хăйне ĕçе янă колхоза вĕçтерчĕ.

…Çакăнтан пуçланчĕ ĕнтĕ йăлтах… Укçа никам та шанса памарĕ Сашăна… Ăнсăртран пĕр мел тупăнчĕ.

Трактор гаражĕнче пĕр ЗИЛ-150 автомашина моторĕ, ытлашши мотор, ларнă. Таçти колхозран мотор шырама килнĕ. Председатель пулман, вăл, паллах, ăна сутма та
шутламан. Саша гаражран çав мотора сутса ячĕ те ултçĕр тенкĕ укçа илсе каялла вĕçтерчĕ.
Нинăн çитмен укçине тÿлесе татрĕç. Нина вара çав кунах лавккапа татăлса ĕçрен тухрĕ. Киле тухса кайиччен вăл Сашăпа тĕлпулма калаçса татăлчĕ. Анчах вĕсем тĕл пулаймарĕç… Сашăна милиционер килсе тытса кайрĕ. Ăна мĕншĕн тытса кайнине никам та пĕлмен. Нина, çав каçхине Сашăна кĕтсе илеймесĕр, тепĕр кунне ирех килне тухса кайнă.

* * *

Çапла вăл тăватă çул ларса тухрĕ. Судра унран «Кама сутрăн? Мĕн тума? Мĕн хака?» тесе ыйтнисене хирĕç вăл нимĕн те чĕнмен, сутнине çеç тунман, хăйне тивĕçлипе айăплама ыйтнă…

Çапла тăватă çул… Чи çамрăк вăхăтсем… Ĕнтĕ çамрăклăх хыçра…

Саша çĕрĕпех вырăн çинче йăваланса выртрĕ. Ир енне çеç çывăрса кайнă. Вăл вунпĕр сехет иртсен тин вăранчĕ.

Амăшĕ каллех сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлесе лартса ĕне фермине тухса кайнă. Саша çăвăнса апата ларсан ашшĕ килсе кĕчĕ.

— Председательпе калаçрăм, — терĕ вăл кĕрсенех. — Тракторист та, комбайнер та кирлĕ тет. Килтĕр терĕ. Халь пĕр-ик эрне килтех кантăр-ха терĕ. Канас та пулать, — каларĕ малалла ашшĕ, унтан сĕтел умне тенкелпе ларчĕ те Сашăна сăра тултарса пачĕ.

— Пĕр эрне каннипе çитĕ, — терĕ Саша. — Ĕçлес.

— Хăвăн ирĕк.

Саша апат çинĕ хыççăн урăх калаçса тăмасăрах правление хăй кайрĕ. Тракторсене пăхрĕ, трактористсемпе паллашрĕ те вĕсенчен трактор çинчен калакан кĕнекесем илсе килчĕ.

— Пăхса тухас-ха ĕçе пикениччен, — терĕ вăл. — Техника аталансах пырать. — Хăшне-пĕрне киввине те маннă ĕнтĕ. Аса илес.

Вара Саша кĕнеке йăтрĕ те вăрмана тухса кайрĕ. Каçхине тин таврăнчĕ. Апат хыççăн каллех кенекине тытса ларчĕ. Урам еннелли кантăкне уçрĕ. Çурçĕр иртни пĕр-икĕ сехетсенче тин çывăрма выртрĕ. Виçĕ кун умлă-хыçлă вăл çапла ирттерчĕ. Тăваттăмĕш кунне вăрмана кăнтăрла иртсен тин кайрĕ. Вăл хальхинче темшĕн кăшт пăлханса утрĕ. Çапах та ĕнерхи-виçĕмкунхи вырăнах, ял çумĕнчи вăрман тăвайккинчи уçланка, кайрĕ. Хăйĕн ĕнерхи-виçĕмкунхи тункати çинех ларчĕ.

Ку тĕле икĕ тĕслĕ çутă ÿкет. Хĕвел çути тата хĕвелпе выляса тăракан пĕчĕк пĕве çути. Икĕ тĕрлĕ çутă темĕнле пачах урăх тĕнчене илсе каять кăмăла. Çывăхрах хăвалăх. Хăва вуллисене çăнăх ăшне чиксе кăларнă тейĕн — пÿрнепе сăтăратăн та, сип-симĕс куçлă-куçлă хунав пăхать. Тар йывăççисен, ăвăссен айне хăмăр пуçлă тĕклĕ хуртсем евĕрлех темĕн чухлĕ кăчкă тăкăнса тулнă.

Çывăхрах кăткă сукмакĕ иртсе каять. Кăткисем хула урамĕнчи халăх пек вĕçĕмсĕр, каллĕ-маллĕ кумаççĕ. Вăрманалла каякансенчен кашниех мĕн те пулин йăтнă.
Пăчă. Хĕвел çунтарать. Чуна темшĕн эрлĕклĕ пулса каять.

Сасартăк симĕсрех шăнасем, пĕртен-пĕр чĕлĕхлĕ купăса чарусăррăн туртса янă пек нăй-нăй туса, сăмса умĕнченех енчен енне вирхĕнсе илеççĕ те темĕнле таптарса яракан япалана пырса çапăннă пек каялла сирпĕнсе çухалаççĕ.

Çак тĕнче илемĕ çине пăхса ларнă май — те иртнĕ çамрăклăха аса илтерекен сăнсем кунта ытлашшипех пулнăран вара — хурланса макăрас килсе каять.

Саша сасартăк шарт сикрĕ. Ăна виçĕм-тăватăмкунхи пекех йывăçсем хушшинче такам, шур тутăрлăскер, вĕлтлетнĕ пек туйăнчĕ. Эппин, вăл йăнăшман… Анчах кам çÿрет ун тавра?
Саша вăрман ăшнелле утса пăхрĕ. Никам та çук. Чуна сисмесĕрех шиклĕ пулса кайрĕ.
Каçхине килте ларнă чух та тăватăмкунхи пекех çав мĕлке хуралтă кĕтессинче йăмра хыçĕнче тăнине курчĕ вăл. Чун пăлханса кайрĕ.

Саша текех пÿртре лараймарĕ, кантăка хупрĕ те пĕчĕк пиншак пĕркенсе урама тухрĕ. Хальхинче шурă тутăрлă мĕлке çухалмарĕ, пачах урăхла —хирĕç утрĕ.

— Саша, — илтрĕ йĕкĕт хĕрарăм сассине.

Уйăх çутинче хĕрарăм куçĕ йăлтăртатса илчĕ. Саша ăна сассинченех палларĕ.

— Нина!.. Эсĕ.. епле капла?

— Шăп, Саша… Эпĕ темиçе кун ĕнтĕ сана шыратăп. Саша, итле…

Саша ун патнелле пĕр утăм ярса пусрĕ.

— Ан çывхар, Саша. Каплах… Итле… Мĕнле тав тумалла ман сана?.. Çук-ха, тав мар, мĕнпе тÿлемелле?

Унăн сасси шиклĕн те, тем тума та хатĕррĕн илтĕнчĕ. Сăнĕнчен вăл ытлашшиех улшăнман пулас. Кĕлетки те çавах темелле. Те çĕрле курнипе çеç çапла туйăнчĕ ку Сашăна.

— Саша, кала… Эс мĕн ыйтнине эпĕ йăлтах тума хатĕр… Йăлтах, йăлтах!

Саша чĕнмесĕрех ун çине пăхса тăчĕ.

— Упăшкуна юрататăн-и? — ыйтрĕ вăл хуллен.

— Юрататăп. Анчах… Сана кирлĕ пулсан эпĕ ăна та пăрахма хатĕр. Ачана çеç пăрахмастăп… Саша, кала!

— Нина! Эсĕ чипер калаç.

— Чăн калатăп, Саша.

— Мана çакă та çитет… Ырă каç, Нина… Кÿр аллуна.

— Çук, çук! Апла мар, ырă каç… Тепĕр чух, Саша. Эс каймастăн-çке-ха халь ниçта та?

— Çапла. Тепĕр чух.

Саша каллех çĕрĕпех çывăраймарĕ… Тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ пуçра. Юлашкинчен, хăйĕн çамрăклăхне асаилчĕ… Анчах унта ним асаилмелли те тупăнмарĕ.

Тепĕр кунне вăл Нина шыв картламĕпе пынине курса урама тухрĕ. Çил шуйса кайнă. Шыв кÿме кайнă хĕрсемпе çамрăк инкесем аташакан çилпе кĕрмешсе, çÿлеллех сарăлса çĕкленсе кайнă кĕпи аркисене икĕ аллисемпе яра-яра илсе шыв картламĕсемпех куклене-куклене ларчĕç. Çил, камăн кĕлетки хитререххине суйланă пекех, е хыçалтан, е малтан кĕпе аркисене туртса çыпăçтарса пăхать.

Нинăн витринче ылтăн хĕвел пĕчĕк ача пек выляса чăпăлланать. Йывăр картлам айĕнче пиçĕ кĕлетке хĕлĕх пек карăнса сасăсăр янрать, чĕнет.

— Сана паян тĕлпулма пулĕ-ши? — ыйтрĕ Саша шăппăн.

— Пĕлместĕп, Саша, — терĕ çамрăк хĕрарăм. Унăн питçăмарти çинче, пĕчĕк авăрта шыв çаврăнса кайнă пекех, пăт путать те, путăкĕ куçкалать, çÿрет. Нина сăн-питрен, пÿ-сирен сахал улшăннă. Кунпа пĕрлех унăн сăн-питне тата темĕнле тÿрех ăнланма çук илем хутшăннă. Тен, ку ача амăшĕсен пулакан хĕрарăм мăнаçлăхĕ çеç пулĕ. Çак та Сашăна илем пек туйăнчĕ.

— Эпĕ сана хамах систерĕп, Саша, — терĕ Нина шăппăн. — Халь ан шарла. Ав, ман упăшка та кунталла килет.

Саша хĕрарăмран уйрăлса ик-виçĕ утăм тунăччĕ çеç — ăна Семенов учитель кăшкăрса чарчĕ. Вĕсем алă тытрĕç. Унтан Семенов хĕрелсе кайрĕ те сасартăк çапла калама
тытăнчĕ:

— Итле, Саша. Капла калама аванах мар та… Эсĕ ан тĕкĕн ăна. Вăл, пĕлетĕп, санпа таçта та каять. Юратнипе мар — парăмшăн… Парăмшăн! Ăнлан çакна. Эсĕ куна ху та пĕлетĕн… Виçĕ каç ĕнтĕ çывăрмасть. Эсĕ кай кунтан, тархасшăн, юрать-и? Ан аркат чăмăртаннă кил-йыша…

Саша нимĕн те чĕнмерĕ. Семенов малалла каларĕ.

— Итле, — терĕ вăл калаçăва кăшт пăрса. — Унăн ун чухне растрата та пулман!

— Пулман?!

— Çапла. Кайран эпĕ çĕнĕрен ревизи тутартăм. Унăн ултçĕр тенкĕ ытларах тухрĕ укçа.

— Мĕнле? Мĕнле ытларах?! — сасартăк учителе хирĕç ярса пусрĕ Саша.

— Итле эс… Ултçĕр тенкĕ ытлашшийĕ вăл — эсĕ пани.

— Епле?! — çулçă айĕнчи çырла пек шурса кайрĕ Саша.

— Унăн малтанхи ревизи тăрăх, чăн та, ултçĕр тенкĕ тухман пек курăннă. Ăна ревизи тăвакансем улталама шутланă. Хăнăхнă вĕсем çапла.

— Камсем «вĕсем»? Кам?!

— Санăн аçу та пĕрлех.

— Атте! Манăн атте-и?

― Çапла. Вăл укçана эпир аçуна тавăрса патăмăр. Вăл ав çурт лартрĕ. Вĕсем ытти продавщицăсене те çапла муталанă. Çавăнпа ку лавккара ĕçленисенчен сайра пĕри
растратăран хăтăлнă.

…Саша киле çитсенех кутамккине çĕнĕрен туртса кăларчĕ. Пĕр мăшăр шур кĕпе-йĕм чикрĕ. Кăшт çимелли илчĕ.

Амăшĕ килте çукчĕ. Ашшĕ ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхса ларчĕ.

— Ăçта кайма пуçтарăнатăн эс капла? — ыйтрĕ вăл самайран.

— Çут тĕнче тăватă кĕтеслĕ, — тавăрчĕ Саша.

— Нумайлăха-и?

— Ĕмĕрлĕхех.

— Апла сывă пул-ха эппин, — терĕ ашшĕ мăшкăлларах. — Энтри пасарне автан сутма тухсан тĕл пулăпăр.

Саша чĕнмерĕ. Пиншакне тăхăнчĕ, кутамккине çакрĕ.

— Эс! — ура çине сиксе тăчĕ ашшĕ сасартăк. — Аçу пуçне шуратрăн! Эпĕ саншăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕм! Кил-çурт çавăрса патăм… Авлантăр, пурăнтăр, çын
пултăр терĕм. Халĕ суртăн-и аçу пуçĕ çине?!

Саша алăк хăлăпĕнчен тытрĕ те ашшĕ çине куçне вăйратса пăхрĕ. Йĕкĕтĕн асаппа хытнă сăн-питĕнчен унăн кăмăлне пачах пĕлме пулмарĕ: çав сăн-пит тарăхсан та, савăнсан та, кулсан та, макăрсан та пĕрешкелех курăннă.

— Сывă пул, — терĕ вăл çав-çавах лăпкăн, унăн сасси хăйĕн çăварĕнчен тухни мар, сассин янĕ çеç пек илтĕнчĕ. ― Эпĕ çын куççулĕпе лартнă çуртра пурăнма пултараймастăп… Хăвах пурăн. Эпĕ саншăн тăватă çул ларса тухрăм.

Çапла каланă хыççăн Саша пÿртрен тухрĕ.

Ашшĕ тăчĕ. Ларчĕ. Каллех тăчĕ. Аллисем тытамак тытнă пек чĕтре пуçларĕç, унтан кĕлетки те, сухалĕ те чĕтреме тапратрĕ.

— Ывăлăм, — терĕ вăл вăйĕ пĕтсе килнипе аран-аран, унтан аллине тăсса, кĕç-вĕç ÿкес пек урисене шутарса алăк патнелле утрĕ, çенĕке тухрĕ. — Тăхта, ывăлăм… Таврăн каялла. Каçар мана, ухмаха, каçар… Кил, калаçар пĕрре… юнашар ларса. Ан кай, ывăлăм…
Анчах Саша ку сăмахсене илтмерĕ пулас, васкамасăр килхушшинчен тухрĕ те уй хапхинелле утрĕ. Тепĕр самантран уяллах тухса кайрĕ.

Старик хапха çумне çурăмĕпе ланк! кайрĕ те ватă куçран тем пек макăрас килсен те куççуль тухманнипе ним сасăсăр тăр-тăр-тăр! чĕтренсе тăчĕ.