Хăнаран ][ Марфа Трубина

VULACV-05

Марфа Трубина


Тупмалли

I | II | III | IV | V
Кĕске содержанийĕ

«Хăнаран» калав шуйхатакан темăллă. Кунта пĕр ялти хăрушла ĕçкĕ-çикĕ усал ĕç патне илсе çитернине кăтартнă. Совет тытăмĕн пропагандисчĕ пăсăк праçнике юриех чиркĕве хирĕçлесе çырни сисĕнет. Хурлăхлă пулăмшăн – комсомолсене итлемен, ĕлĕкхи йăлапа пурăнакан ашшĕ-амăшĕ тата ял халăхĕ айăплă пулса тухмалла пек. Тÿррĕн айăплани çук, вулакан хăех тавçăртăр тесе çырнă. Çĕнĕ Совет патшалăхĕн тата “тĕнĕн” шайне çĕкленĕ Çĕнĕ самана идеологийĕн суя пулниние вăхăт татса пачĕ: 70 çул ытла коммунист тыткăнĕнче пурăннă чăвашсен паянхи ĕçкĕ-çики Каша ялĕнчи Криккасенни пекех пулса иртнине хамăр куçпах курма пултаратпăр – ку енчен коммунизм-социализм нимех те улăштарма пултармасть.Read More »

Сатин кĕпе ][ Ваçлей Давыдов-Анатри

Ваçлей Давыдов-Анатри


Тупмалли

Ваçлей Давыдов-Анатри | Сатин кĕпе Аслă Арапуç Аннеçĕм, анне… | «Тимĕр карта» | Кăлюк аппа Тĕрĕс калать атте… | Хусана—вĕренме | Сатин кĕпе | Пăрлă çумăр | Ĕнтюк туйĕ | Атте тусĕ | Шăрттан | Сиенлĕ вăйă | Каçхи вăйăра | Праçник | Хĕрес | Хĕрлĕ галстук | Иксĕмĕре пĕр карттус | Кунта Ленин вĕреннĕ | Пăр каять | Кимĕпе | Чутах сурăхсăр юлаттăмăр | Иван Евгеньевич | «Хĕрлĕ хĕлхем» | Йăмра айĕнче | Чипер инке | Акатуй | Сăвă-юрă янăрать | Укçа енчĕкĕ | Нарспи | Нонна Кирилловна | Марине | Вăрăм пушă | Чун хĕлхемĕ | Пичче—салтак | Çĕнĕ сăн Эпĕ—комсомолец | Йăмрасем, тирĕксем… | Сывă пул, тăван ялăм… | Тăван хуламăрта | Халăх поэчĕ | Шупашкар çăкисем | Эпĕ çапла шутлатăп…


Кĕске содержанийĕ


Сатин кĕпе

Аслă Арапуç

Sijen1• Суя тĕн

Ирхине. Тухăçран ылтăн хĕвел çĕкленсе хăпарать. Куç умĕнче манăн тăван ялăм—Аслă Арапуç— Пăла шывĕ хĕрринче сарăлса ларать. Ăна пирĕн таврари чи илемлĕ кĕтесе вырнаçнă темелле. Унăн икĕ вĕçĕнче те пĕчĕк вăрман. Пĕрне — Малти, теприне — Кайри хырай, теççĕ.Read More »

Ывăл ][ Иван Егоров

Иван Егоров


Кĕске содержанийĕ


Ывăл

Ирех вăратрĕç паян Улатимĕре.

— Мĕн, анне, шкула кайма та вăхăт çитрĕ-и элле? — ыйтрĕ вăл. Анасласа илчĕ.

— Вырсарникун паян, шкула мар, кĕтĕве каймалла. Каллех черет çитрĕ.

— Ун пирки каçран каласа хураканччĕ вĕт-ха?Read More »

Кĕтмен инкек ][ Ваçлей Давыдов-Анатри

Ваçлей Давыдов-Анатри


Кĕтмен инкек

Пыл хурчĕсене эпĕ çав тери юрататăп. Çулла пулсан вара ял çумĕнчи çаран çине тухатăп та пыл хурчĕсем сĕрленине каçса кайсах сăнатăп. Çак пĕчĕк ылтăн çунатсем чечекрен чечеке ларса пыл пухнине курсан, чун уçăлса каять.

Атте те эпĕ пыл хурчĕсене юратнине сисрĕ пулас, ятарласа Юхма пасарне кайса вĕлле туянчĕ. Ăна пахчана, çурт çумне, хĕвел тивекен вырăна лартрĕ. Эпĕ иртен пуçласа каçчен унтан уйрăлмастăп: вĕлле хурчĕсем пыл пухнине чун-чĕререн савăнса пăхса ларатăп. Пĕр эрне иртсен, вĕлле пăхма шут тытрăм. Анчах хам çак ĕçе мĕнле, ăçтан пуçламаллине нимĕн те пĕлместĕп. Read More »

Урине

Иван Юркин


Чăваш хĕрĕн вилĕмсĕр илемлĕх стандарчĕ çак кĕнекене ÿксе юлнă. Тĕлĕнмелле яка чĕлхепе çырнă, тÿсме çук илемлĕ, савăк, çав хушăрах хурлăхлă кĕске калава халех вуласа тухма сĕнетпĕр. Хальхи хĕрупраçсем хастаррăн хутшăнакан «Чăваш пики» конкурссенче Нарспипе пĕрле Урине ятне асăнсан та мĕн тери хитре пулмалла!


Урине

Кипарисов сăрриЛарма хĕрĕ[i] Урине, пĕвве çитĕннĕ, вун-çиђĕ çулхи хĕр ађа: тап-таса питлĕ-куçлă, хĕрлĕ ђĕрейлĕ[ii], хурарах кăна куç харшилĕ, çавракарах питлĕ, пĕђĕкçĕ çăварлă, тутисем, пĕђĕкçĕ ађа тутисем пек, çÿп-çÿхе илемлĕ туталă, тикĕс те илемлĕ сăмсалă. Çитленĕ çÿç çивтисем, алă хурси пек, хулăн та вăрăм. Ытла илемлĕ хура куçĕсем, йăвашшăн кăна, темĕн пек, ытараймасăр пăхса тăраççĕ… Аллисем, пÿрнисем тата шурă кăпăкран тунă пек, тап-таса, хăпарса кăнаRead More »