Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ П. Егоровъ.


Пуш, 25

Епир çăлăнасси пайанхи кун пуçланнă, Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă: Турă Ывăлĕ Хĕр Ывăлĕ пулнă.

Пайанхи кун епир Гавріил Архангел Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар каланине асăнса праçник тăватпăр. Пайанхи кун Турă Ангелĕ Таса Хĕр Маріяна Унтан çăлакан Христос çуралассине каласа панă. Çав ĕç ак çапла пулнă.Малаллине вулас

Advertisements

Любовь Мартьянова: Чĕлхесĕр Иван

Л. Мартьянова


Чĕлхесĕр Иван

Пысăках марччĕ вăл. Хăй хитре сăн-питлĕ, хура куçлă-çÿçлĕ, анчах та никам та нихăçан та вăл кулнине курман. Çулпа илес пулсан пĕр хĕрĕхсенчеччĕ-ши… Илтессе вăл пачах илтместчĕ, çав айăппах калаçмастчĕ те. Унăн хăтланкаларăшĕсем айваннăн туйăннă ĕнтĕ пире, шухăшлама пĕлмен вĕт-шакăра: аллисемпе кăтартса тем ăнлантарма тăрăшни, çăварне вĕçĕмсĕр уçа-уçа хупни, илтейменнипе куçпа та пулин курас тенĕн, пуçне унталла-кунталла çавăркаласа вĕçĕмсĕр йĕри-тавралла пăхкалани… Хăш ялсем вăл, пирĕн таврана ăçтан килсе лекнĕ — никам та пĕлместчĕ.

Малаллине вулас

WordPress’а чăвашла куçаратпăр

WordPress-а тинех  30% таран куçарайнăшăн савăннипе пăлтăр-палтăр кускалас, тата та ăмăртас килет. Çакă пĕрре виççĕмĕш пай вăл малалли 70%-а куçарассине çăмăллатĕ тесе шанмалла. WordPress.com вăл – этемлĕх пĕлсе тăракан чи пысăк блоглашу платформи. Ĕçлемелли тата нумай-ха.

Куçару страницине тÿрĕ каçă.Малаллине вулас

Чăваш ачисене – хăйсен чĕлхипе вулама

Çак кĕлле тата Николай Золотницкий ертнипе Святой Гурий пĕрлĕхĕ пухса хатĕрленĕ “Чуваш кнеге” ятлă çырма-вулама вĕрентекен букваря 1870 çулти Нарăсăн 10-мĕшĕнче Хусанта алă пусса çутта тухма ирĕк панă. Паян çавна аса илер: Ыра кумулла мун (асла) Тора! чуваш ачизэнэ полжах хойзэнь чильгибэ волама посьламашкын, лаих успала, таза чирéбэ Эзе пыны сакона тюре пильмэшкын, ашше амыжа […]

Христос Туррăмăра Хирĕç Тухса Илнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Нарăс 2-мĕшĕ

Іисус Христос çуралсан кайран 40 кун иртсен, Таса Хĕр Маріяпа Іосиф Ăна Турă умне тăратма Іерусалиме илсе пынă. Іосифпа Марія Ађана ђиркĕве илсе пырсан, вĕсене пĕр Симеон йатлă çын Іисуса хăй алли çине илнĕ те, Турра мухтаса каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, ђуруна, Ху каланă тăрăх, канăçлантарса йаратăн. Есĕ пур халăхсене те çăлассине, суйа тĕнлĕ халăхсене çутатас çутта, Хăвăн Израил халăхин мухтавне манăн куçăмсем курђĕç ĕнтĕ, тенĕ.Малаллине вулас

Эпĕ куллен пурăнан ĕненÿ: январĕн 2-мĕшĕ

Кунсерен ирхине вуламалли кĕнеке

VulaCV валли ятарлă оригиналлă авторла публикаци  

Эпĕ сире ярса панă материалсем сăнавлă çеç. Апла пулин те публикацилеме хирĕçлеместĕп. Вĕсем сăнавлă пулнине палăртмалла анчах тесе шутлатăп. Манăн авторлăха псевдонимпа палăртсан аван пулĕччĕ.

— Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ


Илĕртӳрен хӳтелекенĕ

„Санăн умăнта çылăха кĕрес марччĕ тесе Санăн сăмахна чĕрем тĕпĕнчех тытатăп.“
— Пс.118:11

Йăнăшла вĕрентӳсемпе ултава пула тĕрĕс çултан пăрăнмалла ан пултăр тесен пирĕн ăс чăнлăхпа тулли пулмалла, пирĕн чăнлăх çинчен шухăшласа тăмаллах. Турă Сăмахĕ ăса тăшмана çĕнтермелли хастарсем парĕ. Çыннăн асĕнче Библин сăмахĕсем пуянăн упранса юлнă пулсан, çав çын телейлĕ, мĕншĕн тесен çав сăмахсем ăна хăйне тапăнас илĕртӳсенчен хӳтелеççĕ. Турă сăмах панисем — çав çыннăн хӳтлĕхĕ. «Санăн умăнта çылăха кĕрес марччĕ тесе Санăн сăмахна чĕрем тĕпĕнчех тытатăп.»

Турă Сăмахĕ яланах пирĕн ăсра, пирен çăварта пулмалла. «Çапла çырнă» тени пирĕн якорĕ пулмалла. Турă Сăмахĕпе канашлакан çынсем этем халсăррине ăнланаççĕ, этем чĕрин усал туртăмĕсене çĕнтерме Туррăн хăвачĕ кăна пултарнине пĕлсе тăраççĕ. Вĕсенĕн чĕри яланах кĕлтуса тăрать. Вĕсене Туррăн ангелĕсем упраса тăраççĕ. «Тăшман юханшыв пек капланса килсессĕн, Çӳлхуçа варкăшĕ хăваласа ярĕ ăна.» (Ис.59:19).

Турă çынсемпе Хăйĕн Сăмахĕ урлă калаçать. Камшăн Турă Сăмахĕ – чунĕн апачĕ, çав çын ырă ĕçсем тăвас енпе ăнăçса пырать. Библи — пуян шахта, анчах та унти мула тупмашкăн ĕçлемеллех — ăна тĕпчемелле. Çав çынна илĕртӳсем тапăнсан Турă Сывлăшĕ ăна çав вăхăтра ăна питĕ кирлĕ сăмахсене аса илтерĕ. Çав сăмахсемпе усă курса çав çын илĕртӳсене çĕнтерĕ.

Пирĕн Библине лайăхрах пĕлмелле. Сăваплă Çырăвăн вырăнĕсене аса хурсан, вĕсене пăхмасăр калама вĕренсен, эпир чылай илĕртĕве хăваласа ярăпăр. Шуйттанăн илĕртĕвĕсем килес  çула «Çапла çырнă» текен сăмахсемпе пӳлер. Пирĕн пурнăçра пирĕн ĕненӳпе хăюллăха тĕрĕслекен сăнавсем пулаççех. Вĕсене Иисус Христос пире пама кăмăл тунă хăватпа çĕнтерсе пырсан вĕсем пире çирĕпрех тăвĕç. Анчах та пирĕн Вăл панă сăмаха пĕр иккĕленмесĕр ĕненмелле.


Copyright © 2017 VulaCV: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ. Автор хăйĕн прависене хÿтĕленĕ.

Эпĕ куллен пурăнан ĕненÿ: январĕн 1-мĕшĕ

Кунсерен ирхине вуламалли кĕнеке

VulaCV валли ятарлă оригиналлă авторла публикаци  

Эпĕ сире ярса панă материалсем сăнавлă çеç. Апла пулин те публикацилеме хирĕçлеместĕп. Вĕсем сăнавлă пулнине палăртмалла анчах тесе шутлатăп. Манăн авторлăха псевдонимпа палăртсан аван пулĕччĕ. Манăн псевдоним ак  çак пултăр: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ.
Сире кунсерен ирхине вуламалли кĕнекен пĕрремĕш кунне ярса паратăп. Хакласа парăр, тархасшăн. Çав кĕнекине, май пур таран, çырса пырас тетĕп.

— Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ


„Эпĕ утакан сукмака çутатакан çутă
Санăн сăмаху манăн урана çутă кăтартать, манăн сукмака çутатать.“
—Пс. 118:105

Ăшăхлăхлă е чуллă юханшыв тăрăх ишсе пынă чух карапçăна ертсе пыраканни кирлĕ пекех пире те пурăнан пурнăçра ертсе пыраканни кирлĕ. Çак ертсе пыракана ăçта тупас? Вăл — Библи, Туррăн Сăмахĕ.

Турă пире Хăйĕн Сăмахне панă. Унăн Сăмахĕ — пирĕн урине çутă кăтартать, пирĕн сукмака çутатать. Пирĕн пурăнăç пур енчен те ăнăçлă пуласси Библи мĕн вĕрентнине пăхăннинчен килет.

Библи — тĕрĕссипе тĕрĕсмарлăха, çылăхпа сăваплăха палăртаканни. Унта çырса хăварнă Туррăн саккунĕсене хамăр пурнăçра пурнăçласа пырсан кăна эпир çылăха кĕмĕпĕр. Библи — чăнлăх çулĕн картти. Çак карттăна пĕлекенсем хăйсен пурнăçĕнчи тивĕçне, вăл кирек мĕнле пулсан та, пĕр иккĕленмесĕр пурнăçлама пултарайĕç.

Турă Сăмахне ĕненме пăрахсан çын управçăсăр та ертӳçĕсĕр тăрса юлать. Çамрăксем Турăпа ĕмĕрлĕх пурнăçран пăрăнса каяççĕ.
Хальхи тĕнчере усал тăвасси питĕ сарăлнин сăлтавĕ — Библине ĕненменни. Çынсем, Турă Сăмахне йышăнмаççĕ пулсан, хăйсен чĕринчи усал туртăмсене чарма пултаракан вăй-хăвата йышанмаççĕ.

Эпир Турă Сăмахне хамăрăн канашçă (хамăра ăс параканни) тусан, ăна чăнлăха пĕлмешкĕн тĕпчесен, «Санăн сăмахусем пĕлтерни юмарт çынсене çутăлтарать, ăса кĕртет» (Пс.118:130) тени пирĕн пурнăçра пурнăçланайĕ.
Турă Сăмахĕ — çутă та чăнлăх. Вăл Туррăн хулине çитмелли çул çинче кашни утăмрах ертсе пыма пултарать.


Copyright © 2017 VulaCV: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ. Автор хăйĕн прависене хÿтĕленĕ.