Пăлхар патшалăхне çитсе курни

أحمد بن فضلان  Ахмед ибн Фадлан

(Пĕр Сыпăкĕ. Вырăсла куçарнă тулли текстне каçмашкăн çакна пусăр)

 



Эпир вара Пушкăртсен çĕр-шывĕнчен тухса кайрăмăр та Çарăмсан шывĕ урлă, унтан Урен (Уран) шывĕ урлă, унтан Вăрăм (Урăм) шывĕ урлă, унтан Майна (Байнах) шывĕ урлă, унтан Вăта (Ватыг) шывĕ урлă, унтан Пасна (Басна) шывĕ урлă, унтан Гаушерма (Джавшир) урлă каçрăмăр. Эпир асăннă шывсем хушши — икĕ е виçĕ, е тăватă кун унтан сахалтарах е ытларах каймалăх. Эпир хамăр çитме тухнă сакалиб патши патне çитесси кунпа çĕр каймалăх юлсан, вăл пире кĕтсе илме хăйне пăхăнса тăракан тăватă тарăна, хăйĕн шăллĕсене тата хăйĕн ывăлĕсене хирĕç ячĕ. Пире вĕсем çăкăрпа, ашпа, вирлĕ кĕтсе илчĕç те пĕрле пычĕç. Эпир патша патне çитесси икĕ фарсах юлсан, вăл пире хăй тухса кĕтсе илчĕ: пире курсанах ут çинчен анчĕ те аслă та хăватлă Аллаха ыр сунса ÿксе пуç çапрĕ. Унăн çаннинче дирхем пулнă, вара вăл ăна пирĕн çине сапрĕ. Вăл пире валли юртăсем ларттарчĕ те, эпир унта вырнаçрăмăр. Эпир патша патне çитнĕ чух вырсарни кунччĕ, виç çĕр вуннăмĕш çулхи мухаррем уйăхĕн вун икĕ каçĕ иртнĕччĕ. Джурджанипе ун çĕр-шывĕ хушши—çитмĕл кун каймалăх.

 

Малаллине вулас

Advertisements

Записки Александры Фуксъ о Чувашахъ и Черемисахъ Казанской Губерніи

Александра Фукс

(1805 — 1853)



fuks_aa
Александра Фукс (Fuchs)

Хусанта çуралса ÿснĕ, унтах вилнĕ, Шупашкарта тата ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. Сăмах хăватне ăна куккăшĕ — вырăссен паллă поэчĕ Г. П. Каменев илентернĕ, ун урлах вăл вăхăтри чаплă çыравçасемпе — Н. С. Арцыбашев- па, Н. М. Языковпа, Е. А. Баратынскипе, Д. П. Ознобишинпа, А. С. Пушкинпа паллашнă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ.Малаллине вулас

Чăвашсем хушшинче, хурăнлă çулпа…

Александра Фукс

(1805 — 1853)



Хусанта çуралса ÿснĕ, унтах вилнĕ, Шупашкарта тата ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. Сăмах хăватне ăна куккăшĕ — вырăссен паллă поэчĕ Г. П. Каменев илентернĕ, ун урлах вăл вăхăтри чаплă çыравçасемпе — Н. С. Арцыбашев- па, Н. М. Языковпа, Е. А. Баратынскипе, Д. П. Ознобишинпа, А. С. Пушкинпа паллашнă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ.

Хусан хутлăхĕнче Александра Фукс паллă сăвăç шутланнă. Пире вăл чăвашсем çинчен çырнă тĕрленчĕкĕсемпе паллă. Тĕпчевçĕсем унăн «Записки Александры Фукс о чувашах и черемисах» (1840) кĕнекине пысăка хурса хакланă.


Карл Фукс арăмĕ патне çырнă отвечĕсенчен:

Чăвашсем Хушшинче, Хурăнлă Çулпа…

(Çул çинче çырса пынисенчен)

200px-karl_fuchs2c_1828
Карл Фукс (Karl Fuchs, 1776 – 1846) – Александра Фукс упăшки. Хусан университечĕн ректорĕ.

Высочайши хушнипе Чулхулана 1831 çулта халер чирĕ хытă сарăлнине чарас ĕçпе кайнă чухне çырса пынă журнал хучĕсене уçкаласа эпĕ Шупашкар уесĕпе чăвашсем çинчен çырнă хăш-пĕр асăрхаттарусене тупрăм; вĕсене санăн кăмăлна кура халĕ çырса илетĕп те савăнсах пĕлтеретĕп.Малаллине вулас

Байкал

Никита Бичурин


25 мая в 5 часов вечера я распростился с Иркутском. По дороге к Байкалу, называемой Заморскою, минуя городскую заставу, немедленно подымаешься на Крестовскую гору, облегающую Иркутск с южной стороны. Кладбище с тремя каменными церквями, расположенное по сей горе над самым городом, представляет очень хороший вид. Возвышенности от кладбища далее на юг покрыты густым мелким березником и сосняком, отчего весною и осенью много бывает сырости и мокредин. При небольшом
труде можно бы сии места превратить в поля или луга, и в обоих случаях город много выиграл бы, получив здоровое и красивое местоположение с сей стороны. Но только что переступите за межу городской земли, то вправо открываются холмистые поля и луга, пересекаемые перелесками и источниками. Пред вами внизу расстилается светлая Малаллине вулас

Книга о его путешествии на Волгу

أحمد بن فضلان  Ахмат Патлан-ывăлĕ

Ахмед ибн Фадлан / Ahmad ibn Fadlan

Ахмад Фадлан вăл – Багдад хулинче ларнă Аббасид халифĕ Аль-Муктадир ирĕкĕпе ĕçлекен фикх, эппин Ислам саккунĕпе ĕненĕвне пĕлсе тăракан çын, пулнă.  921-мĕш çулта Сусан Аль-Раси евнух ертнĕ элчĕ ушкăнĕпе нумай пулмасть Ислам тĕнне йышăннă Атăлçи Пăлхар паташалăхне тухса каять. Ахмад ушкăнăн тĕнпе саккун канашçи пулнă. Çул çинче Иудаизм тĕнне йышăннă Хасарсем, Огузсем, Печенегсем тата Пушкăртсем тĕл пулаççĕ.Малаллине вулас