Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен

Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Кушлавăш мăнастирĕ çинчен

Етĕрне уесĕнче Кушлавăш ятлă чиркÿлле ял пур. Çав ялтан инçех те мар сăрт çинче, вăрман хĕрринче аякранах хĕвеллĕ кун хăйĕн хĕресĕсене йăлтăртаттарса-çутатса Кушлавă ятлă мăнастир ларать. Çулла пулсан та çав мăнастире таçтан-таçтан йĕри тавра чăваш халăхĕ пуçтарăнать. Уй чухне вара пÿртсенче шăнăçайманнипе çынсем урамра та çывăраççĕ. Кăнтăрла кĕлĕрен тухса каннă вăхăтра картиш варринче тата Кушлавăш шывĕ хĕрринче курăк çинче хĕрарăмсем хур ушкăнĕсем пек шап-шур курăнса ушкăнĕ-ушкăнĕпе лараççĕ.

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: XIX Ĕмĕр Вĕçĕнчи Çĕнĕ Çыруллă Сăмахлăх

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


XIX Ĕмĕр Вĕçĕнчи Çĕнĕ Çыруллă Сăмахлăх

Халăх пурнăçĕнче асра юлакан, тÿрех палăракан çулсем пур — вăрçă пуçланнă е хаяр инкек килсе çапнă çул, пăлхавăр вăхăчĕ… Анчах сăмахлăхпа ÿнер аталанăвĕнче çĕнĕ йышши юхăм, шухăшлав, сăнарлăх çав çулта пуçланнă тесе татса калама май килмест.

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: Халăх Юррисем Çинчен 

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Халăх Юррисем Çинчен

Чăваш юррисен сăвă виçи пирки пĕрремĕш хут А. А. Фуксăн «Записки о чувашах и черемисах Казанской губернии» ятлă кĕнекинче каланă. Кĕнеке çыраканĕ чăваш юррине «тĕрĕс виçеллĕ, тĕрĕс картлă (стопаллă) юрă» тенĕ. Ку сăмаха вăл çак юрă сыпăкĕ пирки каланă:

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: Сĕрен уявĕ

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Сĕрен уявĕ

Калăм эрни вĕçĕнче сĕрен хăваланă. Сĕрене ăна хăш çĕрте ирпе, хăш çĕрте каç кÿлĕм пуçланă. Авалхи вăхăтра сĕрен хăвалама вăй питти арçынсем тухнă. Христос тĕнĕ сарăлма пуçласан çак уява ача-пăча ирттерме тытăннă, хĕр-упраç сĕрене хутшăнман.

Малаллине вулас

Василий Магницкий: Тĕне хирĕçле ĕçсем

Василий Магницкий — … Тĕплĕнрех→


Тĕне хирĕçле ĕçсем

Шупашкар уесĕн 2-мĕш следстви участокĕнче чăвашсем, çармăссем, тутарсемпе вырăссем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте, тутарсен пĕр пайне шутламасан, православи христианĕсем шутланаççĕ, анчах тĕрĕссипе вара чăвашсемпе çармăссем паянчченех чăн-чăн чĕлхеçĕсем, тĕне кĕнĕ тутарĕсем — магометансем. Тутарĕсем 1866 çулта шăкăрин Магомет тĕнне куçни те çакна витĕрех кăтартса пачĕ.

Малаллине вулас

Алексей Милли: Шурут Нурăсран – Хусана

Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Шурут Нурăсран – Хусана 

(Милли Элекçейĕ хăй ачалăхĕ çинчен)

Эпĕ пин те сакăрçĕр тăхăрвунтăваттăмĕш çулта, нарăс уйăхĕн вун иккĕмĕш числинче çуралнă. Манăн атте Прокопий ятлă; хамăр ялта, халăх хушшинче Милли Праки теççĕ. Анне манăн Екатерина ятлă; унпа тантăшла хĕрарăмсем ăна Кĕтерне теççĕ. Майăн атте тăлăха юлса ÿснĕ, анне те çавăн пекех тăлăх пулнă.

Малаллине вулас

Алексей Милли: Чĕлхе çинчен

Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Чĕлхе çинчен 

Кам вĕт халăхсен чĕлхи тата ытти хальччен вĕренмен халăхсен те чĕлхи лайăхлатма пултараймасть, тет, çавă начар филолог (ăнлантарса пани пур хаçатра: филолог тесе тĕрлĕ чĕлхесене тĕпĕ-йĕрĕпе вĕреннине калаççĕ. – А.Д.) тĕнчери прогреса (ăнлантарни пур: прогресс тесе пурнăç йĕрки, ăслăлăхсем малалла уçăлса, аванланса пынине калаççĕ) ĕненмен çын пулать. Прогреса ĕненмен çынна урăхла обскурант теççĕ, вăл тĕттĕм çын тени пулать. Тĕлĕнмелле! Епле чĕрĕ, ăслă çын калаçакан чĕлхе лайăхлатма пултараймасть-ши? Унпа çын шухăшлать! Шухăшлакан чĕлхе лайăхланма пултараймасть тени – вăл этем шухăшĕ малалла каймасть тенипе пĕрех пулса тăрать. Çапла никам та калас çук тетĕп эпĕ.

Малаллине вулас