Пĕрле ирттернĕ кунсем ][ Александр Жиркевич

 

Александр Владимирович Жиркевич (1857—1927)—генерал-майор, вырăс поэчĕ, çыравçă.  Паянхи Латвине кĕрекен Лудза хулинче çуралнă. Л. Н. Толстойпа, И. Е. Репинпа, И. Я. Яковлевпа туслă çыхăну тытнă . А. В. Жиркевич 1915 çулта Чĕмпĕре куçса пынă, ăна унта çар лазаречĕсен инспекторне лартнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче çавнашкал лазаретсенчен пĕри Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пулнă. Çавна май инспектор-юрист чăваш шкулĕн пуçлăхĕ И. Я. Яковлев патне час-часах пырса çÿренĕ, туслашсах кайнă. Аслă çутлăхçăпа калаçмассерен А. Жиркевич хăй дневникне çырса пынă. Çав дневник халĕ Мускавра Л. Н. Толстой музейĕнче упранать, дневник сыпăкĕсем чăваш журналĕсенче пичетленнĕ. [Иванова тата Никитин – 1993, wiki]


Пĕрле ирттернĕ кунсем

(А. В. Жиркевич дневникĕ тăрăх)

267px-zhirkiewicz1894
Александр Жиркевич. И.Е. Репин ÿкерчĕкĕ.

1916 çул. Августăн 26-мĔшĕ. Эпĕ ыйтнине пурнăçласа И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кун-çулĕпе паллаштаракан брошюрăсем ярса пачĕ. Чуна хумхантараканни, интересли пайтах кунта. Яковлева çакнашкал паттăрла ĕçсем тума хавхалантарнă Ильминский профессор пултарулăхĕпе пуçласа паллашрăм темелле.Read More »