Пăлхар холинче хорлăх корса вилнĕ çыннăн, Авраамий ятлăскерĕн порнăçĕ

Григорий Филиппов


Хальхи Хосан кĕпĕрнинче авал чох пĕр тотар та çокчĕ. Тотар халăх килетчен первай конта пăлхар ятлă халăх темиçе çĕр çол порăннă. Пăлхар халăх çомĕнче чăвашсем та çармăссам ĕлĕкренех порнатчĕç. Пăлхар патшисем Атăл панчи холара, çавах Пăлхар ятлăскерте, порăннă. Пăлхар халăхĕн орăх холисем те номайччĕ, Булгар холи пор холасенчен те ытла пысăкчĕ, йышлăччĕ, поянччĕ. Онта порăннă çынсам йот, инчери халăхсемпе сотă тватчĕç; çорконне, çолла та онта çолннехе пысăк ярмăркка полатчĕ; йот çынсам номайăн сотă тума Булгар холине пырса, унта номай çол порнса ирттеретчĕç.Малаллине вулас

Advertisements

Кÿл Техĕне

Кÿл техĕне мухтакан Орхон Пысăк çырăвĕ умлă-хыçлă выр- наçтарнă 6 халапран тăрать. Вĕсем çаксем: 1) тĕрĕксеп несĕлĕсем çинчен калани, 2) Китай тĕрексене пăхăнтарнă 3) Илтерет кахан çинчен калани, 4) Кăпăкăн кахан çинчен калани, 5) Пĕлнĕ кахан тата 6) Кÿл техĕн çинчен каласа панисем. Калавсен тытăмĕ пĕр евĕрлĕ: пуçламăш йĕркесем, мĕнле ĕçсем пулса иртни тата вĕçлев йĕркисем. Паллă тĕпчевçĕ И. В. Стеблева вырăсла куçарнă текстра Кÿл техĕн çинчен калакан улттăмĕш калав — 231—428-меш йĕркесем. Руна çырăвĕпе чул палăк çинче вăл 30—53-мĕш йĕркесене йышăнать. Кÿл техĕн çинчен каласа пани хăй 13 çавраллă. Вĕсем пĕтем çырăвăн XVIII—XXX çаврисем шутланаççĕ. Çаврасене çапла ят парса тухма юрать: ХVIII çавра — Кÿл техĕн çар ĕçне пуçăнни, XIX — Чача сенхунпа çапăçни, XX —Улăх Еркĕнĕпе çапăçни, XXI —карниссемпе çапăçни, XXII—тăррисемпе çапăçни, XXIII — сăхтăксене хирĕç тухни тата тĕррисене пăхăнтарни, XXIV — Куш тăтăхпа çапăçни, XXV — карлуксемпе çапăçни, XXVI — аз халăхĕпе çапăçни, XXVII — ĕскĕл халăхĕпе çапăçни, XXVIII — окăссемпе çапăçни, XXIX — Кÿл техĕншĕн макăрни, XXX — Кÿл техĕне пытарма элчĕсем килни.
Кÿл тĕлĕпе мухтакан çырăва унăн пиччĕшĕ Йолăх техĕн çырнă тесе шутлаççĕ. Çырăва тĕрлĕ чĕлхесене куçарнă. Вăл тĕрĕк халăхĕсен пĕрлехи еткерĕ шутланать. [Иванова, Никитин]Малаллине вулас

Халăхăн мухтавлă ывăлĕ

Петĕр Хусанкай ятне асăнсанах пирĕн ума тăван Чăваш çĕршывĕшĕн, унăн литературишĕн шутсăр нумай ĕç туса хăварнă халăх поэчĕн, общество деятелĕн, туслăх элчин сăнарĕ тухса тăрать. Анлă тавракурăмлă энциклопедист, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене, халапĕ-юмахĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă сăвăç-патриот хăйĕн аслă чĕринче упраннă юрату туйăмне тĕнчери мĕнпур халăхсем пĕлсе тăччăр тесе тăрăшнă. Вăрăмах пулаймарĕ поэт ĕмĕрĕ, çапахта вăл нумай çырса хăварма, чылай çĕршывсене çитсе чăвашсем çинчен каласа кăтартма ĕлкĕрчĕ. Унăн сăвви–поэмисем вуншар та вуншар чĕлхесемпе янрарĕç. Унăн калемĕ айĕнчен тухнă сăвăсемпе юрăсем, юмахсемпе поэмăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем, «Аптраман тавраш» сăвăлла роман – çакă пурте Петĕр Хусанкайăн чăваш çырулăхĕн ылтăн капанне хывнă чаплă çĕклемсем. Унсăр пуçне, Хусанкай вырăс тата ытти нумай халăх поэчĕсен сăввисене хамăр халăха тăван чĕлхепе вулаттарас тĕлĕшпе питĕ хастар ĕçлерĕ…

Malalline vula

Альберт Канаш: Юлашкинчен калани (Василий Волгин çинчен)

1953 çулхи çуркунне.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — тенĕ хыççăн чаршав уçăлчĕ те, ман пÿлĕме пĕр çамрăк çын кĕрсе тăчĕ. Кĕлетки çÿллĕ, çирĕп, пăхсан-салтак ятне кĕнĕ каччă темелле. Сăн-сăпатран пит чипер çын.
— Волгин чăрмантарас тет-ха сире, — хаюсăртарахМалаллине вулас

Çпирка школĕ

Спиридон Михайлович тăван халăхшăн, унăн литературишĕн, историпе-этнографийĕшĕн калама çук пархатарлă ĕçсем туса хăварнă. Унăн чĕринче яланах тăван халăха аслă вырăс халăхĕпе çывăхланас, хут вĕрентсе çутта кăларас, вырăссен пуян культурипе паллаштарас, вырăс культури витĕмĕпе вара чăвашсене ĕмĕрхи тĕттĕмлĕхрен хăтарас ĕмĕт-шухăш вĕресе тăнă.

Дмитрий пиччĕшĕ каласа панă тăрăх, пĕррехинче вăл яла хăй алăпа çырса ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ чăвашла букварь, хут, кăранташсем
илсе килнĕ те ашшĕ килĕнче кÿршĕри темиçе ачана Микола шăллĕпе
хут вĕрентме пуçлать. Ялта вара çакна «Çпирка школĕ» теме пуçлаççĕ.

Хăйсен ялĕнчех вулама-çырма вĕреннине курма Литуш Михали патне кÿршĕ-аршă та пухăннă, тĕлĕннĕ, çап-çамрăк учитĕле çăвара карса итленĕ. Кайран та Спиридон Михайлович ялти çамрăксене хăй патне вĕренме чĕннĕ. Ун патне час-часах çÿрнисем вулама-çырма самаях вĕренсе çитнĕ пулнă, иккĕшĕ Чикмере вĕренсе, яла учитель пулса ĕçлеме кайнă.

Вăл ăсласа хатĕрленĕ букварь ашшĕ килĕнче турăш хыçĕнче упраннă.

Ăна Дмитрий пиччĕшĕ кайран учитĕльсене кăтартнă. 1840-1850 çулсенче Чăвашра пирвайхи шкулсем уçма пуçласан, Спиридон Михайлович Етĕрне ялĕсенчи, çавăн пекех Чемейри шкулсене уçассишĕн чылай вăй хунă. Вăл хăй вăхăтĕнчи çынсемшĕн чăннипех те чи ырă тĕслĕх пулнă. Ваттисем те унăн кашни сăмахне ырласа тăнланă. Унтан илтнĕ сăмах каларăшĕсене ялйышра халĕ те астăваççĕ тата унăнах тесе шутлаççĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: «Тăван чĕлхÿне маниччен хăвăн ятна ман». «Çын ăслă калаçма, лайăх вулама, илемлĕ çырма, хăвăрт шутлама пĕлтĕр». «Нумай чĕлхе пĕлни ăса нумайлатать». «Икĕ чĕлхе-икĕ ăс, виçĕ чĕлхе-виçĕ ăс». «Чăвашпа чăвашла калаç, вырăспа вырăсла калаç, çармăçпа çармăçла калаç». «Асли ăслă мар, ăсли аслă». «Упа вăйлă, анчах этем ăслă, çавăнпа этем упаран вăйлăрах» т.ыт.те.
(Муркаш рай-чи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат, 1972 ç.,5-мĕш №.).

Халăхра çакăн пек ырă сăмах та юлнă. Каланă тăрăх кантур таврашĕнче хут ĕçĕпе пурăннă май, Спиридон Михайлович 1842 çулта Шурча вăрçине тата 1852 çулта Ёлкăн ялĕнчи И.Цветков улпута вĕлерме хутшăннă хресченсене влаçсем умĕнче тÿрре тухма та пулăшнă пулать.

С.Михайловăн малтанхи вĕрентекенĕ, хăй каланă тăрăх, А.Писриев чиновник пулнă. Чăваш историне юратма чи малтан çав вĕрентнĕ. С.Михайлова наука çулĕ çине тухма вырăссен паллă археологĕ, этнографĕ тата нумизмачĕ П.Савельев та сахал мар пулăшнă.

Сидорова Наталья: Паллă ентешĕмĕр çуралнă ялта

Юпа уйăхĕн 18 – мĕш кунĕ. Иртнĕ каç çĕрĕпех çумăр çунă та, ĕнер çеç кăшт типсе илнĕ пек пулнă çулсем каллех шыв кÿлленчĕкĕсемпе витĕннĕ.Çулçă тăкса çаралса юлнă йывăçсем те, тăм тивсе сарăха пуçланă курăк та, таврари çуртсем те- пурте йĕп- йĕпе, шăнса хытнăн ĕнтĕркесе лараççĕ. Хĕвелĕ те çук тата. Йывăр пĕлĕтсем халь-халь çумăр тăкма хатĕр пек купаланса шăваççĕ…

Malalline VULA: http://vulacv.googlepages.com/pallăjentesh’m’rs’uralnjalta

Пирĕн ентеш С.М.Михайлов–Янтуш

morgau_smmСпиридон Михайлович Михайлов – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк. Вăл Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Чикме уезĕнчи Мăн Сĕнтĕр вулăсĕнче, Юнкăпуç ялĕнче,(хальхи Чăваш Республикин Муркаш районĕ) хресчен кил – йышĕнче, 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă.

Вăл çичĕ çултах ашшĕ-амăшне пулăшма тытăннă. Спиридон Михайлович ача чухне ку таврара шкулсем пулманпа пĕрех. Çавăнпа та вăл, хутла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшĕ ăна Чикме хулине Михеев сутăç патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вĕренмешкĕн янă.

Унта вăл чиркÿ азбукине тата тĕн кĕнекине вулама хăнăхнă. Вĕрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен. Вăл ытларах хăйĕн усламĕшĕн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçă пулса ĕçлеме тата хăйне тĕллĕн вĕренме тивнĕ. Хула мещенĕсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă. 1833 çулта пулас писатель купса çуртĕнчен пăрахса кайнă та чăваш вулăсĕн кантурне ĕçе вырнаçнă…

Malalline VULA: http://vulacv.googlepages.com/%D0%BF%D0%B8%D1%80%C4%95%D0%BD%D0%B5%D0%BD%D1%82%D0%B5%D1%88%D1%81.%D0%BC.%D0%BC%D0%B8%D1%85%D0%B0%D0%B9%D0%BB%D0%BE%D0%B2%E2%80%93%D1%8F%D0%BD%D1%82%D1%83%D1%88